Культура
Ҫу уйӑхӗн 30-31-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра Раҫҫейри халӑхсен «Атӑл асамачӗ» поэзи фестивалӗ иртӗ. Ӑна чӑвашсем валли букварь хатӗрленӗ, чӑваш шкулӗсем уҫнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул, чӑваш литературин никӗслевҫи Константин Иванов ҫуралнӑранпа 128 ҫул ҫитнине халалланӑ. Мероприятие ирттерме Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пулӑшать. Пуҫаруҫисем — Чӑваш наци музейӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ, ЧППУри И.Я. Яковлев музейӗ, Чӑваш наци вулавӑшӗ, А.Г. Николаевӑн мемориал комплексӗ, Халӑх туслӑхӗн ҫурчӗ. Мероприятие Аҫтӑрхан облаҫӗнчи, Пушкӑртстанри, Мари Элти, Дагестанри, Чӗмпӗр облаҫӗнчи, Мӑкшӑ Республикинчи, Чӑваш Енри халӑх поэчӗсем, халӑх юррин ансамблӗсемпе фольклор коллективӗсем хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш литературин никӗслевҫи Константин Иванов ҫуралнӑранпа 128 ҫул ҫитнине халалласа поэтӑн Шупашкарти Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ патӗнчи палӑкӗ умне чечек хунӑ. Унта Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев, министр ҫумӗ Елена Чернова, министерствӑн структура пайӗсен ертӳҫисем, поэтсемпе литераторсем, театрпа концерт учрежденийӗсен пуҫлӑхӗсем, пултарулӑх интеллигенцийӗ, вӗренекен ҫамрӑксем хутшӑннӑ. Мероприятие уҫнӑ чух сӑмах каланисенчен пӗри, Валерий Туркай, Константин Иванова юратасси ҫулсерен вӑйланса пынине палӑртнӑ. Константин Яковлев вара К. Иванов кӗске ӗмӗрне асра хӑвармалла пурӑнса ирттернине асӑнса хӑварнӑ. Мероприяти хӑйне евӗр флешмобпа вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Патӑрьел райӑнӗнчи Сителте выпсарни кун ял-йышӑм тӑванлӑхпа ентешлӗх уявне паллӑ тума пуҫтарӑннӑ. Ҫак паллӑ кунпа ял-йыша сумлӑ та хаклӑ хӑнасем – районти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Димитрий Выросов, «Сидели» общество ертӳҫи Александр Иванов, вырӑнти депутат Юрий Степанов, кӳршӗ ялӑн хисеплӗ гражданинӗ Иван Тихонов, Сителте ҫуралса ӳснӗ хӑна Иван Журавлев саламланӑ. Ирина Ляковапа Оксана Хомуткина культура ӗҫченӗсем йӗркеленипе чӑваш тумлӗ хӗрсемпе каччӑсем вӑйӑ картине тӑрса илемлӗ те илӗртуллӗ юрӑсем шӑрантарнӑ. Ял халӑхӗшӗн самай тӑрӑшнӑ, нумай ҫул хушши тӳрӗ кӑмӑлтан депутат тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Юрий Прискин ячӗпе волейбол турнирӗ ирттернӗ. Унта ялти спорта кӑмӑллакансенчен йӗркеленӗ пилӗк командӑра тупӑшнӑ. Ытти спорт ӑмӑртӑвӗ те кӑсӑклӑ иртнӗ. Уяв хӗвел хыр вӑрманӗ хыҫне аничченех тӑсӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Паян, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 15 сехетре, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Гордеевсен юбилейӗсене халалланӑ курав уҫӑлӗ. «Кашни йӗрке – тӑван ҫӗр халалӗ» ят парӗҫ ӑна. Курава чӑваш халӑх писателӗ Денис Гордеев ҫуралнӑранпа 80 ҫул, Светлана Гордеева поэт тата художник ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халалланӑ. Денис Гордеев – ҫыравҫӑ, журналист, куҫаруҫӑ. Куҫма Турхан премийӗн лауреачӗ. 1938 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Асанкасси ялӗнче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, Чулхулара Партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Район хаҫачӗсенче, ун чухнехи «Коммунизм ялавӗ» (хальхи «Хыпар») хаҫатра, «Тӑван Атӑл» журналта тата ытти ҫӗрте ӗҫленӗ. Иринӗ ӗмӗрӗн 80-мӗш ҫулӗсенче вӑл чи паллӑ прозаиксен шутне кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче Севастопольте хулана фашистсенчен хӳтӗленӗ чухне пуҫ хунӑ чӑвашсене халалланӑ палӑк лартӗҫ. Ку ыйтӑва ЧР Патшалӑх Канашӗнче сӳтсе явнӑ. Вӑрҫӑра, 1941-1944 ҫулсенче, Севастополь хулине хӳтӗленӗ тата ирӗке кӑларнӑ чухне ҫухатнӑ ывӑлӗсемшӗн кулянакан амӑшне сӑнланӑ скульптура авторӗ – Владимир Нагорнов. Монументӑн аялти пайӗнче пуҫ хунӑ ҫынсен ячӗсене ҫырӗҫ. Палӑк 3,5 метр ҫӳллӗш пулӗ, ӑна Балаклава районӗнче вырнаҫтарӗҫ. Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Валерий Филимонов кунашкал палӑк пӗрремӗш хут пулассине палӑртнӑ, дупутатсене укҫа-тенке нимелле пухнӑ ҫӗре хутшӑнма чӗнсе каланӑ. Хальлӗхе 1 миллион тенкӗ пухнӑ, тепӗр 3 миллион тенкӗ кирлӗ. Укҫа ытларах хывакансен йышӗнче - Валерий Филимонов тата Николай Угаслов. Вадим Николаев сенатор та вӗсенчен юласшӑн мар. Палӑка Акатуйра уҫасшӑн. Севастопольти уява Чӑваш Енрен делегаци кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Хӗрлӗ Чутайӗнчи культура ҫуртӗнче кинозал тӑвассипе ӗҫлеҫҫӗ. Район администрацийӗн культура, туризм тата архив ӗҫӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Самсонов вырӑнти «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫатра ҫырса кӑтартнӑ тӑрӑх, асӑннӑ ӗҫ валли 5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хальхи вӑхӑтаилсен Хусанти подряд организацийӗ кинозала 15 колонка килсе вырнаҫтарнӑ. Залта пысӑк экран пулӗ, ӑна валли кӑшкарне хатӗрленӗ. Ҫитес вӑхӑтра 350 ҫӗнӗ кресло вырнаҫтарӗҫ. Унччен залта пулнӑ пукансене ялсенчи культура ҫурчӗсене парӗҫ. Икӗ миллион тенкӗ тӑракан кинопроектор вырнаҫтарма ятарлӑ пӳлӗм хатӗрленӗ, ӑна культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем юсанӑ. Ҫавӑн пекех билетсем сутмалли хальхи йышши оборудованиллӗ пӳлӗм те пулӗ. Ҫӗнӗ кинозалта пӗрремӗш фильма кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗччен кӑтартмалла. Александр самсонов шухӑшланӑ тарӑх, ӗҫе иртерех вӗҫлесе ҫурла уйӑхенчех кӑтартма пуҫласшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Ӗмӗрсен ташши» (вырӑсла ку уяв ятне «Танцы предков» тесе куҫарнӑ) пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Ӑна Владимир Милютин хореограф 70 ҫула ҫитнине халалланӑ. Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсем Владимир Аркадьевича тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче юбилей ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ, Питӗре пырсан чӑваш хореографийӗпе паллаштарнишӗн тав тунӑ, Владимир Милютин ирттерекен занятисем асра юлнине ӑшӑ кӑмӑлпа палӑртнӑ. Куславкка ҫӗрӗ ҫинче ҫитмӗл ҫул каялла ҫуралнӑ чӑваш Питӗрти «Кевер» хореографи ансамбльне пулӑшса пынине, ҫавна май ушкӑн Питӗрпе Ленинград облаҫӗнче паллӑ ансамбльсенчен пӗри пулса тӑнине те асӑнса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Сергей Лаврентьев Ӗнер Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери кинофестивӑль вун пӗрмӗш хутчен уҫӑлнӑ. Ҫав пулӑма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитсе курнӑ, сӑмах каланӑ. Сӑмах калакансем татах пулнӑ-ха. Кинофорума хутшӑнакан илемлӗ фильмсен тӗп конкурсӗн жюри ертӳҫи, РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Раҫҫей халӑх артисчӗ, СССР патшалӑх премийӗн лауреачӗ Александр Прошкин темиҫе ҫул каялла Шупашкара пӗрремӗш хут килнине ӑшшӑн аса илнӗ. Вӑл Шупашкар ҫыннисем кинотеатра йышлӑ ҫӳренине палӑртнӑ. Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсӗнчи кинокритикӗ Нэнси Конди фестиваль пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакланӑ. Кинофестиваль «Холодное лето пятьдесят третьего» фильмпа уҫӑлнӑ. Унӑн режиссёрӗ — эпир маларах асӑннӑ Александр Прошкин. Кинофорума фестивалӗн илемлӗх ертӳҫи Сергей Лаврентьев старт панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Константин Иванов уява пуҫтарать. Ҫакӑн пирки Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫат паян пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, савӑнӑҫлӑ мероприяти ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Слакпуҫ ялӗнче иртӗ. Ӑна Пелепей районӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн администрацийӗ йӗркелӗҫ. Вилӗмсӗр классикӑмӑр Константин Иванов ҫуралнӑранпа кӑҫал 128 ҫул ҫитет. Мухтавлӑ «Нарспи» поэмӑн авторне халалланӑ мероприяти 15 сехетре пуҫланӗ. Программӑра — поэт музей-ҫурчӗпе паллаштарасси, Кӗҫтенттин палӑкӗ умне чӗрӗ чечек хурасси, ҫӑлкуҫ патне анса унӑн сиплӗ шывне ас тивесси, сӑвӑ каласси, вырӑнти тата хӑнасен пултарулӑх ушкӑнӗсен ӑсталӑхӗпе паллашасси. Йӗркелӳҫӗсем пурне те хапӑл туса кӗтнине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Паян, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль уҫӑлать. Вӑл 25-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Кинофорум ӗҫлеме пуҫличчен, кӑнтӑрла, пресс-конференци иртнӗ. Журналистсемпе йӗркеленӗ тӗл пулӑва кинофестивалӗн пултарулӑх ертӳҫи, Раҫҫей киноискусствин академийӗн академикӗ Сергей Лаврентьев ертсе пынӑ. Унта этника тата регион киновӗн конкурсне суйласа илнӗ ӗҫсен комиссийӗн ертӳҫи Сергей Анашкин, илемлӗ фильмсен тӗп конкурсӗн жюри ертӳҫи, РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Раҫҫей халӑх артисчӗ, СССР патшалӑх премийӗн лауреачӗ Александр Прошкин, этника тата регион фильмӗсен жюри ертӳҫи, АПШ кинокритикӗ Нэнси Конди тата ыттисем хутшӑннӑ. Кинофестиваль тӗллевӗ, унӑн йӗркелӳҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, — хальхи вӑхӑтри сахал йышлӑ халӑхсен фильмӗсене аталанма пулӑшасси, ку енӗпе пултаруллӑ ӗҫсене тупса палӑртасси. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |