Культура
Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче «Позвала муза на север» (чӑв. Чӗнчӗ муза Ҫурҫӗре) кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ӑна Шупашкар районӗнчи Ишек тӑрӑхӗн мухтавлӑ ҫыннине, Ҫатра Маркара ҫуралнӑ СССР Художникӗсен союзӗн пайташне, РСФСР тата ЧАССР тава тивӗҫлӗ художникне, Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхпа ӳнер наци академийӗн хисеплӗ пайташне Владимир Мешкова халалланӑ. Мӑнаҫланмалӑх ентеш ҫинчен кӑларнӑ кӗнеке авторӗ — Шупашкар районӗнчи Ишекри тавра пӗлӳ музейӗнче ӗҫленӗ Галина Соловьева. Хӗрарӑм, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, вырӑнти шкул директорӗнче те тӑрӑшнӑ. Кӑларӑма Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Валерий Алексеев редакциленӗ. 1000 экземплярпа пичетленнӗ кӗнекере Владимир Мешков ҫинчен каласа кӑтартнисемпе пӗрлех сӑн ӳкерчӗксем, художник ӑсталанӑ линогравюра ӳкерчӗкӗсемпе иллюстрацисем вырӑн тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енӗн кӗнеке издательствинче Геннадий Максимов ҫыравҫӑн «Загубленный рай» кӗнеки пичетленнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑм ятне унта пичетленнӗ ҫавӑн ятлӑ повеҫе тӗпе хурса панӑ. Чӑвашла вӑл ӗҫ «Атӑлти хӗрессем» ятлӑччӗ. Ӑна 2014 ҫулта «Вӑхӑта парӑнман юрату» кӗнекере пичетленӗччӗ. Ҫав ӗҫе хакласа «Хыпар» хаҫатра« Хӑватлӑ Атӑл куҫҫульленчӗ, хӳхлевӗпе тӗнче кисренчӗ» ятпа Олеся Абрамовӑпа Ираида Фоминан тишкерӗвӗ пичетленнӗччӗ. Чӑваш ҫыравҫин ӗҫне вӗсем Валентин Распутинӑн «Прощание с Матерой» хайлавӗпе танлаштарнӑччӗ. Геннадий Максимовӑн ҫӗнӗ кӗнекине «Тень на белом холсте», «Кулацкий сын» повеҫсем, «Материнский завет», «Правда под слоем пыли» каалвсем кӗнӗ. Маларах Геннадий Максимовӑн «Сталин грамоти», «Ҫӗрӗллӗ хура кушак», «Танец в ночи», «Вӑхӑта парӑнман юрату» кӗнекесем пичетленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Тӗнче Пирӗштисем» куравра чӑваш букварӗллӗ хӗрачана курма май килӗ. Марина Тумаланова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн хальхи искусство центрӗнче «Тӗнче Пирӗштийӗсем» арт-проектӑн пуххинчи картинӑсен куравӗ уҫӑлӗ. Унта Раҫҫей, Аслӑ Британи, Македони, Хорвати, Беларуҫ, Украина, Итали, Сингапур, Канада, Инди художникӗсен ӗҫӗсемпе паллашма май пулӗ. «Тӗнче Пирӗштийӗсем» проекта Юлия Иванова ҫамрӑк художник пуҫарса янӑ. Вӑл 1997 ҫӳлта йывӑр чирлесе ӳкнӗ хыҫҫӑн сываласса тухтӑрсем те ӗненмен иккен. Хӗрарӑм кашни кун Пирӗшти ӳкернӗ. «Манӑн анне — чӑваш. Ҫавӑнпах картинӑсене Шупашкара илсе килме уйрӑмах хавас. Нумаях пулмасть Сочи художникӗ пӗр картина илсе килчӗ. Унта вӑл чӑваш букварӗ тытнӑ хӗрачана ӳкернӗ. Унӑн историне курав уҫнӑ чухне каласа кӑтартӑп», — пӗлтернӗ Марина Тумалановӑна Красноярскри чӑвашсен наци-культура автономийӗн пресс-ҫыруҫи, ҫав проектӑн директорӗ Олег Ровда. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Ольга Ухсайпа тӗл пулу иртнӗ. Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫывӑх вӑхӑтра О. Ухсай хӑйӗн юбилейне паллӑ тӑвӗ. Вулавӑшри курнӑҫу ҫавна халланӑскер пулнӑ. Унта О. Ухсайӑн тусӗсем, ентешӗсем, культура, ӳнер ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем пухӑннӑ. Ольга Яковлевна — Чӑваш халӑх поэчӗн Яков Ухсайӑн тата паллӑ прозаикпа драматургӑн Мария Ухсайӑн хӗрӗ. Ашшӗ-амӑшӗн эткерлӗхне упраса хӑварас тесе вӑл Квславкка районӗнчи Карачра Яковпа Мария Ухсайсен музейне, Пушкӑртстанри Пелепей районӗнчи Слакпуҫӗнче Яков Ухсайӑн музей-ҫуртне уҫнӑ, Ухсайсен Шупашкарти хваттерӗнче ӗҫ пӳлӗмӗсене упраса хӑварнӑ, Ухсайсен ӗҫӗсене пичетленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енӗн Правительствин ҫуртӗнче иртнӗ канашлура Чӑваш автономине йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттермелли мероприятисем валли федераци хыснинчен 429,9 млн тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫакӑн пирки ҫак Чӑваш Енӗн Правительствин ҫуртӗнче иртнӗ канашлура асӑнса хӑварнӑ. Шупашкара йӗркеленӗренпе 550 ҫул, Чӑваш автономине — 100 ҫул ҫитнине уявлассине утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче иртнӗ хатӗрленӳ комиссийӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Автономин пӗр ӗмӗрхине ирттерме уйӑракан укҫана виҫӗ ҫулта пӗр пекшер виҫепе — кӑҫалтан пуҫласа 2020 ҫулччен 143,3-шер миллион тенкӗшер — уйӑрӗҫ. Ҫакна РФ Культура министерствипе килӗшӳ тусах палӑртнӑ. Шупашкарӑн 550 ҫулхине уявлама вара Мускавран укҫа уйӑрассине хутпа палӑртман. Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, нухрата федерацин тӗллевлӗ программисене хутшӑнса илмелле. Ҫапла майпа 7,7 миллион тенкӗ укҫа илессе шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ЧР Культура министерстви хушу алӑ пусса Трактор тӑвакансен культура ҫурчӗн директорне ҫирӗплетнӗ. Ҫак пукана Сергей Кузнецов йышӑннӑ. Коллектива унпа тепӗр кунхинех паллаштарнӑ. Палӑртмалла: 2016 ҫулхи кӗркунне культура ҫурчӗн унчченхи директорне Наталья Фошинӑна ӗҫрен кӑларса янӑ. Кун хыҫҫӑн ку тилхепене эстрада юрӑҫи Светлана Яковлева тытса пынӑ. Унтан ҫулталӑка яхӑн Сергей Кузнецов вӑхӑтлӑх ертсе пынӑ. Сергей Кузнецов Вӑрмар районӗнче ҫуралса ӳснӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ пӗтернӗ. Вӑл Ҫамрӑксен театрӗн директорӗн тивӗҫне темиҫе ҫул пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Николай тата Нина Григорьевсем РСФСР халӑх артистне, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн актер ӑсталӑхӗпе режиссура кафедрин профессорне Николай Григорьева уйӑхсерен ӗмӗрлӗх пособи парса тӑрӗҫ. Ҫапла хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Кун пек пособие культурӑра тата ӑслӑлӑхра Чӑваш Ен умӗнче тата тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунӑ маттурсем тивӗҫеҫҫӗ. Укҫана «Культурӑна тата туризма аталантарасси» патшалӑх программипе уйӑраҫҫӗ. Николай Григорьев 1939 ҫулта Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче ҫуралнӑ. 40 ҫул Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫленӗ. Унӑн мӑшӑрӗ Нина Григорьева та Ҫӗрпӳ районӗнчен. Нина Григорьева паян та Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет, куракансене хӑйӗн ӗнентерӳллӗ ролӗсемпе тыткӑнлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫине ҫак эрнере, утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, ҫӗнӗ спектакль тухӗ. Куракансем хальхинче «Анисса» ӗҫе хаклайӗҫ. Пьеса авторӗ — Александр Кӑлкан. Спектакле Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталия Сергеева лартнӑ. Композиторӗ – Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Енӗн патшалӑх премийӗн лауреачӗ — Лолита Чекушкина. Художник-постановщикӗ тата костюмсен художникӗ — Светлана Зверева. Ташшисене Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зоя Александрова лартнӑ. 19-мӗш ӗмӗрӗн вӗҫӗнче чӑваш ялӗнче пулса иртекен пӑтӑрмахлӑ та трагедилле ӗҫсене паянхи куракан епле йышӑннине ҫӗнӗ ӗҫпе паллашнӑ хыҫҫӑн татса калӑпӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Пӗрремӗш каналпа паян кӑтартнӑ «Поле чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) кӑларӑма сакӑр теҫетке ҫула ҫывхаракан чӑваш хӗрарӑмӗ Валентина Александровна (тӗрӗс илтрӗм пулсан. — Авт.) хутшӑнчӗ. Икӗ ҫулта тӑлӑха юлнӑскерне аппӑшӗ пӑхса ӳстернӗ. Халӗ вӑл, хӑй каланӑ тӑрӑх, — иккӗмӗш ушкӑнри сусӑр. Тутарстанра ӳснӗскер, Узбекистанри Бухара хулинче 25 ҫул ӗҫленӗскер чӑвашла, вырӑсла, узбекла такмаксем каларӗ, пуплерӗ, Шупашкара салам ҫитерчӗ. Хастар хӗрарӑм хӑйне валли телекӑларӑм ертӳҫинчен Леонид Якубовичран ноутбукпа телефон ыйтрӗ. Хӑй вӑл ватӑ иккенне палӑртрӗ, тӑлӑх ӳснине, вӑрҫӑ нушине курнине аса илтерчӗ, сусӑр пулнине пӗлтерчӗ. Леонид Якубович кӑларӑм йӗркине пӑсма килӗшрӗ, чӗрӗ чӑваша ноутбукпа телефон парнелерӗ. |
Культура
Ӗнер ЧР Наци вулавӑшӗнче белорус литературин никӗслевҫин тата классикӗн Янка Купалӑн ҫуралнӑ кунне халалласа литература каҫӗ иртнӗ. Ӑна Наци вулавӑшӗпе Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ фонд йӗркеленӗ. Унта литературӑпа ӳнер деятелӗсем, ҫыравҫӑн пултарулӑхне юратакансем пухӑннӑ. Валери Туркай Беларуҫра пулса курни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл унта «Ҫыравҫӑ тата вӑхӑт» Пӗтӗм тӗнчери литераторсен сипозиумне хутшӑннӑ. Валерий Владимирович хӑнасене ҫӗнӗ куҫарусемпе - белорус авторӗсен хайлавӗсемпе – паллаштарнӑ. Ҫав шутра Янка Купалӑнне те чӑвашла куҫарнӑ. Юрий Сементер, Порфирий Афанасьев, Виктор Овчаров, Раиса Сарпи ҫыравҫӑсем, Юрий Артемьев критик 1973 ҫулта Чӑваш Енре иртнӗ Беларуҫри литературӑпа музыка кунӗсене аса илнӗ. Палартмалла: Янка Купалӑн куҫарӑвӗсем пирӗн пичетре 1930-мӗш ҫулсенчех пулнӑ. Вӑл пӗр вӑхӑт Шупашкарта пурӑннӑ, чылай ҫыравҫӑпа паллашнӑ, Николай Шелепипе, Ҫемен Элкерпа туслӑ пулнӑ. Литература каҫне хутшӑнаканесм Чӑваш Енре чӑваш-беларуҫ туслӑхӗн обществине йӗркелеме сӗннӗ. Каласа хӑвармалла: литература каҫӗнче Янка Купалӑн тата белоруссен ытти поэчӗн сӑввисем чӑвашла, вырӑсла, белорусла янӑранӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |