Культура
![]() «Чӑваш театрӗ тата чӑваш драматургийӗ хальхи вӑхӑтра мӗнле шайлашӑнса пырать? Пур-и пирӗн республикӑра чӑн-чӑн драматургсем? Театрсенче ҫителӗклӗ-и пьесӑсем? Тен, сирӗн тата мӗнле те пулсан ҫӗнӗлӗх курас килет?», — тесе ҫырнӑ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Чун-чӗре сасси» ушкӑнра. Ҫак ыйту тавпа пуҫ ватакансенчен пӗри, Николай Семенов, «Паянхи ҫамрӑк драматургсене асӑнаяс та ҫук пуль... Екатерина Романовна пӗлет пулсан анчах... Арсений Тарасов, Борис Чиндыков, Николай Угарин(юлашки вӑхӑтра тем, ытлах илтсе кайман ун пирки, чиперех пурнать пулӗ те) тата ыт. — вӗсем, паллах, пур, анчах вӗсен ӗҫне малалла тӑсакансем кирлӗ. Вырӑсларан чӑвашла куҫарнипе инҫех каяймӑпӑр», — тесе ҫырнӑ. Ҫамрӑк драматургсене Чӑваш халӑхне сайтне вулакансем, тен, пӗлеҫҫӗ-паллаҫҫӗ пулӗ. Тем пекехчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ӗнер К.В. Иванов Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ 101-мӗш сезона уҫнӑ. Унччен темиҫе ҫул та чаршава «Ялта» драмӑпа уҫса хупатчӗҫ те ку йӑларан тинех пӑрӑннӑ. Ӗнер Александр Кӑлканӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Анисса» спектакле кӑтартнӑ. Спектакль умӗн куракансем патне саламлӑ сӑмахпа тухнӑ театрӑн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев малашлӑх плансемпе паллаштарнӑ. Ҫӗнӗ ӗҫсенчен вӑл кӑркӑс драматургӗн Мар Байджиевӑн «Шӑматкун каҫхине», кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче кӑтартнӑ «Хӑлха ҫаккишӗн хӑлха чикки» спектакльсене аса илнӗ. Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Владислав Николаевӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ "Чуххӑм Ванькка авланать... Кай, кай, кай" камите кӑтартассине пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ ҫул тӗлне юмах хатӗрлӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан 95 ҫулхине халалласа уяв иртӗ. Раштав уйӑхӗнче РСФСР халӑх артистки Нина Григорьева 80 ҫулхине уявлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарта наци тумӗсен «Чувашия многоликая» (чӑв. Нумай сӑнлӑ Чӑваш Ен) III фестивалӗ иртӗ. Меропрятие Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пулӑшнипе Халӑхсен туслӑх ҫурчӗ йӗркелет. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче иртмелле. Фестивале Чӑваш Енри паллӑ художник-модельерсем, хӑй тӗллӗн вӗреннӗ этнографи тата фольклор ушкӑнӗсем хутшӑнӗҫ. Подиумпа утакансем наци тумтирне театрализациленӗ спектакль евӗр кӑтартӗҫ. Фестивале пуҫласа 2013 ҫулта ирттернӗ. Ӑна йӗркелекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприяти тӗллевӗ — чӑваш наци культурине упраса хӑварма тата аталантарма пулӑшасси. Фестиваль юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 13 сехетре пуҫланмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Мерчен» юрӑ-кӗвӗ залӗнче «Филипп Лукин – мастер песенной лирики» (чӑв. Филипп Лукин — юрӑ лирикин ӑсти) астӑвӑм каҫӗ иртмелле. Ӑна Филипп Лукин ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ. Филипп Миронович Лукина чӑвашсен профессилле музыкине пуҫараканӗсенчен тата аталантараканӗсенчен пӗри тесе хаклаҫҫӗ. Пултаруллӑ музыкант, композитор, дирижер, общество ӗҫченӗ тата педагогӑн вӗренекенӗсем Раҫҫейпе Чӑваш Енӗн музыка культурине илем кӳнӗ тесе пӗлтерет ЧР Культура министерстви. Астӑвӑм каҫӗ паян Наци вулавӑшӗнчи 4-мӗш хутра 14 сехетре пуҫланать. Ҫитсе курас текенсене унта пурне те йыхравлаҫҫӗ. Юбилея халалласа ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Чатукассинчи кану центрӗнче «Песней порадуем друзей» (чӑв. Юлташсене юрӑпа савӑнтарар) хӑй тӗллӗн вӗреннӗ хор ушкӑнӗсен фестивалӗ иртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Красноармейски район энциклопедийӗ» пичетленнӗ. Кун пирки Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Федорова пӗлтерет. «Тӑван ене тӗпчес, ун пирки кӗнекесем ҫырса хатӗрлес туртӑм XXI ӗмӗрте уйрӑмах анлӑ сарӑлчӗ. Чӑваш Республикинче хӑйсен энциклопедийӗ пуррипе хальхи вӑхӑтра чылай район мӑнаҫланма пултарать. Акӑ вӗсен йышне Красноармейски районӗ те хушӑнчӗ», — тет вӑл. «Красноармейски район энциклопедийӗ» Чӑваш кӗнеке издательствинче вырӑсла пичетленсе тухнӑ. Ӑна Л.А. Ефимов, В.М. Михайлов, И.А. Прокопьев, В.З. Константинов, М.П. Прохоров пухса хатӗрленӗ, ӑслӑлӑх редакторӗ – Л.Я. Ефимов истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор. Кӗнеке 1500 экземпляр тиражпа кун ҫути курнӑ. «Красноармейски район энциклопедине» 2300 статья кӗнӗ, вӗсенчен 1360-шӗ – биографи, 900-шӗ – тематика статйисем, 900 яхӑн сӑн ӳкерчӗк, карттӑсем вырӑн тупнӑ. |
Культура
![]() Нумаях пулмасть Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ялӗнчи культура ҫуртӗнче тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлева халалланӑ курав уҫӑлнӑ. «Иван Яковлевич Яковлев – чӑвашсене ҫутта кӑлараканӗ» ят панӑскерпе районти вӗрентекенсем паллашнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, курава Чӑваш Сурӑм ял вулавӑшӗ тата таврапӗлӳ музейӗ кӗнекесенчен йӗркеленӗ. Ӑна вӗсем культура ҫурчӗн фойине вырнаҫтарнӑ. Куравра 1928 ҫулта пичетленнӗ «Халӑха вӗрентес ӗҫ», 1958 ҫулхи «Чӑваш календарӗ», 1986 ҫулхи «Иван Яковлевич Яковлев», 1958 ҫулхи «Иван Яковлевич Яковлев — 1848-1930» тата ытти кӗнеке вырӑн тупнӑ. «Халӑха вӗрентес ӗҫ» кӗнеке Чӗмпӗр шкулне уҫнӑранпа 60 ҫул тата ӑна йӗркелекенӗн 80 ҫулхине халалланӑ. Кӑларӑма унчченхи чӑваш шрифчӗпе пичетленӗ. Курава ытти паха экспонат та пуянлатать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта ыран, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, хальччен пулман фестиваль иртет. Анимацилле фильмсен «КРОК» фестивальне 29-мӗш ҫул ӗнтӗ йӗркелеҫҫӗ. Анчах пирӗн тӑрӑхра хальччен ирттермен. Фестивлаь учредителӗсем — Раҫҫейӗн Культура министерстви, РФ Кинематографисчӗсен пӗрлешӗвӗ тата Раҫҫейӗн анимацилле киновӗн ассоциацийӗ. Шупашкара фестивалӗн «Константин Симонов» теплохочӗ юпа уйӑхӗн 7-мӗшенче ирхи 8 сехетре ҫитсе чарӑнӗ. Республикӑн тӗп хулинче вӑл 12-ччен ларӗ. Патшалӑхӑн «Чӑвашкино» киностудийӗн тата электрон документацин архивӗн кинозалӗнче 10 сехетре анимацилле фильмсене кӑтартӗҫ. Программӑра ачасем валли ӗҫсем пулӗҫ. Чӑваш Енӗн Культура министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тарӑх, курма пыракансен укҫа тӳлемелле мар, йӑлтах тӳлевсӗр кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Елена Рябцева Турцинчи кинофестивальте Пӗлтӗр ҫулла Муркаш районӗнче Елена Рябцева режиссер ӳкернӗ «Юман» фильмне авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Лондонри «INSHORT 2018» кинофестивальте кӑтартнине эпир пӗлтернӗччӗ. Кун ҫути курнӑранпа тӗрлӗ кинофорума ҫитме ӗлкӗрнӗ ӗҫпе халӗ тата Турцинче паллаштарнӑ. Авӑн уйӑхӗн 22-30-мӗшӗсенче Турцинчи Адана хулинче Пӗтӗм тӗнчери 25-мӗш кинофестиваль иртнӗ. Елена Рябцева ӳкернӗ кӗске метражлӑ фильма унта «Тюркский мир» (чӑв. Тӗрӗк тӗнчи) конкурсри мар программӑна кӗртнӗ. Турцинче пулнине Елена Рябцева асра юлмалли пулӑм тесе хаклать. Ҫыран хӗрринче вырнаҫнӑ хула илемӗпе киленнипе пӗрлех конкурс тата конкурс мар программӑна кӗртнӗ ӗҫсемпе кӑсӑкланса паллашнӑ. Алексея Федорченко кинорежиссер тата продюсер ирттернӗ ӑсталӑх сехетӗнче ҫӗннине ӑша хывнӑ. Сӑмах май каласан, А. Федорченкон «Овсянки» фильмӗ чӑваш «Юманӗн» референсӗ пулнӑ. Фестивале Дагестанри, Кабарда-Балкарти, Пушкӑртстанри, Якут Республикинчи, Гагаузинчи, Кӑркӑстанри, Азербайджанри киноӑстисем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш журналӗ пичетленнӗ тӗнче тетелӗнчи проект хупӑннине Геннадий Иванов-Орков искусствовед Фейсбукра пӗлтернӗ. Культурӑна тата литературӑна хаклакансене «Журнальный зал» калӑпӑшлӑ интернет-проект хупӑнни пӑшӑрхантарать. Унта Раҫҫейри хулӑн литература журналӗсем пичетленнӗ. Сайтра «Новый ЛИК» журнал та вырӑн тупнӑ. Ҫавӑнта унӑн пилӗк номерне пичетленӗ. Журнала Чӑваш Енри ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсем тӑрӑшнипе кӑларса тӑнӑ. Чӑваш Енри литераторсен журналне «Лик Чувашии», «ЛИК», «КИЛ» ятсемпе те пичетленӗ. Хупӑннӑ сайтра журналти публикацисем, ҫав шутра Атнер Хусанкай статйисем, Улатӑрти Евгений Краснов историк тӗпчевӗсем, Маргарита Красотина Праски Виттипе тата Юрий Евлампьев фото ӑстипе хатӗрленӗ интервьюсем хальлӗхе пур-мӗн-ха. |
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Кӳкеҫ поселокӗнче веломобиль ӗҫлеме тытӑннӑ. Мӗн япали вӑл тетӗр-и? Виҫӗ кустӑрмаллӑ велосипед ҫине карҫинкка ҫаклатнӑ, унта кӗнекесем хунӑ. Веломобиль поселокри урамсем тӑрӑх ҫӳрет, ҫынсене кӗнекесемпе паллаштарать тата вӗсене киле пырса парать. Ара, вулавӑша хӑй тӗллӗн ҫитме пултарайман ҫын сахал мар вӗт: сусӑрсем, ветерансем, тивӗҫлӗ канурисем. Веломобиль пулӑшнипе вара вӗсем те килтен тухмасӑрах кӗнеке вулайӗҫ. Кӳкеҫсем ку проекта вулакан ҫынсен йышне ӳстерес тӗллевпе пуҫарнӑ. Анчах веломобиль хӗлле ӗҫлемӗ. Вӑл урамсем тӑрӑх ҫуркуннерен пуҫласа кӗр варриччен ҫӳрӗ. Ҫулла веловулавӑш ача-пӑча лапамӗсенче те пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Курак Иван Игнатьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Яковлев Константин Геннадьевич, Тутарстанри ЧНКА ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Айзман Николай Спиридонович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |