Ӗнер, раштавӑн 10-мӗшӗнче Патӑрьел ҫӗрӗ ҫинче Мускаври полковник пулнӑ. Ҫав ҫын — Вячеслав Ильин, «Сыны Отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем) офицерсен общество организацийӗн Мускаври правленийӗн ертӳҫин ҫумӗ. Вячеслав Ильин Патӑрьел ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, халӗ вӑл — саппасри полковник. Тӑван тӑрӑхӗнче пулнӑ май унпа район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов курнӑҫнӑ.
Пакунлипе райадминистраци пуҫлӑхӗ ҫамрӑксем пирки калаҫнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, вӗсене патриот воспитанийӗ парас тесен мӗн тумалли ҫинчен. Сӑмах май, енсем район территорийӗнчи яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫпа маларах асӑннӑ общество организацийӗ епле майпа ҫыхӑну тытмаллине сӳтсе явнӑ май хӑш-пӗр плана халех палӑртса хунӑ.