Ҫутҫанталӑк
![]() Паян республикӑра ҫумӑр ҫурӗ. Ку – кӑнтӑр енчен килнӗ циклона пула. Ҫанталӑк та сивӗтрӗ: 10-12 градус ҫеҫ ӑшӑ. Ыран та ҫумӑрлӑ пулӗ. Вырсарникун вара пачах кӗрпе, ҫумӑр ҫума пултарӗ. Кӑнтӑрла 8-13 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ. Ҫил вӑйлӑ кастарнӑран 0-5 градус ӑшӑ пек туйӑнӗ. Чи сивӗ кунсем авӑн уйӑхӗн 6-7-мӗшӗсене лекӗ. Пӗлтӗтсен шайӗнче 3-4 градус сивӗ тӑрӗ. Тунтикун ҫумӑр ҫума чарӑнӗ. Ҫӗрле вара тӑм ӳкме пултарӗ. Юнкун ӑшӑтма тытӑнӗ, 13-18 градус ӑшӑ пулӗ. Авӑнӑн 11-12-мӗшӗсенче ҫумӑр ҫума пултарӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, ку вӑхӑт валли ҫанталӑк ӑшӑ тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
...Ялти пахчана кӳршӗсем ырӑ хыпарпа ҫитрӗҫ те каларӗҫ: Раиса Сарпипе Светлана Асамата Чӑваш халӑх поэчӗсен хисеплӗ ятне панӑ. Санӑн вӗсене пӑрӑнми саламламаллах! Саламламасӑр! Эпӗ вӗсене университет абитуриенчӗсем — Яковлевӑпа Смирнова пулнӑ чухнеренпех — лайӑх пӗлетӗп. Раиса Яковлева студентка «Ҫилҫунат» литпӗрлешӗве темиҫе ҫул хастар ертсе пычӗ, ҫырчӗ, кӗнекеленчӗ, унтах килӗшӳллӗ Сарпи ят тупрӗ. Светлана Смирновӑн журналти сӑввисене ентешӗ Георгий Ефимов сӑвӑҫ университетра сӳтсе явма панӑччӗ те, унӑн пултарулӑхӗпе паллашасси ҫавӑнтан пуҫланчӗ. Асамат артиста эсир те тахҫантанпах пӗлетӗр, мӗншӗн тесен пӗринче унӑн концерчӗ умӗн ҫула юр хӳсе кайнӑччӗ те, хӑвӑр юратнӑ юрӑҫа тракторпа хирӗҫ тухса илтӗр. Тепринче, астӑватӑр-и, Амаксар утравӗнчи паллӑ вырӑнсене вӑл Чӑваш инҫекурӑмӗ валли ӳкерсе кайнӑччӗ... Халиччен чӑваш хӗрӗсем — тивӗҫлисем пур пулсан та — халӑх ҫыравҫи ятне илеймесӗр пурӑнчӗҫ, тӑрӑшма пӑрахмарӗҫ. Малашра чӑваш поэзийӗ хуҫалӑхри вак-тӗвекрен ирӗкленнӗ хӗрсен аллинче пулмалла тесе шухӑшлатӑп. |
Сывлӑх
![]() lenta.ru сайтри сӑн Юлашки талӑкра каллех 12 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Кун пирки федераци информаци центрӗ пӗлтерет. Ку таранччен 2043 ҫын ҫак вируса парӑнтарайман. Паянхи куна илес тӗк, республикӑра 31916 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, вӗсенчен 28963-шӗ сывалнӑ. Ку 90,7 процентпа танлашать. Юлашки талӑкра 76 ҫын инфекциленнине палӑртнӑ. Сывалакансем кӑшт сахалрах пулнӑ: 69 ҫын. Паянхи кун тӗлне республикӑри стационарсенче тата килет амбулатори мелӗпе 910 пациент кӑшӑлвируса пула сипленет. Ӗнерхипе танлаштарсан, 5 ҫын сахалрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() fs01.cap.ru сайтран илнӗ скриншот Чӗмпӗрте чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ палӑка тума нимелле укҫа пухнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Асӑннӑ пуҫарӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев та ырласа йышӑннӑччӗ. Ырланӑ кӑна та марччӗ, вӑл хӑйӗн шалӑвӗн пӗр пайне уйӑрнӑччӗ Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, палӑк тума хальлӗхе 233 пин тенкӗ пухӑннӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, нимене К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн коллективӗ те хутшӑннӑ. Унта ӗҫлекенсем 5 пин тенкӗ пухса панӑ. Чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ палӑка тума пулӑшас текенсем хӑйсене кӑсӑклантаракан ыйтусене ҫак телефон номерӗпе 8 (8422) 73-75-82 уҫӑмлатма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫӗнӗ кӗпер. Шӑхаль ял тӑрӑхӗ тунӑ сӑн Вӑрмар районӗнчи Шӑхаль ялӗнче пысӑк ҫӑлкуҫ патне илсе каякан ҫӗнӗ кӗпер тунӑ. Кун пирки Шӑхаль ял тӑрӑхӗн пресс-служби пӗлтерет. Шарпаш ҫырми урлӑ хывнӑ кӗпере тимӗртен тунӑ, унӑн хакӗ 299 990,40 тенке кайса ларнӑ. Ҫав хушӑрах ӑна тума пуҫаруллӑ бюджет программипе усӑ курнӑ — ял ҫыннисем кӗпер хакӗн 20 процентне тӳленӗ. Аса илтеретпӗр, унччен эпир Пӑрачкавра йывӑҫ кӗпер туни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Унӑн хакӗ ҫур миллиона яхӑн тенке ларнӑччӗ. Паллах, Пӑрачкаври кӗпер Шӑхальтинчен вӑрӑмрах пулса тухнӑ-ха ӗнтӗ. Ҫавах та Шӑхальти кӗпер йӳнӗрех пулнине, ҫирӗп тунӑран ялти халӑха чылайрах вӑхӑт хушши усӑ кӳме пултарнине палӑртмаллах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Паян ирхи 7 сехет те 15 минутра «Атӑл» М-7 ҫулпа пыракан автомобиль кӗпер ҫинчен ӳкнӗ. Инкек Куславкка районӗнче пулнӑ. Белая Воложка (ку юханшыв ятне чӑвашла епле куҫармаллине темле шырасан та тупаймарӑмӑр. И.С. Дубановӑн «Географические названия Чувашской Республики» кӗнекере те юханшывӑн чӑвашла вариантне кӑтартманччӗ. — Авт. асӑрхаттарӑвӗ) юханшыв урлӑ хывнӑ кӗпер урлӑ каҫнӑ чухне тиев турттармалли «Ивеко» автомашина кӗпер айне чӑмнӑ. Руле тытса пынӑ Орлов облаҫӗнчи 53 ҫулти арҫын инкек вырӑнӗнчех вилсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта 17 ҫулти яша шыранине Чӑваш халӑх сайчӗ икӗ хутчен те пӗлтерчӗ. Каччӑна маларах «Лиза Алерт» шырав ушкӑнӗ шыранине хыпарларӗ, ӗнер — ЧР Шалти ӗҫсен министерствипе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ. Паян ырӑ хыпар пӗлтӗмӗр. Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 19 сехет тӗлӗнче велосипедпа тата палаткӑпа тухса кайнӑ Тимур Мохаммад Азадович Миа тупӑннӑ. Вӑл таса сывах. Ӑна никам та хур туман. Йӗрке хуралҫисем яша шырама пулӑшнӑ ҫынсене тав тунӑ, каччӑ тупӑннине пӗлтернӗ. Яш 10 кун таран ӑҫта пулнине официаллӑ хыпарта ӑнлантарса тӑман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() gcheb.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ «Чувашторгтехника» (чӑв. Чӑвашторгтехника) акционерсен обществи ҫӑвакан машинӑсен производствине уҫасшӑн. Асӑннӑ предприятире хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков пулнӑ. «Чӑвашторгтехника» компанин директорӗ Наиль Хайрутдинов хӑнасене пӗлтернӗ тӑрӑх, предприятире ҫӑвакан машинӑсен производствине уҫасшӑн. Ҫав машинӑсем ҫума, дезинфекцилеме пултарӗҫ. Завод валли ҫӗр лаптӑкӗ кирлӗ. Алексей Ладыков ку ыйтӑва ҫывӑх вӑхӑтра татса пама шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() towntravel.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре Вырӑс драма театрӗн юбилейне хатӗрленеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев 131-мӗш номерлӗ хушӑва алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, театр 2022 ҫулта 100 ҫул тултарнӑ тата вӑл професси театр ӳнерне йӗркеленме тата аталанма тӳпе хывнине кура килес ҫул тӗрлӗ уяв мероприятийӗ ирттермелле. ЧР Министрсен Кабинечӗ ҫавӑн валли ятарлӑ ӗҫ ушкӑнӗ йӗркелеме тивӗҫ. Тӗп мероприятисен планне те ҫирӗплетмелле. Театр юбилейӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене хутшӑнассипе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе тӗрлӗ харпӑрлӑх формиллӗ организацисене те хастар пулма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() rod-storonatar.ru сайтри сӑн Ҫитес ҫул Раҫҫейре амашӗн капиталӗн виҫи ӳсӗ-и? РФ Ӗҫлев министерстви ку ыйтӑва хуравланӑ. Ведомство ертӳҫи Антон Котяков пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес ҫул амӑшӗн капиталӗн виҫи нумайрах пулӗ. 2022 ҫулта пӗрремӗш ача ҫуралнӑшӑн 503 пин те 237 тенкӗ парӗҫ. Иккӗмӗш ача ҫуралсан пӗтӗмӗшле сумма 665 пин те 9 тенкӗпе танлашӗ. Ҫемье пӗрремӗш ачишӗн амӑшӗн капиталне илнӗ тӗк иккӗмӗшӗ кун ҫути курсан 161 пин те 772 тенкӗ парӗҫ. Сӑмах май, кӑҫал амӑшӗн капиталӗ пӗрремӗш ачашӑн 483800 тенкӗпе танлашнӑ. Иккӗмӗш ачашӑн халӗ 639400 тенкӗ параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |