Персона
![]() Геннадий Медведев. drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нумаях пулмасть, тата уҫӑмлатарах каласан, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Геннадий Медведев 60 ҫул тултарнӑ. Геннадий Павлович пирки театрта Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ пулнисӗр пуҫне драматург, куҫаруҫӑ, педагог тесе пӗлтернӗ. Геннадий Медведев Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче 1961 ҫулхи утӑ уйӑхн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1978-1983 ҫулсенче Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинче вӗреннӗ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 1983 ҫултанпа ӗҫлет. Ҫак ҫулсенче вӑл чылай роле калӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳ районӗнче вырнаҫнӑ ача-пӑча уйлӑхӗн директорӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: директор 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче пӗр ҫынран 14 пин тенкӗ сӗтев илнӗ. Куншӑн вӑл уйлӑха икӗ ачана пӗр сменӑна путевкӑсӑрах йышӑннӑ. Пуҫиле ӗҫе тишкернӗ май халӗ тата тепӗр пӑтӑрмах ҫиеле тухнӑ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2019 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗччен пуҫлӑх хӑй ертсе пыракан учреждени кассинчен виҫӗ хут та укҫа илнӗ. Унпа вӑл уйлӑх валли тӗрлӗ тавар (электричество оборудованийӗ, скатерть т.ыт.те) туянма шантарнӑ. Илессе илнӗ, анчах самай йӳнӗрехпе. Кассӑна суя чексем тӑратнӑ. Ҫапла майпа пуҫлӑх хӑй ертсе пыракан уйлӑха 185 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри пульницӑсенчен пӗринче тӑрӑшнӑ тухтӑра сӗтев илнӗ тесе айӑпласшӑн. Пӑтӑрмаха Республикӑн наркологи пульницинче психиатр-наркологра тимленӗ ҫын ҫакланнӑ. Сӑмах май, халӗ вӑл унта ӗҫлемест ӗнтӗ. 38 ҫулти тухтӑр тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, водитель прависӗр тӑрса юлнӑ ҫынсем психиатр-наркологӑн банк картти ҫине 1000-1500-шер тенкӗ куҫарса панӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл вӗсене автомобиль рулӗ умне ларма чару ҫук тесе справка панӑ, анализ пама та хистемен. Тӗпчевҫӗсем нарколог пӗчӗк виҫепе сӗтев илнӗ 4 эпизода шута илнӗ. Ҫав тӗслӗхсем 2019 ҫулхи чӳк, 2020 ҫулхи кӑрлач тата пуш уйӑхӗсенче пулса иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш кӗнеке издательствинче хальхи вӑхӑтри пултаруллӑ хӗрарӑм-ҫыравҫӑсенчен пӗрин, Лидия Саринен, кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑм ячӗ – «Шур пӗркенчӗк». Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑма ҫемье ҫавӑрас ыйтӑва халалланӑ. Кӗнеке редакторӗ – О.Л. Федорова, художникӗ – А.И. Алексеев. «Шур пӗркенчӗк» кӗнекене пысӑках мар калавсемпе пурнӑҫри самантсене ҫутатса паракан тӗрленчӗксем кӗнӗ. «Кашни хайлавра – сӑнар шӑпи, автор унӑн савӑнӑҫӗпе пӑшӑрханӑвне психологи тӗлӗшӗнчен тӗрӗс кӑтартса парать», – тесе палӑртнӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче. Сӑмах май каласан, кӗнеке авторӗ – Лидия Сарине – хӑй те таса чунлӑ та ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 25 ҫулти хӗрарӑм ҫул ҫинчех ҫуратни пирки пӗлтернӗччӗ. Хӗрарӑма тата упӑшкине пульницӑна ҫитме ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем пулӑшнӑ. Хӗрарӑмпа ачине киле янӑ. Пульницӑран тухнӑ чухне вӗсене ҫав инспекторсем саламлама пынӑ. Вӗсем тин ҫуралнӑ ачана машинӑра ҫӳремелли ятарлӑ кресло парнеленӗ. Ашшӗпе-амӑшӗ ачана Виктория ят панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче республикӑра 21 ҫулти каччӑ путса вилнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл шыва кӗнӗ чухне путнӑ. Каччӑ Ҫӗмӗрле пӗвинче шыва кӗнӗ. Хайхискер ӳсӗр пулнӑ. Унӑн виллине тӳрех тупайман, водолазсене чӗннӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви шыва кӗнӗ чухне асӑрханма ыйтать. Ятарлӑ вырӑнсенче ҫеҫ чӑмпӑлтатма юратать. Кӑҫал ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра 22 ҫын путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Иртнӗ канмалли кунсенче республикӑра икӗ ача ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Пӗрремӗш тӗслӗх утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулнӑ. Шупашкарта 2 ҫулти хӗрача москитлӑ сетка ҫине таянса 3-мӗш хутран персе аннӑ. Вӑл лавкка тӑррине ӳкнӗрен вӑйлах суранланман. Ҫав кунах каҫхине Йӗпреҫре 4-ри арҫын ача 3-мӗш хутри чӳречерен ӳкнӗ. Ӑна Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ача амӑшӗпе уҫӑлса таврӑннӑ. Киле кӗрсен алӑк хупӑнса ларнӑ, аслисем тулта юлнӑ, ача – хваттерте. Аслисем алӑка уҫнӑ самантра ача чӳречерен ӳкнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Турцинчи телекуравсенчен пӗри чӑваш туйне кӑтартӗ. «TRT BELGESEL» телеканал эфирӗнче «Потерянные силуэты Востока» документлӑ фильм кӑтартма палӑртса хунӑ. «Hüseyin Kılıҫ» телеушкӑн Хусейн Кылыч продюсерпа чӑваш туйне ӳкернӗ. Хусейн Кылыч — «Göknil Duygulu» проект авторӗ тата режиссёрӗ. Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Турцинчи телеканал ӗҫченӗсем Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексра пулнӑ. Кӑларӑма утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 21 сехетре кӑтартӗҫ. Телепередача ют ҫӗршыв ҫыннисене чӑваш культурипе тата йӑли-йӗркипе ҫывӑхрах та тӗплӗнрех паллашма май парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Наталья Николаева. pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чир-чӗр никама та тиркемест ҫав. Иртнӗ эрнере пирӗн республикӑра «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ӑнӑҫлӑ ҫемье» конкурс иртрӗ. Унта РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полпречӗ Игорь Комаров та, республика Элтеперӗ Олег Николаев та, республикӑри Хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Наталья Николаева та хутшӑнманччӗ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем ҫине таянса пӗлтернӗ тӑрӑх, Наталья Николаева ковидпа чирленӗ. Олег Николаев тӗплӗн тӗрӗслениччен инҫет мелпе ӗҫлеме йышӑннӑ, Игорь Комаров вара Чӑваш Ене килмен. Ҫав вӑхӑтрах Олег Николаев маларах «Спутник V» препаратпа вакцинаци тутарнм паллӑ. Унӑн иккӗмӗш тапхӑрӗ витӗр вӑл ҫу уйӑхӗн ҫурринче тухнӑ. Николаев хӑйӗн арӑмӗ чирленӗ хыҫҫӑн иккӗмӗш кунхинех Ҫӗмӗрлене вӗҫтернӗ, унта вӑл вакцинаци шайӗ пӗчӗк шайра пулнишӗн вырӑнтисене ӳпкеленӗ. Прививка тунисен килӗнче ковилдпа чирлекен тупӑнсан ҫынпа мӗн чухлӗ вӑхӑт хутшӑнма юраманни пирки «Правда ПФО»-на уҫӑмлатма хальлӗхе май килмен. Маларах икӗ эрне тетчӗҫ, халӗ кӑшӑлвирус тесчӗн кӑтартӑвне (ҫын чирлӗ маррине) пӗличчен тесе те калаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() @mchschuvashii сӑнӳкерчӗкӗ Ҫуллахи вӑхӑтра юханшывпа пӗвесенче пӗчӗк кимӗсемпе ярӑнма юратакансем йышланаҫҫӗ. «Шывра та ҫул ҫинчи пекех асӑрхануллӑ пулмалла», — теҫҫӗ республикӑн Пӗчӗк кимӗсен патшалӑх инспекцийӗн ӗҫченӗсем. Асӑннӑ инспекци ӗҫченӗсем йӗркене пӑсакан «капитансене» тытса чараҫҫӗ. Сезон пуҫланнӑранпа ҫӑлавҫӑсем 450 профилактика рейчӗ йӗркеленӗ. Йӗркене кӑнттамӑн пӑснӑшӑн 94 ҫынна штрафланӑ. Час-час тӗл пулакан кӑлтӑк — ҫӑлав жилетне тӑхӑнманни. Экипировка пирки карап хуҫисем те, пассажирсем те манаҫҫӗ. Тепӗр чухне кимме ӳсӗр пуҫпа тытса пыракансем тупӑнаҫҫӗ. Ун пеккисене икӗ ҫынна тытса чарнӑ. Ӳсӗрскерсене 1500 тенкӗрен пуҫласа 2000 тенкӗ таран штрафлама е кимӗпе ҫӳреме 1 ҫултан пуҫласа 2 ҫул таран чарма пултараҫҫӗ. Сӑмах май каласан, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн пирӗн республикӑри шыв-шурта 21 ҫын вилнӗ, вӗсенчен иккӗшӗ – ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.03.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |