Республикӑра
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта авӑн уйӑхӗнче йӗпе-сапа пуҫланасран шикленнипе, хула ҫыннисем ыйтнипе... хулан 55-мӗш ҫуралнӑ кунне авӑн уйӑхӗн 3-мӗш вырсарникунӗнчен ҫак уйӑхӑн 30-мӗшне куҫарнӑ. Лайӑх мухмӑр виҫӗ куна пырать теҫҫӗ те, лайӑх уяв пӗр кунта вӗҫленмӗ. Хула ҫуралнӑ ятпа ҫӗнӗ шупашкарсем 29-мӗшӗнчех савӑнма тытӑнӗҫ — уяв икӗ куна тӑсӑлмалла. Ҫуралнӑ куна ҫитичченех палӑртма хушмаҫҫӗ те, Ҫӗнӗ Шупашкарӑн официаллӑ сайтӗнче ҫынсем авӑн уйӑхӗнче ҫанталӑк япӑхнине кура ҫулла уявлама ыйтаҫҫӗ тесе ӗнентернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар хула статусне 1965 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тивӗҫнӗ. Кун пирки РСФСР Аслӑ Канашӗ хушу кӑларнӑ. Малтанласа унӑн ҫуралнӑ кунне чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче палӑртнӑ. Шӑп та лӑп ҫавӑн чух хулари пӗрремӗш ҫурт никӗсне хывма тытӑннӑ. Пилӗк ҫул каялла хула депутачӗсем Ҫӗнӗ Шупашкар ҫуралнине урӑх кун палӑртма йышӑннӑ. Кӑҫал, ав, авӑн уйӑхӗн вӗҫне кӗтсе тӑрас темен. Геодезистсем ҫурла уйӑхӗнчех химкомбинатпа пӗрремӗш урамсен вырӑнне палӑртнӑ-мӗн, апла пулсан хула ун чухнех ҫуралнӑ тесе шухӑшлама пулать. |
Республикӑра
![]() Строительсен кунне хутшӑннисенчен пӗрисем Ыран строительсем професси уявне палӑртӗҫ. Ҫак ятпа вӗсене республика шайӗнче ӗнерех саламларӗҫ. Савӑнӑҫлӑ уяв Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртрӗ. Унта республикӑри тӳре-шара — Элтепер тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакантан пуҫласа министрпа депутатсем таранах хутшӑннӑ. Унта строительство отраслӗн аталанӑвӗ пирки калаҫнӑ, тӗрлӗ Хисеп грамотипе тата Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Мероприятие тӑлӑхсем, ҫамрӑк ҫемьесем тата нумай ачаллӑ ҫемьесем те хутшӑннӑ. Вӗсем уяв епле иртнине залра кӑна сӑнаса ларман — сцена ҫине тухсах калаҫнӑ. Яна Владимирова тата Наталья Бурашникова тӑлӑхсем, нумай ачаллӑ Полоскунсен ҫемйи, Селезневсем ҫамрӑк ҫемйи тӳре-шарана, ҫав шутра правительствӑна, мухтаса хитре сӑмах каланӑ. «Мӑшӑрпа эпир патшалӑх пулӑшнине кура ыранхи куна шанчӑклӑн пӑхатпӑр», — тенӗ, сӑмахран, Селезневсен ҫемйинчи кил хуҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнерхи кун, ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗ, Йӗпреҫ районӗнчи Энтриел ялӗнче пысӑк савӑнӑҫпа ҫырӑнса юлнӑ. Ялта юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн ачасем валли шкул умӗнхи ушкӑн уҫӑлнӑ. Кӑҫал ачасем ҫӳрекен пӳлӗмсене тӗпрен юсанӑ. Халӗ унта 25 ача ҫӳреме пултарать. Энтриелсен савӑнӑҫне республика пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев та пайланӑ. Вӑл та савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑннӑ. Михаил Васильевич халӗ ачасене тӗрлӗ енчен аталантармашкӑн пур услови те пуррине палӑртнӑ. Шкул директорӗ Андрей Треньков каланӑ тӑрӑх, шкул кивӗ пулнӑ, вӑл авариллӗ лару-тӑрурах шутланнӑ. Хысна укҫине перекетлес тӗллевпе унта шкул умӗнхи ушкӑна уҫма шутланӑ. Ашшӗ-амӑшӗ, паллах, савӑннӑ. Энтриел ялӗнчи шкула тӑватӑ ялтан вӗренме ҫӳреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырми ял тӑрӑхӗнче «Пире илем пӗрлештерет» акципе килӗшӳллӗн «Чечекленекен пахча» конкурс старт илнӗ. Ӑна ялсене илем кӗртес тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Чи маттуррисене тупса палӑртаҫҫӗ. Пӗрремӗш рейд иртнӗ ӗнтӗ. Комисси пайташӗсем ҫурлан 3-мӗшӗнче ялсене пӑхса ҫаврӑннӑ. Ун чухне вӗсем чи илемлӗ пахчасене сӑн ӳкернӗ. Авӑр Ҫырми, Пайӑк, Чӑрӑш Хирлеп, Йӑлтӑм, Мӑн Хирлеп ялӗсенчи пахчасене ӳкернӗ комисси пайташӗсем. Чи лайӑх, илемлӗ пахчасене те палӑртнӑ. Пайӑкри Ольга Ефремовӑн, Авӑр Ҫырминчи Алина Петровӑн, Пайӑкри Светлана Якимовӑн, Авӑр Ҫырминчи Оксана Борисовӑн тата Вера Кузнецовӑн пахчисем чи лайӑххисен шутне кӗнӗ. Чи-чи лайӑх, чи илемлӗ пахчана вара пӗтӗмлетӳ тусан палӑртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипомпа тата парнепе чыслӗҫ. Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӳркенмен ӑста пулнӑ. Ҫапла ваттисем ӗлӗкех каланӑ. Етӗрне районӗн ачисем те ала айӗнчи япаласенчен темӗн те пӗр ӑсталама вӗренеҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра тӑварлӑ чустаран кӳлепесем ӑсталас ӗҫ анлӑ сарӑлчӗ. Сывлӑха ҫирӗплетмелли «Непоседы» ҫуллахи уйлӑха ҫӳрекен ачасем те унран илемлӗ кӳлепесем ӑсталанӑ. Ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Етӗрнери комплекслӑ центр ҫумӗнчи уйлӑхра шӑпӑрлансем валли ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Ачасем чустана алла тытса хаваспах унран тӗрлӗ япала ӑсталанӑ. Унтан вӗсем ӑна сӑрӑпа сӑрласа илемлетнӗ. Чылайӑшӗ тӑварлӑ чустапа пӗрремӗш хут ӗҫлесе курнӑ. Ӗҫ вӑхӑтӗнче ачасем пӗр пӗринпе калаҫса опычӗпе пайланнӑ. Юлашкинчен шӑпӑрлансем хӑйсем ӑсталанӑ япаласене пӑхса киленнӗ. Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ районӗнчи психоневрологи интернатӗнчен пациент тухса тарни пирки чылай маларах пӗлтернӗччӗ сайтра. Ҫав ҫынна халӗ те тупайман. Пациент унтан кӑҫал ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех тухса тарнӑ. 56 ҫулти Александр Арсентьев халӗ те хыпарсӑр ҫухалнисен йышӗнче. Ҫак вӑхӑтра вӑл ашшӗ-амӑшӗ патне килсе курӑнман. Юлашки хутчен ӑна ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче курнӑ. Вӑл ун чухне чукун ҫулӗпе утнӑ. Версисенчен пӗри палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл вӑрманта ҫухалса кайса вилме пултарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл республика тулашне кайма пултарнӑ тесе те шутлаҫҫӗ. Ун ҫумӗнче нимӗнле документ та пулман. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, унччен ҫав арҫын интернатран пӗрре те тарма хӑтланман. Вӑл 185 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ кӗске, хура тӗслӗ. Кӑштах кукша вырӑн пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑн Ҫутҫанталӑк министрӗ пулнӑ Иван Исаев тата асӑннӑ министерствӑра пай пуҫлӑхӗнче ӗҫлекен Геннадий Мусабиров вӑрман саккуна пӑсса кастарса 279 миллион тенкӗлӗх шар кӳнӗ тесе пӗлтернӗччӗ тӗпчевҫӗсем. Вӗсем пирки халӗ Шупашкарти Ленин район сучӗ йышӑну кӑларнӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑскерсене иккӗшне те тӗрмене хупмасӑр явап тытармалла тунӑ. Иван Исаева 4 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарса вӑрман хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫре патшалӑх должноҫре 3 ҫул ӗҫлеттермелле мар йышӑну кӑлранӑ. Айӑплава суд условлӑ тесе палӑртнӑ. Анчах Иван Исаева амнистиленӗ. Ҫапла вара ӑна айӑплавран хӑтармалла тунӑ, айӑплава та пӑрахӑҫланӑ. Иван Исаева пӑхӑнса ӗҫленӗ Геннадий Мусабирова та — вырӑссем калашле, «кӗпепе ҫуралнӑ ҫын». Ӑна та амнистиленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫал «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ыркӑмӑллӑх марафонӗ Комсомольски районӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура вӗҫленнӗ. Унта 7 миллион та 130 пин тенкӗ пухнӑ. Каҫалсем хальхинче марафон «енчӗкне» 330 пин тенкӗлӗх пуянлатнӑ. Ку, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, виҫӗ хут нумайрах. Марафонра пухнӑ укҫапа ҫулсерен нумай ачаллӑ тата япӑх пурӑнакан ҫемьесем пулӑшу илеҫҫӗ. Ырӑ чунлӑ ҫынсем айккинче юламаннипе сиплев учрежденийӗсем медицина хатӗр-хӗтӗрӗпе пуянланаҫҫӗ, шкулсемпе ача ҫурчӗсене ҫӗнӗ сӗтел-пукан, кӗнекесем, теттесем туянса параҫҫӗ, ача-пӑча лапамӗсем тӑваҫҫӗ. Фондри укҫа-тенкӗ ачасен пултарулӑх ушкӑнӗсене, пултаруллӑ ҫамрӑксене пулӑшас ҫӗре те каять. Хӑш районта мӗн чухлӗ укҫа пухнӑ — вӑл ҫавӑнтах тӑкакланӗ. Кӑҫал марафона 1 пин те 600 ытла ҫын хутшӑннӑ. 100, 200, 300 тенкӗ кӳрекенсем те пулнӑ. Хӑшӗ-пӗри ытларах укҫа хывнӑ. Ҫапла 7 миллион ытла пухӑннӑ та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш наци музейӗн сайтӗнчи сӑн Шупашкарти пӗр стройфирма ӗҫченӗсем каллех «хаклӑ» япала тупнӑ. Вӗсем ӑна Чӑваш наци музейне парнеленӗ. ЧР Наци музейне тупнӑ япала пирки пӗлтерсен ӗҫченӗсем тӳрех вырӑна тухнӑ. Фирма ӗҫченӗсем бизон мӑйракине тупнӑ-мӗн. Мӗнле тупнӑ-ха вӗсем ӑна? ЧР Наци музейӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарти портран илсе килнӗ вӗтӗ чул ӑшӗнче тӗлӗнмелле япала асӑрханӑ. Ҫурт тӑвакансене вӑл авалхи япалана аса илтернӗ. Музейӑн археологи тата авалхи истори сектор заведующийӗ тата директор ҫумӗ ҫав вырӑна пынӑ. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав япала — бизон мӑйраки. Вӑл 10 пин ҫул каяллахи-мӗн. Халӗ вӑл Чӑваш наци мезейӗн фондӗнче упранать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть полици ӗҫченӗсем вӑрманта ҫухалнӑ ҫамрӑк ҫынсене тупма пулӑшнӑ. Ку Улатӑр районӗнче пулнӑ. Икӗ ҫамрӑк ҫын ҫухални пирки утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 18 сехет ҫурӑра полици уйрӑмне пӗлтернӗ. Ҫамрӑксем Иваньково-Ленино ялӗнче хӑнара пулнӑ. Кӳршӗ ялтан киле хайхискерсем ҫуран вӑрман урлӑ кайма тухнӑ та ҫухалса кайнӑ. Ҫӗрлеччен уйрӑм дежурнӑйӗ ҫухалса кайнӑскерсемпе ҫыхӑну тытнӑ. Вӗсем каланӑ пек маршрутпа вӑрман хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсем тухнӑ. Анчах ҫамрӑксене ирччен вӗсем тупайман. Хайхискерсен вӑрманта ҫӗр каҫма, кӑвайт чӗртсе ӑшӑнма тивнӗ. Ирхине вӗсем вӑрманҫӑсен беседкисем патне тухнӑ. Вӗсене унта полицейскисем тупнӑ. Ҫамрӑксем ялтан 20 ҫухрӑм аяккарах кайнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |