Пӑтӑрмахсем
![]() Яндекс.Дзен сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ирхине 5 сехет тӗлӗнче Канаш районӗнчи Аслӑ Мами ҫывӑхӗнчи чукун ҫул ҫинче пӗр ҫын пуйӑс айне лекнӗ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл питӗ ҫамрӑк пулнӑ – 25 ҫулта ҫеҫ. Каярахпа ҫакӑ паллӑ пулнӑ: пуйӑс айне лекнӗ 25 ҫулти арҫын Йӗпреҫ районӗнче пурӑннӑ. Вӑл ир-ирех пуйӑс ҫулӗ ҫинче мен туса ҫӳрени хальлӗхе паллӑ мар. Сӑмах май, ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Мускав ҫывӑхӗнче Чӑваш Ен ҫынни пуйӑс айне пулса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Чӑваш Енре «Record» радио калаҫма тытӑнӗ. Ӑна 101.5 ФМ хум ҫинче итлеме май килӗ. Асӑннӑ хум ҫинче мларах «Авторадио» калаҫнӑ. Малашне вӑл 104.2 ФМ диапазона куҫӗ, «Радио родных дорог» (чӑв. Тӑван ҫулсен радиовӗ) холдинга кӗрӗ. Сӑмах май, «LoveРадио» та хӑйӗн хумне улӑштарӗ. Ӑна 97.3 ФМ диапазонта шырамалла. Асӑннӑ улшӑнусем юпа уйӑхӗн 1-мӗш хыҫҫӑн пулса иртессине пӗлтереҫҫӗ. «Record» радио пирки каласан, вӑл – Раҫҫейӗн ташӑ радиостанцийӗ. 1995 ҫулта уҫӑлнӑскере Раҫҫейӗн 160 ытла хулинче тата Кӑркӑстанра итлеме пулать. Унӑн тӗп музыка формачӗ — Dance CHR тата EDM. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫӗнӗ театр сезонне уҫма хатӗрленет. Асӑннӑ куна культура учрежденийӗнче палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Чаршав черетлӗ хутчен авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Куракансене ун чухне премьерӑна йыхравлаҫҫӗ. 89-мӗш театр сезонӗ Вячеслав Оринов режиссёр лартнӑ «Савтепи» спектакльпе уҫӑлӗ. Халап никӗсӗнче — тӑлӑх ӳснӗ хӗр, Савтепи, шӑпи. Вӑл савнӑ каччине Акманене ҫартан килессе кӗтсе пурӑнать. Вӗсем телейлӗ пурнӑҫ пирки ӗмӗтленнӗ-ҫке. Ҫартан килнисем хушшинче савнӑ каччӑ пулманран хӗр ӑна шыраса тупас тӗллев лартать... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kolskoeslovo.ru сайтри сӑн Раҫҫейри 8 регионта ҫӗршыври футбол пӗрлӗхӗ «Шкулта – футбол» проект пуҫарать. Чӑваш Ен те сӑнав регионӗсен йышӗнче. Ку проект Чӑваш Енри 7 шкулта пурнӑҫланӗ: Шупашкарти 6-мӗш тата 61-мӗш шкулсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулта, Ҫӗмӗрлери 1-мӗш тата 6-мӗш шкулсенче, Улатӑрти 7-мӗш шулта тата Вӑрнар поселокӗнчи 2-мӗш шкулта. Проектпа килӗшӳллӗн, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫак пӗлӳ ҫурчӗсенче физкультурӑн кашни виҫҫӗш урокӗ команда вӑййипе иртӗ. Проекта пурнӑҫласа массӑллӑ футбола 1,5 пин ытла шкул ачине явӑҫтарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерстви паян республикӑра хӑрушсӑрлӑхӑн «хӗрлӗ сарӑ» шайӗ пулнине пӗлтернӗ. Ҫанталӑк чӑнах та лайӑхах мар пулчӗ, ҫумӑр ҫунӑ чухне ҫил самай вӑйланчӗ. Шупашкарта вӑйлӑ ҫил йывӑҫсене ӳкернӗ, пралуксене татнӑ. Кун пек хыпарсене «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗсем пӗлтернӗ. Уруков урамӗнче йывӑҫсем ӳкнӗ, палуксем татӑлнӑ. 11-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче йывӑҫ персе анса машинӑна лекнӗ. Ҫавӑн пекех унта электричество кабелӗ татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Токиора иртекен Паралимп вӑййисенче Чӑваш Енри тепӗр спортсменка медаль илнӗ. Хальхинче Анна Кулинич-Сорокина 200 метра чупса пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Ку дистанцире куҫ япӑх куракан спортсменсем тупӑшнӑ. 29 ҫулти спортсменка медаль илме ӗмӗтленни пирки каланӑ, ҫапах ку уншӑн кӗтменлӗх пулнӑ. Вӑл сӑнӑ ывӑтса та тупӑшнӑ. Спортсменка унта малти вырӑнсенчен пӗрне йышӑнма ӗмӗтленнӗ. Анчах унта мар, 200 метра чупса вӑл медальлӗ пулнӑ. Анна ҫак медале хӗрне, упӑшкине халалланӑ. Мӑшӑрӗ пӗрлештернӗ командӑн массажисчӗ. Сӑмах май, Анна 2012 ҫулта Паралимпиадӑна хутшӑннӑ. Ун чухне вӑл сӑнӑ ывӑтса кӗмӗл медаль илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() яндекс.карттӑран илнӗ скриншот Шупашкарти «Чӑвашоргтехника» предприяти ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр производство уҫас ӗмӗтлине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ-ха. Асӑннӑ предприяти хулари База проезчӗ урлӑ ҫӳлтен иртсе ҫӳремелли каҫӑ тӑвасшӑн. Ҫавӑ акционерсен обществине ҫул леш енчи предприятипе ҫыхӑнтарма кирлӗ-мӗн. «Чӑвашоргтехника» суту-илӳпе технологи енӗпе 60 ҫул ытла ӗҫлет. Холдинг йышӗнче — 4 завод, пулӑшса тӑракан 9 предприяти, производство лаптӑкӗсем 60 пин тӑваткал метр ытла йышӑнаҫҫӗ. Компанин ҫулталӑкри укҫа-тенкӗ ҫаврӑнӑшӗ 2020 ҫулта 6 миллиарда яхӑн тенкӗпе танлашнӑ. Предприятин визит карточки — «Abat» суту-илӳ марки. Раҫҫейре унӑн 3 пин ытла дилер центрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта кордодром уҫӑлнӑ. Самолетсен авиамоделӗсене вӗҫтермелли нумай функциллӗ лапама авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче уҫнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти чӑваш космонавчӗн Андриян Николаевӑн ҫуралнӑ кунӗ умӗн иртни ахальтен мар. «Чайка» авиамодель клубӗн хастарӗсемшӗн вӑл тӗслӗх вырӑнӗнче. Сӑмах май, кордодрома 2012 ҫулта тума тытӑннӑ. Анчах ку ӗҫ вӑраха тӑсӑлнӑ. Пӗлтӗр лару-тӑру йӗркеленнӗ, строительство малалла кайнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗ ун валли, асфальт хумашкӑн, 3,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кунсӑр пуҫне «РусГидро» 880 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ӗнер Чӑваш Ене вакцинӑн тепӗр партийӗ килсе ҫитнӗ. «Спутник V» вакцинӑн 10 пин ытла дозине илсе килнӗ. Вакцинӑна хулари тата районсенчи пульницӑсене валеҫсе парӗҫ. Ӑна чи аякри ялсене илсе ҫитерӗҫ. Паянхи кун илес тӗк, республикӑна 320 пин ытла вакцина илсе килнӗ. Сӑмах май, районсенче, хуласенче кӑшӑлвирусран прививка тӑвакан мобильлӗ пунктсен расписанийӗпе ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сайтӗнче паллашма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() bez-ostanovki.ru сайтри сӑн Шупашкарти Ленин районӗн загсӗнче ҫурла уйӑхне пӗтӗмлетнӗ. Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ ачине сайра тӗл пулакан ят панӑ. Унашкаллисем 15 ҫемье пулнӑ. Ҫурла уйӑхӗнче ку районта хӗрача нумайрах ҫуралнӑ: 74 ача. Арҫын ачасем вара 58 пулнӑ. Сайра тӗл пулакан ятсен хушшинче ҫаксем: Лея, Василиса, Камилла, Серафима, Анисия, Аглая, Эмилия, Мия, Федор, Давид, Григорий, Демьян, Родислав, Лев, Семен. Аглая ята тӑтӑшах хумаҫҫӗ. Вӑл Авалхи Грецирен килнӗ, «илем», «савӑнӑҫ» тенине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |