Харпӑр шухӑш
Хулара
Назовем одну из улиц Чебоксар в честь профессора М.И. Скворцова!Вот уже пять лет, как с нами нет нашего коллеги – ученого и педагога доктора филологических наук, профессора Михаила Ивановича Скворцова. Его не стало 1 декабря 2016 года. М.И. Скворцов свою трудовую деятельность начал как журналист: после окончания Казанского государственного университета трудился в республиканских газетах «Хӗрлӗ ялав» (Казань), «Коммунизм ялавӗ», Чувашском радиокомитете. Но вскоре понял, что ему предназначено связать судьбой свою жизнь с наукой, и всерьез занялся изучением родного чувашского языка. Систематизация его лексики, составление и редактирование двуязычных словарей, разработка теории русско-чувашского и чувашско-русского перевода стали основой его научной деятельности на долгие годы. М.И. Скворцов – автор свыше 200 публикаций, в т.ч. 4 монографий, боле 30 словарей. Михаил Иванович проявил себя и как замечательный педагог: преподавал студентам Чувашского госуниверситета, читал лекции учителям на курсах повышения квалификации в Чувашском республиканском институте образования. |
Чӑвашлӑх
![]() Светлана Константинован архивӗнчи сӑнӳкерчӗксем Ҫак кунсенче, раштав уйӑхӗн 2-4-мӗшӗсенче, Пушкӑртстанри Ӗпхӳре Ремесласен эрни иртнӗ. Ҫавна май унта «Уфа-Арт. Ремёсла. Сувениры» курав-фестиваль йӗркеленӗ. Ҫавӑнта хутшӑннӑ Чӑваш Енри ӑста, Светлана Константинова, «Контактри» хӑйӗн страницинче хӑйӗн пӑшӑрханӑвӗпе паллаштарнӑ. «Чи пысӑк тӗллев вӑл — тӗрлӗ маҫтӑрсемпе паллашса вӗсен ӗҫӗсене курасси», — палӑртнӑ ӑста курав хутшӑннин тӗллевне. «Чӑваш кӗписене тата капӑрлӑхӗсене пуҫтарма пуҫӑннӑ май, умра паллах нумай ыйту сиксе тухать. Ыттисемпе хутшӑнни, сӗнӳсемпе тата канашсемпе ылмашӑнни кирлех. <...> Паянхи кун ӗлӗкхи майпа капӑрлӑхсене пуҫтарма йывӑрлансах пырать. Ӗҫ хатӗрӗсем урӑх, материалӗсем виҫипе те калӑпӑшӗпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ тата, мӗн калас тен, тавракурӑм та паянхи кун малтанхи евӗрлӗ мар. Пушкӑрт маҫтӑрӗсемпе чылай калаҫрӑмӑр, ҫакӑн пек йывӑрлӑх вӗсен умӗнче те тӑрать иккен. Костюмсене тӗрӗс те тирпейлӗ пухасси пурин те пулмасть. Сӑмах май, вӗсене пирӗн культурӑпа ҫыхӑннӑ тӗрлӗ кӗнекесем нумай пулни тӗлӗнтерчӗ. Эпир вара вӗсен костюмӗсене чӗрӗлле курса ыйтусем пама пултартӑмӑр~~», — тесе ҫырнӑ Светлана Константинова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре цифра танмарлӑхне пӗтерессипе ҫыхӑннӑ программӑн иккӗмӗш тапхӑр пуҫланнӑ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Хӗрлӗ Октябрь тата Тури Кӑмаша, Елчӗк районӗнчи Энтепе, Пӑрачкав районӗнчи Никулино, Вӑрмар районӗнчи Анаткас ялӗсене интернет ҫыхӑнӑвне ҫитернӗ. Цифра аталанӑвӗн министерствипе «Ростелеком» организаци 100 ҫынран пуҫласа 500 ҫын таран пурӑнакан ялсене 4G технологиллӗ ҫыхӑну ҫитереҫҫӗ. 2022 ҫулта 38 база станцийӗ тума палӑртнӑ. Цифра танмарлӑхне пӗтерессипе ҫыхӑннӑ программӑн пӗрремӗш тапхӑрӗнче 250 ҫынран пуҫласа 500 ҫын таран пурӑнакан Чӑваш Енри 328 яла интернет ҫыхӑнӑвӗ ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Улькка Эльмен тата Лидия Филиппова. Лидия Филиппован Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян республикӑн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн пухӑвӗ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: вӑл 15 сехетре пуҫланнӑ. Отчётпа суйлав пухӑвӗнче ҫӗнӗ председателе суйланӑ. Кун пирки союзӑн правленийӗн унчченхи ертӳҫи Лидия Филиппова Фейсбукра пӗлтернӗ. Лидия Ивановна союза пулӑшса пынисене – ЧР Культура министерствине, Наци вулавӑшне, Республикӑн ача-пӑча вулавӑшне, Чӑваш кӗнеке издательствине – тав тунӑ. Ҫыравҫӑсен йышне нумаях пулмасть илнӗ Нина Царыгинӑна, Лариса Петровӑна тата Мая Селендеевӑна ӑнӑҫу суннӑ. Тата вӑл ҫӗнӗ ертӳҫӗне, Улькка Эльменне, чунтан ырӑ суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() v-kurse.ru сайтри сӑн Килсӗр йытӑсемпе кушаксене тытса ятарлӑ ҫӗрте усраҫҫӗ. Ку тӗллевпе ятарласа укҫа уйӑраҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗ ҫак ӗҫе пурнӑҫлакана тупас тӗллевпе аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Малтанхи хак – 3 миллион тенкӗ. Аукцион раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗн кӑрлачӑн ҫитес ҫул 1-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 31-мӗшӗччен килсӗр чӗрчунсене тытмалла. Вӗсене пӗр вӑхӑт усрамалла, стерилизацилемелле, операци хыҫҫӑн пӑхмалла, маркерламалла та пурӑннӑ ҫӗрех тавӑрмалла. Пӗр чӗрчуншӑн вӑтамран 7641 тенкӗ лекет. Пӗтӗмпе 390 чӗрчун. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтри сӑн Паян, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарта «Лента» микрорайонта «зебра» патӗнче ҫул урлӑ каҫакан хӗре машина ҫапса кайнӑ. Ку пӑтӑрмах 17 сехет тӗлӗнче Асламас урамӗнчи 3-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. «Тойота» водителӗ ҫул урлӑ каҫакан хӗр ҫине пырса кӗнӗ. Васкавлӑ медпулӑшу бригади вырӑна хӑвӑртах ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех полици килнӗ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗре пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Юпа уйӑхӗнче Чӑваш Енре антирекорд пулнӑ. Республикӑра пӗр уйӑхра 2366 ҫын вилнӗ. Кун пек статистика тахҫантанпах пулман. Танлаштармашкӑн: авӑн уйӑхӗнче 1744 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнче 1701 ҫын вилнӗ. Кӑҫал кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче республикӑра 17118 ҫын вилнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 2238 ҫын ытларах. Сӑмах май, ку ӗмӗрте 2002-2005 ҫулсенче ҫын нумай вилнӗ. Ун чухне ҫулталӑкне 19,3-19,9 пин ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнчи маэстрӑн юбилей концерчӗ иртӗ. Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, чӑваш халӑх артисчӗ, фортепиано ӑсти Юрий Трепов кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 65 ҫул тултарнӑ. Юрий Иванович Сартури Л.В. Собинов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнчен тата унти аспирантурӑран вӗренсе тухнӑ. Ставрополь крайӗнчи Пятигорскра ҫуралнӑскер 1980-1995 ҫулсенче Чӑваш паташлӑх филармонийӗнче ӗҫленӗ. Халӗ вӑл И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ҫамрӑксене музыка тӗнчине илсе кӗрет. Профессор. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Йывӑрлӑха лекнӗ хӗрарӑмсем валли Улатрта ятарлӑ центр уҫӑлнӑ. Кризис центрӗ йывӑрлӑха лекнӗ амӑшӗсене, ача кӗтекен тата килте пусмӑр тӳсекен хӗрарӑмсене йышӑнӗ. Кризис центрне Улатӑр районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта уҫнӑ. Вӑхӑтлӑх приютра ҫывӑрмалли пӳлӗмсем, кану пӳлӗмӗсем, кухня пур. Кризис центрне пыракан хӗрарӑмсене специалистсем психологи, право тӗлӗшӗнчен тата медицина енӗпе пулӑшӗҫ. Шупашкарта, сӑмах май, ун пек центр пур ӗнтӗ. Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова Улатӑрта пулнӑ май Кризис центрӗсене республикӑн тӗрлӗ районӗнче уҫасшӑннине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре Комсомольскинчи пӗр кафере арҫын хӑйне йӗркеллӗ тытман. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Йӗрке хуралҫисем вырӑна ҫитнӗ. Машинӑра ларнӑ чухне хайхи арҫын пакунлине чӑмӑрӗпе питӗнчен ҫапнӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна тытса чарнӑ. Ҫак арҫын Омск облаҫӗнче пурӑнаканскер иккен, 28 ҫулта. Ӑна хӑйсен регионӗнче шыраҫҫӗ. Вӑл унта ҫу уйӑхӗнче влаҫ ҫыннине хур кӑтартнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн лекнӗ. Унӑн тухса ҫӳреме юраман. Анчах вӑл Чӑваш Ене тухса тарнӑ. Кунта та ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильева Галина Сергеевна, балет артистки ҫуралнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |