Персона
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа театрӗнче вилончельсен ушкӑнӗн концертмейстерӗ Светлана Григорьева пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Светлана Григорьева Шупашкарта ҫуралнӑ. 1996 ҫулта Мускаври Гнесинсем ячӗллӗ музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ. Студент чухнех хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ. Вӑл Гнесинсен оркестрӗпе Англири сценӑсем ҫине те тухнӑ. Вӗренсе пӗтерсенех вӑл Мускаври М.И. Глинка ячӗллӗ ача-пӑча музыка шкулӗнче, ҫавӑн пекех К.С. Станиславский тата и Вл. И. Немирович-Данченко ячӗллӗ Мускаври музыка театрӗнче ӗҫленӗ. Артист-инструменталист евӗр вӑл «Ногу свело» рок-ушкӑнпа тата Вика Цыганова эстрада юрӑҫипе ҫыхӑну тытса ӗҫленӗ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн симфони оркестрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ, 2015 ҫултанпа виолончельсен ушкӑнӗн концертмейстерӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи Александра Васильева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Темиҫе чӗлхе пӗлсен те тӑван чӗлхене мала хуракансем пирӗн хушӑра пурри питех те савӑнтарать. Ҫавӑн пеккисенчен пӗри вӑл — Александра Васильева. Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑнарта ҫуралса ӳснӗ ӑслӑ та талпӑнуллӑ хӗрпе ҫак йӗркесен авторӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче паллашрӗ. Александра Сергеевна чӑвашла хӑй ҫырнӑ юмахсен пуххипе Zoom платформӑра паллаштарма палӑртнӑ. Презентаци раштав уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Мускав сехечӗпе 11 сехетре пуҫланӗ. Хӑтлав чӑвашла иртӗ. 40-минутлӑ икӗ сессирен тӑракан презентацие кирек кам та хутшӑнайӗ. Александра Сергеевна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче акӑлчан тата нимӗҫ чӗлхисене вӗреннӗ. Унтан Мускавра ассистент, тӑлмачӑ пулса ӗҫленӗ. 2016-2018 ҫулсенче вӑл пӗлӗвне Экономикӑн аслӑ шкулӗнче ҫӗнӗлле уҫӑлнӑ ют чӗлхе факультетӗнчи магистратурӑра анлӑлатнӑ. Халӗ Китайри Куньмин хулинче акӑлчан чӗлхи вӗрентет. «Эпӗ студент чухнех ҫырма пуҫланӑ. Ку юмахсен пуххин пӗрремӗш пайне эпӗ 2017-мӗш ҫулта ҫырнӑ, пӗлтӗр иккӗмӗш пайне ҫырса пӗтернӗ. Малтан ҫырнисем пурте вырӑсла, чӑвашла ҫырни пӗрремӗш хут», — пӗлтерчӗ вӑл ҫак йӗркесен авторне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 18 сехетре, Мускаври «Русская песня» (чӑв. Вырӑс юрри) театрта хӑй тӗллӗн вӗреннӗ пултарулӑх коллективӗсен гала-концерчӗ уҫӑлӗ. Шупашкарти тӗп клуб тытӑмӗн ертӳҫи Светлана Балыбердина Фейсбукра хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗршывӑн тӗп хулинчи концерта «Уяв» фольклор ансамблӗ хутшӑнӗ. Гала-концерта Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 20 коллектив хутшӑнӗ. Вӗсем пурте «Культура» наци прокчӗн грантне тивӗҫнӗскерсем. Мускаври гала-концерт вӑхӑтӗнче сцена ҫине Адыгея, Буряти, Мари Эл, Мордва, Тутарстан, Тыва, Чечня, Байкал, Белгород, Волгоград, Воронеж, Иркутск, Курган, Ленинград, Мускав, Омск, Орлов, Пенза, Челябинск тӑрӑхӗсенчи коллективсем тухӗҫ. Ятарлӑ хӑнасем хушшинче М.Е. Пятницкий ячӗллӗ патшалӑх академи вырӑс халӑх хорӗ, Марина Девятова, «Партизан-FM» фолк-группа тата ыттисем пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗн правленийӗ (ертӳҫи — Сергей Павлов) ларӑва пухӑннӑ. Унта 2021 ҫулта туса ирттернӗ ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ, килес ҫулхи плансене тишкернӗ. Кӑҫал туса ирттерме палӑртнисенчен Шупашкарти урамсене театрӑн сумлӑ ӗҫченӗсен ячӗсемпе пама май килнине асӑнса хӑварнӑ. Театр ӗҫченӗсен союзӗ хула администрацине ятарлӑ хут ҫыни сая кайман — республикӑмӑрӑн тӗп хулинче Алексей Красотин, Тамара Чумакова, Вера Голубева тата Зоя Ярдыкова урамӗсем пур. Чӑваш академи драма театрӗпе юнашарах тенӗ пек вырнаҫнӑ Арбатра Театр скверӗ пулӗ. Оперӑпа балет театрӗпе юнашар килес театр пахчи ӗрчетме тытӑнасшӑн. Унсӑр пуҫне килес ҫул опера артисчӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсне, хӑй тӗллӗн вӗреннӗ режиссерсемпе актерсен «Вӑрттӑн ӗмӗт» регионти конкурсне, шкул ачисен театр темипе ҫырнӑ сочиненийӗсен пултарулӑх ӑмӑртӑвне т.ыт.те ирттересшӗн. |
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре лифт пур ҫуртсенче пурӑнакансем тӗплӗ юсавшӑн нумайрах тӳлеме тытӑнӗҫ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче строительство министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Максимов пӗлтернӗ. Лифт ҫук тӑк пӗр тӑваткал метршӑн 6 тенкӗ те 92 пус тӳлемелле. Лифт пур пулсан ку тӳлев 7 тенкӗ те 51 пуспа танлашать. Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, ку республикӑри лифт хуҫалӑхӗ кивелнипе ҫыхӑннӑ. Республикӑри тӗплӗ юсав программипе килӗшӳллӗн, 4781 лифта улӑштармалла, вӗсенчен 483-шне ҫӗнетнӗ. Паянхи кун тӗлне 1701 лифт срокне ӗҫлесе кӑларнӑ. Вӗсене улӑштарма 5 миллиард та 200 миллион тенкӗ кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «Ӗмӗтсен чӑрӑшӗ» ҫинчен пӗр юр пӗрчине илнӗ те унта Шупашкарти Рома Кожевниковӑн ӗмӗчӗ пулнӑ. Эппин, Олег Алексеевичӑн ӑна пурнӑҫламалла. Аса илтерер: ҫӑк ятпа акци иртет. 4 ҫулти Рома пуйӑссемпе, чукун ҫулпа кӑсӑкланать. Вӗсене ӳкернӗ кӗнекесене вӑл сехечӗ-сехечӗпе пӑхса ларма пултарать. Ҫавна май ЧР Элтеперӗ ӑна пультпа ҫӳретме май пур чукун ҫул парнеленӗ. Олег Алексеевич Ромӑн аппӑшне Софийӑна та парне панӑ. Хӗрача бисерпа тӗрлемелли хатӗршӗн, пылак ҫимӗҫсемшӗн тата кӗнекешӗн питӗ савӑннӑ. София Шупашкарти 65-мӗш шкулта вӗренет. Амӑшӗ Татьяна Леонидовна ача ҫуратмалли ҫуртра медсестрара тӑрӑшать. Ашшӗ Илья Вадимович ача пӑхассипе отпускра ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Чӑваш писателӗсен Союзӑн президиумне, Союз председатӗльне Ольга Куликовӑна
Хиспеплӗ Ольга Григорьевна! Ӗнер, декабрӗн 4-мӗшӗнче писательсен Союзӗн съездне хутшӑнса курни-илтнипе ҫыратӑп ҫак ҫырӑва. Ҫырмаллах терӗм. Йӗркипе. 1. Съезд пуҫламӑшӗнче пулса-иртнӗ тавлашу-харкашу чӑтма ҫук киревсӗр. Хам курман пулсан ӗненместӗмччӗ те пуль. Ытла та нӗрсӗррӗн тыткаларӗҫ ҫамрӑкраххисем президиумра хушнӑ ӗҫе туса пыракан ватӑ ҫынна «сволӑчь, тух унтан, ват кӑркка, намӑссӑр…» сӑмахсемпе пӗтӗм халӑх умӗнче хаяррӑн тапӑнчӗҫ. Мӗнле чӑтрӗ-ши Кибеч юлташ? Ҫак «профессионаллӑ писательсен» калаҫма вӗренме паянхи вӑрӑ-хурах «сходкисенчен» тӗслӗх илни те пӑсӑк мар. Ав мӗнле культурнӑ калаҫаҫҫӗ вӗсем хӑйсен хушшинче! Пулса иртнипе ҫырлахма юрамаҫ (ҫаплах ҫыратӑп), вӗсен сумлӑ ячӗсене пӑхмасӑрах президиум протоколӗнче ҫырсах асӑрхаттармалла, каҫару ыйттармалла. Килӗшмесен акт ҫырса суда памалла. Ҫӗнӗ шӑпӑрпа хӑвалас, тасатас пулать. Цыпленков телеоператор кино та кӑларма пултарӗ… 2. Писательсен союзӗн ятӗнче «профессионаллӑ» сӑмах икӗ ушкӑна пӗрлештернӗ хыҫҫӑн хӑйӗн пӗлтерӗшӗвне ҫухатрӗ, чӑннипех каласан, хирӗҫлет те. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Инстаграмри @umvd.cheboksary вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ скриншот Ӗнер Шупашкар хулинче Геннадй Айхи урамӗнче ҫамрӑк водитель ҫуран ҫӳрекене ҫапса кайнӑ. Инкек каҫхи 5 сехет иртсен пулнӑ. 48 ҫулти арҫын ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли паллӑ ӳкерсе хунӑ ҫӗрте ҫулӑн тепӗр енне васканӑ. 23 ҫулти водитель тытса пыракан «Форд Фокус» автомобиль ун ҫине пырса кӗнӗ. Шар курнӑ арҫынна васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн машини илсе кайнӑ. Патшалӑх ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӑтӑрмаха тишкерсе тивӗҫлӗ йышӑну тӑвӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем водительсене те, ҫуран ҫӳрекенсене те ҫул урлӑ каҫнӑ чухне асӑрханма ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() orel-gazeta.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ кӑшӑвруспа ҫыхӑннӑ черетлӗ хушӑва ӗнер алӑ пуснӑ. Документра каланӑ тӑрӑх, обществӑлла апатлану предприятийӗсем 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 23 сехетрен пуҫласа 2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ӗҫлемӗҫ. Вӗсенчен апата киле илсе кайма вара чармӗҫ. Транспорта маскӑсӑр ҫынсене лартма юрамӗ. Предприяти-организаци ертӳҫисене 60 ҫултан аслӑрах, вакцинаци тутарман ҫынсене инҫет ҫыхӑну мелӗпе ӗҫлеттерме; кӑшӑлвирусран прививка тутаракансене икӗ кун кантарма сӗннӗ. Медицина хатӗрӗсем сутакан суту-илӳ объекчӗсене, влаҫ тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене вара прививка тунине тӗрӗслесе кӗртме пӑрахӗҫ. Культура, спорт, потребитель рынокӗн объекчӗсене кӗме унчченхиллех е QR-код, е ПЦР-тест, е кӑшӑлвируспа чирлесе ирттерни ҫур ҫул ҫитменнине ҫирӗплетсе паракан справка кирлӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Инстаграмри @nikita_tence страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри паллӑ ҫулҫӳревҫӗн, Никита Тӗнчене, ҫемйи Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи Флорида штатӗнче тӗпленнӗ. Тепӗр енчен, тӗпленни пирки тата калама йывӑр-ха – туслӑ та йывӑрлӑхран хӑраман йыш пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре куҫса ҫӳреме кӑмӑллать. Нумаях пулмасть ҫемье хӑй туяннӑ машина ҫине ларса Пенсильвани штатӗнчи Питтсбург хулинчен ҫула тухнӑччӗ. Вӗсем вӑрманта та ҫӗр каҫнӑччӗ. Пысӑках мар машинӑра (седанра) ҫемьепе ҫул ҫӳреме питех маррине Никита Ютубри хӑйӗн каналӗнче вырнаҫтарнӑ видеора маларах палӑртнӑччӗ-ха. Халӗ ҫемье АПШри кӑнтӑр енчи штатра, Флоридӑра, чарӑннӑ. Никитӑн мӑшӑрӗ Настя Инстаграмра хыпарланӑ тӑрӑх, ҫак утӑма тума вӗсене океан хистенӗ. Халӗ йыш океанпа юнашар вырнаҫнӑ хулара хваттер тара илсе пурӑнать. Питтсбургри ҫуртра пурӑннинчен унта хаклӑрах тӳлеме тивет иккен. Настя пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем Никитӑпа иккӗшӗ те ӗҫлеҫҫӗ, анчах ӗҫ укҫи малтанхинчен пӗчӗкрех. Сӑмах май каласан, Питтсбургран ҫемье сӗтел-пукан, япаласем, теттесем хӑварса тухса кайнӑччӗ. Анчах мӑшӑр пуҫ усмасть, ирӗклӗхпе киленсе пурнӑҫпа туллин савӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильева Галина Сергеевна, балет артистки ҫуралнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |