Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Николай Никольский – ҫутта кӑларуҫӑ, ӑсчах-энциклопедист

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Алексей Леонтьев 19.05.2021 11:38 | 3990 хут пӑхнӑ
Сумлӑ сӑмах Чӑвашлӑх

Ҫу, 19: Н.В. Никольский профессор ҫуралнӑранпа 143 ҫул

1917 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче Никольские Хусан кӗпӗрне земство управин председательне суйлаҫҫӗ. «Тап-таса» ученӑй, «тап-таса» педагог, тин кӑна общество ӗҫне лекнӗскер (паллах, хӑйӗн яри кӑмӑлӗпе), нарӑсри демократиллӗ революци идейисемпе хавхаланса кайнӑскер, чи нумай нациллӗ, тӗнчери тӗп тӗнсенчен (конфессисенчен) иккӗшӗ – христианлӑх тата ислам сарӑлнӑ, ҫут ҫанталӑк (язычество) тӗнне сыхласа хӑварнӑ, тахҫан хӑйсен патшалӑхлӑхӗ (тӗнче цивилизацийӗнче хӑй вӑхӑтӗнче паллӑран та паллӑ вырӑн йышӑннӑ Атӑлҫи-Кама Пӑлхар, Хусан ханлӑхӗ) пулнӑ халӑхсемлӗ, пуян традициллӗ, университетлӑ Хусан кӗпӗрне земство управин председателӗ пулса тӑрать.

Пурнӑҫӑн хӑнӑхнӑ йӗркипе утти-чуппипе тӗпрен улӑштарма 39-ти Никольские йывӑр пулнӑ-ши, ҫӑмӑл-ши – пӗлместӗп; чухлама ҫеҫ пулать: паллах, ансат лекмен. Кӗпӗрне земство управин председательне революциччен шалти ӗҫсен министрӗ хӑйӗн хушӑвӗпе ҫирӗплетни те ҫак фигура пӗлтерӗшне аван уҫса парать. Революциччен земствӑсем, аслӑ вӗрентӳсӗр пуҫне, вӗрентӗвӗн пӗтӗм ыйтӑвӗпе, сывлӑх сыхлавӗн (больницӑсем, аптекӑсем, фельдшер-акушер пункчӗсем), ветеринари, ялти страховани, ялти статистика ыйтӑвӗсемпе ӗҫленине, ял тытӑмне кӗрекен ытти вун-вун сферӑна тытса-йӗркелесе пынине шута илсен – Н.В. Никольский пӗр вӑхӑтрах: ял хуҫалӑх министрӗ те, сывлӑх сыхлавӗн министрӗ те, культурӑпа национальноҫсен ӗҫӗсен министрӗ те, тӗп статистик та, тӗп страхователь те тата ытти енӗпе те «министр» пулнинчен тӗлӗнмесӗр тӑма ниепле те май ҫук. Ун чухне халӑхӑн 90 проценчӗ ытла ялта пурӑннине шута илсен – Никольский пӗр ҫулталӑк ытла (тӗрӗсрех, 1918 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗччен) Хусан кӗпӗрнин питех те пысӑк полномочиллӗ ертӳҫисенчен пӗри, тен, чи асли те, пулнине палӑртса хӑвармалла.

Земствӑсем нихӑҫан та революци майлӑ пулман, 1905–1907 ҫулсенчи революцие, сӑмахран, тӗпрен хирӗҫленӗ, 17-мӗш ҫулхи революци хыҫҫӑн Вӑхӑтлӑх правительство вӗсен прависене анлӑлатасси ҫинчен саккун йышӑнсан (уйрӑммӑн илсен, земство учрежденийӗсене вулӑссенче те туса хума ирӗк панӑ, малтан вара вӗсен полномочийӗсем уес шайӗнче ҫеҫ пулнӑ), земство управисем ҫӗнӗ влаҫӑн ялти шанчӑклӑ тытӑмӗ пулса тӑнине ӑнланмалла ӗнтӗ; земствӑсене тепӗр революци кирлӗ пулманни паллах.

Н.В. Никольский ертсе пынӑ земство управи – большевиксем ҫӗнтернӗ Раҫҫейре чи нумай тапхӑр ӗҫленисенчен пӗри. РСФСР Совнаркомӗ 1918 ҫулхи кӑрлачӑн 24-мӗшӗнчи Декретпа вырӑнти хуҫалӑха тытса-ертсе пырас ӗҫе земствӑсемпе думӑсен аллинчен Советсен аллине пама йышӑннӑ. Хусан кӗпӗрне Совечӗ ҫак декрет тухичченех Хусан думине «контрреволюци учрежденийӗ» тесе салатса ярать. Куратпӑр: ҫакӑн хыҫҫӑн та Никольский ертсе пынӑ земство управи тепӗр 6 уйӑх ӗҫлет.

Ҫакна Никольский хӑйӗн ӗҫне политикӑпа ҫыхӑнтармасӑр туса пынипе ҫыхӑнтармалла-тӑр. «Вак» тенӗ халӑхсен пӗрлӗхӗнчи тӗрлӗ юхӑмсем, эсерсем ертсе пыраканнисем уйрӑмах, политика авӑрӗнче пулнине ӑнланмалла (чӑвашсен ҫеҫ мар, ытти халӑхсен те). Никольские 1917 ҫулта эсерсем йӗркеленӗ Чӑваш наци обществин правленине те суйлаҫҫӗ. Анчах Николай Васильевич ЧНО ӗҫне ытлах хутшӑнмасть. Мӗншӗнни паллӑ: вӑхӑчӗ ҫитмен. Ӑслӑлӑх тӗпчев ӗҫне те вӑхӑтлӑха «айккине тӗртсе хунӑ» иккен те – ӑҫта унта хӗрӳ чӗреллӗ, вут сӑмахлӑ революционерсемпе ерӗшсе ҫӳреме!

Вӑл ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр, ырми-канми – ӗҫре: Хусанта – сайра, яланах – уессенче, вулӑссенче, кӗпӗрни вара пы-ысӑк! В.Д. Димитриев профессор «Н.В. Никольский – ученӑй, педагог, общество ӗҫченӗ» кӗнекинче ҫакнашкал тӗслӗхсем илсе кӑтартать: ҫулталӑк тӑршшӗнче Никольский пуҫарнипе Хусанта Ҫурҫӗр-тухӑҫ археологипе этнографи институчӗпе вырӑс мар халӑхсен (ҫитӗннисем валли) гимназийӗ, Теччӗре, Царевококшайскра, Етӗрне районӗнчи Мӑн Чурашра наци учителӗсен семинарийӗсем, Хусанта, Чистайра (Чистополь), Етӗрнере, Чикмере (Козьмодемьянск) учительсен курсӗсемпе шкулӗсем уҫӑлаҫҫӗ; 2 класлӑ темиҫе шкултан пуҫламӑш аслӑ училищӗсем йӗркеленӗ, кӗпӗрнери вак халӑхсем валли вун-вун шкул уҫнӑ, чиркӳ аллинчи пуҫламӑш 663, 2 класлӑ 10, 2-мӗш класлӑ 12, учительсен 1 шкулӗ малтан – земство, кайран патшалӑх тытӑмне куҫнӑ, ял хуҫалӑх тата ремесла шкулӗсем йӗркеленнӗ, вак халӑхсен тӑван чӗлхипе вӗрентӳ кӗнекисем кӑларас ӗҫ анлӑ сарӑлнӑ. Мӗн таран пысӑк ӗҫ! Пӗр шкула уҫса тытса тӑма ҫеҫ тата учитель тупма, мӗн кирлипе тивӗҫтерме кӑна мӗн чухлӗ вӑй-вӑхӑт кирлине шута илсен, Никольские земство управин председателӗнче ӗҫленӗ тапхӑршӑнах Атӑлҫи халӑхӗсен ҫутта кӑлараканӗсенчен пӗри тесе сума сумалла.

Кӗскен каласан, Никольский революци хыҫҫӑн «чиркӳ-земство-патшалӑх» тытӑмра «йышӑну-пару» («прием-сдача») ӗҫне чыслӑн кӑна мар, чылай «ирттерсе» те пурнӑҫланӑ.

Теччӗсем унти педагогика училищине кам уҫнине пӗлменшӗн тӗлӗнмӗпӗр. Ырри питӗ хӑвӑрт манӑҫать.

Ӑҫта пирӗн историксем, педагогсем? Мӗншӗн тӗпчеместӗр Никольский Хусан кӗпӗрне земство управин ертӳҫинче ӗҫленӗ тапхӑра пур енӗпе? Сире валли – кандидатӑн-докторӑн хатӗр диссертацийӗсем: Тутарстан, Чӑваш, Мари Эль, Саранск, Ижевск, Пермь, Ӗпхӳ, Оренбург патшалӑх архивӗсенче, хамӑрӑн гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн Никольский фондӗнче ретӗн-ретӗн вырнаҫса тухнӑ. Риторикӑллӑ ыйту – ҫапла мар-и? Пирӗн ученӑйсем совет саманинчех ҫирӗплетнӗ ӗҫ программисем пур ахӑртнех. Никама та кирлӗ мар «Никольский – педагог, ҫутта кӑларакан, вӗрентӳ йӗркелӳҫи», «Никольский – общество-политика деятелӗ». «Никольский – чӑваш ӑслӑлӑхӗн никӗслевҫи» тата ытти темӑсем. Намӑслантарма эпӗ ученӑйсен тӗп администраторӗ мар, анчах чӑваш патриочӗ тата гражданинӗ, Никольскин пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗн еткерне тӗпченӗ май манӑн пӗр ӗҫе – чӑвашлӑх ӗҫне – пӗрле тӑвакан тӗпчевҫӗ-ӗҫтешӗмӗрсене ӳпкелеме ирӗклӗх пурах тесе шутламашкӑн хӑюлӑхӑма ҫитересех терӗм.

Ку – шутсӑр интереслӗ ыйту. «Хыпар» хаҫат тӳрремӗнех пуҫарнипе, тепӗр чух, тен, хистенипе те, ӑсчахӑмӑрӑн – 115 (1993), 120 (1998) ҫуллӑх юбилейӗсене самай ҫӳллӗ шайра уявларӑмӑр. Ҫак тапхӑрта унӑн тӑван ялӗнче Купӑрляра ӑсчахӑмӑрӑн ашшӗ Василий Никитич Никольский тунӑ пӗвене, ун хӗрринчи парка йӗркене кӗртнӗ, Ваҫкассинче Никольский музейне уҫнӑ, паркра унӑн бюст-палӑкне вырнаҫтарнӑ, 2 хут ӑслӑлӑх практика конференцийӗ ирттернӗ, Хусанти Чернышевский урамӗнчи Никольский пурӑннӑ, «Хыпар» хаҫатӑн малтанхи номерӗсене хатӗрленӗ ҫурт ҫине асӑну хӑми ҫакнӑ, Чӑваш Республикин Мускаври элчӗлӗхӗнче чӑваш халӑхӗн чи чаплӑ 10 ҫыннин портречӗсенчен пӗри – Н.В. Никольскин. (Ҫак галерея Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗн элтеперӗнчен Алмушран пуҫланать.) Эппин, Чӑваш Республикинче Никольский ячӗ патшалӑх шайӗнче питех те сумлӑ теме юрать.

«Хыпар» хаҫатӑн кашни номерӗ унӑн сӑн ӳкерчӗкӗпе тухать. Ун айне «Хыпар» никӗслевҫи Н.В. Никольский» тесе ҫырнӑ.

Ҫапла вара, вӑл – «Хыпар» никӗслевҫи. Тата кам? «Профессор, ученӑй», – текелеҫҫӗ тӗрлӗ тӗл пулусенче шкул ачисем, ытти ҫынсем. Мӗн тӗпченӗ, ӑслӑлӑхӑн анлӑран та анлӑ уйӗн хӑш каҫалӑкӗ унӑн – Никольскин? Чӑваш Республикин Президенчӗн Указӗнче Никольский «Хыпар» никӗслевҫи пулнипе пӗрлех ученӑй-энциклопедист, Атӑлҫи халӑхӗсен тӗпчевҫи пулнине, вӗсен культура чӗрӗлӗвӗн никӗсӗсене хывса хӑварнине палӑртнӑ. Паллах, профессорӑмӑрӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗсен пуххинче вӑл чӑннипех те ӑна Президент хакланӑ йышши ҫын пулнине вуласа пӗлӗпӗр. Паян вара кӗскен каласа хӑварнипех ҫырлахма тивет.

Никольский – историк. Чӑвашсен хушшинче христианлӑх сарӑлнине тӗпчесе ҫырнӑ ӗҫшӗн богослови магистрӗн степеньне илнӗ. Тепӗр пысӑк ӗҫӗ – 480 страницӑллӑ «Атӑлҫи халӑхӗсем ҫинчен истори материалӗсен пуххи» (Хусан, 1920); 180 страницӑллӑ «Ҫармӑссен историйӗ» (Хусан, 1920). Совет саманинче, идеологи хӗсметӗнче, ҫырнисем – пичетлеменнисем: 547 страницӑллӑ «Ют ҫӗршыв ҫыннисем тата Раҫҫейре ҫул ҫӳрекенсем авалхи вӑхӑтран пуҫласа XIX ӗмӗрччен чӑвашсем ҫинчен пӗлтернисем» (1941); 370 страницӑллӑ «Чӑваш халӑхӗн аваллӑхӗ Аслӑ Пӑлхартан пуҫласа Аслӑ революциччен» (1946); 3 томран тӑракан, 1447 страницӑллӑ, 430 страница хушӑмлӑ (приложениллӗ) «Ҫармӑс халӑхӗн историйӗ чи авалхи вӑхӑтран пуҫласа XX ӗмӗрччен» (1950 ҫулта ҫырса пӗтернӗ).

Асӑннӑ ҫак ӗҫе ҫырнисӗр пуҫне вӑл Ҫармӑс ӑслӑлӑх тӗпчев институтне ҫармӑс историйӗпе 120 автор листилӗх документсем шыраса тупса панине шута илсен, Никольские хисеплесе Йошкар-Олара тахҫанах ҫӳллӗ палӑк лартмалла. Ирҫе-мӑкшӑ халӑхӗн историйӗпе 40 автор листилӗх документсем шыраса тупнӑ. Вотяк, зырян, тутар, вырӑс, коми, ытти тӗрӗк тата финн-угор халӑхӗсен аваллӑхӗпе вун-вун брошюрӑпа статья ҫырнӑ.

Никольский – этнограф. Чӑваш халӑхӗн йышне, вӑл мӗнле пулса кайнине (этногенеҫне), мӗнле вырнаҫнипе, ытти халӑхсемпе еплерех хутшӑнса пурӑннине, халӑхӑн пурлӑхпа ӑс-хакӑл культурине, йӑли-йӗркине тӗпчекенсем Никольскиччен те, ун вӑхӑтӗнче те чылайӑн пулнӑ. Иван Юркинӑн, Юркки Иванӗн (Иван Никитин – Николай Васильевичӑн иккӗмӗш сыпӑкри шӑллӗ) тата ыттисен архивӗ питӗ пуян. Анчах Никольский чӑваш этнографине ӑслӑлӑх никӗсӗ ҫине куҫарнӑ, тавтологишӗн каҫарӑр та, кӑмӑл туртӑмӗпе кӑсӑклӑх шайӗнчи ҫырса илӳ-пуҫтару этнографийӗнчен чӑн-чӑн ӑслӑлӑх этнографийӗ туса хунӑ. Пӗтӗмӗшле ӑслӑлӑх иерархийӗнче этнографие истори ӑслӑлӑхӗн пӗр пайӗ (калӑпӑр, археологи е антропологи пек) тетпӗр. Кашни историк – этнограф мар, кашни археолог та этнограф пулаймасть. Никольский «таса» историк те, хӑй вӑхӑтӗнче пӗтӗм Раҫҫейӗпе (Союзӗпе) чӑн-чӑн ят-сум илнӗ этнограф та.

Пичетленнӗ тӗп ӗҫӗсем: 190 страницӑллӑ «Чӑвашсен этнографийӗн конспекчӗ» (Хусан, 1908); 113 страницӑллӑ «Чӑвашсен этнографийӗн кӗске конспекчӗ» (Хусан, 1911); 104 страницӑллӑ «Чӑвашсен этнографийӗн кӗске конспекчӗ» (Хусан, 1919); 226 страницӑллӑ «Чӑвашсен этнографийӗн кӗске курсӗн» I кӑларӑмӗ (Шупашкар, 1928). Ку – профессор пурнӑҫ тӑршшӗпе пуҫтарнӑ материалсене пӗтӗмлетсе кӑларнӑ монографи. Автор ҫак ӗҫе сахалтан та 1000 страницӑллӑ тӑвас тӗллевлӗ пулнине палӑртаҫҫӗ ӑна лайӑх пӗлнисем. 30-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче марксист-ленинец «историксен» рецензийӗсенче ҫапса хуҫнӑ хыҫҫӑн Никольский этнографа лӑплантараҫҫӗ.

Сахалтан та 35 ҫул, В.К. Магницкипе, пенсие тухнӑ хыҫҫӑн Шӑмата (хальхи Советскине) пурӑнма куҫса килнӗскерпе, туслашнӑ ҫулсенчен тытӑнса (1894), пуҫтарнӑ пуянран та пуян этнографи материалӗсен шӑпи мӗнлерех-ши тесе ыйтма паян пирӗн тулли ирӗк пур. Монографине хӑйне тепӗр хут мӗншӗн пичетлесе кӑларманни пирки калаҫмӑпӑр. Ун чухне тухни те паха. Унсӑрӑн Никольский чӑваш этнографи ӑслӑлӑхӑн пуҫӗнче тӑнине те пӗлместӗмӗрччӗ-и тен.

Никольский – лексикограф, словарь ҫыракан. «Хыпар» редакцийӗ, Никольский пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе, еткерӗпе халӑха туллин паллаштарас, унӑн ӑслӑлӑхри тӗрлӗ ҫул-йӗрне кӑтартас тӗллевпе ӑслӑлӑх ҫыннисене, кичем чӗлхепе каласан, «саккас» панӑччӗ. Сас паракан пулмарӗ тесен те йӑнӑш мар. Пытармастӑп: гонорар ахаль чухнехинчен 4–5 хут ытларах парассине те систернӗччӗ. Чӑн-чӑн ӑслӑлӑхри туртӑм-ӑнтӑлупа укҫа ӑнлавсем тачӑ тӑванлӑхра пулмалла мар пек те, ҫапах та...

Ҫырмаҫҫӗ ӑслӑлӑх ҫыннисем хаҫат-журнала. Те – вӑхӑчӗ ҫитменрен, те – архив пуян (диссертацисем валли). Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн Г.А. Дегтяревӑн «Хыпарӑн» 2003 ҫулхи 85-мӗш номерӗнче «Сӑмах кӗнекисен ӑсти» статйи пичетленчӗ. Автор Николай Васильевич чӑвашсен пӗрремӗш лексикографӗ пулнине чӑннипех те ӗненмелле ҫирӗплетсе панӑ. 640 страницӑллӑ «Вырӑсла-чӑвашла словарь» (Хусан, 1909) пирки автор ҫапла ҫырать: паянхи словарьҫӑсем ӑна тиркени – ун чухнехи чӑнлӑхсене шута илменнинчен. Никольский пӗрремӗш пулнӑ-ҫке, ӑҫтан пурте тикӗс пултӑр. Паянхисене ҫӑмӑл: Никольскин ҫак словарӗсӗр тата 336 страницӑллӑ «Чӑвашла-вырӑсла кӗске словарьсӑр» пуҫне (Хусан, 1919) ал ҫыру хальлӗн Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче упранакан 7 томлӑ, 50 пичет листиллӗ «Чӑвашла-вырӑсла словарь» (1903–1914 ҫулсенче хатӗрленӗ), 484 страницӑллӑ «Вырӑсла-латинла-чӑвашла словарь. Чӑваш хутлӑхӗнчи медицина ӗҫченӗсем валли» словарь те пур. Каллех – мӗн таран хаклӑ ӑс-пурлӑх! Ҫапла вара, Никольский – чӑвашсен чи пӗрремӗш профессионал лексикографӗ те.

Никольский – фольклорист. Халап-юмах, легендӑсем, юрӑ-такмак, юрӑсем, ваттисен сӑмахӗсем, каларӑшсем, тупмалли юмахсем... Калама кӑна ҫӑмӑл. Эсӗ миҫе юрӑ е юмах пӗлетӗн тесен епле хуравлӑпӑр? Гаврил Федоров 800 юрӑ пӗлнӗччӗ пулас. 600 юррине ҫырса илсе ӗлкӗрнӗ. Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Никольский пурнӑҫ тӑршшӗпе (мӗнле ӗлкӗрнӗ!) пуҫтарнӑ хаклӑран та хаклӑ архив упранать: халӑх сӑмахлӑхӗн (фольклорӑн) пӗтӗм тӗсӗн ахах-мерченӗ!

1919 ҫулччен Николай Васильевич, чӑваш ӑслӑлӑхӗн ҫӳлерех асӑннӑ «каҫалӑкӗсенче» ырми-канми ӗҫленӗрен, халӑх сӑмахлӑхне тӗллевлӗн, тытӑмласа (системӑласа) пухман-пӗтӗмлетмен, тӗпчемен темелле. Ҫакӑ вӑл чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗпе ятарлӑ статьясем ҫырса пичетлеменнинчен курӑнать. 1913 ҫулта Ӗпхӳре пичетленнӗ «Вотяксен мифологийӗ» кӗнекине шута илмесен. 1919 ҫулта вара профессор Хусанта 20 страницӑллӑ «Халӑх пултарулӑхӗ» пирки ыйтӑм кӑларать.

1921 ҫулта «Археологи, истори, этнографи обществин хыпарӗсенче» пичетленнӗ 15 страницӑллӑ «Чӑвашсен пултарулӑхӗ» статьяна В.Д. Димитриев профессор питӗ пысӑка хурса хакланипе килӗшмеллех. Ку ӗҫ, хальхи шай-хаклавпа виҫсен, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗн диссертацийӗн тӑн-тӑн, ҫирӗп шӑнӑрӗ. 1958 ҫулта тӗпчев институчӗн ӑслӑлӑх хыпарӗсенче профессорӑн «Чӑваш халӑхӗн ваттисен сӑмахӗсем» статйи тухать (пурӗ 23 стр.).

Каллех – 30-мӗш ҫулсенче ӑна ӑслӑлӑх ӗҫӗнчен вӑйпа уйӑрнин синкерлӗ ӳкерчӗкӗ. Халӑх сӑмахлӑхӗн хӑй пуҫтарнӑ материалӗсене профессор кӗнекелетсе кӑларайман. Ӑс-пурлӑхӗ вара, тӗнче киленсе савӑнмаллискер, чӑвашла ҫеҫ мар, вырӑсла та, французла та. Ҫапларах хакларӗ Г.Н. Волков академик Никольский фольклорист еткерне 2003 ҫулта Хусанта И.Я. Яковлевпа Н.В. Никольский юбилейӗсене халалласа ирттернӗ конференцире.

526 листаран тӑракан, 2862 ваттисен сӑмахне кӗртнӗ ал ҫырӑвӗ – «Чӑваш ваттисен сӑмахӗсем чӑвашла, вырӑсла тата французла (1938). Совет Союзӗнчи паллӑ ученӑйсем пысӑка хурса хакланине шута илмесӗр, Шупашкарти тӗпчев институчӗ кӗнекене пичетлеме килӗшмест. Ку ҫеҫ те мар, ал ҫырӑвне архива йышӑннӑшӑн та профессора пӗр пус та тӳлемеҫҫӗ. Ҫав тапхӑр – профессоршӑн чи йывӑрри. Ниҫта та ӗҫе илмеҫҫӗ, тус-пӗлӗшсем «хура тӑмхаллӑ» ӑсчаха курсан урам тепӗр енне каҫса тараҫҫӗ. Выҫӑллӑ-тутӑллӑ профессор ЧАССР Халӑх Комиссарӗсен Канашне тӳлеме ыйтса ҫырать те – кӗҫех «чаплӑран та чаплӑ фольклористӑн» Илле Тукташӑн аркатуллӑ тепӗр рецензийӗ (Кузнецовпа Кутяшов хыҫҫӑн) пичетленсе тухать. Социализмшӑн, халӑхшӑн сиенлӗ ваттисен сӑмахӗсен (?!) йышне ҫаксене те кӗртет автор: «Пурнӑҫ – кӗленче», «Ыйтмасӑр илни – вӑрлани». Коллективизаци мухтавҫи (апологечӗ), «Вӑкӑр ҫырми» хайлав авторӗ, вун-вун пин чӑваш хресченӗн – «кулаксен» – пурлӑхне ҫӗнӗ пурнӑҫ хуҫисем вӑрӑ-хурахла туртса илнине ырланӑскер, тӗрӗсех шутланӑ...

1957 ҫулта Никольский, ҫак ал ҫырӑвне улӑштарса, ваттисен 2217 сӑмахӗнчен тӑракан «Чӑваш халӑхӗн ваттисен сӑмахӗсем чӑвашла тата вырӑсла» ал ҫырӑвне пичете хатӗрлесе парать. Пичетлемеҫҫӗ. Г.А. Дегтярев: «Ал ҫыру ум сӑмахӗ каярах статья евӗр пичетленсе тухнӑ, ытти пайӗпе вара чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗн пуххисене кӑлармашкӑн усӑ курнӑ». Каҫарччӑр та ӑслӑлӑхри япшар чӗлхеллӗ докторсемпе кандидатсем, Никольский вилнӗ хыҫҫӑнхи 42 ҫул тӑршшӗнче (тен, маларах та) Никольский фольклористран та диссертаци хыҫҫӑн диссертаци «сумалли» «ӗне» туса хураҫҫӗ. «Юмахсем» кӗнекешӗн савӑнса юлать хӑть профессорӑмӑр.

Финн-угроистикӑри чи паллӑ авторитетсенчен пӗри, Хусанта 1920 ҫулсенче пӗр тапхӑр Никольскипе ӗҫленӗ В.Н. Андерсон профессор хӑй чӑнласах тӗлӗннине палӑртса ҫапла ҫырнӑ: «Кунашкал фольклор архивӗ ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче питех те сахал, вунӑ теҫеткерен ытла мар; вӗсенчен хӑш-пӗрне уйрӑм ҫынсем ҫеҫ мар пуҫтарнӑ тата питӗ нумай укҫа тӑкакласа пухнӑ. Ҫакнашкал архивсем, сӑмахран, Гельсингфорсри Финн литература обществин тата Фрейбургри нимӗҫ халӑх юррисен архивӗ. Ытти архивсене уйрӑм ученӑйсем пухса йӗркеленӗ – хӑйсем пекех энтузиастсене, пуҫаруллӑ ҫынсене тӳлевсӗр явӑҫтарса». Вальтер Андерсон ҫаксен йышне, Эстонири Гурт докторпа, Эйзен профессорпа, Данири Грундвингпа, Кристенсенпа, Гермаиири Вессидлепа, Виссерпа пӗрле Никольские те кӗртет. «Вӑл ним ҫук ҫӗртен ӑслӑлӑхӑн хаклама ҫук пуянлӑхне туса хунӑ», – ҫырать Андерсон 1925 ҫулта Николай Васильевичӑн ал ҫырӑвӗсен пуххин хаклавӗнче.

Гуманитари институчӗн архивӗнче Никольский пухнӑ фольклор материалӗсен 82 томӗ упранать, ҫав шутра 10 пин юмах-халап, ваттисен 8 пин сӑмахӗ, 5 пин каларӑшпа тупмалли юмах, чӑваш халӑх юррисен 15 пин куплечӗ.

200 юрӑ – цифра нотипе. Иксӗлми ҫак пуянлӑхшӑнах (ӑнланмалла ӗнтӗ: нота вӑл – ахаль сӑмахсене кӗвӗ-ҫемӗпе чун кӗртни) Никольские чӑваш музыка ӑслӑлӑхӑн тӗпчевҫисен ашшӗ теме юрать.

Никольский – музыка тӗпчевҫи. Шупашкарти тӗн училищинче, Хусанти тӗн семинарийӗпе академийӗнче вӑл музыка енӗпе тарӑн пӗлӳ илнӗ. Чиркӳ ку ыйту ҫине мӗнлерех пӑхни паллӑ. Музыкӑн тӗрлӗ инструменчӗпе калама пӗлнӗ. Кашни купӑсҫӑ музыкӑна тӗпчеймест, кашни юрӑҫӑ та ҫавах.

Уйрӑм халӑхӑн музыкине тӗпченӗ чухне ытти халӑхсен кӗвви-ҫеммипе танлаштармасӑр ниепле те май ҫук. Ку енӗпе илсен те Н.В. Никольские чӑвашсен чи малтанхи профессионал-музыковечӗ темелле.

Унӑн «Атӑлҫи халӑхӗсен халӑх музыкин историйӗн конспекчӗ» кӗнекине (Хусан, 1920) М.Г. Худяковпа Ф.П. Павлов пысӑка хурса хакланӑ.

Никольский музыкӑна этнографипе пӗрлештерсе тӗпченӗ. Ку енӗпе ӑна, паллах, хӑй ялсене тухса ҫӳресе пухнӑ (е ярса панӑ) пин-пин материал пулӑшнӑ. Хусанта Тӗп тухӑҫ музыка шкулӗ уҫӑлни чӑвашсен тата ытти халӑхсен музыкине анлӑн та туллин тӗпчеме май парать. Ҫак шкул Атӑлпа Урал хутлӑхӗнчи вак халӑхсен элчисен пухӑвӗн йышӑнӑвӗпе йӗркеленнӗ. Шӑпах Никольский пуҫарнипе тени тӗрӗсех мар пулӗччӗ. Вӑл, революцичченех, кӗпӗрне земство управине ертсе пынӑ тапхӑрта пушшех те, пысӑк ят-сум илнӗскер, шухӑш паракансенчен пӗри тейӗпӗр. Анчах 1919 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнче музыка историйӗн преподавателӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ-тытӑнманах шкулта этнографи уйрӑмне уҫма ыйту ҫӗклет, тепӗр эрнеренех ӑна уҫаҫҫӗ.

Музыкӑпа этнографие тачӑ ҫыхӑнтарни. Кунашкалли ытти ҫӗрте хальчен пулман. Этнографи уйрӑмӗнче, музыка дисциплинисен тулли программисӗр пуҫне, ирҫе, тутар, чӑваш, ҫармӑс халӑхӗсен чӗлхине, историне, этнографине вӗрентнӗ. Асӑрхӑр: «таса» музыка дисциплинисем ҫеҫ мар – хальхи вӑхӑтри консерваторисенче шӑпах ҫапла. Студентӑн, Никольский шучӗпе, хӑйӗн халӑхӗн музыкипе пӗрле историне, чӗлхине, этнографине лайӑх пӗлекен специалист пулса тухмалла.

1920 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче шкултан Тӗп тухӑҫ музыка аслӑ шкулӗ туса хураҫҫӗ, Никольские профессора, илемлӗх канашӗн ертӳҫине тата музыка-этнографи ӑслӑлӑх ассоциацийӗн ертӳҫине суйлаҫҫӗ. Унта 114 чӑваш вӗренни паллӑ. 1921 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче музыка шкулӗнчен Тухӑҫ консерваторийӗ йӗркеленет. Ҫак аслӑ шкул ун чухне Хӗрлӗ Тухӑҫ тесе каланӑ анлӑ хутлӑх валли чӑннипех пысӑк шайри специалистсем вӗрентсе хатӗрленине унта 64 профессорпа преподаватель, консерватори ҫумӗнчи музыка шкулӗнче вара 40 преподаватель ӗҫлени те ӗненмелле ҫирӗплетет. Ҫак ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗнче Никольские консерватори директорне лартаҫҫӗ. Шел, «тытса тӑма укҫа-тенкӗ ҫитменрен» РСФСР Ҫутлӑх халӑх комиссариачӗн йышӑнӑвӗпе консерваторирен музыка техникумӗ туса хураҫҫӗ. Никольский, ҫак утӑма тӗпрен хирӗҫленӗскер, техникумра ӗҫлеме килӗшмест.

Мӗн таран вӑйлӑ концепцие – халӑхсен музыкине вӗсен аваллӑхӗпе, йӑли-йӗркипе, тӑван чӗлхипе пӗрлештерсе, пӗр-пӗринпе пуянлатса тӗпчессине – ҫеҫкеллех ҫапса хуҫаҫҫӗ. Кун пек чухне «Никольский пуҫарӑвӗсенчен пӗри те пурнӑҫа кӗменни» пирки калаҫма пулать пуль те – анчах малтан ҫакӑн тӗп сӑлтавне уҫса памалла. Профессорӑмӑр пурнӑҫран, хӑйӗнпе пӗр вӑхӑтра ӗҫлесе пурӑннӑ ҫынсенчен чылай малта пынӑ; вӑл хӑй пуҫлакан пур ӗҫре те пулса ҫитнин туллилӗхне – идеал курма ӑнтӑлнӑ тесе йӑнӑшмастӑп-тӑр. Ахальтен-и: ваттисен сӑмахӗсен пуххи чӑвашла ҫеҫ мар, вырӑсла тата французла, чӑвашсен хушшинче христианлӑх сарӑлнине сӑмах вӗҫҫӗн ҫеҫ мар, карттӑсемпе, ӳкерчӗксемпе кӑтартса парать, чӑваш этнографийӗн кӗнекинче те – нумай-нумай фото- тата ытти документ, ҫак монографие 1000 страницӑран кая мар тӑвасшӑн пулнӑ, ҫармӑс халӑх историне, ав, 1900 страницӑна яхӑн ҫырса хатӗрленӗ...

Тухӑҫ консерваторийӗн тӗслӗхӗ те кӑтартать: Никольский – вӗренӳ заведенийӗсен йӗркелӳҫи.Ку темӑна эпӗ Никольскин Хусан кӗпӗрне земство управин председателӗнче ӗҫленӗ тапхӑрне тишкернӗ чух самаях уҫса патӑм тесе шутлатӑп. Анчах чӑваш халӑхӗшӗн туса хӑварнӑ пархатарлӑран та пархатарлӑ ҫак ӗҫе каярахпа вӑл (земство тытӑмне совет влаҫӗ пӗтерсе хурсан) тата ҫӳллӗрех шайра туса пырать.

Кӗпӗрнере вак халӑхсем валли шкулсем, педагогика, ял хуҫалӑх техникумӗсем т. ыт. уҫнӑ терӗмӗр. Ҫӗнӗ шкул – вӗренекенсен ҫӗнӗ йышӗ; нумай-нумай учитель кирлӗ. Вак халӑхсен ӑслӑлӑхне те аталантармалла, эппин, аслӑ шкулсем уҫмалла. Никольскин аслӑ шкулсем уҫас ӗҫ-хӗлне В.Д. Димитриев профессор хӑйӗн кӗнекинче аванах ҫутатнӑ. 1919 ҫулта Никольский пуҫарнипе Хусан университетӗнче чӑваш, ҫармӑс, удмурт, мордва (ирҫе-мӑкшӑ) историйӗпе тата филологийӗпе специалистсем хатӗрлекен край факультетне уҫаҫҫӗ – ӑна «общество наукисен факультечӗ» ят параҫҫӗ.

1920 ҫулта профессор Чӑваш автономи облаҫӗн Ревкомӗпе ҫыхӑнать, Шупашкарта университет уҫас пирки ырми-канми ӗҫлеме пуҫлать. Аслӑ шкул тытӑмӗнче – естествознани ӑслӑлӑхӗсен, истори, математика, медицина факультечӗсем; вӗсен деканӗсене, профессорсене тупнӑ, медицина факультетне студентсене илме пуҫланӑ. Анчах... Каллех – «укҫа ҫукки».

60-мӗш ҫулсенче тинех Никольский ӗмӗчӗ чӑна тухать-тухатех: Чӑваш патшалӑх университечӗ уҫӑлать. Эпӗ ку шухӑша темиҫе те каланӑ, тепре аса илтеретӗп: Чӑваш патшалӑх университечӗн Н.В. Никольскин ячӗпе ҫӳремелле. Кӑмӑл-сипет, мораль саккунӗсене тӗпе хурсан шӑпах ҫапла пулмалла-ҫке-ха!

Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларас, наци кадрӗсем хатӗрлес ӗҫре пирӗн 2 улӑп – Яковлев тата Никольский пулнӑ. Хамӑн ӗмӗрте ӗмӗтӗм пурнӑҫа кӗрессе ҫирӗп шанатӑп. Никольский – педагог, ҫутта кӑларакан. Пур педагог та шкул е аслӑ шкул уҫаймасть, харӑсах тӗрлӗ ӑслӑлӑхпа специалистсем хатӗрлеймест. Педагог пӗр вӑхӑтрах чаплӑ педагог та, вӗрентӳ ӗҫӗн йӗркелӳҫи те пулнӑ ҫынсем питех те сайра.

Никольский революциччен Хусанти учительсен семинарийӗнче, ҫав вӑхӑтрах Хусанти тӗн семинарийӗн преподавателӗнче, Хусан университечӗн приват-доцентӗнче чӑваш чӗлхипе историпе, этиографипе вӗрентнӗ. Революци хыҫҫӑн – хӑй пуҫарнипе уҫнӑ аслӑ шкулсенче тата Хусан университетӗнче хӑй хатӗрленӗ дисциплинӑсемпе лекци вуланӑ.

Чӑваш чӗлхин, историйӗн, этнографийӗн, ытти ӑслӑлӑхсен вӗрентӳ дисциплинисен тата вӗрентӳ программисемпе кӗнекисен авторӗ пулнӑ май Никольские ҫак ӗҫсене ҫыракан малтанхи профессионал тесе хакламалла.

Никольский – чӗлхеҫӗ. Лексикограф (словарь ҫыравҫи) пулни Николай Васильевича профессионал филологсен йышне кӗртет. Чӗлхе пӗлӗвӗн ыйтӑвӗсемпе унӑн ҫак ӗҫсем пичетленнӗ: «Вырӑсла-чӑвашла словарӗн» умӗн калани (пӗтӗмпе 14 стр.); «Зырян чӗлхин историйӗ пирки» (Хусан, 1913). – «Археологи, истори, этнографи обществин хыпарӗсенче, пурӗ 29 стр.; «Чӑваш чӗлхин грамматикин конспекчӗ» (Хусан, 1912), 16 стр.; чӗлхеҫӗсен филологи ӗҫӗсене хакласа ҫырнӑ статьясем.

Никольский – хальхи чӑваш литература чӗлхин никӗслевҫисенчен пӗри. И.Я. Яковлев ӗҫне малалла тӑснӑ. Патриархӑмӑр «Чӑваш букварьне» – литература чӗлхин никӗсӗсен никӗсне – хатӗрлесе кӑларнӑ, унӑн вӗренекенӗсем К.В. Иванов тата ыттисем чӑвашла малтанхи хайлавсем ҫырнӑ. «Хыпар» хаҫат вара паллӑ вун-вун чӑваш сӑвӑҫ-прозаике литературӑна кӗме пулӑшнӑ: Тайӑр Тимкки, Иван Юркин, Иг. Иванов, Шелепи, Ҫемен Элкер, Ҫеҫпӗл Мишши т. ыт. те.

Ку темӑна пирӗн хальхи ӑслӑлӑх тӗпчемен мар – ӑна Ю.М. Артемьев профессор, К.К. Петров доцент, истори наукисен кандидачӗ А.В. Изоркии хӑйсен ӗҫӗсенче тӗплӗ ҫутатнӑ.

Никольский – журналист, куҫаруҫӑ. Ку темӑна та аванах тӗпченӗ. Никольский революциччен (1903–1917 ҫҫ.) Православи миссионер обществин Куҫару комиссийӗн членӗ, ӗҫ йӗркелӳҫи тата секретарӗ пулнӑ. Ҫак комисси кӗнекесемпе брошюрӑсене 23 чӗлхепе куҫарса кӑларнӑ. Тӗн ыйтӑвӗсемпе ҫеҫ мар. Ҫӗр ӗҫ, выльӑх-чӗрлӗх, хурт-хӑмӑр ӗрчетес ӗҫ, медицина, географи, воспитани ыйтӑвӗсемпе Никольский 30 ытла брошюрра куҫарса пичетленӗ е кӑларма пулӑшнӑ.

Куҫару чи малтанах чӑвашла термин тума ыйтать. Эппин, Никольский термин тӑвакан пулнине те палӑртса хӑвармаллах. Вырӑсла пин-пин сӑмаха чӑвашлатни ӑна словарьсем кӑларнӑ чухне нумай пулӑшнӑ.

Никольский – тавра пӗлӳҫӗ (краевед). Вӑл пухнӑ фольклор, истори, этнографи материалӗсем паянхи тавра пӗлӳҫӗсемшӗн – иксӗлми ҫӑл куҫ.

Никольский – статистик. Вӑл революцичченех пичетлесе кӑларнӑ ӗҫсен хушшинче статистика пӗлтернине пӗтӗмлетекеннисем сахал мар. Пушкӑртсем, песерменсем, удмуртсем, ирҫе-мӑкшӑсем, тутарсем, ҫармӑссем, чӑвашсем, калмӑксем, вотяксем вӑл вӑхӑтри статистикӑра мӗнлерех курӑннине ҫырса кӑтартни историшӗн – калама ҫук пысӑк пуянлӑх.

Никольский – халӑх медицинин тӗпчевҫи. Ҫак кӑсӑклӑха вӑл хӑҫан-камран илнине унӑн тӑванӗсем те аван пӗлмеҫҫӗ. Унӑн архивӗнче шыраса тупма пулать те-и тен. Шыраканӗ тупӑнсан. Унӑн ку ыйтупа малтанхи статйи «Православный благовестник» журналта (Мускав, 1915) пичетленнӗ. Тӗп ӗҫӗ вара – «Чӑвашсен халӑх медицини» кӗнеке – Шупашкарта 1929 ҫулта тухнӑ (61 стр.). Тӗлӗнмелле хитре ӗҫ. Нумай пӗлӳллӗ этнограф пулнӑ май профессор чӑваш ҫыннисем чир-чӗртен епле майпа сипленнине-сывалнине тӗпчемесӗр хӑварайманни паллӑ. Вӗрӳ-суру чӗлхи, таврари ӳсен-тӑранпа усӑ курни, ытти меслетсем ӑслӑлӑхшӑн интереслӗ мар-и вара? Ку ҫеҫ те мар: профессор ҫыннӑн шал, тулаш чирӗсене, ача, хӗрарӑм чирӗсене сиплемелли меслетсене ҫырса кӑтартнӑ, халӑх хӑй тӑвакан мӗнле им-ҫампа усӑ курнине тишкернӗ.

Чи пахи – Никольскин Купӑрляри пахчинче сиплев ӳсен-

тӑранӗн пысӑк лаптӑкӗ пулни. Тӑванӗсем 300-тен пуҫласа 600 таран тӗрлӗ курӑк-тӗм ӳснине палӑртаҫҫӗ. Пиртен хӑшӗ таврари 50 курӑк ятне пӗлеет-ши? Никольский вара вӗсен вырӑсла-чӑвашла ятне ҫеҫ мар, вӗсем мӗнле чиртен сывалма пулӑшнине пӗлнӗ.

Вӑл 30-мӗш ҫулсенчен пуҫласах ҫулла Купӑрляна килсе пурӑннӑ. Таврари вун-вун ҫын ӑна куҫ пек кӗтнине каласа параҫҫӗ Купӑрлясем. Хусанта пурӑннӑ тапхӑрта нумай ҫынна вӑл е ку чиртен сипленмелли рецептсене тӗплӗн ӑнлантарса ҫырса пӗлтернӗ. Килӗнчен ҫын татӑлман: чӑвашӗ, вырӑсӗ, ҫармӑсӗ. Пӗр ҫынран та пӗр пус та илмен.

Вун-вун ҫул тирпейлӗн пӑхса тӑнӑ эмел пахчи – медицина дендрарийӗ – профессор вилсен юхӑнса арканать.

50-мӗш ҫулсенче Никольский «Чӑвашсен халӑх медицини» кӗнекине ҫӗнетсе пуянлатать. Вӑл пичетленсе тухманшӑн, дендрари пӗтнинчи пекех, такама айӑпламалла? Профессор вилнӗ хыҫҫӑн пӗр-пӗр ученӑй-интерпретатор ҫак ӗҫе ӑслӑлӑх уйне кӑларнӑ пулсан кӑна...

Никольский экономика ыйтӑвӗсемпе те самаях кӑсӑкланнӑ. Хусанта ял хуҫалӑх институтӗнче вӗренсе пӗлӳ пухнӑ профессор (харӑсах – 2 аслӑ шкулӑн) 1921 ҫулта 280 страницӑллӑ (вӗҫленмен) «Чӑвашсен 1851–1991 ҫулсенчи экономика йӑла-йӗрки» ӗҫ ҫырать. 1923 ҫулта «Атӑлҫи халӑхӗсен экономика йӑла-йӗрки Кӗтерне патшан 1767 ҫулхи саккун кӑларакан комиссине тӑратнӑ наказсем тӑрӑх» тӗпчев (пурӗ 98 стр.) хатӗрлет. Тӗпчевҫӗсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, паянхи виҫесемпе ҫак ӗҫсем экономика ӑслӑлӑхӗсен докторӗн хатӗр диссертацийӗ. Паллах, якатсан-чутласан. Никольский ҫак ӗҫсене темшӗн «чӗр тавар» хальлӗн хӑварнӑ. Вӑхӑчӗ ҫитмен пулинех. Аслӑлӑхшӑн вӗсем паян та питӗ хаклӑ.

Кам вӑл – Никольский? Хӑвӑрах хаклӑр. Мӗн каланине шута илсен пурте килӗшеҫҫӗ пулӗ тетӗп: Никольский йышши анлӑ тавра курӑмлӑ, тарӑн пӗлӳллӗ, гуманитари ӑслӑлӑхӗсен пӗтӗм уйне хӑйӗн ҫивӗч ӑсӗпе «чаваласа-акса» хӑварнӑ ҫынсем Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пулман (ҫав шутра тутарсен те). Ӑна кампа танлаштарма пулать? Хӑйне нумай-нумай ӗҫре чи пысӑк пахалӑхпа кӑтартнӑ урӑх чӑваша эпӗ пӗлместӗп. Сӑмсине нумай ҫӗре чикнӗренех ӑна «вырӑна лартнӑ» темелле-тӗр.

Иртнӗ саманара, малтан пурте Сталинла френчпа, атӑпа ҫӳренӗ чухне, диссертацисене хаклакансем чи малтан ӑслӑлӑх шайне мар, классиксен цитатисем «тӗл лекнине» тӗпе хунӑ тапхӑрта, этнографи вара, политика пекех, иртнӗ пурнӑҫа мухтакан ӑслӑлӑх шайне анса ларнӑ ҫулсенче, Никольский ниепле те ҫӗкленме пултарайман. Вилсен вара, архивӗ, тӗнчере чи пуяннисенчен пӗри, «шанчӑклӑ», «маттур», «пултаруллӑ» историксемпе этнографсен, лексикографсемпе фольклористсен, наука атеисчӗсен аллине лексен, кама кирлӗ вӑл! «Буржуалла националист», «миссионер»! Истори пурне те хӑйӗн вырӑнне лартӗ-ха темелли ҫеҫ юлать.

Майӗпен (шел, аран-аран, чӗриклете-чӗриклете) куҫать-ҫке историн «реабилитаци» текен урапи. Капӑрланса ӳсекен чечеке таптаса-хуҫса самантрах ҫӗр ҫумне лапчӑтнӑ пекех, пурнӑҫ тӑршшӗпе ӗҫлесе, опыт пухса тӗнчере ырӑ ят-сумпа палӑрнӑ миҫе пин ҫынна тӗп туман-ши совет-социализм тытӑмӗн репресси аппарачӗ! Николай Никольские чӑн та, «тройка» та, «уйрӑм канашлу» та, суд та айӑпласа тӗрмене е лагере нумай ҫуллӑха хупса лартман. Анчах 1930–1932 ҫулсенче тутисем ҫинче амӑшӗн сӗчӗ те типеймен «швондерсем» – ҫӗнӗ идеологи ыйтнӑ пек ҫӗнӗ наука ӑсласа тупнӑскерсем – тӑрӑхлав-питлев сӑмахӗсемпе, тӗрлӗ «измсемпе» ҫине-ҫинех «пере-пере» профессорӑмӑра юратнӑ ӗҫӗнчен пӑрнӑ-пӑрнах.

1931 (кӑрлач–пуш уйӑхӗсем) тата 1933 (пуш–юпа) ҫулсенче Хусанти НКВД тӗрминче ларнӑ чухне мӗн шутланӑ-ши Никольский? Вӑл пытанчӑк, вӑрттӑн шухӑшлӑ, хӑравҫӑ ҫын пулманни паллӑ, ҫапах та хӑйӗн чун ыратӑвне ӑшра тытса усранӑ, ҫын ҫине кӑларман, никампа та сӳтсе явман. Тӗрмере мӗн шутланине тӗшмӗртме ҫеҫ мар, яриех уҫса пама пулать. Паллах, хыҫа юлнӑ ҫулӗсене – мухтавлӑ (хӑй, тен, апла мӑнаҫланман-тӑр) тапхӑрсене – тӗпчевҫӗлле тӗплӗн «шӗкӗлчесе» тухнӑ пулӗ. В.К. Магницкипе паллашнине, вӗреннӗ чухне ют чӗлхесене пӗрин хыҫҫӑн теприне «алла илнине», ҫӗр-ҫӗр ялта (чӑваш, тутар, ҫармӑс, ирҫе-мӑкшӑ, удмурт т. ыт.) халӑхсен авалтан упранса юлнӑ чӗрӗ палӑкӗсене (фольклор, этнографи, истори), Мускаври, Питӗрти, ытти ҫӗрти архивсенче чӑваш аваллӑхӗпе ҫыхӑннӑ документсене хӑпартланса пуҫтарнине, часрах килне таврӑнса ҫав ӑс-пурлӑха кӗнекелетнине, паллӑран та паллӑ ученӑйсемпе килӗштерсе ӗҫленине (тӗлӗнмелле: революцичченхи ӑслӑлӑх дискуссийӗсенче Никольскирен – совет саманинчи пек – тӑрӑхласа, мӑшкӑлласа кулни, ӗҫӗсене йӗрӗнчӗклӗн хаклани тӗл пулмасть), «Хыпар» хаҫата никӗсленине, революци ҫулӗсенче пӗтӗм Хусан кӗпӗрнипе «хуҫаланнипе», шкулсем, аслӑ шкулсем уҫпипе, чӑваш гуманитари ӑслӑлӑхӗсене чӑннипех професси науки шайпе ҫӗкленине тата, паллах, хӑйне ӗҫлеме мӗншӗн чарнине. Мӗншӗнне ӑнланнӑ ӗнтӗ: «кивӗ самана юлашки», сулахай алли-ури (пуҫӗ) ыттисемпе «тан утмасть», наука ӗҫне «хӗрлӗ цитатӑсен» купине куҫарма пӗлмест, тен, энциклопедистла ӑсӗ-пӗлӗвӗ, культури, воспитанийӗ ирӗк памасть... Ал ҫырӑвӗсене «марксизм-ленинизм-сталинизмламаншӑн», «советламаншӑн» пичетлесе кӑларманнине ӑсчахӑмӑр питӗ лайӑх ӑнланнӑ.

Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультечӗ ирттернӗ ӑслӑлӑх-практика конференцийӗнче (2003, ҫу, 23) В.Д. Димитриев профессор ҫапла каларӗ: «Никольский пуҫтарнӑ ҫӑл куҫсемпе усӑ курса ҫӗр-ҫӗр ученӑй кандидат-доктор диссертацийӗ хӳтӗленӗ, унӑн ӑслӑлӑх еткерӗ тата ҫӗр ҫул тӗпчеме ҫитет».

Ҫак сӑмахсене акӑ мӗншӗн илсе кӑтартрӑм. Никольский паян Атӑлҫи федераци округне кӗрекен мӗн пур нацин историне, этнографине, фольклорне, музыкине, халӑх медицинине, вӗсен хушшинче христианлӑх мӗнле сарӑлнине ЧИ МАЛТАН ПУР ЕНЛӖН ТӖПЧЕМЕ ПУҪЛАНИНЕ, вӗсен педагогӗ, ҫутта кӑларуҫи пулнине, унӑн ӑслӑлӑх архивне, тӗнчери чи пуяннисенчен пӗрне, тӗпчеме НИКОЛЬСКИЙ ИНСТИТУТНЕ уҫмалла. Чӑваш, тутар, вырӑс, ҫармӑс, ирҫе-мӑкшӑ, удмурт, коми, пушкӑрт халӑхӗсемпе ытти халӑхсен ҫыннисем гуманитари ӑслӑлӑхӗсемпе кӗнекесем кӑларччӑр, диссертацисем хӳтӗлеччӗр унта.

Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшне ЧӐВАШ ӐСЛӐЛӐХ КУНӖ тесе йышӑнсан вырӑнлӑ пулмалла. Пирӗн Чӑваш пичечӗн кунӗ, Чӑваш чӗлхин кунӗ, Республика кунӗ пур. Чӑваш ӑслӑлӑхӗн кунӗ эпир цивилизациллӗ, пысӑк культурӑллӑ пулма, «пуҫпа ӗҫлеме» ӑнтӑлнине кӑтартса парӗччӗ. Тата, паллах, эпир Николай Васильевич Никольский профессорӗн «Чӑваш Ломоносовӗн» (ЧР пӗрремӗш Президенчӗ Н.В. Федоров) – ятне тивӗҫлипех ҫӗкленине ҫирӗплетӗччӗ.

Хӑйне нихӑҫан та мӑнна хуман, вӗҫкӗнлӗхе тӳсме пултарайман, сӑпайлӑ профессорӑмӑр вилес умӗн каланӑ сӑмахсем ЧӐН, ТӖП-ТӖРӖС: «Ҫӗр чӑмӑрне аллипе портфеле тытнӑ пек тытса тӑракан» ҫын кахал пулма пултарнӑ-и вара?

 

Алексей Леонтьев

«Килех, профессор. Н. В. Никольский ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине уявланӑ тапхӑрти кулянуллӑ та хавхалануллӑ шухӑшӑмсем / Возвращение профессора. Грустные и восторженные размышления в период празднования 125-летнего юбилея Н. В. Никольского» кӗнекерен.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #Хыпар, #Купӑрля, #культура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2503.82.5634
2021.05.21 13:38
Agabazar
Çуттатуртуçă. Çуттатуртавçă.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем