Культура
![]() Ҫитес ҫул республикӑра «Чӑваш Енӗн паллӑ ҫыннисем» библиографи серийӗ кун ҫути курӗ. Кун пирки Элтепер Администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет. Аса илтерер: 2022 ҫула Чӑваш Ене паллӑ ҫынсене халалланӑ. Ҫӳлерех асӑннӑ библиографи «Чӑваш Енри чаплӑ ҫынсем» серин малалли пайӗ пулӗ. Ӑна 2003 ҫулта 17 кӗнекепе кӑларнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл «Чӑваш Республикин Президент библиотекин» малалли серийӗ пулӗ. Ҫӗнӗ кӗнеке сӑнӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ альбом пулӗ. Унта паллӑ ҫынсен пурнӑҫӗпе паллаштарӗҫ. Тӗслӗхрен, унта Андриян Николаев, Надежда Павлова, Аркадий Айдак, Морис Яклашкин тата ыттисене кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Шупашкарта пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынна вӗлерме тӑнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫӗрле вӑл пӗлӗшӗ патӗнче дачӑра пулнӑ. Вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Хӑна кил хуҫине хӗнеме тытӑннӑ, лешӗ диван ҫине ӳксен ҫӗҫӗпе чикме пуҫланӑ. Пӗлӗшӗ вилнӗ тесе шутланӑскер преступлени йӗрне пытарас тӗллевпе ҫурта чӗртсе янӑ. Анчах суранланнӑ арҫын вилмен, ҫунакан ҫуртран хӑй тӗллӗн тухма пултарнӑ, пулӑшу ыйтнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() «Российская газета» хаҫатӑн Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Аналитиксем тӗнчери эрех ӗҫме чи юратакан ҫӗршывсене палӑртнӑ. Асӑннӑ списока Австрали уҫать. Вӑл ӗҫме чи юратакансен ретӗнче малта пырать. Австралире пурӑнакансем ҫулталӑкне вӑтамран 27 хутчен ӳсӗрӗличчен ӗҫсе лартаҫҫӗ. Тӗнчипе илсен ку кӑтарту икӗ хута яхӑн пӗчӗкрех. 2021 ҫулта ирттернӗ социаологи тӗпчевӗнче ҫулталӑкра 26,7 хутчен ӳсӗрӗличчен ӗҫнин кӑтартӑвӗпе Дани иккӗмӗш вырӑнта, виҫҫӗмӗшӗнче — Финлянди (23,8), АПШ (23), Великобритани (22,5), Канада (22), Ирланди (20), Франци (17,5), Швеци (16), Нидерланд (15,7). Пирӗн ҫӗршыв ӗҫме юратакан 10 ҫӗршыв йышне кӗмен. |
Пӑтӑрмахсем
![]() lipetskmedia.ru сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 36 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Кун пирки Чӑваш Енри ҫӑлавпа шырав служби пӗлтерет. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл кӑнтӑрла килте вӑрҫӑнса кайнӑ та тухса кайнӑ. Кӑнтӑрла иртни 1 сехетре ӑна «Сӗнтӗрвӑрри» ҫӑлав станцийӗн ҫыранӗ хӗрринче курнӑ. Юлашки хутчен вӑл тӑванӗсемпе 16 сехетре ҫыхӑннӑ. Кун хыҫҫӑн ҫыхӑну пач татӑлнӑ. Тӑванӗсем полицие кун пирки каҫхине пӗлтернӗ. Чӑнах та, арҫынна ҫав станцирен инҫех мар тупнӑ. Анчах вӑл чӗрӗ пулман, унӑн виллине шывран кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ ҫул каҫхине республикӑра кафесемпе ресторансем ӗҫлемӗҫ. Ҫапла йышӑннӑ паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура. Ҫӗнӗ ҫулта общество апатланӑвӗн предприятийӗсене хупма пултарасси пирки малтанах калаҫнӑ. Паян вара канашлура ЧР Элтеперӗ Олег Николаев уявра вӗсем алӑкӗсене хупасси пирки пӗлтернӗ. Ку ыйтӑва ыран оперштаб ларӑвӗнче те ҫӗклӗҫ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, кафесемпе ресторансем, ахӑртнех, кӑнтӑрлахи 12 сехетчен ӗҫлемӗҫ. Аса илтерер: юпа уйӑхӗнченпе республикӑра кафесемпе ресторансене QR-кодпа кӑна кӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Хыпар» издательство ҫурчӗн Инстаграмри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Пушкӑртстанри Авӑркас районӗнчи Чӑваш Хурамалӗ ялӗнче пурӑнакан 33 ҫулти Ирина Филиппова тӗрлеме питех те юратать иккен. Чӑваш тӗррине юратакан хӗрпе «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» Любовь Петрова журналист паллаштарнӑ. Хаҫатҫӑ пӗлтернӗ тӑрӑх, «чунне парса ӑсталанӑ япаласене Ирина сутмасть, вӑл вӗсене хӑй юратакан тата хисеплекен ҫынсене парнелеме кӑмӑллать». Хӗр ДЦП чирлӗ. Апла пулин те вӑл пурнӑҫпа хавхаланма пӗлет, чун киленӗҫне 2010 ҫултанпа тӗрӗре тупнӑ. Ун патӗнче хӑнара чӑваш эстрадин чылай артисчӗ пулнӑ иккен. Вӗсен йышӗнче — Алексей Московский, Денис Антипов, Александр Васильев, Валентина Кузнецова, Стас Владимиров, Александр Сорокин, Фарида, Людмила Семёнова тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() glava.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑра иртнӗ «PRофи-21» конкурса эрнекун пӗтӗмлетрӗҫ. Ӑна «Ютуб» видеохостингра тӳрӗ эфирта пӑхма май туса пачӗҫ. Аса илтерер: пиарҫӑсен конкурсне 79 ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен 32-шне финала суйласа илнӗ. Финалта ҫавсене тӗрлӗ енӗпе хакланӑ. Сӑмахран, PR-кейса тишкерме, республика брендне аталантарма PR-проект тата пресс-релиз хатӗрлеме тивнӗ. «Ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем» категорире пӗрремӗш вырӑна Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗтессипе ӗҫлекен Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служба пуҫлӑхӗ Анна Иванова йышӑннӑ, иккӗмӗшӗнче — ЧР Транспорт министерствин пресс-секретарӗ Светлана Денисова тата Стройминӑн пресс-секретарӗ Зарина Сиярова, виҫҫӗмӗшӗнче — ЧР ШӖМӗн информаци тата общество ҫыхӑнӑвӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Олег Ашнин. «Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем» категорире пӗремӗш вырӑнта — Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗн пресс-служба секторӗн заведующийӗ Олеся Иванова, виҫҫӗмӗшӗнче (иккӗмӗш вырӑна никама та паман) — Ҫӗмӗрле районӗн адмнистрацийӗн ертсе пыракан специалист-эксперчӗ Екатерина Сибирцева. «Бизнес, ведомствӑлла учрежденисем» категорире пӗрремӗш вырӑнта — Чӑваш Енӗн Регион управленийӗн центрӗн редакторӗ Галина Титарчук, икккӗмӗшӗнче — И. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Геннадий Федоров. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ РФ Президенчӗн Федерацин атӑлҫи округӗнчи тӗп инспекторӗн вырӑнӗ пушаннӑ. Геннадий Федоров Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссине ӗҫлеме куҫнӑ. Ҫавна май тӗп инспектор пуканӗ пушанса юлнӑ. Пурне те пӗлекен «Правда ПФО» кӑларӑм ҫырнӑ тӑрӑх, пушаннӑ вырӑна Григорий Сергеев йышӑннӑ. Вӑл Игорь Комаров полпредӑн авторӗнче тӗрӗслев департаментӗнче ӗҫленӗ. Сергеев Шупашкарта ҫуралнӑ. Кунта вӑл патшалӑх службинчи карьерӑна пуҫланӑ. Кадр улшӑнӑвӗсем, сӑмах май, Шупашкарта та пулса иртмелле-мӗн. Денис Спирин сити-менеджер хула мэрине хӑйӗн командине илсе килесшӗн имӗш. Республика ертӳҫи Олег Николаев нумаях пулмасть Улатӑрта пулнӑ май унта кадр улшӑнӑвӗ пулса иртессине систернӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 54rus.org сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 1958 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарамӑн ҫӑлавҫӑсене чӗнме тивнӗ. Вӑл шыҫӑнса кайнӑ пӳрнинчи ҫӗррине хывайман. Республикӑри ҫӑлавпа шырав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫӗрре хӑй тӗллӗн кӑларайман. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсе ӑна пулӑшнӑ, мӑшӑрланнӑ чухне тӑхӑннӑ ҫӗрринче ятарлӑ хатӗрпе усӑ курса кӑларнӑ. Хӗрарӑм вӗсене тав тунӑ. Сӑмах май, ҫӑлавҫӑсене тӗрлӗ сӑлтавпа чӗнеҫҫӗ. Пӗрисем алӑк уҫаймаҫҫӗ, теприсен ачисем шалтан питӗрӗнсе лараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта паян 13 сехет те 45 минутра нумай хутлӑ ҫурт умӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку пӑтӑрмах Винокуров урамӗнчи 115-мӗш ҫуртра пулнӑ. Ҫиччӗмӗш хутран хӗрарӑм ӳкнӗ. Вӑл чӗрех пулнӑ. Ҫакна иртен-ҫӳрен асӑрханӑ та ӑна курткӑпа витнӗ. Васкавлӑ медпулӑшу машини часах ҫитнӗ. Халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма Шупашкара илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.08.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Васильева Галина Сергеевна, балет артистки ҫуралнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |