Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Раҫҫейре
t.me/bbbreaking сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/bbbreaking сӑнӳкерчӗкӗ

Мускаври метрора акустика кабинисем вырнаҫтарнӑ. Унта кӗрсе телефонпа шӑплӑхра калаҫма пулать е ӗҫлеме те.

Пӗр кабинӑна пӗр ҫын вырнаҫаять. Унта телефона зарядкӑна лартма USB тата Type-C разъем та пур. Ларса ӗҫлеме пукан тата сӗтел вырнаҫтарнӑ. Вентиляци те пур.

Пӳлӗме 15 минутлӑха тара илес тесен алӑк ҫинчи QR-код сканерламалла. Ун пек кабина «Комосмольски» тата «Чулхула» станцисенче пур.

Ҫулталӑк вӗҫлениччен вӗсемпе тӳлевсӗр усӑ курма май пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/217246
 

Вӗренӳ
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Патӑрьел округӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт шкулӗ ҫавра юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл пӗрремӗш вӗренекенӗсене 135 ҫул каялла йышӑннӑ.

Ун чухне ял Патӑрьел чиркӗвӗн прихучӗ йышӗнче шутланнӑ. Унӑн священникӗ Николай Лебедев ялта грамота шкулӗ уҫнӑ. Унта пӗрремӗш учителе — Макар Иванович Румянцева — ӗҫлеме янӑ.

Ку таранччен шкултан чаплӑ ҫынсем вӗренсе тухнӑ: ӑслӑлӑх докторӗсем, ӑслӑлӑх кандидачӗсем, спорт мастерӗсем, тава тивӗҫлӗ тухтӑрсемпе вӗрентекенсем, юристсем, культура тата ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем, ҫар ҫыннисем...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15777
 

Республикӑра
ul.aif.ru сайтри сӑн
ul.aif.ru сайтри сӑн

Шупашкар округӗнчи хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лексе самай пысӑк укҫа ҫухатнӑ. Вӑл палламан ҫынна 8,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ.

Ун патне темиҫе палламан ҫын шӑнкӑравланӑ: пӗри хӑйӗнпе «Госуслуги» порталӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ, теприсем — «хуралӗн» тата «ФСБ» ӗҫченӗсем имӗш. Хайхискерсем 64-ри хӗрарӑма тупӑшне деклараци тумаллине пӗлтернӗ. Ҫакна тумасан унӑн укҫине вӑрлама пултараҫҫӗ-мӗн.

Хӗрарӑм ҫав ҫынсене ӗненсе пӗтӗм укҫине ултавҫӑсем янӑ курьер урлӑ парса янӑ. Пӗтӗмпе — 8,5 миллион тенкӗ. Укҫана каялла тавӑрса памасан тин вӑл ултавҫӑсен серепине ҫакланнине ӑнланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/7174
 

Ҫутҫанталӑк
pogoda21.ru сайтран илнӗ сӑн
pogoda21.ru сайтран илнӗ сӑн

Синоптиксем малтанах пӗлтернӗ пекех, икӗ эрнене тӑсӑлнӑ «ылтӑн кӗркунне» вӗҫленнӗ.

Паян та кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Ытларикун вара типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Эрне варринче каллех ҫумӑр ҫума тытӑнӗ, анчах – вырӑнӑн-вырӑнӑн кӑна. Ҫурҫӗр енчен сивӗ сывлӑш килнӗ май йӗпе юр е кӗрпе ҫума пултарать.

Пукрав иртрӗ. Апла ҫанталӑк та хӗл еннелле сулӑнать. Кӑнтӑрласерен 6-11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесерен 0 патнелле ҫывхарӗ. Ирсерен тӗтре карса илме пултарать.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере сивӗтӗ, ҫӗрлесерен шӑнтма тытӑнӗ.

 

Апат-ҫимӗҫ

Ҫӗнӗ Шупашкарти прокуратура Россельхознадзор управленийӗпе пӗрле вырӑнти организацисемпе усламҫӑсен ӗҫне тӗрӗсленӗ те унта документсӑр-мӗнсӗр пулӑпа аш пуррине палӑртнӑ.

Тӗрлӗ тӗслӗ пулӑ, тинӗс апат-ҫимӗҫӗн, кайӑк-кӗшӗк какайӗн тата ытти аш-пӑшӑн ветеринари докуменчӗсем пулман.

Кафе директорне саккуна пӑснине пӗтерме хушса асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ, ӑна административлӑ майпа явап тыттарма ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Чӑвашлӑх
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Хусанти Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче чӑваш культурин кунӗсем иртнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: хӑнасем чӑваш тӗррипе паллашнӑ, улах ларнӑ, кунсӑр пуҫне чӑваш эстрада артисчӗсен концерчӗ иртнӗ.

Ҫавӑн пекех «Тутарстан чӑваш пикине» палӑртасси пирки хыпарланӑччӗ. Ҫак ята кам тивӗҫни паллӑ: Анна Иванова.

Хусанта Чӑваш культурин кунӗсем вӗҫленнӗ ӗнтӗ. Вӗсем юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче пуҫланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-20003431_15014
 

Пӑтӑрмахсем
https://forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
https://forum.zarulem.ws сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Сӗнтӗррвӑринче патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ашшӗн машинипе ҫула тухнӑ яша тытса чарнӑ.

16 ҫулти каччӑн водитель прави пулман. Вӑл вырӑнти автозаправкӑна бензин патне пынӑ. Пакунлисем вӑл ҫамрӑккине асӑрханӑ тата вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе те ҫыхӑнман пулнӑ.

Каччӑ ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, унӑн ашшӗпе амӑшӗ темиҫе кунлӑха Мускава ӗҫпе кайнӑ, яш пӗччен юлнӑ. Вӑхӑта кичем ирттересрен вӑл ашшӗн машинине чӗртсе тухас тенӗ.

Ҫамрӑк водитель тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Автомашинӑна ятарлӑ стоянкӑна илсе кайнӑ.

 

Персона
vk.com/wall-228649350_151 сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/wall-228649350_151 сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш академи драма театрӗнче ӗнер, юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Тани Юна халалланӑ кинокаҫ иртнӗ.

Тани Юн — чӑвашсен пӗрремӗш актриси.

Театра пухӑннисем чӑваш кинематографине пуҫарса янин историйӗпе паллашнӑ, «Чӑвашкино» ӳкернӗ пӗрремӗш киносене пӑхнӑ.

Пухӑннисем умӗнче Алексей Киров тата Анна Мюресова тухса калаҫнӑ. «Священная роща», «Ял», «Страна Чувашская» киносене пӑхнӑ, вӗсене сӳтсе явнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-228649350_151
 

Статистика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Ку уйӑхри хитре кунсенче республикӑра 500 ытла ҫемье чӑмӑртанӗ. 400-шӗ заявление «Госуслуги» портал урлӑ панӑ.

Ытларахӑшӗ юпа уйӑхӗн 25-мӗшне суйланӑ, вӑл хитре янӑрать: 25.10.2025. Ҫак кун 90 мӑшӑр пӗрлешӗ. Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вара (10.10.2025) 58 ҫемье чӑмӑртаннӑ.

Сӑмах май, пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче 400 ытла мӑшӑр пӗрлӗшнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashiya_capru
 

Чӑвашлӑх
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Зоя Игнатьева – чӑн-чӑн алӑ ӑсти. Вӑл ӑсталанӑ япаласем куҫа илӗртеҫҫӗ.

Зоя Ивановна 20 ҫул ӗнтӗ хӑйне евӗр сувенирсем ӑсталать: панно, ӳкернӗ турилккесем, шӑнкӑравсем, шӑхличсем, магнитсем... Ҫаксене йӑлтах вӑл чӑваш эрешӗпе илемлетет.

Унӑн ӗҫӗсене республикӑра пурӑнакансем кӑна мар, хӑнасем те кӑмӑллаҫҫӗ: туристсем сувенирсене туянса пӗрле илсе каяҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_24184
 

Страницӑсем: 1 ... 91, 92, 93, 94, 95, 96, 97, 98, 99, 100, [101], 102, 103, 104, 105, 106, 107, 108, 109, 110, 111, ... 4107
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сире дипломатилӗх кирлӗ. Ӗҫтешсемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне астӑвӑр: пурте сирӗн темпа ырламаҫҫӗ. Эрнекун харпӑр пурнӑҫра кӑмӑллӑ кӗтменлӗх пулӗ тен: ҫывӑх ҫынсенчен пӗри тинех чуна уҫса калаҫма килӗшӗ. Канмалли кунсенче вӑй пухӑр.

Пуш, 02

1942
84
Исмуков Николай Аверкиевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1944
82
Данилов-Чалдун Максим Николаевич, прозаик ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...