Пӑтӑрмахсем
![]() rupres.com сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳре следстви изоляторӗн пуҫлӑхне ӳсӗр пуҫпа руль умне ларнӑшӑн тытса чарнӑ. Арҫын ӗҫри УАЗпа утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Куславккаран Ҫӗрпӳри следстви изоляторне кайма тухнӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» порталта вырӑнти ҫынсем пӗлтерни, хыпара Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче ҫирӗплетсе пани тӑрӑх вырнаҫтарнӑ. Ӗҫри УАЗ рулӗ умӗнче ларакан ҫын ӳсӗр пулнине тӗрӗслев палӑртнӑ. Арҫын тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Cheb.ru пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче Радий Чернов пулнӑ, вӑл — Шалти ӗҫсен министерствин Куславкка районӗнчи пайӗн изоляторӗн пуҫлӑхӗ. Пуҫлӑх йӗркене пӑснине Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин ятарлӑ комендант патрулӗ вӑхӑтӗнче тупса палӑртнӑ. Пӑтӑрмах тӗлӗшпе ремспубликӑн шалти ӗҫсен министрӗ служба тӗрӗслевӗ пуҫарнӑ, тӗрӗслев хыҫҫӑн йӗрке хуралҫине ӗҫрен кӑларса ярӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан ҫынсем йытӑ шыраса укҫасӑр юлнӑ. Пысӑк суммах мар та, ҫапах та... 61 ҫулти хӗрарӑмӑн тӑванӗн хӗрӗ (вӑл Шупашкартан килнӗскер пулнӑ) йоркшир терьерӗпе вырӑнти стадион ҫывӑхӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ. Вӗсем патне овчарка чупса пырсан пӗчӗк йытӑ хӑранипе ҫӑва енне тарса кайнӑ. Унта вӑл ҫухалнӑ. Хӗр ҫынсене пулӑшма ыйтса тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенчен пӗринче ҫырнӑ. Ырӑ кӑмӑлшӑн укҫа тӳлеме шантарнӑ. Кӗҫех шӑнкӑравлакан тупӑннӑ. 4,5 пин тенкӗ тӳлесен йытта тавӑрса пама пулнӑ. Хӗр укҫана хӑйӗн тӑванне куҫарса пама тата йытта кайса илме ыйтнӑ. Хӗрарӑм укҫана куҫарса панӑ, анчах вырӑна ҫитсен йытӑллӑ ҫын пулман. Улталаннине ӑнлансан йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() 9111.ru сайтри сӑн Юлашки талӑкра Чӑваш Енре 7 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Кун пек кӑтарту тахҫанах пулман. Ку таранччен каварлӑ вирус 1694 ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. Федераци информаци центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра паянхи кун тӗлне 28991 ҫын чирленӗ. Вӗсенчен 26372-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 20 ҫын ҫеҫ кӑшӑлвирусран сывалнӑ. Чирлекенсем самай нумай пулнӑ: 72 ҫын. Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре стационарта тата килте амбулатори мелӗпе 925 пациент сипленет. Палӑртмалла: унашкаллисене йышӗ кунсерен ӳссе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Транспорт министерствине 20 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Кун пирки Правительство сайтӗнче хыпарланӑ. Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Ноздряков 2021 ҫулта Чӑваш Енри резерв фончӗн пӗр пайне, 20 миллион тенке, Транспорт министерстви валли транспорт реформи йӗркелеме уйӑрасси пирки хушу алӑ пуснӑ. Тӳре-шара пӗр операторпа тата пӗрлехи билетсемпе сет йӗркелесшӗн, парка ҫӗнетесшӗн, брутто-килӗшӳсем тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран пӗр компонентлӑ вакцина кӳрсе килнӗ. Вӑл препарат «Спутник Лайт» ятлӑ. Унпа пӗр хутчен ҫеҫ прививка тӑваҫҫӗ. Пирӗн ҫӗршывра тата республикӑра усӑ куракан ытти препарат икшер компонентран тӑрать: пӗринпе малтан укол тӑваҫҫӗ, иккӗмӗшӗпе — кайран, тепӗр 21 кунтан. «Спутник Лайт» препарата пирӗн республикӑна 4 500 доза илсе килнӗ. Ӑна, республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, медицина организацийӗсене валеҫсе панӑ. «Спутник Лайт» — «Спутник V» вакцинӑн ансатрах варианчӗ шутланать. Унпа, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, икӗ хутчен укол туни кирлӗ мар, пӗррепех ҫитет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mvd.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкар хулинчи управленийӗнче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Полицин пӗрремӗш пайӗн пуҫлӑхӗ пулма полицин подполковникне Павел Симакова ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ ертӳҫӗпе коллектива ӗнер, утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, паллаштарнӑ. Павел Симаков маларах ШӖМӗн Шупашкар хулин управленийӗнче пуҫиле шырав подразделенийӗсенче тӑрӑшнӑ. ШӖМӗн Етӗрне районӗнчи пайӗн пуҫлӑхӗ те ҫӗнӗ ҫын. Вӑл — полици майорӗ Алексей Масеев. Масеев шалти ӗҫсен тытӑмӗнче 2005 ҫултанпа ӗҫлет. 2017 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе вӑл Улатӑрти муниципалитетсем хушшинчи пайӗн Пӑрачкав районӗнчи уйрӑмне ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Улатӑрти пушарта 6 ҫулти арҫын ача пурнӑҫӗ татӑлнине, унӑн 13 ҫулти аппӑшӗ реанимацие лекнине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вут-ҫулӑм шӑматкун, утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, алхаснӑ. Пушар уйрӑм ҫын ҫуртӗнче 23 сехет те 20 минут тӗлӗнче тухнӑ. Пӗр хутлӑ кирпӗч пӳртре ачасем ҫеҫ пулнӑ. Арҫын ача ҫӑлавҫӑсем килсе ҫитичченех вилсе кайнӑ, унӑн хытах пиҫсе кайнӑ аппӑшне пульницӑна илсе кайнӑ. Пушар хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 219-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ статьяпа пушар хӑрушсӑрлӑхн правилине пӑснине пула ҫын вилсен явап тыттараҫҫӗ. Пӗр хутлӑ кирпӗч ҫурта ҫутӑ пӑралукӗ япӑхнӑ иккен. Ҫавна кил хуҫи храрӑмӗ унчченех пӗлнӗ. Хальхинче кӗске замыкани пулса иртнӗ... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни» ята илме ҫичӗ ҫын кандидатурине тӑратнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Кандидатсем хушшинче ҫаксемччӗ: «Энергия» спорт шкулӗн тренерӗ Анатолий Финогенов, Федерацин Чӑваш Республикинчи тӗп инспекторӗ Геннадий Фёдоров; Ревель Фёдоров ӳнерҫӗ, график, монументалист; Виталий Петров (Праски Витти) художник, ӳнерҫӗ-монументалист; Шупашкарти коопераци институчӗн ветерансен канашӗн председателӗ Миранда Кольцова, «Уяв» фольклор ансамблӗн ертӳҫи Зинаида Козлова, Шупашкарти 3-мӗш лицей директорӗ пулнӑ Ираида Полбенникова. Хисеплӗ ята тивӗҫ ҫынна палӑртма «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав иртрӗ. Унта ыттисенчен самай ытларах сасӑ пухнисем икӗ кандидат иккен: Геннадий Федоров тата Ираида Полбенникова. Ҫапла, ятлӑ-сумлӑ ӳнерҫӗсемпе фольклорист тӳре-шарана ҫитеймен. Тӗнче тетелӗнчи тӗрлӗ ҫӑлкуҫра хула ҫыннисем шкул директорне ырласа ҫыраҫҫӗ, тӳре-шара ҫӗнтернинчен тӗлӗннине палӑртаҫҫӗ. Хула администрацийӗн пресс-служби Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, хисеплӗ ҫын ятне кама парассине хулари Депутатсен пухӑвӗнче татса парӗҫ. Тепӗр тесен, ҫакӑ та паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() abnews.ru сайтри сӑн Шупашкарти фитнес-клубра ӗҫлекен администратор полицие пырса хӑйне улталани пирки каласа кӑтартнӑ. Ун патне унӑн «пуҫлӑхӗ» шӑнкӑравланӑ, кассӑра миҫе тенкӗ укҫа пурри пирки ыйтнӑ. Хӗрарӑм ним шутламасӑр 43 пин тенкӗ пуррине каланӑ. Хайхи «пуҫлӑх» укҫана таксист урлӑ парса яма ыйтнӑ. Ку илсе тухса панӑ. Таксиста такам укҫа кайса илме, ӑна счет ҫине куҫарма ыйтнӑ-мӗн. Куншӑн хӑйӗн валли 2 пин тенкине хӑварма ирӗк панӑ. Таксист укҫана куҫарса парсан тин иккӗленме тытӑннӑ, каялла фитнес-клуба таврӑннӑ. Администратор унран хӑй улталанни пирки пӗлнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Олимп вӑййисене хутшӑннӑ Владислав Поляшов гимнаст Шупашкара таврӑннӑ. Уншӑн ӑмӑртусем вӗҫленнӗ. Пирӗн ентеш Токиора медаль илеймен. Шупашкара вӑл ӗнер таврӑннӑ. Аэропортра ӑна тӑванӗсем, тусӗсем, журналистсем кӗтсе илнӗ. Спортсмен палӑртнӑ тӑрӑх, финала лекме кӑшт ҫеҫ ӑсталӑх ҫитеймен. Ку кулянмалли сӑлтав мар, пачах тепӗр мар, ҫанӑ тавӑрса малалла ӗҫлеме хистет. Владислав кӗҫех Данире иртекен тӗнче чемпионатне хатӗрленме тытӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Корнилов Геннадий Емельянович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шиманский Михаил Петрович, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗ ҫуралнӑ. | ||
| Деверинская Александра Тимофеевна, чӑваш спорт ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |