Культура
Паян, пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 14 сехетре Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртӗ. Аса илтерер, чӑваш поэчӗ, куҫаруҫи Василий Егорович Митта 1908 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Чӗмпӗрти педагогика техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн чӑваш чӗлхи учителӗнче, Патӑрьел районӗнчи райхаҫатра яваплӑ секретарьте ӗҫленӗ. Каярах Чӑваш Республикин радиокомитетӗнче тата Чӑваш кӗнеке издательствинче тӑрӑшнӑ. Поэта 1937 ҫулта айӑпсӑр айӑпланӑ, 1954 ҫулта таса ятне тавӑрнӑ. Маларах эпир Митта Ваҫлейӗн юбилейне халалласа Куславкка районӗнчи Тӗмер ял вулавӑшӗнче «Хӗнпе хӗрсе туптаннӑ сассӑм» ятпа курав уҫнине пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра хитре хӗре суйлӗҫ. Кастинг (акӑлчанларан чӑвашла куҫарсан ҫак сӑмах «умӗн суйлани» е «малтанхи конкурс» тенине пӗлтерет) пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче иртмелле. Конкурса «Volga Models» модель агентстви ирттерет. «Чӑваш Ен пики — 2018» конкурса хутшӑнма тивӗҫ хӗрсен суйлавӗ Шупашкарти модӑсен ҫуртӗнчи 515-мӗш офисра 16 сехетре пуҫланӗ. Унта 14 ҫултан аслӑрах пикесене йыхравлаҫҫӗ. Хӑйсемпе пӗрле вӗсен ҫӳллӗ кӗлӗллӗ туфли тата купальник илмелле. «Чӑваш Енӗн пики — 2018» конкурсра ҫӗнтернӗ хӗр Раҫҫейри илем конкурсне килес ҫул хутшӑнӗ. Маларах, сӑмах май, «Ҫӗнӗ Шупашкар пики — 2018» конкурс иртнӗ. Унта «Volga Models» модель агентствин модельсемпе фотомодельсен курсӗсене ҫӳренӗ Ванесса Васильева ҫӗнтернӗ. Кун пирки модель агентстви халӑх тетелӗсенчен пӗринче пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Курава уҫнӑ самант. Сар.ru cӑнӗ Чечняра Раҫҫей халӑх художникӗн, Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗн Ревель Федоровӑн тата унӑн ывӑлӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫин Александр Федоровӑн куравӗ ӗҫлет. Хайхи курав пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Чечня Республикин парламенчӗн депутачӗсем Владимир Кашлюнов, Аднан Нагаев, Мурат Тагиев, культура министрӗ Хож-Бауди Дааев, Чӑваш Енӗн культура министерствин халӑх канашӗн ертӳҫи Владимир Васильев, пултарулӑх ҫыннисем, студентсемпе шкул ачисем хутшӑннӑ. Хож-Бауди Дааев кунашкал мероприятисем живопиҫ аталанӑвне вышкайсӑр пысӑк тӳпе хывнине палӑрнӑ, курав авторӗсене хисеп хучӗпе чысланӑ. «Ку картинӑсем пире Чӑваш Енпе паллашма май параҫҫӗ», – палӑртнӑ Мурат Тагиев депутат. Ревель Федоров курава уҫнӑ саманта хутшӑнайман. Ун ятӗнчен ывӑлӗ Александр калаҫнӑ, вӑл А.А. Кадыров ячӗллӗ Мухтавӑн астӑвӑм компексӗн фондне ашшӗн пӗр картинине парнеленӗ. Хӑйӗн икӗ ӗҫне вара вӑл ку фонда иртнӗ ҫултах панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери Парамузыка фестивалӗ иртӗ. Фестивале 3 тапхӑрпа йӗркелесси паллӑ. Пушӑн 10-31-мӗшӗсенче вырӑнти культура учрежденийӗсенче ирттерӗҫ, акан 1-мӗшӗ—ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗсенче республикӑра пултарулӑх ушкӑнӗсемпе уйрӑм юрлакансене суйласа илӗҫ, авӑн 4-5-мӗшӗсенче вӑл гала-концертпа вӗҫленӗ. Сусӑр ачасемпе ҫамрӑксем хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ номинацире: тӗрлӗ стильпе (академи, халӑх, эстрадӑпа джаз, жест) юрласа, пӗр-пӗр илемлӗ хайлава хитре каласа, тӗрлӗ инструмент каласа, ташласа — кӑтартайӗҫ. Пӗтӗм тӗнчери Парамузыка фестивальне 2009 ҫулта ҫӗршывӑн тӗп хулинче ирттернӗ. Тепӗр икӗ ҫултан тӗнче шайӗпе йӗркелеме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енре Республика кунне уявланӑ май салют панине хӑнӑхса ҫитрӗмӗр ӗнтӗ. Ахаль салют кӑна мар, ҫав вӑхӑтра Фейервексен пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ иртет. Кӑҫал ӑна XI хут йӗркелӗҫ. Ватти-вӗттин кӑмӑлне каякан уявпа Шупашкарти кӳлмекре киленме май килӗ. Тепӗр майлӑ каласан, яланхи вырӑнтах. Кӑҫал вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче иртӗ. Фейерверксен пӗтӗм тӗнчери фестивальне пилӗк ушкӑн хутшӑнмалла. Ҫав шутра Китайран, Мальтӑран тата Беларуҫран килмелле. Республика кунне уявлассипе паян Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин ертсе пынӑ. Унта тӗрлӗ министерствӑпа ведомствӑра тӑрӑшакансем хутшӑннӑ, уявпа ҫыхӑннӑ самантсене сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай Беларуҫри Минскра «Ҫыравҫӑ тата вӑхӑт» ятпа иртнӗ пӗтӗм тӗнчери симпозиума хутшӑннӑ. Беларуҫ Республикин информаци министрӗ Александр Карлюкевич ҫак мероприяти тӗрлӗ ҫӗршыври писательсен ыйтӑвӗсене сӳтсе явма май панине палӑртнӑ. Кун пирки «БЕЛТА» информаци агентстви хыпарлать. Симпозиума 21 патшалӑхри ҫыравҫӑсемпе литераторсем хутшӑннӑ. Хӑшӗ-пӗрне Александр Карлюкевич ҫӗршывсен хушшинче литература енӗпе ҫыхӑнусем йӗркелес ӗҫе хутшӑннӑшӑн тав хучӗпе чысланӑ. Вӗсен йышне чӑваш поэчӗ Валери Туркай та кӗнӗ. «Беларуҫ Республикин информаци министерстви Тургай Валерий Владимировича ҫӗршывсен хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетнӗшӗн тата аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн, Минскри пӗтӗм тӗнчери XXV кӗнеке курав-ярмӑркки вӑхӑтӗнче иртнӗ литераторсен «Ҫыравҫӑ тата вӑхӑт» симпозиумӗн ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн тав хучӗпе чыслас», — палӑртнӑ унта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ кӑҫалхи кӗркунне, чӳк уйӑхӗн 28-30-мӗшӗсенче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Димитровград хулинчи А.Н. Островский ячӗллӗ драма театрӗнче гастрольпе пулӗ. Инҫе ҫула тухма «Большие гастроли для детей и молодежи» (чӑв. Ачасемпе ҫамрӑксем валли пысӑк гастрольсем) театр проектне лекме пултарнипе май килӗ. «Большие гастроли» (чӑв. Пысӑк гастрольсем) проекта РФ Культура министерстви 2014 ҫултанпа йӗркелет. Пӗлтӗр ведомство «Ачасемпе ҫамрӑксем валли пысӑк гастрольсем» енпе те укҫа уйӑрма пуҫланӑ. Пирӗн республикӑри ҫамрӑксен театрӗ пӗлтӗрех унта лекнӗччӗ. Ун чухне вӑл Мари Элти Йошкар-Олара, Волжскра, Чикмере (Козьмодемьянскра), Звениговӑра пулнӑччӗ, асӑннӑ республикӑри шкул-интернатсенчен пӗринче ыр кӑмӑллӑх спектаклӗ кӑтартнӑччӗ. Димитровградра артистсем «Веселые уроки ОБЖ», «Жила-была Сыроежка», «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен», «Юрату пурах иккен» спектакльсем лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Сергей Ялавин Сергей Ялавин прозаик, драматург, литература критикӗ ҫуралнӑранпа паян — 120 ҫул. Вӑл Тутарстанри Пӑва районне кӗрекен Кипеккасси ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш литературинче йӗр хӑварнӑ ҫак ҫынна паян «Хыпар» хаҫатра аса илнӗ. «Тивӗҫсӗр манӑҫнӑскер» ят панӑ материалта Сергей Ялавин кун-ҫулне тишкернӗ. Литература ӗҫне иртнӗ ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулӗсенче пуҫӑннӑ ҫыравҫӑн пӗрремӗш кӗнеки — «Кавруҫ» — 1929 ҫулта пичетленнӗ. Сергей Ялавинӑн 20 ытла пьесинчен пысӑк пайне чӑваш театрӗсенче лартнӑ. «Ентешӗмӗр вырӑссен паллӑ ҫыравҫипе Максим Горькипе те туслӑ ҫыхӑну тытнӑ, ҫыру ҫӳретнӗ. Каярах чӑваш литераторӗ ун ҫинчен аса илӳ ҫырнӑ», — хыпарланӑ статьяра. Сергей Ялавинӑн «Илихван мучи» калавне акӑлчанла, нимӗҫле тата французла куҫарнӑ. Вӑл чӑваш литературинчи ют чӗлхесемпе пичетленнӗ пӗрремӗш произведени пулнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнчи «Южный» культура ҫуртӗнче Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалласа тата Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ҫывхарнӑ май «Маленькая Фея» (чӑв. Пӗчӗкҫӗ Фея) конкурс иртнӗ. Унта хулари Калинин районӗнчи ача пахчисене ҫӳрекенсем хутшӑннӑ. Ӑмӑртӑва ирттерме Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем Олег Кортуновпа Владислав Григорьев пулӑшнӑ. Шупашкар хулин Пӗр пӗтӗмӗшле клуб системин информаципе аналитика ӗҫӗн методисчӗ Екатерина Осипова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсӑн тӗллевӗ — ачасен пултарулӑхне аталантарма пулӑшасси, вӗсене сцена ҫинче тытма вӗрентесси. Фейӑсен конкурсне 5—7 ҫулсенчи 8 хӗрача хутшӑннӑ. Иван Яковлева асра тытнине палӑртса пӗчӗкскерсен «Эп тӑван чӗлхене юрататӑп! номинацире те ӑмӑртма тивнӗ. Вӗсем чӑвашла сӑвӑсем вуланӑ. Шупашкарти 30-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Алла Александрова пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, 131-мӗш ача пахчинчи Софья Александрова — иккӗмӗш, 140-мӗш ача пахчинчи Жанна Булаткина — виҫҫӗмӗш. |
Культура
Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан Виктория Трончук НТВ телеканал ирттерекен «Ты – супер!» кӑларӑма хутшӑнать. Кӑларӑм пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче эфира тухнӑ. Пирӗн ентеш чӗрӗк финала лекме пултарнӑ. 13 ҫулти Вика конкурса кукамӑшӗпе пӗрле килнӗ. Хӗрача сцена ҫинче юрланӑ, кулиса хыҫӗнче вара ӑна парне кӗтнӗ. Ӑна пиччӗшӗ курма килнӗ-мӗн. Вика кукамӑшӗпе тата кукашшӗпе пурӑнать. Амӑшӗ 10 ҫула яхӑн каялла аварире вилнӗ. Хӗрача ун пирки калаҫма, унӑн сӑнӳкерчӗкӗсене пӑхма юратмасть – ытла та чуна ыраттарать. Ҫӗмӗрле хӗрачи конкурсра акӑлчанла юрланӑ. Юрӑ жюрие килӗшнӗ – тӑваттӑшӗ те Викӑшӑн сасӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш ачисен «Пионер сасси» (халӗ «Тантӑш») хаҫат тухма пуҫланӑ. | ||
Пулӑм хуш... |