Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш музыкин XIII фестивалӗ иртӗ. Ӑна нарӑс уйӑхӗн 1-4-мӗшӗсенче «Атӑл Опера» оперӑпа балет театрӗнче йӗркелӗҫ.
Музыка форумне Анисим Асламас кӗввипе ҫырнӑ «История Нарспи» балет уҫӗ. Композитор ҫуралнӑранпа кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитӗ. Балета Константин Иванов поэмине тӗпе хурса хатӗрленӗ.
Фёдор Васильевӑн «Шыварман» балетне те программӑна кӗртнӗ. 1960 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче шӑпах ҫав ӗҫпе уҫӑлнӑ та Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ. Премьера хыҫҫӑ оперӑна темиҫе хутчен ҫӗнетнӗ.
Андрей Галкин музыкипе лартнӑ «Хуркайӑк ҫулӗ» балета нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче курма май килӗ.
Фестиваль нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче «Тӗнчери наци музыки» гала-концертпа вӗҫленӗ. Унта Питӗрти «Acid Hasid» ансамбль тата «Атӑл Опера» симфони оркестрӗ хутшӑнӗ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче паллӑ чӑваш композиторӗн Анисим Асламасӑн музыкипе «История Нарспи» (чӑв. Нарспи историйӗ) балет лартма хатӗрленеҫҫӗ.
«Нарспи» поэма — чӑннипех те вилӗмсӗр шедевр. Ҫӗр ҫул ытла вӑл хайлав ҫынсен чунӗсене тыткӑнлать. Театрта унччен Григорий Хирпӳ музыкипе «Нарспи» опера лартнӑ.
Ҫӗнӗ ӗҫ валли театр художникӗ Валентин Фёдоров костюмсен пӗрремӗш эскизӗсене, ӗҫ декорацийӗсене хатӗрленӗ. Маларах ҫав художник «Нарспи» оперӑпа мюзикл лартнӑ чух художник-постановщик пулса тӑрӑшнӑ.
Спектакле СССР халӑх артисткине, Шупашкарта ҫуралнӑ Надежда Павловӑна халаллӗҫ. Ӗҫе сцена ҫине кӑҫалхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче кӑларма палӑртнӑ. Унпа Пӗтӗм тӗнчери XXVII балет фестивальне уҫасшӑн.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 2023 ҫулта «История Нарспи» балет спектаклӗ лартма палӑртнӑ.
Культура учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, балет валли Анисим Асламас чӑваш композиторӗн музыкипе усӑ курӗҫ.
Постановка валли Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне уйӑрмалла.
Спектакле пирӗн ентешӗмӗре, СССР халӑх артисткине Надежда Павловӑна халаллӗҫ.
Аса илтерер: Надежда Павлова 1956 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Ача чухне вӑл Пионерсен ҫуртӗнчи балет кружокне ҫӳренӗ. Ҫавӑн чухне хӗрачан Турӑ панӑ ӑсталӑхӗ аван сисӗннӗ, кайран вӑл ҫӗршыв шайӗнчи ят-сум ҫӗнсе илнӗ. Балерина Мускавра пурӑнать.
Чӑваш Енре «Нарспи» балет лартма палӑртаҫҫӗ. Ун валли Анисим Асламас композитор темиҫе ҫул каялла ҫырнӑ кӗвӗпе усӑ курӗҫ. Вӑл хайлав Наци вулавӑшӗн архивӗнче упраннӑ.
Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ тӑрӑх, 2023 ҫул валли хатӗрленӗ проектсенчен «Нарспи» балет ытларах кӑсӑклантарнӑ.
Аса илтерер: грантсене килес ҫул Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ (5 млн тенкӗ), К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ тата Вырӑс драма театрӗ (3 млн), СССР лётчик-космонавчӗ А.Г. Николаевӑн мемориал комплексӗ тата Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ (1 млн) тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви культурӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине илме тӑратнӑ ӗҫсене хаклама сӗннине эпир нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: преми илме тӑратнӑ ӗҫсем хушшинче «Хуркайӑк ҫулӗ» балет та пурччӗ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсра тӑратнӑ ӗҫе театрта ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче курма май килӗ. Симфони оркестрне Никита Удочкин ертсе пырать. Тӗп партисенче — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Анна Серегина (Пинеслу), Чӑваш Республикин Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗн лауреачӗ Дмитрий Поляков (Хӗвел) тата Милана Ишуткина (Сехмет). Сӑмах май каласан, «Хуркайӑк ҫулӗ» балета сцена ҫине 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви культурӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине илме тӑратнӑ ӗҫсене хаклама сӗнсе ведомствӑн сайтӗнче пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнчех хыпарланӑ.
Ҫынсем вӑл е ку ӗҫе пахалама кая юлман-ха. Сасӑлава https://nk.cap.ru/poll/128 каҫӑпа иртсе хутшӑнма пулать. Хаклава Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртри 13-мӗш хутри 4-мӗш пӳлӗме ҫырупа та ярса пама май пур.
Преми илме тӑратнӑ ӗҫсем хушшинче — «Хуркайӑк ҫулӗ» балет; «Чебоксары: город и горожане в работах художников из собрания Чувашского государственного художественного музея» тата «100 лет Чувашской автономии в произведениях Чувашского государственного художественного музея» кӗнекесем; «Цикл произведений живописи, посвященной Чувашии» ӗҫ; «Герои эпохи» документлӑ фильм; Ювенальевсем сувар-пӑлхарсен историне тӗпчесе кун ҫути кӑтартнӑ кӗнекесем.
Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери балет фестивальне кӑҫал юпа уйӑхӗнче ирттерессине пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ытти ҫулхине ӑна ҫуркунне йӗркеленӗ, кӑҫал кӑшӑлвируса пула май килмен.
Кӑҫалхи фестивале «Хуркайӑк ҫулӗ» балетпа уҫӗҫ. Унӑн либреттине пӗтӗм тӗнчери конкурссен дипломанчӗ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балетмейстерӗ Данил Салимбаев чӑваш юмахӗсене тӗпе хурса ҫырнӑ. Музыкине хайлама Александр Галкин (ӑна «Аттила – халап ҫурални» балет тӑрӑх чылайӑшӗ пӗлет) композитора ыйтнӑ. Шӑпӑрлансенчен пуҫласа ваттисем таранах кӑсӑклантартӑр тесе хатӗрленӗ ӗҫри кӗвве «Аттила – халап ҫурални» балетран кӑшт ҫӑмӑлтарах ҫырма тӑрӑшнӑ. Ҫӗнӗ ӗҫ вӑрӑмах мар икӗ пайран (пӗрремӗшӗ — 40 минут, иккӗмӗшӗ — 35 минута яхӑн) тӑрӗ. Балетра наци кӗввипе те усӑ курнӑ.
Ҫӗнӗ ӗҫӗн балетмейстерӗ – Данил Салимбаев, художникӗ – Валентин Федоров, дирижерӗ – театрӑн илемлӗх ертӳҫи Дмитрий Банаев.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |