Культура
Шупашкарта Василий Чапаев ҫуралнӑ ҫурта ҫӗнетесшӗн. Кун валли 3 миллион тенке яхӑн уйӑрма палӑртнӑ. Патшалӑх закупкисен сайтӗнче документсене вырнаҫтарнӑ. Заказчикӗ – Чӑваш наци музейӗ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 2 867 112 тенкӗ. Ҫурта ҫӗнетнӗ чухне унчченхи сӑн-сӑпатне упраса хӑварасшӑн, истори сӗмне пӗтересшӗн мар. Чапаев ҫуралнӑ ҫурта ҫӗнетсе пӗтерсен айккинчи фасад ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарасшӑн. Ку ӗҫе кӑҫал раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗччен вӗҫлеме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Авӑн уйӑхӗн 4-5-мӗшӗнче Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери X парамузыка фестивалӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӗркелӗҫ. Сцена ҫине сусӑр пулсан та амака парӑнман, талпӑнуллӑ та пуян чун-чӗреллӗ маттурсем тухӗҫ. Кун пек фестивале Шупашкар хули пуҫласа йышӑнать. Парафестивале Раҫҫейӗн 15 регионӗнчен тата Беларуҫран хутшӑнӗҫ. Паян, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, фестивале хутшӑнакансенчен хашӗсем Шупашкара килсе ҫитнӗ. Вӗсене Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫесен тата архив ӗҫен министерстви тивӗҫлипе кӗтсе илнӗ. Параартистсене Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин (техникумӗн) «Янтал» студентсен фольклор ансамблӗ чӑвашла тумланса юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Хӑнасене Шупашкарти паллӑ вырӑнсене кӑтартса ҫӳрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енре ҫитес ҫул Театр ҫулталӑкне палӑртӗҫ. Маларах РФ Президенчӗ ун пек хушӑва Раҫҫей шайӗнче йышӑннӑччӗ. Ҫавна кура пирӗн республикӑра та Театр ҫулталӑкне ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫесен тата архив ӗҫӗн министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра Театр ҫулталӑкне палӑртма тӗп мероприятисен планне хатӗрленӗ. Ведомствӑра хыпарланӑ тӑрӑх, ҫитес ҫул театрсен пурлӑхпа техника никӗсне лайӑхлатассипе ӗҫлемелле. Культура учрежденийӗсен ӗҫченӗсене патшалӑх енчен пулӑшмалла. Пысӑк калӑпӑшлӑ фестивальсем иртессине те планласа хунӑ. Ҫав шутра — йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ, Пукане театрӗсен «Карусель сказок» (чӑв. Юмахсен кӑруҫҫӗлӗ) пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш кӗнеке издательствинче Валерий Алексин журналистӑн «Тӳсӗмлӗх чунра-юнра» кӗнеки нумаях пулмасть кун ҫути курнӑ. Унта чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ статьясем, очерксем, интервьюсем кӗнӗ. Кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх, автор хӑйӗнпе калаҫакан ҫынсене юратни-хисеплени сисӗнет. «Автор паянхи наци культурин аталанӑвӗн ҫивӗч ыйтӑвӗсене хускатнӑ», — пӗлтерет Ольга Иванова. Кӑларӑм виҫӗ сыпӑкран тӑрать. «Шырав сукмакӗ» пая архив докуменчӗсене, ҫынсем каласа панисене, асаилӳсене, ҫырусене тӗпе хурса ҫырнӑ. «Сӑнсем» сыпӑкра чӑваш культурин паллӑ ҫыннисемпе паллаштарнӑ. Вӗсен йышӗнче — Дмитрий Михлеев кинорежиссер тата ҫыравҫӑ, Алексей Мажуков композитор, Владимир Бурмистров артист, Михаил Козлов биолог, Борис Чиндыков драматург, Юрий Плющев кинооператор тата фотохудожник тата ыттисем. «Канӑҫа ҫухатнисем» сыпӑкра хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑ тӗлӗнтермӗш ҫынсем ҫинчен вуласа пӗлме пулать. |
Культура
Кӑҫал Чӑваш Енре «Кино каҫӗ» акци виҫҫӗмӗш хут иртнӗ. Унта «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗ тата электрон документацийӗн архивӗ хутшӑннӑ. Хальхинче киносене уҫӑ тӳпе айӗнче кӑтартнӑ. Республикӑра наци чӗлхипе ӳкернӗ кинона аталантарсшӑн. Мускаври пӗр студи «Чӑвашкино» саккасӗпе чӑваш ҫӗрӗ ҫинче пулнӑ граждан вӑрҫине ӳкересшӗн. Сценарие Шупашкарти Сергей Щербаков хатӗрленӗ. Ҫитес ҫул киносен каҫне ҫав фильмпа уҫасса шанаҫҫӗ. Акци вӑхӑтӗнче фото- тата кинотехника куравне йӗркеленӗ. Акцие Раҫҫейри кино кунне халалланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Сказочная палитра» (чӑв. Юмах тӗс-сӗмӗ) ҫамрӑксен наци театрӗсен фестивалӗ кӑҫал та иртӗ. Ӑна Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ кӑҫал виҫҫӗмӗш хут йӗркелӗ. Театрӑн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Надежда Андреева пӗлтернӗ тӑрӑх, фестиваль чӳк уйӑхӗн 19-23-мӗшӗсенче пулӗ. Чӗрӗ ӳнер учрежденийӗ культура мероприятине ҫамрӑк куракана та, ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫамрӑксен тата драма спектаклӗсе лартакансене те йыхравлать. Фестивальте хальхи вӑхӑтри культура тӑрӑмне, наци нумай енлӗхне тата ҫавсем театр сценине витӗм кӳнине сӳтсе явӗҫ. Заявкӑсене molt@cap.ru электрон адреспа юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: (8835) 52-15-28 (ку вӑл — театрӑн йышӑну пӳлӗмӗ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкарта жираф пур. Анчах вӑл зоокӗтесре е республикӑн тӗп хулине килсе ҫитнӗ зоопаркра мар. Урамра, «ЭЛАРА» савут умӗнче тӑрать. Пирӗн тӑрӑхшӑн экзотика шутланакан ҫак чӗрчун композицине эпир тин ҫеҫ асӑннӑ предприятин администрацийӗ, 622 тата 205-мӗш цехсем, информаципе реклама, хуҫалӑх тата капиталлӑ строительство пайӗсем шухӑшласа кӑларнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн Мускав районӗн администрацийӗн пресс-службинче жирафа савут ӗҫченӗсем Лелёк ят панине пӗлтереҫҫӗ. Кӳлепе патне вырнаҫтарнӑ таблица ҫине Жираф 2,5 ҫулта тесе кӑтартнӑ. Тата — вӑл Чӑваш Енре ҫуралнине. Савут унччен те, 2015 ҫулхи раштавра, анималистика композицине вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн чухне вӗсем савут умӗнчи лапама упа кӳлепипе илемлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Паян, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Елчӗке чӑваш ҫыравҫисем пысӑк йышпа пухӑннӑ. Унта Чӑваш Республикин профессилле ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн (ертӳҫи — Геннадий Максимов. Вӑл темиҫе кӗнеке авторӗ. Унӑн ӗҫӗсене вырӑсла куҫарса та пичетленӗ) пайташӗсем лару ирттернӗ. Елчӗкре вӗсем унти вулавӑшра вулакансемпе тӗл пулнӑ. Ҫыравҫӑсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Миллин чыс тунӑ — тӗл пулӑва пынӑ. Вӑл ҫавӑн пек курнӑҫу-калаҫу вулакансемшӗн те, ҫыравҫӑсемшӗн те усӑллине палӑртнӑ. «Чӑвашлӑха упрар» ҫавра сӗтеле Геннадий Максимов, Елена Нарпи, Елена Светлая, Светлана Гордеева, Роза Деменцова, Анатолий Кибеч, Василий Пушкин, Сергей Павлов, Юрий Артемьев тата ыттисем хутшӑннӑ. Вӗсем паянхи кун кӑларса тӑратакан ыйтусене сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Нумаях пулмасть Питӗрте «Мисс и миссис великая Русь-2018» (чӑв. Руҫӗн илемлӗ хӗрӗ тата хӗрарӑмӗ-2018) илемпе пултарулӑх конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енре ҫуралнӑ, Мурманскра пурӑнакан 40 ҫулти Светлана Кулага (Васильева) «Королева Великой Руси-2018» (чӑв. Аслӑ Руҫӗн королеви-2018) ята тивӗҫнӗ. Светлана уйӑхра чухнех тӑван тӑрӑхӗнчен тухса кайнӑ. Малтан вӗсен ҫемйи (ашшӗ — ҫыр ҫынни) Ӗрӗнпур тӑрӑхӗнче пурӑннӑ, кайран — Мурманскра. Светлана — виҫӗ ача амӑшӗ. 10-ри тата 11-ти ывӑлӗсем хоккей секцине ҫӳреҫҫӗ. Анна хӗрӗ Питӗрте драма актерне вӗренет. Офицер мӑшӑрӗ суту-илӳ енӗпе ӗҫлекен пӗр организацире ертӳҫӗре тӑрӑшать. Илем конкурсне вӑл ҫичӗ ҫул каялла пуҫласа хутшӑнса пӑхнӑ. «Ҫемье маншӑн чи пӗлтерӗшли», — терӗ ҫак йӗркесен авторне телейлӗ амӑшӗ тата мӑшӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Священная роща» фильмри кадр Чӑвашкиновне йӗркелесе янӑ Иаким Максимов-Кошкинскин пултарулӑхӗпе пурнӑҫӗ пирки фильм ӳкересшӗн. Малтанлӑха ӑна «Священная роща» чувашского кинематографа» (чӑв. «Чӑваш кинематографӗн «Сӑваплӑ рашчи») ят панӑ. Ятарласа аукцион ирттереҫҫӗ. Заказчикӗ – «Чӑвашкино». Фильма ӳкермешкӗн федераци хыснинчен 2,7 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ, республика хыснинчен 1 миллион тенкӗ парӗҫ. Фильм 45 минута пырӗ. Унта Иаким Максимов-Кошкинский тата унӑн мӑшӑрӗ Тани Юн пирки каласа кӑтартӗҫ. Палӑртмалла: Иаким Максимов-Кошкинский 1930 ҫулта ӳкернӗ «Священная роща» фильм «Чӑвашкиновӗн» юлашки пулнӑ темелле. Ҫав ҫулах кӗркунне киностуди Атӑл тӑрӑхӗнчи республикӑсенчи тата обаҫсенчи киностудисене пӗрлештерекен «Востоккино» йышне кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |