Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Эрне хыпарӗсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 19.03.2017 08:08 | 1972 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Пуш уйӑхӗн 13-мӗшпе 18-мӗшӗсенче пирӗн сайт ҫак хыпарсене ҫутатрӗ (вӗсене ытти чухнехи пекех чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):

Владимир Викторова мӗнле ӑшӑ пукан лекме пултарасси пирки систертӗмӗр;

Малти вырӑна тухма пирӗн сайта тишкерсе те пултарасси ҫинчен пӗлтӗмӗр;

Электронлӑ сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнӗ словарьпе пуянланни ҫинчен каласа патӑмӑр;

Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ кӑҫал та иртесси пирки пӗлтертӗмӗр;

Ҫӗрпӳ районӗн пуҫлӑхӗн пуканӗ каллех пушанни ҫинчен хыпар тухрӗ;

Борис Чиндыков хатӗрленӗ кӗнекесене тӗп хуламӑрти университетра хӑтлани ҫинчен хыпарларӑмӑр;

Шуршӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне мӗне пула пӗр кунне икӗ хут тытса чарни пирки каласа патӑмӑр;

Элтепер район пуҫлӑхӗсене мӗншӗн ятланине уҫса патӑмӑр;

Жириновский «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» депутачӗсене мӗн сӑлтава пула персе пӑрахма шут тытнине пӗлме пултартӑр;

Чӑваш Ен прокуратурине Патшалӑх Канашӗ кама шанма йышӑннине пӗлтертӗмӗр.

Ку эрнере ҫавӑн пекех эпир сире Кӳкеҫре тӳлевсӗр ҫӑкӑр валеҫни ҫинчен тата Чӑваш Енре тӗп архитектор пуласси пирки хыпарларӑмӑр.

Яланхи пекех эрнене пӗтӗмлетсе унӑн ятне пӗлтеретпӗр. Пирӗн шутпа ӑна «Чӑваш чӗлхипе пуҫлӑх пуканӗсен эрни» теме пулать.

#Ҫӗрпӳ районӗ, #эрне хыпарӗсем, #археологи, #чыславсем, #хӑтлавсем, #чӑваш чӗлхи, #диктантсем, #сайтсем, #Шуршӑл ял тӑрӑхӗ, #Сӗнтӗрвӑрри районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем