Культура
«Мӑнтарӑн пирӗн вырӑнти культура министрӗ! Балет фестивальне уҫнӑ чух синкерлӗ саламланӑран ун ҫумне яланлӑхах «ПетИпа» ят вырнаҫать пулӗ», — тесе ҫырнӑ «Советская Чувашия» хаҫатӑн культура темине ҫутатакан журналисчӗ Маргарита Красотина Фейсбукра. Аса илтерер, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкрати оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ пуҫланчӗ, вӑл «Петипа-гала» концертпа уҫӑлчӗ. Хрнатсуссен балетмейстерӗн Мариус Петипан хушаматӗнче ударени юлашки сыпӑк ҫине ӳкет. Форумсенчен пӗринче ҫырнӑ тӑрӑх, Константин Яковлев министр балет фестивалӗ вырӑнне опера фестивалӗ тенӗ имӗш. <iframe src="https://www.facebook.com/plugins/post.php?href=https%3A%2F%2Fwww.facebook.com%2Fritakrasotina%2Fposts%2F1496593517133030&width=500" width="500" height="193" style="border:none;overflow:hidden" scrolling="no" frameborder="0" allowTransparency="true" allow="encrypted-media"></iframe> Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Петр Петров художник Ӗнер, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти патшалӑх художество музейӗнче чӑваш художникӗ Петр Петров ҫуралнӑ кун, унӑн пултарулӑхӗпе паллаштаракан лекци-калаҫу иртнӗ. Сӑрӑ ӑстине Атнер Хузангай филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ метафизик тесе хаклать. Пухӑннисем умӗнче шӑпах вӑл сӑмах илнӗ те. Петр Петров Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Ачалӑхӗ Казахстанра иртнӗ. Пӗр вӑхӑтра Дагестанра, Эстонире, Тыва Республикинче ӗҫлесе пурӑннӑ. Интервьюсенчен пӗринче вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ ашшӗ-амӑшӗ ҫерем ватма тухса кайнӑ. Ашшӗ геологи тӗпчевӗнче инженер пулнӑ, амӑшӗ ача пахчинче — воспитатель. Петр Петров хӑйне чӑваш художникӗнчен ытла Шупашкар е Елчӗк художникӗ теме кӑмӑллани паллӑ. Унӑн портретсемпе натюрмортсем ҫукпа пӗрех. Ытларах ӗҫӗ — пейзаж. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Юлия Полячихина И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультетӗнче журналиста вӗренекен 18 ҫулти Юлия Полячихина «Раҫҫей пики — 2018» конкурс финалне лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ /news/18704.html|пӗлтернӗччӗ__. Ӗнер иртнӗ конкурса Чӑваш Енри тепӗр пике те, 21 ҫулти Анна Швецова та, сӑмах май, хутшӑннӑ. «Раҫҫей пики — 2018» ята Юлия Полячихина тивӗҫнӗ. Ӑна бриллиантпа, рубинпа тата сапфирпа капӑрлатнӑ, шурӑ ылтӑнтан хатӗрленӗ корона тӑхӑнтартнӑ. 3 миллион тенкӗ укҫапа тата автомобильпе хавхалантарнӑ. Пике шкултан ылтӑн медальпе вӗренсе тухнӑ. Бадминтонла вылять тата фитнес-аэробикӑна ҫӳрет. Журналиста вӗренекен хӗрӗн юратнӑ кӗнеки — Дэниел Кизӑн «Цветы для Элджернона» хайлавӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишшин музейне Ҫеҫпӗл Мишшин лауреачӗ ҫак кунсенче икӗ паха япала парнеленӗ. Культура учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫеҫпӗл Мишшине халалласа 1948 ҫулта кӑларнӑ "Хурҫӑ шанчӑк" кӗнекене тата ҫулӑм чӗреллӗ поэтӑн скульптурине музее Чӑваш Республикин халӑх художникӗ Юрий Матросов ҫитерсе панӑ. Скульптура авторӗ Василий Черепанов пуль тесе шухӑшлать иккен художник. «Камӑн ӗҫӗ пулнине кам калайӗ?» — ыйтса ҫырнӑ Антонина Андреева. <iframe src="https://www.facebook.com/plugins/post.php?href=https%3A%2F%2Fwww.facebook.com%2Fmussespel%2Fposts%2F2107209062883769&width=500" width="500" height="515" style="border:none;overflow:hidden" scrolling="no" frameborder="0" allowTransparency="true" allow="encrypted-media"></iframe> Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Тӗмен облаҫӗнчи Тобольск хулинче «Золотые купола» (чӑв. Ылтӑн куполсем) пӗтӗм тӗнчери фестиваль иртнӗ. Унта хамӑр ҫӗршыври тата Беларуҫпа Казахстанри 33 хуларан 1,5 пине яхӑн ҫын пуҫтарӑннӑ. Ямал-Ненецк тӑрӑхӗнчи чӑваш юррин «Хавас» ансамблӗ «Халӑх вокалӗ. Ансамбль» номинацире пӗрремӗш степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ. Маларах ҫак ушкӑн Тӗменти пӗтӗм тӗнчери фестиваль-конкурсра Гран-прие тивӗҫнӗччӗ. Аса илтерер, пултарулӑх ушкӑнне Пушкӑртстанри Ҫтерлӗри филармонире ӗҫленӗ Лира Губарева ертсе пырать. Ансамбле 2009 ҫулта йӗркеленӗ. Пӗчӗккисем валли «Шевле» ушкӑн та пуҫарнӑ вӑл. Чӑваш наци культурине аталантарнӑшӑн Лира Губаревӑна Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Тав хучӗпе тата Хисеп хучӗпе наградӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Энциклопедия Шемуршинского района» (чӑв. Шӑмӑршӑ районӗн энциклопедийӗ) пичетленнӗ. Кӑларӑма районӑн 80 ҫулхи юбилейӗ тӗлне Герман Ларшников, Петр Фомин, Владимир Андронов хатӗрленӗ. Дмитрий Литаврин художник илемлетнӗ. Кӗнекене 1500 тиражпа кӑларнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин ертсе пыракан редакторӗ Ольга Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, район аталанӑвне хӑйсен тӳпине хывнисене халалланӑ пай энциклопединче пысӑк вырӑн йышӑнать. Шӑмӑршӑ районӗн тулашӗнче ҫуралса муниципалитетшӑн тӑрӑшнисене те шута илнӗ. Районӑн Астӑвӑм кӗнекине лекмен Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисем те энциклопединче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑннӑ. Ҫурҫӗр Кавказри, Вӑтам Азири тата ытти хӗрӳ вырӑнти хирӗҫ-тӑрӑва хутшӑннисене те манса кайман. Районӑн энциклопедине маларах елчӗксем, етӗрнесем, муркашсем, шупашкар районӗсем тата ытти хӑш-пӗри кӑларнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкар делегацине Чӗмпӗр облаҫӗнчи С.Т.Аксаков ячӗллӗ ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче ӗнер ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Ҫак хыпара Светлана Гордеева поэт виҫӗ сехет каялла Фейсбукра пӗлтернӗ. Вулавӑшра чӑваш ача-пӑча кӗнекин «Халӑх мерченӗсем / Народные жемчужины» уявӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн пуҫлӑхӗ Тамара Григорьева тата Чӗмпӗрти эпир маларах асӑннӑ вулавӑшӑн пуҫлӑхӗ Татьяна Кичина уҫнӑ. «Библиотечное краеведение — территория возможностей» (чӑв. Вулавӑшри таврапӗлӳлӗх — майсен территорийӗ) ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Кайран Светлана Гордеева, Галина Белгалис поэтсемпе, Чӑваш наци музейӗн сектор ертӳҫипе Андрей Зарубинпа тӗлпулусем, ӑсталӑх сехечӗсем иртнӗ. Светлана Гордеева Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн музейӗнче пулнине те хавасланса пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Николай Евстафьев поэт Паян Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче 14 сехетре Николай Естафьев (1918-1986) поэт ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртӗ. Николай Филиппович Евстафьев 1918 ҫулхи ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Йӗкер ялӗнче ҫуралнӑ. Похвистневӑри ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗреннӗ. 1939 ҫулта Япони вӑрҫине хутшӑннӑ, 1945 ҫулта — Маньчжурие ирӗке кӑларма. Н. Евстафьев чӑвашла тата вырӑсла ҫырнӑ, куҫаруҫӑ евӗр те ӗҫленӗ. Вӑл К. Симоновӑн, Н. Хикметӑн, В. Маяковскин, С. Смирновӑн, С. Щипачевӑн, С. Антоновӑн, С. Михалковӑн, С. Грибачевӑн, О. Шестинскийӗн, болгари поэчӗн А. Тодоровӑн, украина поэчӗн С. Репьяхӑн хайлавӗсене чӑвашла, чылай чӑваш поэчӗпе прозаикӗн ӗҫне вырӑсла куҫарнӑ. Хӑй вӑл литературӑпа критиӑа статйисем те ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн харӑсах икӗ артисчӗ пысӑк чыслава тивӗҫнӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер кӑларнӑ указпа тӗрлӗ отрасльте ӗҫлекенсене тӗрлӗ майпа наградӑлама йышӑннӑ. Эпир асӑннӑ театр ӗҫченӗсенчен пӗрне, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистне, Чӑваш Республикин халӑх артистне Василий Павлова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистне Александр Степанова (Пӑрттана) вара «Чӑваш халӑх артисчӗ» ят пама йышӑннӑ. Аса илтерер, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вӑл 55 ҫул тултарчӗ. Красноармейски районне кӗрекен Алманч ялӗнче ҫуралнӑ, Ярославльти театр училищинче вӗреннӗ Александр Пӑртта «Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ята 2003 ҫулта тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Курава уҫнӑ самант. Сар.ru cӑнӗ Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «Сирӗн валли упрарӑм» ятпа курав уҫӑлнӑ. Йӗркелӳҫӗсем ӑна Егор Иванов ӳнерҫӗ ҫуралнӑранпа — пӗр ӗмӗр, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 73 ҫул ҫитнине халалланӑ. Калинин районӗн администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, Егор Иванов хӑйӗн кун-ҫулӗн иккӗмӗш ҫурринче историшӗн пӗлтерӗшлӗ материал чылай пухнӑ. Вӑл унччен пулнӑ ҫуртсене мӗнле пур — ҫавӑн пек упраса хӑварма ӗмӗтленнӗ. Хулари ҫуртсемпе керменсен малтанхи сӑнне тавӑрасса питӗ кӗтнӗ. Ҫакна тӗпе хурса Валентина Боброва куратор курава информаци тӗлӗшӗнчен питӗ пуян хатӗрленӗ. Палӑртса хӑвармалла, ӳнерҫӗн асӑну каҫне тата курав уҫӑлнине халалланӑ мероприятие Егор Ивановӑн ӗҫтешӗсемпе юлташӗсем хутшӑннӑ. Курава тӑратнӑ ӗҫсемпе кӑмӑл тӑвакансем ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗчченех паллашма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |