Республикӑра
![]() ТВ3 телеканалпа чӑваш поэтессине Раиса Сарпине кӑтартнӑ. Кӑларӑма «Про Город» портал журналисчӗ Дарья Платонова ӳкернӗ. Раиса Сарпи Ҫӗр ҫинчи мар ӑспа калаҫнине ӗнентерет. Ку унпа хӑҫан пулма пуҫланӑ? Вӑл каланӑ тӑрӑх, пурнӑҫра йывӑр пулнӑ чухне. Шӑп ҫавӑн чухне унӑн пултарулӑхӗнче тата шӑпинче иккӗмӗш сывлав тупӑннӑ тейӗн. Специалистсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пултарулӑх ҫыннисем ҫӳлти вӑйсемпе ҫыхӑннӑ. Ку ахаль ҫынна ӑнланмалла мар япала. Чылай чухне ҫак вӑйсем вӗсене вӑрттӑнлӑхсене уҫса параҫҫӗ. Раиса Сарпи каланӑ тӑрӑх, ҫакна пула вӑл истори чӑнлӑхне пӗлнӗ: чӑвашсен йӑх-несӗлӗ — амаҫынсем. Чылай историк унпа килӗшет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем 12 ҫулти арҫын ачана шыраҫҫӗ. Вӑл республикӑри районсенчен пӗринче пулни паллӑ. Юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарта ҫухалнӑ арҫын ача ӑҫта пулине пӗлме май килнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ача юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 14 сехет те 30 минутра Шупашкарти Ҫамрӑклӑх бульварӗнчен килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Йӗрке хуралҫисем вӑл пӗр районта аякри тӑванӗсем патӗнче пулнине палӑртнӑ. ЧР ШӖМӗ халӗ ҫав арҫын ачана шырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Михаил Резников Чӑваш Енӗн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче улшӑнусем пуҫланни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алла Салаева ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн должноҫне йышӑннӑ. Алла Салаевӑсӑр пуҫне Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин ҫумӗ пулма Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн пуҫлӑхне Михаил Резникова ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнӗ вырӑнта унӑн ӗҫ укҫи савутринчен пӗчӗкрех пулать теҫҫӗ. Паянхи тепӗр Хушупа Михаил Игнатьев Элтепер Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пуҫлӑхне те палӑртнӑ. Ку тивӗҫе малтан ҫак тилехепене тытса пынӑ Юрий Васильевах пурнӑҫлӗ. Министрсен Кабинетне вара Иван Моторин ертсе пырӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче пӑхса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫитес ытларикун, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, планпа килӗшӳллӗн халӑха пӗлтермелли сигнал тытӑмне тӗрӗслӗҫ. Ҫавӑнпа ҫынсене хӑраса ӳкмелле марри ҫинчен систереҫҫӗ. Ҫак кун 10:00 тата 10:30 сехетсенче сиренӑсем тата громкоговорительсем янӑраса кайӗҫ. Ҫавӑн пекех радио каналӗсем, телекурав халӑха граждан хӳтӗлевӗн систермелли сигналӑн тренировки пулни пирки «Внимание всем!» тесе пӗлтерӗҫ. Ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, хахайт (тревога) вӗренмелли ҫеҫ пулӗ. Ҫавӑнпа ҫынсене лӑпкӑ пулма, ӗҫ вырӑнӗсенчех юлма ыйтаҫҫӗ. Хальхинче хахайт — вӗренмелли ҫеҫ. Ытти чухне вара халӑха кун пек сасса илтсен радиоприемниксене, телевизорсене ҫутма, васкавлӑ пӗлтерӗве итлеме хушаҫҫӗ. Кун пирки ӗҫтешсене, ертӳлӗхе, ҫемьене, кӳршӗсене пӗлтермелле ун чухне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗнче Чӑваш наци музейӗ акци ирттерет. Вӑл тата унӑн филиалӗсем ватӑ ҫынсем валли паян тӳлевсӗрех ӗҫлӗҫ. Паян Чӑваш наци музейӗнче «Древние обитатели Чувашского края по данным археологии и палеонтологии» (чӑв. Археологипе палеонтологи тӑрӑх пӗлнӗ Чӑваш тӑрӑхӗнчи авалхи ҫынсем), «История Чувашского народа и Чувашского края с IX века до начала XX века» (чӑв. IX ӗмерпе XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи чӑвашсен тата Чӑваш тӑрӑхӗн историйӗ), «Чувашия в XX веке» (чӑв. XX ӗмӗрти Чӑваш Ен), «Человек и природа» (чӑв. Ҫын тата ҫутҫанталӑк) экспозицисем ӗҫлӗҫ. Ҫавӑн пекех «15 лет в строю» (чӑв. 15 ҫул ӗҫре) куравпа паллашма май пулӗ. Ватӑ ҫынсем Чӑваш наци музейӗн филиалӗсенче те экспозицисене тӳлевсӗрех курма пултарӗҫ. Музейпе курав центрӗ, Василий Чапаев музейӗ, Константин Иванов ячӗллӗ литература музейӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музей, Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗнчи «Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван ҫӗршывӗ» асӑну комплексӗ филиалсен йышне кӗреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ырантан, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, пуҫласа Шупашкартан Мускава социаллӑ самолет вӗҫме тытӑнӗ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ. Тӗплӗнрех кун пирки Шупашкар аэропортӗнче ыйтса пӗлме пулать. Самолетсем Мускавра «Внуково» аэропортра анӗҫ. Самолет Boeing 737-800 маркӑлли пулӗ. Билетсен хакӗ самолет хӑш кун вӗҫнинчен те килӗ. Ҫапах вӑл ыттисенчен йӳнӗрех. Шупашкартан 20 сехет те 20 минутра вӗҫӗ. Мускавра вара 22 сехетре пулӗ. Каялла 17 сехет те 50 минутра тухӗ, Шупашкара 19 сехет ҫурӑра ҫитӗ. Кӑсӑклантаракан ыйтусене 301-241, 301-487 номерсемпе шӑнкӑраваласа пӗлме пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен ҫӑлавҫисем вӑрманта ҫухалнӑ арҫынна шыраҫҫӗ. ЧР ИӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Атӑл леш енне шур ҫырли пуҫтарма кайнӑ та килне таврӑнман. Ҫӑлавҫӑсем ӑна унти шурлӑхлӑ вырӑнта эрне шыраҫҫӗ ӗнтӗ. Анчах хальлӗхе усӑсӑр. 51 ҫулти арҫын Сосновка поселокӗнчен. Вӑл ҫухалнӑранпа 9 кун иртнӗ ӗнтӗ. Республикӑри тепӗр 3 ҫын та чутах шурлӑхлӑ вырӑнта ҫухалман. Хайхискерсем шур ҫырли пухма кайсан хӑйсемпе пӗрле кӗсье телефонӗ ҫеҫ илнӗ. Вӗсем ҫухалса кайнӑ. Хӗрарӑмсем киле таврӑнмасан тӑванӗсем пӑлханса ӳкнӗ. Вӗсене шырама ҫӑлавҫӑсем тухнӑ. Анчах, телее, хӗрарӑмсем хӑйсемех палланӑ ҫул ҫине тухса киле таврӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ваттисен кунӗ умӗн Чӑваш Енре тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Ара, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ватӑсене саламласа чыслаҫҫӗ-ҫке-ха. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, уяв умӗн Чӑваш Енре «хӗрӳ лини» ирттерме те палӑртнӑ. Унта шӑнкӑравласа пенси пирки ыйтса пӗлме пулать. «Хӗрӳ лини» авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен пырӗ. Кирек кам та унта шӑнкӑравласа кӑсӑклантаракан ыйтӑвӑн хуравне тупма пултарать. Ыйтусен социаллӑ тӳлевпе, пенси саккунӗсемпе, ҫӑмӑллӑхсемпе ҫыхӑнмалла. «Хӗрӳ линие» 8(8352) 39-36-81 номерпе шӑнкӑравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑра ҫулсерен «Чӑваш Ен — тӑлӑхсемсӗр» автокараван иртет. Ӑна тӑлӑхсен ыйтӑвне ыттисене явӑҫтарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Авӑнӑн 24-мӗшӗнче автокараван Шӑмӑршӑ районне ҫитнӗ. Мероприяти районти культура ҫуртӗнче иртнӗ. Зала тӑлӑхсене опекӑна, усрава илнӗ ҫемьесем, социаллӑ педагогсем, реабилитаципе тӳрленмелли центрӗн ӗҫченӗсем пухӑннӑ. Шӑмӑршӑ район администрацийӗн вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пай пуҫлӑхӗ Н.Ендиеров ачасене хӑйсен ҫемйисене воспитани пама илнӗ ҫынсене тав тунӑ. Мероприятире тӗрлӗ ыйту тавра калаҫнӑ. Тӑлӑхсене ҫемьесене вырнаҫтарас ӗҫе пӗтӗмлетнӗ. Ыйтусене сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн 3 секци ӗҫленӗ. Вӗсем консультаци, тренинг, ӑсталӑх класӗ евӗр иртнӗ. Унтан Карапай Шӑмӑршӑри Исаевсем патне ҫитнӗ. Вӗсем тӑлӑхсене хӑйсен хӳттине илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан Григорьевсем кевер туя паллӑ тунӑ. Иван Григорьевичпа Валентина Тихоновна пӗрле 60 ҫул пурӑнаҫҫӗ. Иван Григорьевич 30 ҫула яхӑн автоколонна водителӗнче ӗҫленӗ. Вӑл 88 ҫулта та кирек мӗнле транспорта та илеттерме пултарать. Мӑшӑр аса илнӗ тӑрӑх, вӗсен туйӗ чӑваш йӑли-йӗркине тӗпе хурса иртнӗ. Ку 1955 ҫулта пулнӑ. Вӑл пулас мӑшӑрне лашапа илсе килнӗ. Аслисем пил панипе пурӑннӑ вӗсем. Мӑшӑр вӑрҫа час-часах аса илет. Тӑванӗсене ӑсатнине, ҫыру кӗтнине… вӗсем аслисемпе тан колхозра ӗҫленӗ. Халӗ вӗсен награда нумай. Григорьевсен икӗ ача. Мӑнукӗсем виҫҫӗн. Вӗсем пӗр-пӗрне юратни, ӑнланни — ҫакӑ ҫемье пурнӑҫне тӑсаканни тесе шутлаҫҫӗ вӗсем. Пӗр-пӗрне итлемелле, вӑрҫмалла мар. Ҫапла калаҫҫӗ Григорьевсем. Икӗ ватӑ пӗрле пурнӑҫ сукмакӗпе утнӑшӑн савӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗрне хисеплеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |