Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

2020 ҫулта ирттернӗ Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ кӑтартса панӑ тӑрӑх, чӑвашсем Мускавра уйрӑмах йышлӑн пурӑнаҫҫӗ. Унта 17761 чӑваш тӗпленнӗ. Мускав облаҫӗнче – 17012, Тутарстанра – 14457, Чӗмпӗр облаҫӗнче – 12101, Чулхула облаҫӗнче – 9030, Питӗрте – 6024, Самар облаҫӗнче – 5469, Мари Республикинче – 4281, Хант-Манси автономи округӗнче-Юграра – 4103, Свердловск облаҫӗнче – 3845.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта хыпарланӑ тӑрӑх, Красноярск крайӗнче 3299 чӑваш пурӑнать, Саратов облаҫӗнче – 3151, Тюмень облаҫӗнче – 3017, Краснодар крайӗнче – 2486, Ленинград облаҫӗнче – 2149, Волгоград облаҫӗнче – 2109, Тверь облаҫӗнче – 1785, Иркутск облаҫӗнче – 1766, Томск облаҫӗнче – 1697, Ямал-Ненец автономи округӗнче – 1675.
Дагестанран, Чечняра, Магадан облаҫӗнче, Калмӑк Республикинче, Еврей автономи облаҫӗнче, Ҫурҫӗр Осетире, Карачай-Черкессинче, Алтай тӑрӑхӗнче, Ингушетире, Тывара чӑвашсен йышӗ 100 ҫынран сахалрах.
ТӲРЛЕТНИ
Ҫӑлкуҫра апла пулин те тӗрӗссипе Тутарстанра 90 пин чӑваш пурӑнать.
Agabazar // 2735.35.3842
2023.01.16 21:18 | |
Тавайăр-ха çак шанчăксăр цифрăсемпе выляма пăрахар! | |
Agabazar // 2147.10.3090
2023.01.19 21:13 | |
Тутарстанра – 14457,
Çакна ĕненме пулать-и? | |
Agabazar // 2147.10.3090
2023.01.19 21:15 | |
Чӗмпӗр облаҫӗнче – 12101,
Çакна ĕненме пулать-и? | |
Agabazar // 2147.10.3090
2023.01.19 21:17 | |
Самар облаҫӗнче – 5469,
Çакна ĕненме пулать-и? | |
Agabazar // 2147.10.3090
2023.01.19 23:18 | |
ТӲРЛЕТНИ
Ҫӑлкуҫра апла пулин те тӗрӗссипе Тутарстанра 90 пин чӑваш пурӑнать. — Ăçтан пĕлен? | |
Agabazar // 2147.10.3090
2023.01.20 00:20 | |
Пушкăртстанра, Ĕренпур облăçĕнче миçен иккенне кăтартман. | |
