Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарти шкула карантина хупнӑ. Ку йышӑнӑва Роспотребнадзор тунӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкулта ачасем пневмонипе чирленӗ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Халӗ санитарипе эпидемиологи тӗлӗшӗнчен тӗрӗслев пырать. Шкулта йӗркене пӑснине те тупса палӑртнӑ. Вӗренӳ вӑхӑтӗнчех унта юсав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ. Йӗркене пӑснӑ ытти тӗслӗх те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Анчах Людмила Охотникова директор ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, юсав ӗҫӗсем вӗренӳ вӑхӑтӗнче пулман. Ачасем ҫук чухне алӑксене улӑштарнӑ, стенасене сӑрланӑ. Специалистсем шкулти сывлӑша тӗрӗсленӗ. Йӑлтах йӗркеллӗ. Чӳречесем – пластик. Директор ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ку инфекци чирӗсем сарӑласран чӳречесене уҫса пӳлӗмсене уҫӑлтарма май парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() Ҫӗнӗ ҫул парни темелле-ши ҫакна — Шупашкарта пурӑнакансен тата хӑнасен автобуспа тата троллейбуспа ҫӳремешкӗн малашне, ахӑртнех, укҫа ытларах кӑларса хума тивӗ. Хула влаҫӗ халӑх транспорчӗпе усӑ курнӑшӑн хака ӳстересшӗн. Документа ҫирӗплетме кирлӗ ҫӗре тӑратнӑ та иккен. «Троллейбуспа ҫӳренӗшӗн укҫан тата пӗрлехи транспорт карттипе тӳленӗ май хаксене пӗрер тенкӗ хӑпартасшӑн эпир. Уйӑхлӑх ҫӳрев билечӗн хакне вара 50 тенкӗ ӳстересшӗн», — хайхи канашлура ӑнлантарса панӑ Шупашкарти троллейбус управленийӗн директорӗ Александр Каныгин. Палӑртса хӑварар, хака ӳстерме Шупашкарти машруткӑсен хуҫисемпе автобуссем тытса тӑракан предприяти ертӳҫисем те каланӑ. Анчах канашлу вӑхӑтӗнче ку тарифсем хӑҫан вӑя кӗрессине каламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ӗнер хула ҫыннисемпе «тӳрӗ лини» ирттернӗ. Халӑха мӗн пӑшӑрхантарнӑ-ха? Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнчи ҫӗнӗ ҫуртра пурӑнакан ҫынсем лифт мӗнле ӗҫленипе кӑмӑлсӑр-мӗн. Палӑртмалла: ҫынсем унта Богдан Хмельницкий урамӗнчи авариллӗ ҫуртран куҫнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, управляющи компанийӗ лифта сехетсерен ӗҫлеттернӗшӗн укҫа пухать. Алексей Ладыков ку ыйтӑва тишкерме, сӑнаса тӑма шантарнӑ. Сӑмах май, ҫынсене авариллӗ ҫуртсенчен куҫарас программӑн тӑваттӑмӗш тапхӑрӗ юпа уйӑхӗнче вӗҫленнӗ. Кивӗ ҫуртсенче пурӑнакансем валли Богдан Хмельницкий, Париж Коммунин, Магницки, Соляное урамӗсенче ҫӗнӗ кӗтес уйӑрнӑ. Унта 900 ытла ҫемье пурӑнма куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Чӑрӑш е конус?Харпӑр шухӑш
Хулара
Ҫӗнӗ ҫул уявне республикӑн тӗп хуламӑр хатӗрленнине сӑнатӑп та пӗр ыйту ҫуралать: нивушлӗ конус евӗрлӗ япала чӑрӑша ылмаштарма пултарать? Ӑҫта пӑхмастӑн — таҫта та конус евӗрлӗ чӑрӑшсем лартса тухнӑ. Паллах, чӑрӑш йывӑҫҫи конуса аса илтерет. Кӑна хуть те мӗнле вӑрмана кайсан та лайӑх курма пулать. Анчах та чӑрӑш йывӑҫҫин тураттисем пулмалла-ҫке. Унсӑрӑн ӑна йывӑҫ тесе мӗнле калӑн? Ак, сӑмахран, суту-илӳ ҫурчӗ умӗнчи искуственнӑй чӑрӑшах пӑхар. Конус евӗрле-ха ӗнтӗ, анчах та тураттисем курӑннӑран ку япала чӑрӑш мар тесен шухӑш пӗрре те ҫуралмасть. Конусне чӑн та ӑсталама йӳнӗрех ларать пуль. Ҫавах та унашкал конуссен мӗнле те пулин хӑйнеевӗрлӗхӗ пулмаллах. Тӗслӗхрен, Республика тӳремӗнче вырнаҫтарнӑ тӗп чӑрӑша илме пулать. Кӳлепи енчен ним пахалӑхӗ те ҫук. Анчах та ӑна чӑваш ҫӑлтӑрӗсемпе ӑсталанӑран вӑл питӗ хӑйне май курӑнать, Шупашкарӑн тӗп чӑрӑшӗ пулма тивӗҫлӗ мар тесе калаймӑн. Тата тепӗр япала — тӗп хуларан чӑн-чӑн чӑрӑшсем ҫухала пуҫларӗҫ. Маларах эп сӑнанӑ тӑрӑх чӑн-чӑн чӑрӑшсене ытларах лартатчӗҫ. | ||
Хулара
![]() Шупашкарти Ленин районӗнче пурӑнакан, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 14 ветеранӑн хваттерне хула хыснинчи укҫапа юсанӑ. 92 ҫулти Леонид Петров хваттерне ҫӗнетнӗшӗн питӗ савӑнать. Обой ҫыпӑҫтарнӑ, линулеум сарнӑ, маччана сӑрланӑ кӑна мар, тӗпелте те юсанӑ. Ветеран ку ӗҫрен хӑй те айккинче юлман – лавккара стройматериал суйланӑ. Леонид Захарович вӑрҫа кайнӑ чухне 17-ре ҫеҫ пулнӑ. Вӑл Китайӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ пайне ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Максим Андреев каланӑ тӑрӑх, юлашки 3 ҫулта 42 ветеранӑн хваттерне юсанӑ, пӗтӗмпе миллион та 612 пин тенкӗ тӑкакланӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ку ӗҫе 2010 ҫултанпах пурнӑҫлаҫҫӗ. Районта халӗ вӑрҫа хутшӑннӑ 91 ветеран пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май Шупашкар хули илемленсех пырать. Нумаях пулмасть хулара шурӑ тӗслӗ чӑрӑш лартнӑ. Ӑна кӳлмекре арҫынсен мӑнастирӗнчен инҫех мар вырнаҫтарнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ шурӑ чӑрӑш ҫитес вӑхӑтра тата илемленессе шантарать. Ӑна мӗнпе те пулин капӑрлатма палӑртнӑ. Сӑмах май, хулара темиҫе вырӑнта чӑрӑшсем лартӗҫ. Республика тӳремӗнчи тӗп чӑрӑш ҫӑлтӑрӗсене нумаях пулмасть ҫутнине сайтра пӗлтернӗччӗ. Хӗрлӗ тӳремре те Ҫӗнӗ ҫул «чиперкки» пулӗ. Ӑна пуҫтарнӑ ӗнтӗ, кӗҫех капӑрлатса пӗтерӗҫ. «Мир Луксор» кинотеатр умӗнче те чӑрӑш тавра вӑйӑ картине тӑма май пулӗ. Ӑна пӗр банк вырнаҫтарӗ. Ҫав банках Хӗрлӗ тӳремре 6 метр диаметрлӑ Ҫӗнӗ ҫул хӑмпи вырнаҫтарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() ЧР Транспорт министерстви чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тӑватӑ пысӑк автобус туяннӑ. М3 категориллӗ транспортсем кӗҫех Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче ҫӳреме тытӑнӗҫ. Хӑтлӑ автобуссем хӑҫан ҫула тухасси паллӑ: раштав уйӑхӗн 4-8-мӗшӗсенче. Хӑш ҫулпа ҫӳрӗҫ вӗсем? Пӗри «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен 101-мӗш автобуса улӑштарӗ. Теприне «час пикра» «Шупашкар-Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ярӗҫ, унтан — 15-мӗш маршрутпа. Икӗ автобус 2-мӗш маршрутпа ҫӳрӗҫ: Роза Люксембург урамӗнчен «Садовӑй» микрорайона кайӗҫ. Ҫӗнӗ автобуссем ҫак маршрутсемпе ҫӳрени тивӗҫтермест-и сире? Тархасшӑн, ведомствӑна хӑвӑрӑн шухӑшсене пӗлтерме пултаратӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() Паян календарьпе — хӗллен пӗрремӗш кунӗ. Ҫӗнӗ ҫулччен вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Шупашкар капӑрланма тытӑннӑ ӗнтӗ. Паян Республика тӳремне лартнӑ тӗп чӑрӑш йӑлтӑр-ялтӑр йӑлкӑшма пуҫланӑ. Малашне кашни кун тавралӑх тӗттӗмленсен чӑрӑш ҫинчи 60 ҫӑлтӑр ҫутатма тытӑнӗ. Вӗсене, тӗрлӗ калӑпӑшлӑскерсене, наци эрешӗ евӗр тунӑ. Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризм аталанӑвӗн управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян хулари Ҫӗнӗ ҫул капӑрлӑхӗсене вырнаҫтарса пӗтермелле пулнӑ. Республика тӳремӗнчи тӗп чӑрӑш ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗччен ларӗ. Аса илтерер: пӗлтӗр чӑрӑша савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫутнӑ. Ун чухне Шупашкар анлӑ сарӑлнӑ «Манекен челлендж» флешмоба хутшӑннӑ. Ун чухне акцие 350 ытла ҫын хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() Шупашкарта пурӑнакан ҫемьере вуннӑмӗш ача ҫуралнӑ. Ҫак кунсенче Калинин районӗнчи ЗАГС уйрӑмӗ нумай ачаллӑ ашшӗ-амӑшне саламласа ача ҫут тӗнчене килнине ӗнентерекен свидетельствӑна тыттарнӑ. Колесниковсем вуннӑмӗш тӗпренчӗкне Яков ят панӑ. Ыттисем Павел, Анна, Михаил, Валентин, Кирилл, Анастасия, Артем, София, Тимофей ятлӑ. Колесниковсем пӗрлешсенех пысӑк ҫемье пирки ӗмӗтленнӗ. Ҫапах вунӑ ачах ҫуратасса шухӑшламан та. Амӑшӗ Елена халӗ хӑйне питӗ телейлӗ туять. Ара, ҫемьере ӑшӑлӑхпа юрату хуҫаланаҫҫӗ вӗт. Нумая ачаллӑ амӑшне пепке ҫуралнине ӗнентерекен свидетельствӑсӑр пуҫне ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн саламлӑ открыткине те панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Хулара
![]() Чӑваш Енри ҪҪХПИ пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пӗр ҫурта ишсе антанӑ чухне пӑшал тупнӑ. Камӑн вӑл? Пӑшала хӑҫан пытарнӑ? Хальлӗхе нимӗн те паллӑ мар. Ку Щорс урамӗнчи кивӗ ҫурта ишсе антарнӑ чухне, чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, пулнӑ. «Вӑрттӑн вырӑнта» револьвер тата патронсем тупнӑ. Ишӗлчӗк ҫурт патне оперативлӑ ушкӑна ҫийӗнчех чӗннӗ. Халӗ вӗсен револьвер тата патронсем ӑҫтан тупӑннине, вӗсене камсем пытарнине уҫӑмлатма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.