Культура
![]() Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Алёшкин-Саплӑк ялӗнче иртнӗ Сергей Лекеров тата Адюковпа Павлов концерчӗ иртнӗ-мӗн. Кун пирки «Сувар» хаҫат «Киремет» пӗлтерни тӑрӑх ҫырса кӑтартнӑ. «Каҫарӑр та, «концерт мар ку, укҫа сӗпӗрсе ҫӳрени кӑна», 100%!!! Ташлас текен ҫамрӑксене нумай кирлӗ мар, паллах, хӑть те мӗнле тринкки-тринкки пулсан та каять», — хурланӑ унта. Концертра шӑрантарнӑ юрӑсенчен ҫурри ытла хӑйсен юррисем мар иккен. Фонограмма янӑратни те килӗшмен. Нимӗнле программа та пулман-мӗн. Кашни 2 юрӑ юрлать те: «Сирӗн умӑрта...» тесе сцена хыҫне кӗрсе кайнӑ. Павлов юрлани те килӗшмен. «Ун пек кӑна хам та юрлаятӑп», — тесе ҫырнӑ концертра пулни. Автор палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсене ҫав тери ухмах вырӑнне хуни тӗлӗнтернӗ те, ҫиллентернӗ те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Марина Карягина ҫырнӑ «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» ятлӑ кӗҫӗн класри ачасем валли ҫырнӑ сӑвӑсемпе хӑвӑрткаламӑшсен кӗнеки. Чӑваш кӗнеке издательстви. 2017. Редакторӗ Ольга Федорова. 1000 экз. Художникӗ П.Н.Сергеев.
Пӗр ватӑ карчӑк мӑнукӗ валли Марина Карягинан «Паттӑр вӑйӗ — пӑтӑра» кӗнекине туянчӗ манӑн автовокзалри кӗнеке лавккинчен. Пӗр-ик эрнерен вӑл ман пата каялла пычӗ те сӗтел ҫине ҫатлаттарса хучӗ ҫак кӗнекене: «Мӗн сӗнтӗн эс мана? Пит лайӑх кӗнеке терӗн! Мӑнукна килӗшет терӗн. «Хут татки мар вӗт вӑл тыркас — ӑна лутӑркама», — тесе ман мӑнук, чутах ҫак кӗнекене лутӑркаса пӑрахатчӗ. Аран туртса илсе ӗлкӗртӗм. Укҫа тӳленӗ вӗт уншӑн. Укҫана каялла тавӑрса пар!» — тет хайхискер. Хирӗҫлеме тӑтӑм та, чутах хама лутӑркаса тӑкатчӗ ҫак хастар карчӑк. Аран-аран саплаштарса, майлаштарса, укҫине каялла тыттарса ӑсатса кӑларса ятӑм хайхискере. Хам вара тӗлӗннипе кӗнекене алла тытрӑм та, вуласа тухас, терӗм. Сутмалли кӗнекесем Кӗнеке издательствинчен килӗшӳ тӑрӑх лавӗпех илсе килсе панӑран, эпӗ маттур ентешӗмӗн кӗнекине вуласа ӗлкӗрейменччӗ. |
Культура
![]() Елена Михайлова тунӑ сӑн Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗ пулнӑ. Пӗр арҫын кун хыҫҫӑн «Про Город» хаҫата шалӑп пама пынӑ. Концерт «Химик» культура ҫуртӗнче иртнӗ. Сергей Сергеев арӑмне парне тума шутланӑ та концерта каймашкӑн 2 билет туяннӑ. Анчах вӑл артистсен юррисемпе чунран киленеймен – тухса кайнӑ. «Вӑйлӑ сасса пула залра ларма ҫукчӗ, хӑлхана ҫуратчӗ. Пуҫ ыратма тытӑнчӗ. Эп администратор патне пытӑм та сасса пӗчӗклетме ыйтрӑм, анчах вӑл хирӗҫлерӗ, полици чӗнсе илессипе хӑратрӗ. Ман шутпа, унта децибелсен шайӗ пысӑк пулнӑ», - каласа кӑтартнӑ арҫын. Вӑл концерт вӗҫленессе фойере кӗтсе тӑнӑ, арӑмӗ залрах ларнӑ. Культура ҫурчӗн директорӗ каланӑ тӑрӑх, унти сасӑ аппаратури сывлӑха сиен кӳме пултараймасть, ытти ҫынран ӳпкев пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкартан 114 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ уҫӑ тӳпе айӗнчи музее ҫӗнетес ӗҫ вӗҫленсе пырать. Сӑмах Йӗпреҫ районӗнчи музей пирки пырать. Вӑл – республикӑри пӗртен-пӗр этнопарк. Музей уҫӑлнӑранпа 40 ҫул ҫитнӗ, унтанпа ӑна пӗрре те юсаман. Унти ҫуртсем – республика пӗлтерӗшлӗ архитектура палӑкӗсем. Вӗсен хӑмисем ҫӗрсе пӗтнӗ, халӗ ҫӗннипе улӑштарнӑ. Чӑвашсен пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ ытти хуралтӑ та вырӑн тупнӑ унта. Тавралла тытнӑ картана та ҫӗнетнӗ. Этнопаркра сӗтелсем, саксем лартнӑ, тротуарсем тунӑ. Сцена та пур халӗ. Музейра фольклор уявӗсене тӑтӑшах ирттереҫҫӗ. Музея хӑтлӑлатмалли проекта Эдуард Бахмиов хатӗрленӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ҫамрӑк мӑшӑрсем туй кунӗнче фотосесси тумалли вырӑн шыраҫҫӗ. Халӗ ав – тархасшӑн. Музей коолекцийӗнче – 400 ытла экспонат. Йӑлтах алӑпа тытса пӑхма пулать. Унта чикӗ леш енчен те курма килеҫҫӗ. Вӑл уҫӑлнӑранпа (1980 ҫул) пин-пин хӑна ҫитсе илемлӗ вырӑнпа киленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш кӗнеке издательствинче черетлӗ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Хальхинче Ордем Галин «Приметы, подсказки, словно из сказки» ача-пӑча кӗнеки тухнӑ. Автор пӗчӗкскерсене пурнӑҫра тӗл пулакан паллӑсемпе паллаштарать, вӗсене пӗлтерӗшне ӑнлантарать. Ордем Гали халӑх ӑслӑлӑхӗсене хӑйӗн пурнӑҫӗнчи тӗслӗхсемпе ӑнлантарса парать. Автор хайӗн историйӗсенче тӗп шухӑша пытарнӑ: кирек мӗн патне талпӑнсан та асамлӑха ӗненмелле, ӗмӗтленмелле. Кӗнеке 1000 экземплярпа кун ҫути курнӑ. Редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерҫи – Иван Алексеев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енре «Нарспи» поэма акӑлчанла кун ҫути курнӑ. Унччен хайлавӑн уйрӑм пайӗсем кӑна ҫак чӗлхепе пичетленнӗ. ЧР Цифра аталанӑвӗн тата информаци политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Константин Ивановӑн вилӗмсӗр поэмине Питер Франс куҫарнӑ. Вӑл – Эдинбург университечӗн профессорӗ. Палӑртмалла: Питер Франс Геннадий Айхин сӑввисене те акӑлчанла куҫарнӑ. «Нарспи» поэмӑна куҫармашкӑн ӑна Атнер Хусанкай пулӑшнӑ. Ҫӗнӗ кӗнекере Константин Ивановӑн хайлавне тӳрех виҫӗ чӗлхепе вулама пулать: чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла. Кӑларӑма ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ. Вӗсен йышӗнче Анатолий Миттовӑн репродукцийӗ те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Етӗрне тӑрӑхӗнче Алексей Ятрушев ачасене юрӑ-кӗвве юратма вӗрентет. Ун патне тӗрлӗ ялта пурӑнакан шӑпӑрлансем килеҫҫӗ. Вӗсене пурне те кӗвве юратни пӗрлештерет. Алексей Степанович ҫамрӑк чухне музыка шкулӗнче вӗреннӗ, ӗмӗр тӑршшӗпех купӑс калать. Хӑй вара пушарнӑйра тӑрӑшнӑ, халӗ – тивӗҫлӗ канура. Пенсие тухсан та алӑ усса лармасть вӑл – ачасене музыка тӗнчипе тӳлевсӗрех паллаштарать. Хӑйне вӑл нимеҫӗ тет. Алексей Степанович хӑйӗн хыҫҫӑн ырӑ йӗр хӑварасшӑн. Вӑл ачасене тӑваттӑмӗш ҫул вӗрентет. Вӗсем Янӑм шкулӗнче (халӗ унта ачасем вӗренме ҫӳремеҫҫӗ ӗнтӗ, ӑна хупнӑ) пуҫтарӑнаҫҫӗ. Алексей Степановичӑн планӗсем пысӑк: вӑл 100 ҫула ҫитиччен пурӑнасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Ак, хайхи 2018 ҫул та хӑйӗн вӗҫне ҫитрӗ. Ӑна пӗтӗмлетме те вӑхӑт. Мӗн тунӑ, мӗн ирттернӗ... Мӗн ҫӗнни, мӗн туса ҫитереймен… Пӗлтӗрхи ҫулталӑкпа танлаштарсан, питӗ пысӑках утӑмсем тӑваймарӑмӑр ҫав. Анчах чи кирли — чакмарӑмӑр! Чӑваш халӑх сайтне кӗрекенсен йышӗ пысӑкланмарӗ тесен те йӑнӑш пулӗччӗ. Паллах, ӳсӗм самаях мар. Анчах кӑҫал кунне 350-600 ҫын пирӗн сайтпа куллен паллашма вӑхӑт тупатчех. Хамӑр статуса та — МИХ ятне илнине — ҫухатмарӑмӑр. Роскомнадзор тӗрӗслевӗ витӗр пӗрремӗш хут тухса малалла утма вӑй ҫитертӗмӗр. Чӑваш халӑх сайчӗн кӑҫалхи чи пысӑк ҫитӗнӗвӗсенчен пӗри — Н.И. Ашмарин хатӗрленӗ «Чӑваш сӑмахӗсен пуххине» электронлӑлатас ӗҫе пуҫарни. Электронлӑ сӑмахсарсен сайтне пурӗ 8 том кӗртрӗмӗр — 7, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17. 17-мӗшпе сайт, сӑмах май, паян пуянланчӗ. Ытти томсем те ҫывӑх вӑхӑтра унта лекӗҫ тесе шантаратпӑр. Сӑмахран, 9-мӗш тома туса ҫитернипе пӗрех. Ҫапла май ку ӗҫӗн (эпир ӑна Ашмаринӑн юбилейӗ тӗлне хатӗрлесе ҫитересшӗн) ҫурри пулнӑ та теме май пур. Унсӑрӑн пуҫне эпир чӑваш чӗлхин тӗпчевҫисемпе пӗрле Михаил Иванович Скворцовӑн вилтӑприйӗ ҫине палӑк лартма укҫа-тенкӗ пухассине пуҫартӑмӑр. |
Культура
![]() «Чӑваш Енри кайӑксем» кӗнекен виҫҫӗмӗш томӗ кун ҫути курнӑ. Вӑл – юлашки. Кӗнекене «Ҫыхӑнура» форумра ларакансен сӑнӳкерчӗкӗсене те кӗртнӗ. Ӑна «Книжные новинки» (чӑв. «Ҫӗнӗ кӗнекесем») лавккасенче туянма май пур. Сӑмах май, малтанхи икӗ тома та ҫав лавккасенчех сутаҫҫӗ. Палӑртмалла: «Чӑваш Енри кайӑксем» кӗнекен пӗрремӗш томӗ 2017 ҫул пуҫламӑшӗнче тухнӑ, иккӗмӗшӗ – кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче. Кӗнекене авторсен коллективӗ хатӗрленӗ: В.Яковлев, А.Яковлев, Е.Осмелкин, Г.Исаков, О.Глушенков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗр ҫинче мӗн чухлӗ ҫын, ҫавӑн чухлӗ шухӑш пулӗ. «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Киремет» страницӑра тавлашуллӑ пӗр ыйтӑва хускатнӑ. «Сирӗншӗн пур професси те пӗр шайра-и? — пуҫ ватма (тен, юри тавлаштарма-ши?..) хистенӗ унта. — Строитель, водитель, юрӑҫ, aртист, писатель тата ытти те. Халь шутласа пӑхӑр, мӗншӗн строитель, водитель, артист, писатель тата ыттисем те ӗҫленӗ пек туса ларсан ӗҫ укҫи илеймеҫҫӗ, чӑваш эстрада юрӑҫи вара ӗҫленӗ пек туса (юрланӑ пек туса) укҫа тума пултарать? Мӗншӗн? Ытти тар юхтарса укҫа ӗҫлесе илекенсенчен кулни мар-и ку?» Эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, автор фонограммӑпа шӑрантаракансене тата айван сӑмахсемлӗ, кӗвви-ҫемми пиҫсе пӗтмен юрӑсене суйлакансене ӳпкелет курӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |