Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Тӗпсӗр ҫынна тӗмен ҫитмен.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Ровесник» культура керменӗнче салтак юррин фестивалӗ иртӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 28.01.2022 15:54 | 1200 хут пӑхнӑ
Культура

О. Беспалов урамӗнчи 2а ҫуртра вырнаҫнӑ «Ровесник» (чӑв. Тантӑш) КК нарӑсӑн 25-мӗшӗнче «Когда поют солдаты» (чӑв. «Салтаксене юрланӑ чух») салтак юррин фестиваль-конкурсӗ иртӗ. Кун пирки Шупашкар хулин Мускав районӗн администраци пресс-служби пӗлтерет. Фестиваль 14:00 сехетре пуҫланать.

Фестивале ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ вӑхӑтра Афганистанра пуҫ хунӑ Олег Беспалова асӑнса ирттерӗҫ. Культура мероприятийӗ Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкне палӑртнӑ май иртӗ.

Фестивале хутшӑнма заявкӑсене солистсем, вокал ушкӑнӗсем, хорсем, ҫавӑн пекех автор юррине юрлакансем ярса пама пултараҫҫӗ. Хутшӑнакансен ӳсӗмӗ — 8 ҫултан пуҫласа.

Олег Беспалов — Шупашкар хулинче ҫуралса ӳснӗскер, вӑл Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗн кавалерӗ (вилнӗ хыҫҫӑн чысланӑ). Унӑн ятне Шупашкарти пӗр урама, ҫавӑн пекех вӑл вӗреннӗ 7-мӗш вӑтам шкула панӑ. Ун ячӗпе унсӑр пуҫне спорт мероприятийӗсем иртеҫҫӗ.

#ҫар, #Афганистан, #истори, #Шупашкар, #«Ровесник» КК, #фестивальсем, #Мухтавлӑ ентешсен ҫулталӑкӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем