Персона
![]() Паян Чӑваш Ен Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗпе Николай Карачарсковпа сывпуллашнӑ. Ӑна лайӑх пӗлекенсем, унӑн пултарулӑхне хаклакансем палӑртнӑ тӑрӑх, Николай Прокофьевич ӑста мӗнпур пултарулӑхне тӑван тӑрӑхпа тӑван халӑха панӑ. Вӑл ӗҫ ҫыннисене каҫса каясла хисепленӗ, пушанса юлакан ялсемшӗн, пӗччен ватӑсемшӗн чунне ыраттарнӑ ду. Яланах чӑнлӑхшӑн хыпса ҫуннӑ. Николай Карачарсков 1935 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Шадриха ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти художество училищинче вӗреннӗ. Унпа паян Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче сывпуллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() day.ru сайтри сӑн Улатӑр районӗнче пурӑнакан 51 ҫулти хӗрарӑм кӑшӑлвируспа чирленӗ хыҫҫӑн компенсаци илме ӗмӗтленнӗ ахӑртнех. Ҫапла вӑл ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вал полици участокне пырса каласа кӑтартнӑ. Халӑх тетелӗнче ун патне пӗлӗшӗнчен ҫыру килнӗ, лешӗ кӑшӑлвируспа чирленӗ хыҫҫӑн компенсаци илме май пуррине пӗлтернӗ. Ку ӑна ӗненсе банк карттин реквизичӗсене каланӑ. Кӗҫех унӑн карточки ҫинчен 9 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Чӑннипе вара ҫырӑва пӗлӗшӗ ҫырман, унӑн аккаунтне ют ҫын ҫӗмӗрсе кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫӗрле Шупашкар районӗнче ЧР Патшалӑх автоинспекцийӗн инспекторӗсем «Тойотӑна» чарӑнма ыйтнӑ. Анчах лешӗ хӑнк та туман, иртсе кайнӑ. Пакунлисем ун хыҫҫӑн вӗҫтернӗ. Водитель машинине вӑрман хӗррине хӑварнӑ та хӑй тарнӑ. Анчах инҫе каяйман – ӑна кӗҫех ҫул-йӗрпе патруль службин ятарлӑ батальонӗ тытса чарнӑ. Тытса чарнӑ чухне арҫын хӑйне йӗркеллӗ тытман: йӗрке хуралҫисен тумне ярса тытнӑ, тарма хӑтланнӑ. Шупашкар районӗнче пурӑнакан 33 ҫулти арҫын ӳсӗр пулни палӑрнӑ. Ҫитменнине, унӑн водитель прави пулман. Ӑна 4 статьяпа килӗшӳллӗн явап тыттарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвирусран вилекенсем самай нумайланнӑ. Ку енӗпе хӗллехи кӑтартусем патне ҫывхарса пыратпӑр. Юлашки талӑкра республикӑра 12 ҫын ҫак вируса пула вилнӗ. Ку таранччен кӑшӑлвирусран 1989 ҫын сывалайман. Пӗтӗмпе 31535 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 28623-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 78 ҫын каварлӑ вируспа инфекциленнине палӑртнӑ. Сывалакансем 61 ҫын пулнӑ. Хальхи вӑхӑтра республикӑри стацицонарсенче тата килте амбулатори мелӗпе 923 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() nat-geo.ru сайтри сӑн Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнче арҫын виллине тупнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Арҫын виллине ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Кӳкеҫ поселокӗ ҫывӑхӗнчи ҫырмара асӑрханӑ. Ӗнер следовательсем ҫав ҫын кам пулнине, вӑл мӗнле вилнине палӑртас тӗллевпе ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Хӗрарӑмсем те руль умне ӳсӗрле ларма юратаҫҫӗ. «Советская Чувашя» хаҫа Инстаграмра ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, сӑмахран, Патӑрьел районӗнчи Турхан ялӗнче 27 ҫулти хӗрарӑм хамӑр ҫӗршывра кӑларнӑ машинӑпа ҫул айккине чӑмнӑ. Аллине хуҫнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Лере тухтӑрсем тӗрсленӗ те организмра 0,705 мг эрех пулни палӑрнӑ. Арҫыншӑн та ун чухлӗ эрех ӗҫни нумай теҫҫӗ специалистсем. «Кӳкеҫ — Тутаркасси — Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫул ҫинче 29 ҫулти хӗрарӑм инкеке лекнӗ. Шупашкар районӗнче пурӑнаканскер «Фольксваген Поло» машина рульне тытса пынӑ. Машина ҫул айккине чӑмсан вӑл аманнӑ. Анчах хытах мар. Вӑл та ӳсӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ку эрнере Чӑваш Енре сивӗтме пуҫларӗ. Тин кӑна 30 градус шӑрӑхчӗ, халӗ вара каҫсерен ӑшӑрах тумланма тивет. Канмалли кунсенче сывлӑш температури 17-22 градуспа танлашнӑ. Ҫӗрлесерен 4 градус таран ҫеҫ пулӗ. Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫӗрле пӗлӗтсен шайӗнче сывлӑш температури 0 градус патнелле пулӗ. Ҫавна май тӑм ӳкме кӑна мар, самай сивӗтме те пултарӗ. Ҫапах ӑшӑ таврӑнӗ-ха. Авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче 21-26 градус таран ӑшӑтӗ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче те ӑшӑ та типӗ ҫанталӑк пулӗ ахӑртнех. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне вӗҫӗнче каллех сивӗтӗ, ҫил вӑйланӗ, 14-19 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() glavagronom.ru сайтри сӑн Пурте кураҫҫӗ ӗнтӗ: республикӑра наркӑмӑшлӑ пултӑран таҫта та ӳсет. Тӳре-шара унпа кӗрешме хыснаран 8 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Пирӗн республикӑра наркӑмӑшлӑ пултӑран 300 гектар ҫинче алхасать. Уйрӑмах вӑл Красноармейски районӗнче нумай иккен. Унта пӗтӗмпе 13,2 гектар ҫинче шӑтса тухнӑ вӑл. Ытларах юханшыв хӗррипе ӳсет. Ҫавӑнпа химипе усӑ кураймӑн. Специалистсем сисчӗвленнӗ: лару-тӑрӑва алла илмесен вӑл тата ҫивӗчленӗ. Ҫавӑнпа наркӑмӑшлӑ пултӑранпа кӗрешме укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ та ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() jooinn.com сайтри сӑн Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Атӑл юханшывӗнчен, Чермыхыр утрав ҫинчен, ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑрав ҫитнӗ. Арҫын урине амантнӑ та унтан тухаймасть-мӗн. Ҫапла пӗлтернӗ Республикӑри шыравпа ҫӑлав служби. 2-мӗш ҫӑлав посчӗн дежурнӑй ушкӑнӗ утрав ҫине пӗр тӑхтамасӑр тухса кайнӑ та суранланнӑ, хӑй тӗллӗн утайман арҫынна пулӑшнӑ. Вӗсем ӑна васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсене панӑ, лешсем пульницӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() Шупашкар хула администрацийӗ тунӑ сӑн Шупашкарта канмалли кунсенче ярмӑрккӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче хупӑнӗҫ. Ярмӑрккӑсем хулари темиҫе вырӑнта ӗҫлеҫҫӗ: «Николаевски», «Ҫурҫӗр» суту-илӳ комплексӗсенче тата «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ ҫывӑхӗнче. Ярмӑрккӑсенче пахча ҫимӗҫе йӳнӗ хакпа туянма пулать. Тӗслӗхрен, купӑста 25-40 тенкӗ тӑрать, сухан – 30-40 тенкӗ, кишӗр – 30-50, кабачок – 10-30, хӑяр – 30-35, помидор 50-80 тенкӗ. Унта пахча ҫимӗҫ сутакансем вырӑна тара илнӗшӗн укҫа тӳлемеҫҫӗ. Ҫавна май тавар хакӗ те самай пӗчӗкрех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |