Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Ҫӑлкуҫа сыхлакан Шупаш

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 02.05.2021 22:51 | 5257 хут пӑхнӑ
Кӑсӑклӑ Чӑвашлӑх

«Ҫыхӑнура» порталта ӗнер пӗр кӑсӑклӑ статья вырнаҫтарнӑччӗ, вӑл пирӗн сайт хӑнисемшӗн те интереслӗ пулӗ тесе эпир ӑна чӑвашла куҫарас терӗмӗр. Ӳкерчӗксене те, текстне те унтанах, «Ҫыхӑнура» порталтан, илнӗ.

1986 ҫулта, унтанпа нумай ҫул иртрӗ ӗнтӗ, Пионерсен керменӗ хыҫӗнче, Трусиха* юханшывӗн ҫырма тӑвайккинче, хула ҫыннисем валли питӗ чаплӑ канмалли вырӑн йӗркелесе панӑ пулнӑ. СУОР савучӗн отделка тӗлӗшпе ӗҫлекен мастерсен бригади пуҫарнипе (вӗсем кермене илемлетес ӗҫре тӑрӑшнӑ) ҫырмара авалхи ҫӑлкуҫа хӑт кӗртсе, планламан кӳлепе туса лартнӑ. Бригада ертӳҫи Нуриян Андербаев тӗп инженер пулнӑ.

Шупашкар канашӗн исполкомӗ ҫакӑн валли укҫа-тенкӗ уйӑрман, ҫавна май ҫак ушкӑн хӑйӗн пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртес тесе ӗҫ хыҫҫӑн юлса тата канмалли кунсенче ӗҫленӗ. Инженери тӗлӗшӗнчен ӑна тӗплӗн шухӑшласа тунӑ пулнӑ: ҫӑлкуҫ шывӗ валак тӑрӑх юхса анса малтан пӗчӗк кӳлленчӗке пухӑннӑ, тулнӑ шыв ун урлӑ тӑкӑнса тасатакан пӑрӑх урлӑ кӳлмеке юхса тухнӑ. Хула илемӗшӗн тата пулас ӑрусемшӗн тӳлевсӗр ӗҫлеме хатӗр унашкал ҫынсене хальхи саманара сахал курма пулать.

Сергей Кадикин скульптор илемлетме юрӑхсӑр чулланнӑ рак хуранӗн чулӗнчен шыв Туррин пуҫне, тата ҫӑлкуҫа хупӑрласа тытакан унӑн икӗ аллине касса кӑларнӑ.

Александр Фирсов тунӑ сӑн

Юмахри пысӑк чул катӑкӗсемпе ӳсентӑрансем хушшинче пытаннӑ юмахри чӗрӗ ҫӑлкуҫ пысӑках мар вӑрманта чӑнах та питӗ хӑватлӑ курӑннӑ. Валаксен речӗн хӗррипе ҫӳлелле бетонран тунӑ картлашкасем хӑпарнӑ. Йывӑҫсен сулхӑнӗнче ларма ятарлӑ лапам сарнӑ пулнӑ. Пысӑках мар вӑрманта кайӑксен юрри шӑраннӑ, кӳлӗре шапасем кӑшкӑрнӑ. Ҫутҫанталӑкӑн юмахри евӗр вырӑн ачасемпе ҫамрӑксене илӗртнӗ, чӑваш ҫӑлкуҫӗ патне туй машинисем пырса чарӑнасси йӑлана кӗнӗ.

Унтан вара йывӑр 90-мӗш ҫулсем ҫитнӗ. Ҫӗршыв арканнӑ, унпа пӗрлех — эткерлӗхӗ те. Ҫӑлкуҫӑн валакӗсем, пысӑк чулӗсем ҫухалнӑ. Шупаш вара аллисемсӗр тӑрса юлнӑ. 2004 ҫултан курӑк ӑшне путнӑ ҫӑлкуҫран Шупаш пуҫӗ ҫухалнӑ, хӑй ҫӑлкуҫне вара, чулсемпе йывӑҫ тӗммисемпе пӗрлех, экскаваторсем чавса пӗтернӗ. Халӑхшӑн та историшӗн те пӗлтерӗшлӗ, хула варринчи хӑйне евӗрлӗ кану вырӑнӗ питӗ ҫӑмӑл та пӗр йӗрсӗр ҫухалнӑ.

Сергей Кадикин хӗрӗ Галина Вернер

2019 ҫулта пӗр строитель кӳлепе пуҫне чул савучӗн хыҫӗнче вырнаҫнӑ Монолитстрой лаптӑкӗнче асӑрхать те кун пирки хӑйӗн юлташне, «Вега» компанине йӗркелекен Георгий Яруткина (вӑл ҫавӑн пекех апат-ҫимӗҫ сутас енӗпе тата скважинӑран артезиан шывне тултарас енӗпе услам тунӑ) каласа парать. Ҫапла май Шупаш пуҫне сыхласа хӑварма май килнӗ, вӑл хӑйне валли ҫӗнӗ вырӑн тупнӑ. Халь вӑл Шупашкар районӗнчи Хосантай ялӗнчи ҫемье фирми ҫумӗнче туса лартнӑ ача-пӑчан аквалаптӑка сыхлать.

Вырӑсла текста Данил Шаликов ҫырнӑ.

Шупаш пуҫӗ вырнаҫнӑ Хосантай ялӗнчи вырӑн. Сӑна «Вовка» вырнаҫтарнӑ

* Трусиха — Шупашкар хулинчи ҫак юханшывӑн чӑвашла ятне шыраса тупма ҫӑмӑлах мар. Истори кӗнекисем пӗлтернӗ тӑрӑх вӑл хӑйӗн ятне Трусовка вырӑс ялӗнчен илнӗ. Ахӑртнех, ҫав ялӑн чӑвашла ятне тупайсанах юханшывӑн чӑвашла ятне те палӑртма май пулӗччӗ ӗнтӗ, анчах хӑвӑрт тупма май ҫук. Ҫавна май куҫарура юханшыв ячӗ Трусиха ятпа пулӗ.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#юханшывсем, #Шупашкар, #кану, #ӳнер, #культура, #истори, #Трусиха, #чӑвашлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1103.13.7614
2021.05.03 07:57
Agabazar
Çакнашкал япалана кам аркатма пултарнă? Уйрăм çын мар пулĕ. Ахăртнех, пĕр-пĕр пÿтсĕр пуçлăх хушнипе пулса иртнĕ çакă.
Хамӑр ял // 1662.87.8428
2021.05.03 20:36
Леш сайтенче комментарийесене пахса илер. Никифор Наумов палла чаваш краевед синчен, сене сул - Президент бульваре, "Каскад" суту-илу центр туни сулсем, тата ытти те. Паллах, ку салкусне, палака, хитре вырана петерни - путсерлех, вандализм, варварство.
Тата Шупашкар хулин власри пуслахсем - ялан чаваш маррисем.
Тата хушамаче терес: Андрбаев.
Вӑлах // 1662.87.8428
2021.05.03 20:47
Тата шупашкарти 30-меш суле туна чух палака семерне? Шупашкарти влассем, чаваш маррисем, сыхламан...
Вӑлах // 1662.87.8428
2021.05.04 00:20
"Монолитстрой" - строительство компанийе. "Сене хула" шупашкарти микрорайоненче сурт таваканесен пери. Хусисем пер таванесем Палькинсем. (?) Весем Йепрес тарахенчен.(?) Малтанхи перремеш ЧР президенчен партнерсем. Тата сак пер тавансем ООО "Ступени" те йеркеленечче.(?)
Вӑлах // 4193.68.8094
2021.05.04 08:17
"Монолитстрой" компанийен инсе мар "Дорисс" ПАО (малтан ОАО) выснастарна.
Сак пысак компанийе сене сулсене тавать.
("Храм патне суле". "Дорога к храму" туна. Тата ытти те.) Хусисем Рощинсем. ЧР перремеш президенчен партнере.

Евразиец // 1977.69.9930
2021.05.04 17:53
Потеря сознания - культуры, превосходство темного, агрессивного бессознательного сегодня распространенное явление, которое не знает ни языковых, не иных социально-культурных и даже политических границ. Наш родной язык... чувашский ( и не только чувашский, но и русский, ибо в Чувашии два основных народа: чувашский и русский) - это речевое сознание своей родины, это речевое созидание, развитие родины. Разрушение этого монумента "Шупаша" - разрушение внутреннего духовно-психического, в том числе и внешне-внутреннего речевого индивидуального и коллективного сознания и единодушия двух основных народов Чувашии. Как можно было разрушить такое материализованное речевое сознание родины???
Agabazar // 2849.02.6642
2021.05.10 19:16
Agabazar
Хăш этноссем «основной» пулнине ăçта çырса хунă?
Евразиец // 1977.69.9930
2021.05.11 10:47
А где по-вашему это нужно записать?Или же вы верите только тому,что написано на могильных плитах?Думается, что подобное "записывается" в сердцах человеческих-в членах того и иного этноса.Не случайно и в науке давно принято,к примеру,сибиряком считать человека любой этнической принадлежности,если прожил в Сибири не менее 25 лет.Да,в Чувашии,если считать по численному составу,то основными народами считаются чуваши и русские.Эти два этноса на территории Чувашии особые-русские,после титульного чувашского,вторые главные. Естественно,по определению,"жителями Чувашии" будут считаться все члены любых других этносов,проживших не менее 25 лет.Но "чуваши-русские"- отношения особые.Естественно, за эти века и поколения было много положительного и,в том числе,отрицательного комплиментарного-бессознательной симпатии/антипатии. Через подобные отношения формируется любой "новый" этнос.Через бессознательное сознательное, осознанное, формирование этнического психического, духовного.Ведь "русские Чувашии" отличаются от русских других регионов. Здесь больше,очевидно,субэтнического-"русские-волжане".Среди русских много субэтносов,как среди чувашей "низовые, верховые,низовых сторон(луговые)".
Agabazar // 2226.63.4747
2021.05.11 17:34
Agabazar
Тавай, чăвашла кала, евраçийццă! Яра пар!
Виктор Артемьев // 6172.8.0562
2021.08.09 15:24
хамăн кăçал пичетленсе тухнă "Чăваш тымарĕ" чăвашла çырнă кĕнекене Тăван чĕлхесен тата халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ хашака кĕртесшĕн.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем