Культура
![]() Ҫитес ҫул Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль хӑҫан иртессине палӑртнӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 2-7-мӗшӗсенче пулӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Палӑртмалла: кинофестиваль пӗрремӗш хутчен 2008 ҫулта ҫӗртме уйӑхӗнче иртнӗ. Ун чухне ют ҫӗршыври актерсемпе кинорежиссерсене чӗннӗ. Тепӗр ҫулхине республика влаҫӗ кинофестиваль ирттерессине йӑлана кӗртме йышӑннӑ. Ҫакна РФ Культура министерстви те ырланӑ. Ку таранччен кинофестивале пин-пин ҫын ҫитсе курнӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, фильмсене унта тӳлевсӗрех кӑтартаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Канаш районӗнче мотоциклист аварире вилнӗ. Кун пирки ҪҪХПИ Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ. Авари Крамами выҫҫӑлкки ҫывӑхӗнче, Энӗш ҫул ҫинче, пулнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, мотоциклпа пыракан ҫын тепӗр транспортран иртсе кайнӑ чухне тепӗр машинӑна ҫул паман. Лешӗ ун ҫине пырса кӗнӗ. Шел те, мотоциклист ҫав вырӑнтах вилнӗ. Халӗ авари мӗнле майпа пулнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Культура
![]() Кӑҫалтан пирӗн ҫӗршыври ачасем «Пушкин карттипе» усӑ курма пуҫлӗҫ. Аса илтерер: ӑна ҫӗршыв ертӳҫи сӗннипе хатӗрленӗ. Асӑннӑ карттӑпа ачасем культура тата ӳнер учрежденийӗсене тӳлевсӗр ҫӳрейӗҫ. Карттӑпа авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен усӑ курма май килӗ. Ун ҫинче 3 пин тенкӗ пулӗ. Ӑна 14-22 ҫулсенчи ачасемпе ҫамрӑксем илейӗҫ. Пирӗн республикӑри учрежденисенчен 12-шӗ «PRO.Культура.РФ» порталта модераци тухайнӑ. Ҫав шутра 6 театр: Оперӑпа балет театрӗ, Чӑвашдрамтеатр, Вырӑс драма театрӗ, Ҫамрӑксен театрӗ, Пукане театрӗ, Сӑнавлӑ театр; виҫӗ концерт учрежденийӗ: Чӑваш патшалӑх филармонийӗ, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ, Симфони капелли; 3 музей: Чӑваш наци музейӗ, Ӳнер музейӗ, СССР летчик-космонавчӗн А.Г. Николаевӑн Шуршӑлти мемориал комплексӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Персона
![]() Светлана Асамат. https://www.facebook.com/groups/1745274839035767/permalink/3104237909806113/ сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри тата тепӗр пултаруллӑ сӑвӑҫ халӑх поэчӗ ялта тивӗҫнӗ. Хальхинче ҫак ята Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн пайташне Светлана Асамата (Смирновӑна) пама йышӑннӑ. Светлана Васильевна – сӑвӑҫ та, композитор та. Вӑл юрлама та ӑста. Светлана Асамата чӑваш литературине тата культурине аталантарас, ӑна халӑхра сарас ӗҫре пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата пултарулӑх енӗпе нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн «Чӑваш халӑх поэчӗ» хисеплӗ ята парасси ҫинчен калакан хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сывлӑх
![]() i3vestno.ru сайтри сӑн Нарӑс уйӑхӗнче кашни кун 10-12 ҫын кӑшӑлвирусран вилетчӗ. Халӗ те кӑтарту ун чухнехи патнех таврӑннӑ. Юлашки талӑкра 12 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен каварлӑ вирус 2001 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра 31610 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 28689-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 75 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. 66 ҫын чире парӑнтарнӑ. Паянхи куна илес тӗк, стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 920 пациент кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() penza-post.ru сайтри сӑн Авиабилет туяннӑ чухне асӑрхануллӑ пулмалла. Суя сайтсем те пулма пултараҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти арҫын Питӗре вӗҫме билет туянас тесе ултавҫӑсен тӗлне лекнӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын Питӗре вӗҫме палӑртнӑ, сайта кӗрсе билет туяннӑ. Хайхискер заявка ҫырнӑ, банк карттин реквизичӗсене кӑтартнӑ. Счечӗ ҫинчен 13 пине яхӑн тенкӗ илнӗ. Анчах электрон билет ун патне ҫитмен. Кайран ҫакӑ палӑрнӑ: арҫын билета ултавҫӑсем йӗркеленӗ суя сайтра илнӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Шупашкарти Дементьев урамӗнчи 22-мӗш ҫуртра пурӑнакансем ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче каҫхине 23 сехетре сасӑпа вӑранса кайнӑ. Тепӗртакран мӗн пулса иртни паллӑ пулнӑ: подъезд карнизӗ ҫине ҫын персе аннӑ. Ҫав ҫын 40-45 ҫулсенчи пек курӑнакан хӗрарӑм пулнӑ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу, следовательсем 10 минутран ҫитнӗ. Хӗрарӑм карниз ҫине ӳксенех вилнӗ. Ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре унӑн виллине илсе кайнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрах, хӗрарӑм 9-мӗш хутран ӳкнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа малалла тӗпчеҫҫӗ, вӑл мӗнле майпа ӳкнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫутҫанталӑк
![]() Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра шӑрӑх ҫанталӑк вӗҫленет. Ку эрнере пирӗн пата сивӗ ҫитет. Эппин, чӑн-чӑн кӗркунне пуҫланать. Хальлӗхе ӑшӑ ҫанталӑк тӑрать. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче сивӗтме пуҫлать. Ҫапла «карчӑк ӑшши» вӗҫленет. Ыран тата юнкун ҫумӑр ҫукалӗ. Ҫапах ӑшӑ тӑрӗ. Кӗҫнерникун ҫумӑр ҫумӗ, анчах сивӗтме пуҫлӗ. Эрнекун кӑнтӑр циклонӗ Чӑваш Ене ҫумӑр илсе килӗ, ҫил вӑйланӗ. Ун чухне ҫӗрле кӑнтӑрлахинчен ӑшӑрах пулма пултарӗ. Ҫак кунран кӗрхи ҫанталӑк пуҫланӗ. Синоптиксем систернӗ тӑрӑх, кун пек ҫанталӑк вӑраха тӑсӑлма пултарӗ. Ҫитес тунтикун республикӑра йӗпе юр ҫума пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() Шупашкарта шкул ачине шыраҫҫӗ. 11-мӗш класра вӗренекен 17 ҫулти каччӑ килтен тухса кайсан таврӑнман. Тимур Мухамад Азадович Миа, 2004 ҫулта ҫуралнӑскер, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче рюкзак, палатка йӑтнӑ та хӗрлӗ велосипед ҫине ларса кайнӑ. Унтанпа ӑна никам та курман. Тимур 182 сантиметр ҫӳллӗш, симӗс куртка, кӑвак джинс шӑлавар, хура кеда тӑхӑннӑ пулнӑ. Ҫӳллӗ, куҫлӑх тӑхӑннӑ каччӑна курсан 8 800 700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ту-сӑрт ячӗсемХарпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
юрлаҫҫӗ юрӑра. Чӑваш мифологинче Кав тӑвӗ, Ылтӑнту тени тӗл пулать. Улӑпа ҫӳлти турӑ Танкӑр Арамаҫи тӑвӗ ҫумне сӑнчӑрласа лартнине калани те пур. Арамаҫи тухӑҫра хӑлахсен мифологинче паллӑ ту, авалхи эрменсен ӗненӗвӗнче унта турӑсем пурӑннӑ, тенӗ, урӑхларах каласан, вӑл эрменсен Олимпӗ шутланнӑ, ахӑртнех, авалхи чӑвашсемшӗн те ҫав пӗлтерӗшпех ҫӳренӗ пуль. Сарту, Шурту, Улату, Йӗкӗрту час-часах тӗл пулать чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗнче. Шукӑльту тени те пур, ку, ахӑртнех, Жигули тӑвӗсене пӗлтернӗ пулас. Атӑлӑн сылтӑм ҫыранӗнче Чикмерен анатарахри ҫӳллӗ сӑртсене Ар-Сӗнтер тенӗ, «Ар-Сӗнтӗрпеле Улатимӗр тӑвӗ ҫинче хула пулнӑ,— тени пур Ашмарин словарӗнче. — Ар-Сӗнтӗр ту ҫинче тутар ӗмпӳ пулнӑ, Улатимӗр тӑвӗ ҫинче — чуаш ӗмпӳ. | ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |