Культура
![]() Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ тӗле уяв медалӗ кӑларассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче хушу кӑларнӑччӗ. Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе килес ҫул 100 ҫул ҫитӗ. Медале ҫавӑн чухне парӗҫ. Республика Правительствинче медаль ыйтӑвӗпе ӗҫ ушкӑнӗ ӗнер ларӑва пухӑннӑ. Унта наградӑн концепцине сӳтсе явнӑ. Ларӑва, Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ятлӑ-сумлӑ ӳнер ӗҫченӗсем, ӑслӑлӑх, вӗренӳ организацийӗсен, культура учрежденийӗсен ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Медаль мӗнлерех пуласси пирки уҫӑмлӑн нимӗн те каламан. Ӑна Чӑваш автономийӗн пӗр ӗмӗрхине халалланӑ уявсен вӑхӑтӗнче парассине вара палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Юлашки тапхӑрта чӑваш ача-пӑча литератури Марина Карягинан икӗ ҫӗнӗ кӗнекипе пуянланчӗ. 2017 ҫулта Чӑваш издательстви унӑн «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» сӑвӑсемпе хӑвӑрткаларӑш пуххине пичетлесе кӑларчӗ. Пӗлтӗр вара «Ҫӑкӑрпа сахӑр» калавсемпе сӑвӑсен кӗнеки кун ҫути курчӗ. Иккӗшӗ те ачасемпе ҫамрӑксем валли хатӗрленӗ алҫыру хайлавӗсен конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑчӗҫ. Пӗрремӗш кӗнекине кӗҫӗн ҫулхи шӑпӑрлансене халалланӑ. Ҫак ӳсӗмри ачасемшӗн ҫывӑх темӑна — тӑван халӑхпа хамӑр тавралӑх ҫинчен ҫырассине — тӗпе хунӑ. Геройӗсем — шкул ҫулне ҫитейменнисем тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсем. Автор вӗсен чӑн пурнӑҫне, айкашӑвӗсемпе хӑтланӑвӗсене сӑнласа кӑтартать. Ӳкерчӗкӗсем — чӑваш пепкисен кун-ҫулӗнчен илнӗскерсем: чӗрӗ те кӑсӑклӑ, ӗнентерӳллӗ. Пӗрре пӑхсан, вӗсенче тӗлӗнмелли нимӗн те ҫук пек: чӗвӗлтисен кулленхи айланӑвӗнчи ахаль пулӑмсем кӑна темелле. Анчах та ҫыравҫӑ сюжета пӗлсе тата ӑста йӗркелеме, ӑсласа калӑплама пӗлнӗрен асра юлаҫҫӗ, туртса тӑраҫҫӗ. Акӑ, «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» сӑвӑра виҫӗ героя куратпӑр: аппа, тете тата ача. |
Культура
![]() Куславкка районӗнчи фольклор ансамблӗ 2020 ҫулта «Еврокурава» хутшӑнасшӑн пулнине «Про Город» хаҫата вӑрттӑн пӗлтернӗ. Анчах вӗсем хальлӗхе ушкӑн ятне хыпарлама хушман. Ку ансамбльте 8 хӗрарӑм: 7 вокалист тата 1 баянҫӑ. Халӗ вӗсем чӑвашла юрӑ ҫыртараҫҫӗ, унпа тӗнчи шайӗнчи «Еврокурава» хутшӑнма ӗмӗтленеҫҫӗ. «Эпир «Буран кинемейӗсем» пек пулашсӑн, анчах иккӗмӗш вырӑн мар, пӗрремӗшне йышӑнасшӑн. Чӑвашла юрлӑпӑр. Мускавра иртекен суйлавра пирӗн наци юрри, ытти пӗр евӗрлӗ поп-ҫӑлтӑрсемпе танлаштарсан, пӗр сыпкӑм таса сывлӑш пек пуласса шанатпӑр», - тенӗ фольклор ушкӑнне ҫӳрекен Галина. Пултаруллӑ ҫак хӗрарӑмсем кӑҫал «Еврокуравра» Сергей Лазарев ҫӗнтерессе, ҫитес ҫул конкурс Мускавра иртессе шанаҫҫӗ. Вара вӗсен чикӗ леш енне каймалли паспорт тумалла пулмӗ. Юлашкинчен калани: ку хыпар "Про Город" хаҫатра шӳтлӗ пулнӑ, Кулӑш кунӗпе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче — ҫӗнӗ худрук. Кун пирки Рита Кириллова журналист Фейсбукра пӗлтернӗ. «Ӑна вырӑнти театр ӗҫченӗсем пӗлеҫҫӗ, вӑл кунта маларах ӗҫленӗ», — хыпарланӑ вӑл ҫӗнӗ ҫын пирки. Оперӑпа балет театрӗн илемлӗх ертӳҫи пулма Дмитрий Банаева шаннӑ. Культура сферине тишкерекен журналист шучӗпе, Дмитрий Банаев асра юлмалли проектсемпех ытлашши палӑрман. Ҫав вӑхӑтрах ҫак режиссер пултарулӑх шыравӗнче пулнине асӑннӑ. Дмитрий Банаев Болгаринче, Карелинче, Волгоград, Аҫтӑрхан хулисенче ӗҫленӗ. Йошкар-Олара вӑл тӗп режиссер пулнӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче музыка ертӳҫи тата дирижер-постановщик пулса ӗҫлекен Сергей Кисс ӗҫрен каяссине пӗлтернине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗчччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Надежда Смирнова сӑнӳкерчӗкӗ Паян Чӑваш Енӗн вулавӑшӗнче республикӑри Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн отчетпа суйлав пухӑвӗ иртнӗ. Унта пулнӑ Надежда Смирнова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, союз ертӳҫи Геннадий Максимов отчет тунӑ май пӗрлешӳ Наци вулавӑшӗпе килӗшӳ туса тачӑрах ӗҫлеме пуҫланине, регионсене, районсене пӗрле ҫӳренине, ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллаштарнине каласа кӑтартнӑ. Союз пайташӗсем Трубина Мархви ҫуралнӑранпа 130 ҫул ҫитнине уявлама, Николай Мранькка ҫыравҫӑн ҫӑви ҫине палӑк вырнаҫтарма хутшӑннӑ. Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра пӗрлӗхре — 95 ҫыравҫӑ иккен. Пӗрлӗх ҫумӗнче йӗркеленӗ Ҫамрӑк литераторсен канашне Ольга Васильева ертсе пырать. Профессионал ҫыравҫӑсен пухӑвӗнче ҫӗнӗ ертӳҫӗне суйланӑ. Ҫак тивӗҫе пурнӑҫлама «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗ пулса тӑрӑшакан Лидия Филипповӑна шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 11-20-мӗшӗсенче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Шупашкарти театр форумӗ иртӗ. Ӑна Раҫҫейри тата ҫывӑх ют ҫӗршывсенчи халӑхсен наци драматургине анлӑлатас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех форум пултарулӑх ҫыхӑнӑвӗсене йӗркелеме, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма пулӑшӗ. Унта Раҫҫейри тата ҫывӑх ют ҫӗршывсенчи профессионал ҫамрӑксен театрӗсем хутшӑнма пултарӗҫ. Форумпа килӗшӳллӗн ача-пӑча наци драматургин пӗтӗм тӗнчери «От чистого истока в прекрасное далеко» лабораторийӗ, наци ҫамрӑксен театрӗсен Пӗтӗм тӗнчери «Атӑл юмахӗ» фестивалӗ иртӗ. Форумра ӑсталӑх класӗсем те пулӗҫ. Палӑртмалла: Шупашкарти театр форумӗ РФ Культура министерстви, ЧР Культура министерстви пулӑшнипе иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Альбина Юрату архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Турцинче «Чӑваш хӗрӗ Салампи» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ку вӑл — паллӑ чӑваш ҫыравҫин Александр Артемьевӑн паллӑ ӗҫӗн куҫарӑвӗ. «Пур чӑваша та ҫӗнӗ кӗнекепе САЛАМЛАТӐП», — тесе хавхаланса пӗлтернӗ ӗнер Альбина Юрату сӑвӑҫ Фейсбукри хӑйӗн страницинче. Чӑваш халӑхӗ юратса вулакан ҫав хайлава турккӑллӑ Булент Байрам куҫарнӑ. Булент Байрам, палӑртар, филолог тата фольклорист. Чӑваш халӑхӗн культурипе чӗлхине халалласа вӑлтемиҫе ӗҫ те калӑпланӑ. Альбина Юрату сӑвӑҫ турккӑ тӑлмачипе паян туслӑ иккен. Унпа вӑл Булент Байрам мӑшӑрӗпе Венера Шупашкара тӗрӗк чӗлхисемпе ҫыхӑннӑ конференцине килсен темиҫе ҫул каялла килсен паллашнӑ. «Чӑваш хӗрӗ Салампи» кӗнекене ӳкерчӗксемпе Альбина Юратӑвӑн хӗрӗ Ольга Любимова илемлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Аркадий Попов тунӑ сӑн Ӗнер «Чӗнтӗрлӑ чаршав» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Чыслав Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче иртнӗ. Унта мӗнле спектакльсем хутшӑнасси пирки унччен хыпарланӑччӗ. «Чи лайӑх спектакль» номинацире Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн «Аттила» балечӗ ҫӗнтернӗ. Постановка ташӑҫи Алексей Рюмин арҫын рольне чи лайӑх калӑпланӑшӑн чыса тивӗҫнӗ, Андрей Галкин «Спектакле юрӑ-кӗвӗпе илемлетнӗшӗн» номинацире палӑрнӑ. «Хӗрарӑм рольне чи лайӑх калӑплакан» номинацире «Анисса» спектакльте вылякан Эмилия Назарова (Чӑваш патшалӑх драма театрӗ) мала тухнӑ. Ҫак постановкӑрах Сатай рольне калӑплакан Вячеслав Александров «Иккӗмӗш планри чи лайӑх роль» номинацире ҫӗнтернӗ. Чыславра Театр кунне халалласа «Атӑлҫи театрӗ» фестиваль пуҫланасси пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пушкӑрт Республикинчи Октябрьскинче пурӑнакансем валли Наци культурисен центрӗ «Навруз байрам» уяв йӗркелесе панӑ. Унта халӑх йышлӑн пухӑннӑ, ҫуркунне кӗтсе илнӗ. Сцена ҫине ертӳҫӗ тухсан тинех сивӗ хӗл иртсе кайнине, илемлӗ ҫуркунне ҫитнине хаваслӑн пӗлтернӗ. Навруза ҫынсем хаваслӑн кӗтсе илме тӑрӑшнӑ. Ара, вӗсем ӗненнӗ тӑрӑх, ҫутҫанталӑка юрама тӑрӑшнӑ. Ҫак уявра киле хӑнасене чӗннӗ, кӳрентернисене манса юрланӑ, ташланӑ, чунран савӑннӑ. Наци культурисен центрӗн ушкӑнӗсем те пухӑннӑ халӑха хаваслӑ кӑмӑл парнелеме тӑрӑшнӑ. Сцена ҫине тухнӑ ушкӑнсен йышӗнче чӑваш халӑх вокал ансамблӗ «Илемпи» те пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ыран, пушӑн 27-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ. Ҫак уявра республикӑра «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурса пӗтӗмлетесси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал ӑна 20-мӗш хут йӗркелӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, республикӑри ултӑ театр малтанхи ҫулхи икӗ премьерӑна конкурса тӑратать: ачасем тата аслисем валли хатӗрленӗ постановкӑсене. Кӑҫал пур театр та икӗ ӗҫ тӑратман. Экспертсем Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн «Как Данила счастье искал» юмахне, «Анисса» драмине, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Аленький цветочек» тата «Юратупа курайманлӑх» постановкисене, Пукане театрӗн «Муму» тата «Сказка о рыбаке и рыбке» ӗҫӗсене, Сӑнав театрӗн «И такое бывает» ӗҫне, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн «Аттила» балетне, Вырӑс патшалӑх драма театрӗн «Темные аллеи» постановкине хаклӗҫ. Вӗсем конкурса тӑратнӑ ӗҫсене тӑватӑ кун пӑхнӑ. Лауреатсене ыран Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Курак Иван Игнатьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Яковлев Константин Геннадьевич, Тутарстанри ЧНКА ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Айзман Николай Спиридонович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |