Харпӑр шухӑш
Чӑвашлӑх
(«Чӗрӗ чӑваш. Чӗрӗ мар чӑваш» кӗнекерен) «Чӑвашӑн малалла ӑслӑлӑх вӗренес пулать. Тӗнче пысӑк, тӗнчере темӗн те пур. Тӗнчене пӗлме тӑрӑшмасӑр, тӗнче йӗркине, пурнӑҫ йӗркине пӗлме тӑрашмасӑр пурӑнма май ҫук», – ҫырнӑ Ҫеҫпӗл 1921 ҫулта. «Май пур!..» – теҫҫӗ пирӗн вӗреннӗ чӑвашсем. Хаҫат-журналсене, литература е ӑслӑлӑх ятпа тухакан кӗнекесене уҫкаласа пӑхӑр, радио-телевидени кӑларӑмӗсемпе паллашӑр, театрта пулӑр, чӑваш фильмӗсене курӑр. пуху-конференцисене интернетра шыраса тупӑр, паянхи чӑваш юрри-музыкине итлӗр, «Чӑваш халӑх сайтӗнчи» комментарисене/акапасарсене вулӑр… Пур-и унта ӑслӑлӑха вӗренес тени, тӗнчене, тӗнче йӗркине, пурнӑҫ йӗркине пӗлме тӑрӑшни?.. Ҫук… Ҫеҫпӗл палӑртнӑ инҫет/горизонт патне туртӑннине те ҫукрах… Телее, пирӗн Атнер Петрович Хусанкай пур, ӳнерҫӗсем пур… Вӗсем «семиосфера ахах-мерченӗсемпе» (Ю.М. Лотман ӑнлавӗ) шалти хутшӑнӑва кӗреҫҫӗ. Вӗсен пултарӑвне ҫӗн пӗлтерӗш-тупсӑмсен (смыслы) тарӑнӑшӗ патне ҫитерекен Пысӑк вӑхӑт (М.М. Бахтин ӑнлавӗ) пиелет… Паянхи гуманитари тӗпчевӗсен тӗпри принципӗсенчен пӗри интертекст тата интертекстлӑх пулмалла пек. |
Раҫҫейре
![]() Ҫурса тӑкнӑ машина. Подслушано в Ростове-на-Дону ушкӑнра вырнаҫтарнӑ сӑн Килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсен ушкӑнӗ кушака тытма хӑтланса иномаркӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. Хулара пулса иртнӗ пӑтӑрмах пирки «Контактри» «Подслушано в Ростове-на-Дону» (чӑв. Дон ҫинчи Ростовра курни-илтни) ушкӑнра пӗлтернӗ. «Звездный» (чӑв. Ҫӑлтӑрлӑ) ҫурт комплексӗнче вырнаҫнӑ Пултарулӑх урамӗнчи 7-мӗш ҫуртра хаяр килсӗр йытӑсем кушака туртса ҫурас тенӗ. Мӗскӗн чӗрчун тӑратса хӑварнӑ «Ситроенӑн» мотор уйрӑмне пытанса ларма май тупнӑ, анчах та йытӑсем ун патне ҫитес тесе машинӑна ҫӗмӗрмех пуҫланӑ. Йытӑсем бамперпа капота кӑшланӑ, пралуксене тӑпӑлтарнӑ, тусанран хӳтӗлекен пайсене ҫурса тӑкнӑ. Хӑраса ӳкнӗ кушак ирчченех машина айӗнче ларнӑ, капот уҫӑлсан тин, тӗрӗс-тӗкелскер, унтан сиксе тухнӑ, ҫав вӑхӑтрах, ирхине хӑйӗн «Ситроенне» йӑлт ҫӗмӗрсе тӑкнине асӑрханӑ Ростов хӗрарӑмӑн машинӑна хаклӑ юсав тума тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрмар районӗнчи фермер кредит организацийӗсенчен тата харпӑр усламҫӑран 2 миллион ытла тенкӗ кивҫен илнӗ. Анчах вӑл парӑма тавӑрса пама васкаман. Ҫавна май приставсем ун тӗлӗшпе ӗҫ производстви пуҫарнӑ. Фермер 1966 ҫулта ҫуралнӑскер. Ҫак кунсенче приставсем унӑн тыр-пулне – 10 тонна викӑна – арестленӗ. Вӑл 70 пин тенкӗлӗх. Арестленӗ тыр-пул фермер патӗнчех упранать. Унӑн ӑна хӑйӗнех сутмалла. Ҫак ӗҫе 10 кунра пурнӑҫласа парӑмсене татма тытӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Ксения Кошелева иллюстратор видеосем вырнаҫтармалли YouTube порталта чӑвашла канал уҫнӑ, ӑна «Чувишенка» ят панӑ. Ӗнер унта пӗрремӗш чӑвашла видео кун ҫути курнӑ. Ксения Кошелева Инстаграм халӑх тетелӗнче чӑвашла ҫырнипе паллӑ. Унта та ун страници «Чувишенка» ятлӑ. Хӑйӗн страницинче вӑл чӑваш тумӗллӗ ӳкерчӗксем вырнаҫтарать, чӑвашла ҫырать. Ксения Йӗпреҫ районӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Мускавра ӗҫлет. Хӑйӗн пӗрремӗш видеоне вӑл вырӑсла ҫумтитрсем хушса чӑвашла вырнаҫтарнӑ. Унта вӑл кӗскен каналта мӗн пуласси пирки тата хӑш-пӗр ыйтусем ҫине хуравланӑ. Ку хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра ун каналӗ ҫине 136 ҫын ҫырӑннӑччӗ, пӗрремӗш видеона 700 хут патнелле пӑхнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Шпуашкар хулинчи пӗр хӗрарӑм япаласене балконтан пеме тапранса кайнӑ. Пӑтӑрмах ирхи 4 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Хӗрарӑм япаласем пенине ҫӑлавҫӑсене пӗлтерекен пулнӑ. Вӗсем хулари Энгель урамӗнче пурӑнакан хӗрарӑм патне пырса ҫитнӗ. Вӗсем «Умелец» хатӗрпе алӑка уҫса кӗнӗ. Хӗрарӑм патне ҫӑлавҫӑсем васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ. Балконтан япаласем перекен хӗрарӑм, ҫынсем шухӑшланӑ тӑрӑх, сывах мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() m.ok.ru сӑнӳкерчӗк Шупашкарти йӗрке хуралҫисем Мари Элти арҫынсем тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Кӳршӗллӗ регионти 24, 30 тата 35 ҫулсенчи арҫынсене ҫынсене вӑрланӑшӑн, ҫаратнӑшӑн, пусахласа укҫа тапӑннӑшӑн, паспорт вӑрланӑшӑн, наркотик упранӑшӑн явап тыттарӗҫ. Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи ҫурла тата авӑн уйӑхӗсенче Чӑваш Енри хӗрсемпе укҫалла ар ҫыхӑнӑвне кӗнӗ, унтан вӗсен хӑйсем патне лартса тухса кайнӑ. Хӑйсемпе йӗрке хуралҫисем тесе паллаштарнӑ, мӗнпе аппаланса пурӑннине пӗлтерес килмесен укҫа пама ыйтнӑ. Ӳтне укҫалла сутакансенчен пӗри 45 пин тенкӗ тыттарнӑ, тепри — 70 пин. Хӗрсен сумкинчи хаклӑ япаласене те ҫаратнӑ. Пӗринне 48 пин ытла тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ, теприне — 11 пин ытлалӑх. Пӗри паспортсӑр тӑрса юлнӑ. Мари Элти арҫынсене Шупашкарти тепӗр хӗртен 300 пин тапӑннӑ чухне банк уйрӑмӗсенчен пӗри патӗнче тытса чарнӑ. 24-ри каччӑ ҫумӗнче марихуана пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паралимп вӑййисенче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ Елена Ивановӑна I степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва РФ Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ. Ҫак наградӑна спортсменкӑна ҫӗршыв спорчӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, ҫӗнтерӳ патне талпӑннӑшӑн панӑ. Вӑл Токиора иртнӗ Паралимп вӑййисенче Т36 класра 100 метрлӑ дистанцире ӑмӑртса кӗмӗл медаль илнӗ. Ылтӑн медале ун чухне Китай спортсменки тивӗҫнӗ. Сӑмах май, Елена Иванова Паралимп вӑййисенче ылтӑн медаль илсе курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршывра ял хуҫалӑхӗн микроҫыравӗ пуҫланнӑччӗ, халӗ вӑл вӗҫленнӗ. Ҫав ҫырав вӑхӑтӗнче кӑсӑклӑ фактсене тупса палӑртнӑ. Сӑмахран, пирӗн республикӑра кӑнтӑр енчи улма-ҫырлана туса илни. Уйрӑм ҫынсен пахчисенче абрикос, черешня, арбуз, иҫӗм, дыня, киви, шелковица, алыча ӳсет. Ял ҫыннисем цесарка, мускус кӑвакалӗ (индоутка), чили ӑрачӗллӗ чӑх (араукан) ӗрчетеҫҫӗ. Аракуансем кӑвак ҫӑмарта тӑваҫҫӗ. Ҫыравҫӑсем 234 пин ытла уйрӑм ҫын хуҫалӑхӗнче, коммерцилле мар 769 пӗрлешӳре пулнӑ. 353 ял хуҫалӑх организацийӗпе 1388 фермер патӗнче те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти кӳлмекре урамра баскетболла вылямалли центра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ӑна пӗр банк пулӑшнипе хута янӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫак центр тӗнче шайӗнчипе килӗшсе тӑнине палӑртнӑ, ҫавна май унта кирек мӗнле ҫанталӑкра та ӑмӑртусем ирттерме пулать. Унашкал вырӑн Чӑваш Енре тек ҫук. Кунашкал центрта кирек кам та Олимп вӑййисен спорт тӗсӗпе ӑсталӑхне туптама пултарать. Кунта классика баскетболӗпе те ӑмӑрту ирттерме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑнар ялӗ патӗнчи ҫӳп-ҫап вырӑнӗ хыпса илнӗ. Пушар авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухнӑ. Паян полигонта Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗнчи тӳре-шара пысӑк йышпа пулнӑ. Вӗсем пушар лаптӑкӗ 100 тӑваткал метра яхӑннине палӑртнӑ. Паян ҫӳп-ҫап полигонӗнче «Мой дом» тулли мар яваплӑ общество ӗҫленӗ. Вӑл пушара сӳнтерессипе тӑрӑшнӑ. Асӑннӑ организаци ҫӳп-ҫап полигонне тытса тӑрассишӗн яваплӑ. Пушара сӳнтерме ҫавӑн пекех 1 бульдозера, 1 экскаватора, 2 самосвала, 1 вакуум-машинӑна тата 6 ҫынна явӑҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |