Культура
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сайтне тӗнчери 104 чӗлхепе вулама пулать, ҫав шутра — азербайджанла, албанла, амхарла, арабла, эрменле, баскла, белорусла, бирманла, венгрла, вьетнамла, грекла, грузинла, испанла, итальянла, казахла, кӑркӑсла, китайла, корейла, латинла, нимӗҫле тата ытти чӗлхепе. Театр сайтӗнчи спектакльсен ӑнлантарӑвӗпе, афишипе анлӑ сарӑлнӑ чӗлхесемпе пӗрлех сахал йышлӑ халӑхсен чӗлхипе те паллашма пулать. Анчах Чӑваш Республикинчи патшалӑх театрӗн сайтӗнчи хыпарсене, пӗлтерӳсене, актерсен биографине чӑвашла вулама ҫук. Пирӗн театрта опера, оперетта, балет фестивалӗсем тӗнче шайӗнче иртеҫҫӗ, культура мероприятийӗсене хамӑр ҫӗршыври кӑна мар, чикӗ леш енчи паллӑ артистсемпе ташӑҫӑсем те хутшӑнаҫҫӗ. Сайта 100 ытла чӗлхепе вулама май пурри, паллах, лайӑх. Анчах унти информацие чӑвашла вулама май ҫукки театр ертӳлӗхне те, республикӑна хӑйне те чыс кӳмест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов асӑннӑ муниципалитет Республика кунне хатӗррине пӗлтернӗ. Аса илтерер, кӑҫал уявӑн тӗп мероприятийӗ Красноармейски районӗнче иртӗ. Уяв мероприятийӗсене йӗркелеме, объектсене ҫӗнетме муниципалитет Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн грантне — 10 миллион тенке — тивӗҫнӗ. Республика кунӗ тӗлӗнче Красноармейски районӗнче ҫӗнӗ объектсем хута кайӗҫ: фельдешрпа акушер пункчӗ, «Юмах» ачасен кану вырӑнӗ тата ытти те. Республика кунне хатӗрленсе ирттерес ыйтусене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян ирттернӗ ларура тишкернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарпа Сӗнтӗрвӑрри районӗн пуҫлӑхӗсем уяв мероприятийӗсене епле хатӗрленни пирки отчет тунӑ. Яваплӑ министрсем те сӑмах илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Сар.ru сӑнӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Шӑматкун каҫхине» спектакле пӗрремӗш хут кӑтартӗҫ. Кӑркӑс драматургӗн Мар Байджиевӑн пьесине тӑван чӗлхене Чӑваш халӑх поэчӗ Порфирий Афанасьев куҫарнӑ. Спектакле театрӑн ҫамрӑк артисчӗ Василий Иванов лартнӑ. Чӑваш Енӗн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, литература хайлавӗнче хускатнӑ ыйтусем чӑвашсене уйрӑмах ҫывӑх-мӗн, пьесӑра кӑмӑл-сипет ыйтӑвӗ те — тӗп вырӑнта. Палӑртса хӑвармалла, Мар Байджиев – кӑркӑс прозаикӗ, публицист, драматург, журналист, театрпа кино режиссёрӗ, литературовед, куҫаруҫӑ. Унсӑр пуҫне вӑл — Кӑркӑс ССРӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Кӑркӑсстан халӑх писателӗ, наци киноакадемийӗн академикӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Патӑрьел районӗнчи Акатуй саманчӗ. Лариса Никитина сӑн ӳкерчӗкӗ. Элӗк районӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, вырсарни кун, «Акатуй — 2018» районти ӗҫпе юрӑ тата спорт уявӗ иртӗ. Вӑл 10 сехетре пуҫланмалла. Уява хатӗрленес ӗҫсем унта малалла пыраҫҫӗ. Районти культура ҫурчӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче хӑйӗн страницинче уяв валли мотоцикл кирлине пӗлтернӗ. «Театрализацилеме «Урал», «Днепр», «И» люлькӑллӑ мотоциклсем кирлӗ. Водительпе пулсан аванрах. Ун пек мотоцикл пуррисене районти культура ҫуртне 22-0-40 номерпе шӑнкӑравлама ыйтатпӑр. Телефонпа тӗплӗнрех ӑнлантарӑпӑр», — тесе ҫырнӑ унта. Иртнӗ шӑматкун Акатуя Патӑрьел районӗнче пухӑннӑ. Унтисем сухапуҫпа сухаланине те евӗрленӗ. Акатуйсем районсенче хальхи вӑхӑтра малалла тӑсӑлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Виталий Енӗшӗн тарӑн шухӑша яракан кӗнеки пичетленнӗ. «Виталий Енӗш хайлавӗсен сӑнарӗсем – шӑпӑрлансем – пӗрмаях пӗр-пӗр кулӑшла лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкеҫҫӗ. Ҫапла майпа вӗсем пурнӑҫра хӑйсене кирлине вӗренеҫҫӗ. Ак, сӑмахран, тин кӑна Чӑваш кӗнеке издательствинче кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли ҫырнӑ «Асаннӳ пур-и?» кӑларӑмӗ пичетленсе тухрӗ. Хуплашки тӳрех тыткӑнларӗ: таса чунлӑ ача пӑхса тӑрать ман ҫине. Кӗнеке ячӗ те хӑйне евӗр – «Асаннӳ пур-и?», — хыпарлать Любовь Левацкая. Кӗнекене халапсемпе калавсем кӗнӗ. Чылай калавра пулӑмсене ҫыравҫӑ чӑн пурнӑҫран илнӗ иккен. Сӑмахран, «Музыкант», «Кӗтмен тӗлпулу» хайлавсене. Вӗсенчи ӗҫ-пуҫ авторпа хӑйӗнпе пулса иртнӗ. |
Культура
Фестивале хутшӑннисем Элтеперпе тӗл пулнӑ Ҫу уйӑхӗн 30-31-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра Раҫҫейри халӑхсен «Атӑл асамачӗ» поэзи фестивалӗ иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унта хутшӑнакансемпе паян Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Аса илтерер, мероприятине И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалланӑ. Икӗ кунлӑх фестивале Тутарстанран, Пушкӑртстанран, Удмурт Республикинчен, Дагестанран, Мари Элтан, Коми Республикинчен, Мордва Республикинчен, Чӗмпӗр тата Аҫтӑрхан облаҫӗсенчен килнӗ. Элтеперпе тӗл пулнисем хальхи вӑхӑтри поэтсемпе писательсен хайлавӗсене шкул программине кӗртме сӗннӗ. Вулавӑшсенче тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ чух та вӗсене анлӑрах сарсан аваннине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун тӗлне Чӑваш Енре кӗске метражлӑ «Ҫӑматӑ» ятлӑ фильм ӳкернӗ. Унта ҫивӗч ыйту хускастнӑ: ашшӗ-амӑшӗ эрех ӗҫнӗрен ачисем шар кураҫҫӗ. Фильма Владимир Синяев режиссер ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тӗнче тетелне кӑларнӑ. Сюжечӗ куҫҫуль кӑларать. Амӑшӗ ывӑлне ҫӑматӑ парнелет. Ашшӗ киле мухмӑрлӑ килет те эрех шырать. Хайхискер ывӑлӗн ҫӑматне йӑтса тухса каять. Ача ашшӗ хыҫҫӑн ҫара уран чупать. Урамра вара – шартлама сивӗ. Арҫын ывӑлне юр ҫине тӗксе ярать. Вӑл ҫӑматӑна сутса эрех ӗҫет. Ачан урине тӑм илет. Ывӑлӗ пульницӑра выртнине пӗлсен ашшӗ ҫӑматӑна каялла илсе ачана парать. Анчах вӑл ӑна кирлӗ мар ӗнтӗ: арҫын ачан урине чӗркуҫҫи таран татнӑ… Фильм авторӗ ҫапла каланӑ: «Миша рольне вылякан арҫын ача ӳкерӳ умӗн 3 уйӑх кӗлеткине пиҫӗхтернӗ, урине сивӗ шывпа сапнӑ. Фильма ӳкернӗ хыҫҫӑн вӑл чирлемен». Фильмпа «Про Город» сайтӗнче паллашма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ хальхи вӑхӑтри наци драматургийӗн конкурсне ирттерет. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне И.Я. Яковлев ҫулталӑкне халалланине пӗлтереҫҫӗ театрта. Ӳнер учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, театра хальхи вӑхӑтри авторсемпе драматургсен пьесисем килме пуҫланӑ. Ӗҫсене кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 16-18-мӗшӗсенче пӗтӗмлетӗҫ. Ун чухне Наци драматургийӗн республикӑри лабораторийӗ-форумӗ иртӗ. Конкурс тӗллевӗ — ҫамрӑк авторсене, профильлӗ аслӑ шкулсенчи студентсене, режиссерсене ачасемпе ҫамрӑксене валли пьесӑсемпе спектакльсене хатӗрлеме хавхалантарасси. Театрӑн тӗп режиссерӗнче Чӑваш Енри хальхи вӑхӑтри пултаруллӑ та анлӑ тавра курӑмлӑ сцена ӑсти, режиссер Иосиф Дмитриев-Трер тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Чатукассинчи кану центрӗнче «Песней порадуем друзей» (чӑв. Юлташсене юрӑпа савӑнтарар) хӑй тӗллӗн вӗреннӗ хор ушкӑнӗсен фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Филипп Лукин композитор ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ. Мероприятин тӗллевӗсенчен пӗри СССР патшалӑх премийӗн лауреачӗн, Раҫҫей халӑх артисчӗн, Раҫҫей, Чӑваш тата Дагестан республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, Шупашкар хулин тата Красноармейски районӗн хисеплӗ ӗҫченӗн ятне сарасси теҫҫӗ. Фестиваль кунӗнче Ф.М. Лукин музейӗнче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Унта Чатукассинчи шкул ачисем, фестиваль хӑнисемпе унта хутшӑнакансем пулнӑ. Трак енӗн мухтавлӑ ывӑлне халалласа фойере Филипп Лукин юррисем янӑранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Иккӗмӗш Еврази фестивалӗнче ылтӑн медале тивӗҫнӗ Александр Вепрёв пӗлтӗр кӗмӗллӗ пулнӑ Марина Карягинӑна хӑйӗн кӗнекине парнеленӗ Сочире тӑватӑ куна пынӑ Еврази шайӗнчи литература фестивале Чӑваш Енри икӗ ҫыравҫӑ: Елена Светлая тата Марина Карягина — хутшӑннӑ. Марина Карягина ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗркелӳҫӗсемпе чаплӑ хӑнасене, пӗлтӗрхи лауреатсене ятран асӑнса «хӗрлӗ ҫулпа» кӗтсе илчӗҫ. Унтан сӑвӑ, калав, пьеса, ача-пӑча хайлавӗ ҫыракансенчен чылайӑшне кӗмӗл медаль парса чысланӑ. Ҫак йышра Елена Светлая та пулнӑ. Кӑҫалхи форума 27 ҫӗршыв ҫыравҫи хутшӑннӑ, малашне Евразин 80 ҫӗршывне тата Раҫҫейӗн 86 регионне явӑҫтарма тӗллев тытнӑ. «ЛиФФт» — фестивальсен фестивалӗ, ҫулсерен хӑватлӑн сарӑлса пыракан питӗ анлӑ проект. Вӑл Еврази халӑхӗсен, Раҫҫей халӑхӗсен ассамблейи пулӑшнипе иртет, — пӗлтерчӗ Марина Карягина. — Кашни регион хӑй вӑйӗпе фестиваль журналне кӑларса тӑрать, унӑн авторӗсене пуҫтарса вырӑнти фестиваль ирттерет». «Нумай чӗлхеллӗ ҫыравҫӑсем пӗр-пӗрне куҫарма пултарччӑр тесе хайлавсен базине йӗркелес тетпӗр», — пӗлтерчӗ Марина Карягина. Ӑна, сӑмах май, ку фестивале йӗркелӳҫӗсем эксперт пек ӗҫлеме, ӑсталӑх сехечӗ ирттерме йыхравланӑ. Пӗлтӗрхи кӗмӗл лауреат пулнӑ май, унӑн сӑввисене «Кӗмӗл кӗнекене» кӗртнӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |