Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Патшалӑх ӗҫченӗ Илья Прокопьев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 26.06.2026 15:54 | 708 хут пӑхнӑ
Персона
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Республикӑра патшалӑх тата парти ӗҫченӗ Илья Прокопьев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Тӗп мероприятисем утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулӗҫ.

Илья Павлович Чӑваш Ене 15 ҫула яхӑн ертсе пынӑ. Вӑл Вӑрнар районӗнчи Мӑчамӑш ялӗнче 1926 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине тата совет-яппун вӑрҫине хутшӑннӑ. 1974-1988 ҫулсенче Илья Павлович КПСС Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ. Унӑн ячӗпе Шупашкар ГЭСӗн, трактор савучӗн, «Куҫ микрохирургийӗн» строительствисем ҫыхӑннӑ. Илья Прокопьев 2017 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ.

Утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта Наци вулавӑшӗ умӗнче Илья Прокопьевӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне халалланӑ ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртӗ. Ҫавӑнтах курав уҫӑлӗ. Богдан Хмельницкий урамӗнчи 1-мӗш масар ҫинче Илья Прокопьевӑн палӑкӗ патне чечексем хурӗҫ. Ҫавӑн пекех «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта ун ячӗпе хисепленекен урамра мероприятисем иртӗҫ.

#Шупашкар, #тӳре-шара, #ветерансем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Пăшатан // 5649.9.9053
2026.06.27 08:22
те суя. те чăн. Илья Прокопьев питĕ кахал пулнă теççĕ.
Вулакан // 7300.9.8928
2026.06.27 22:23
Унчченхи ертӳҫӗсене ытлаши ырлар мар.СССРа арканас тапхӑра илсе ҫитерекенсем ҫавсем пулнӑ,уйрӑмах парти пуҫлӑхӗсем.Суккӑрскерсем пулнӑ,ҫӗршыв экономика тӗлӗшӗнчен мӗнле чакса пынине те курман.Ҫӑкӑр та пирӗн Канадӑран ылтӑнпа илсе килнӗскер кӑна пулнӑ,купӑстана та черет тӑрса илмелле пулнӑ,какайне-талонпа.Пылесоса та ҫур ҫул кӗтме тивнӗ.Ҫамрӑксем каласан та ӗненмеҫҫӗ.Шупашкар ГЭСӗпе трактор завочӗ ҫумӗнче Ислюковсемпе Прокопьевсен тӳпи пысӑках та мар.Хими тата...Хӑрушӑ вырӑн мар-и? Патшалӑх ҫыннин ӗҫне ахаль ҫынсем мӗнле пурӑннипе хаклаҫҫӗ.Чӑваш вӗсем пуҫлӑхра чухне хальхи пек тумланса та ,ҫисе те курман,ҫӑмӑл машина рульне те тытса пӑхман.Кил-ҫурт,хваттер пирки каламӑпӑр та.Парижран килекен умӗнче те намӑс курас ҫук.Унчченхи пуҫлӑхсемпе пит мухтанар мар.
Пăшатан // 9552.2.6466
2026.06.28 15:03
Вулакан юлташ, эс чисти пирĕн Чăваш Ен суверенлă, пăхăнманлăхлă республика пулнă пек калçатăн
Валери ТУРКАЙ // 2456.23.6950
2026.06.30 12:43
"Вулакан" çырнинче ТĔРĔССИ питĕ нумай!!!
Валери ТУРКАЙ. 30.06.26. Хырай Ĕнел

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем