Республикӑра
![]() Юпан 19-мӗшӗнче Тутар Республикинчи Павлӑ районӗнчи Потап-Тӑмпӑрлӑра ҫуралса ӳснӗ чӑваш ҫыравҫи Алексей Афанасьев ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитӗ. Алексей Андриянович учитель ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл колхоз ҫамрӑкӗсене шкулӗнче вӗреннӗ, унтан вӑтам шкулта ӑс пухнӑ. 1942 ҫулта удмурт чӗлхине вӗрентме тытӑннӑ. 1943 ҫулта Алексей Афанасьев Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑнӑ. Вӑл Карелие нимӗҫсенчен хӑтарнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Паттӑрлӑхӗшӗн вӑл III степень Мухтав орденне тата медальсене тивӗҫнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл шкулта вӗрентнӗ. Унтан район хаҫатӗнче редакторта тӑрӑшнӑ. «Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ» хайлавне чылайӑшӗ пӗлет. Ку кӗнекене икӗ хутчен пичетлесе кӑларнӑ. Алексей Афанасьев 1985 ҫулта вилнӗ. Вӑл 60 ҫулхи юбилейне паллӑ тума ӗлкӗреймен. Юпан 19-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче асӑну каҫӗ иртӗ. Унта ҫыравҫӑсем, тусӗсем, писатель пултарулӑхне хисеплекенсем пухӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Питӗрте темӗнле арҫынна тупнӑ. Вӑл Шупашкартан пулнине ӗнентерет. Унта ӗҫлеме кайнӑ та халӗ тӑван тӑрӑхне таврӑнаймасть-мӗн. Арҫынна ҫынсем подъездра асӑрханӑ. Вӑл кӑштах аташать те теҫҫӗ. Тупнӑ хыҫҫӑн ӑна пульницӑна ӑсатнӑ. Арҫын каланӑ тӑрӑх, ӑна ӗҫрен кӑларса янӑ та вӑл халь киле каяймасть. Александра Богданова арҫын пирки тӗнче тетелӗнче пӗрремӗш пӗлтернӗ. Унпа вӑл калаҫнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Мария Милова тӗнче тетелӗнче ҫак информацие курсан арҫыннӑн тӑванӗсене шыраса тупма шутланӑ. Арҫын кашни виҫӗ минутран мӗн каланине урӑхла пӗлтернӗ. Анчах вӑл Шупашкарта Ленин урамӗнчи 13-мӗш ҫуртра пурӑннине тӑтӑшах каланӑ. Унӑн тӑванӗсене пӗлекенсене 77-81-12, 640-610, 36-52-62 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкара «Ревизорро» телекӑларӑм ертӳҫи Елена Летучая килни пирки чылай шавларӗҫ. Вӑл хулари кафе-ресторана тиркенӗ, хӑшӗ-пӗрне ырласа хӑйӗн наклейкине ҫыпӑҫтарса хӑварнӑ. Халӗ кафе-ресторансен хӑрамалли ҫук ӗнтӗ — Елена Летучая Шупашкартан кайнӑ. Халӗ Шупашкар пирки ӳкернӗ кӑларӑм эфира хӑҫан тухассине ҫеҫ кӗтмелле. Кӑларӑма ҫынсем хӑҫан курма пултарасси паллӑ. Вӑл ку эрнерех эфира тухӗ. «Инстаграм» халӑх тетелӗнчи официаллӑ ушкӑнра кӑларӑмӑн тулли версийӗ хӑҫан тухнине пӗлтернӗ. Вӑл сенкер экран ҫине юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 19 сехетре эфира тухӗ. Елена Летучаяна чӑваш сервисӗ килӗшни пирки сас-хура тухнӑ. Чӑнах та ҫапла-и? Кӑларӑм эфира тухсан паллӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре транспортсене эвакуациленӗшӗн тӳлемелли хак ӳснӗ. Ку йышӑнӑва Конкурентлӑ политикӑпа тариф службин патшалӑх службин черетлӗ ларӑвӗнче йышӑннӑ. Коллеги ӗҫне тӗрлӗ ведомство ҫыннисем хутшӑннӑ. Унта тӗп ыйтӑва — тытса чарнӑ транспортсене эвакуацилемелли хака — сӳтсе явнӑ. Урапасене эвакуацилекен тата ятарлӑ чарӑну вырӑнӗсене тытса тӑракан организацисем 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен вӑя кӗнӗ хаксене улӑштарасси пирки сӑмах хускатнӑ. Ҫапла майпа ларура 1 ҫухрӑмшӑн 182 тенкӗ илесси пирки ҫирӗплетнӗ. Палӑртса хӑварар: унччен ку хак 1 ҫухрӑмшӑн 142 тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан арҫын ӑҫта пулнине халӗ те пӗлмеҫҫӗ. 35 ҫулти арҫын 2008 ҫултах укҫа ӗҫлесе илме кайнӑ та халӗ те килне таврӑнман. Климов Александр Анатольевич 1980 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 2008 ҫулта вӑл Мускава укҫа-тенкӗ ӗҫлесе илме кайнӑ. Вӑхӑтлӑх кӑна. Анчах 2011 ҫулта унпа ҫыхӑну ҫухалнӑ. Арҫын 35–40 ҫулсенчи пек курӑнать. Тӗреклӗ, 170-175 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ хура, кӗске. Пичӗ тӑсӑкларах, куҫ тӗкӗ хура та ҫӑра, куҫӗ хӑмӑр, сӑмси тӳрӗ. Уйрӑм паллӑсем: сылтӑм ури уксахлать. Тӑм илнӗрен сылтӑм ури ҫинче икӗ пӳрни ҫук. Климова курнисене полицие 24-20-72 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Е кӗсье телефонӗнчен 020 номерпе шӑнкӑравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Про Город» архивӗнчи сӑн Нумаях пулмасть Шупашкарта 21 ҫултан ҫамрӑкрах ачасемпе ҫамрӑксене эрех-сӑра сутма юраманни пирки калаҫнӑ. Ҫавра сӗтеле хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ирина Клементьева, Роспотребнадзорӑн элчисем, хула администрацийӗн ӗҫченӗсем, Шупашкарти районсен администрацийӗсен ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Ҫавра сӗтел иртнӗ эрнере иртнӗ. Хула администрацийӗн пресс-службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, унта хутшӑннисем ҫак саккуна йышӑнмалли пирки каланӑ. Ирина Клементьева палӑртнӑ тӑрӑх, 21 ҫултан ҫамрӑкраххисене эрех-сӑра сутманни ҫамрӑксен хушшинче ӗҫкӗпе иртӗхекенсен йышне чакарма май парӗ. Пӑлханмалли сӑлтав пур ҫав. Чӑваш Ен эрех-сӑра ӗҫсе вилнисен йышӗпе малта пыраканнисенчен пӗри. Ҫавра сӗтел ҫак ҫивӗч ыйтӑва сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ: алкоголе 21 ҫултан ҫамрӑкраххисене сутмалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнарта пурӑнакан ӑста хӑйех техника пуҫтарать. Ҫапла майпа вӑл укҫине те перекетлет. Рюрик Николаев алӑ айӗнчи япаласенчен техника пуҫтарнӑ. Вӗсем ӑна ял хуҫалӑхӗнче те пулӑшаҫҫӗ. Рюрик Николаев техникӑна лайӑх ӑнланать. 30 ҫул каялла вӑл вырӑнти училищӗре ҫамрӑксене тракторпа ҫӳреме вӗрентнӗ. Халӗ унта ӗҫлемест вӑл. Пиччӗшӗпе Владимирпа шухӑшӗсене пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ вӗсем. Вӑл пуҫтарнӑ трактор савутринчен нимпе те уйрӑлса тӑмасть. Уйра вара лайӑх ӗҫлет. Унпа вӗсем ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ, лартаҫҫӗ, сухалаҫҫӗ. Трактор 15 ҫул ӗҫлет ӗнтӗ. Пысӑк хӑвӑртлӑхпа та кайма пултарать вӑл. Пиччӗшӗпе шӑллӗ малтан чертеж тӑваҫҫӗ, унтан техникӑна пухма тытӑнаҫҫӗ. Тӑпрана кӑпкалатмашкӑн вӗсем агрегат пуҫтарнӑ. Вӑл 25 сантиметр тарӑнӑшне илет. Прицеп та пур вӗсен. Ял ҫыннисене те пулӑшаҫҫӗ. Рюрик халӗ хӑйӗн тракторне ҫӗнетме шутланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӗнче каллех компьютер ӑсталӑхне хӑнӑхтарма тытӑннӑ. Унччен те пулнӑ ҫак пулӑшӑва авӑн уйӑхӗнчен ҫӗнӗрен пуҫарса янӑ. Компьютер ӑсталӑхне центрта ватӑсене вӗрентеҫҫӗ. Занятие эрнере икӗ хутчен, юнкунпа эрнекун, ирттереҫҫӗ. Пурне харӑс ӑнлантармаҫҫӗ. Ҫӗнӗ пӗлӗве ӑша хывма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе кашнине уйрӑм ӑнлантараҫҫӗ. Малтанласа ватӑсене ансат япаласене ӑша хывма пулӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, ӗҫ сӗтелӗ ҫинчи ярлыксемпе епле усӑ курмалли пирки ӑнлантараҫҫӗ, файлсене епле йӗркелесе епле упраса хӑвармаллине каласа кӑтартаҫҫӗ. Флешкӑпа епле усӑ курмалли пирки те каласа параҫҫӗ. Шӑшипе ӗҫлесси те компьютер умне пуҫласа лараканшӑн йывӑрлӑх кӑларса тӑратать. Тепӗр ҫыншӑн ансатӑн туйӑнакан япаласемех ыттисемшӗн йывӑрӑн туйӑнаҫҫӗ. Апла пулин те ватӑсем компьютера хӑнӑхаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн тӗп прокурорӗ Сергей Легостаев республикӑри районсем тӑрӑх ҫӳрет. Вӑл унта ҫынсемпе курнӑҫать, вӗсен ыйтӑвӗсене хуравлать. Ҫак кунсенче вӑл Хӗрлӗ Чутай районне ҫитмелле. Вӑл Хӗрлӗ Чутайри Ҫӗнтерӳ лапамӗнчи 1-мӗш ҫуртра, район администрацийӗн ҫуртӗнче, ҫынсемпе калаҫӗ. Унччен Сергей Легостаевпа Комсомольски районӗсем курнӑҫнӑ. Аса илтерер: Сергей Легостаев кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа прокурор тивӗҫӗсене пурнӑҫлать. Унччен вӑл Кисан облаҫӗн прокурорӗ пулнӑ. Вӑл пирӗн ведомствӑра ҫитес 5 ҫул ӗҫлӗ. Прокурор ӑҫта каяссине хӑй суйлать, вӑл унта саккуна мӗнле пӑхӑннине шута илет. Хӗрлӗ Чутайра прокурор юпан 6-мӗшӗнче 11 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен пулӗ. Ун патне 8(883551) 2-13-37 номерпе шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Патӑрьел район прокуратури сусӑрсен правине хӳтӗлес енӗпе епле тимленине тӗрӗсленӗ. Ку хутӗнче прокурорсем сусӑрсен машинӑсем лартмалли вырӑнсем пуррипе ҫуккине пӑхса ҫӳренӗ. Районти бизнес-инкубатор тата райпо урапа лартмалли вырӑнсенче сусӑрсен ураписем валли ятарлӑ вырӑн ҫителӗксӗр пӑхса хӑварнине асӑрханӑ. Ку вӑл федераци саккунне пӑсни пулать. Саккунӗ вара ҫапларах калать: суту-илӳ, пулӑшу кӳрекен, тухтӑр ҫурчӗсен, спорт тата культурӑпа курав учрежденийӗсен урапа лартмалли вырӑнӗсенче сусӑрсен машинисем валли 10 процентран кая мар вырӑн пӑхса хӑвармалла. Пӗчӗк лаптӑк ҫинче вырнаҫнӑ-тӑк — сахалтан та пӗр машина валли. Вӑл вырӑнпа сусӑрсене тӳлевсӗр усӑ куртармалла. Ҫав вырӑна урӑх урапасен йышӑнма юрамасть. Сусӑрсем пирки шухӑшламаншӑн бизнес-инкубаторпа райпо пуҫлӑхӗсене кӑлтӑка пӗтерме хушса хӑварнӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |