Хулара
![]() Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарассипе ӗҫлекен управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн тӗп хулинче хӑна ҫурчӗсен шучӗ ӳссе пырать. Хальхи вӑхӑтра унта 37 гостиница, 3 санаторипе курорт комплексӗ, 20 хостел тата хӑна ҫурчӗсем ӗҫлеҫҫӗ. 3 санатори хуларах пулсан республикӑн тӗп хулинчен 25 ҫухрӑмран ытла каймалла мар санаторисем — 15. Иртнӗ ҫулхи пуш уйӑхӗнче апарт-отель текен хӑна ҫурчӗ ӗҫлесе кайнӑ. Ют чӗлхерен кӗнӗ сӑмахпа калакан ҫак вырӑн унти номерсем уйрӑм хваттер евӗрлӗ тенине пӗлтерет. Пуянсен чунне расналӑхпа килентерме бутик-отель те уҫӑлнӑ. Шупашкар хулин Туризмпа информаци центрӗ сӑнанӑ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗснче отельсене пыракан сахалтарах. Авӑн уйӑхӗнче вара вӗсене талпӑнакансен шучӗ ӳсет. Пуш, ака, ҫертме уйӑхӗсенче те канакансем самай. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Республикӑн тӗп хулинчи транспортӑн 90-а яхӑн проценчӗ ҫул укҫине терминал урлӑ илет. Ятарлӑ йӗрке ҫирӗплетнӗ пулин те ыттисем пассажирсенчен «чӗрӗ» укҫа кӑна илеҫҫӗ. Пассажирсене турттаракан маршрутҫӑсен терминал пулмаллине Чӑваш Ен Элтеперӗ республикӑн Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура та палӑртнӑччӗ. Ҫул укҫине транспорт карттипе тӳлеме май туса пани пассажирсемшӗн те пайталлӑ, мӗншӗн тесен ҫапла кашни тӳлемессерен нухрат (хулара, тӗслӗхрен, 4-шар тенкӗ) перекетленет. Тепӗр ен вӑл налук тӳлессипе ҫыхӑннӑ. Касса витӗр тухакан укҫана налукҫӑсенчен пытараймӑн. Шупашкарти 32, 41, 49, 51, 65-мӗш маршрутсенче терминалпа тивӗҫтермен, вӗсене хула администрацийӗ ӗҫлеме чарнӑ. Йышӑнупа килӗшмесӗр маршрутҫӑсем суда кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта «Салам» лавккана санитарипе эпидемиологи йӗркине пӑхӑнманшӑн хупса хунӑ. Мускав районӗн сучӗ хальлӗхе апат-ҫимӗҫ лавккине 30 кун уҫма чарнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче темиҫе ҫитменлӗх те тупса палӑртнӑ. Акӑ, сӑмахран, производство тата хушма пӳлӗмсенче механика вентиляцийӗ вырнаҫтарман, ҫурмафабрикатсемпе хатӗр продукци юнашарах выртнӑ. Вӗсене лавкка ӗҫченӗсем пӗр сӗтел ҫинчех хатӗрленӗ. Унсӑр пуҫне кунта аш-какай тата пахча ҫимӗҫ упрама уйрӑм пӳлӗмсем ҫук. Какая, пахча ҫимӗҫе, ешӗл ҫимӗҫе, кӑмпана, чӑх ҫӑмартине пӗр ҫӗртех ҫунӑ. Лавккаран кӗме-тухма та пӗр алӑк ҫеҫ. Туянакансем те, лавккара вӑй хуракансем те ҫавӑнтанах кӗрсе тухнӑ. Ку кӑна мар, тавара та ҫав алӑкранах пушатнӑ. Пӗр уйӑхран Роспотребнадзор ӗҫченӗсем лавккана тепӗр хутчен тӗрӗслӗҫ. Ӑна уҫма ирӗк парӗҫ-и е ҫук-и — ҫавӑн чухне паллӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонта пӗр эрне каялла шкул хӑпартма тытӑннӑ. Туса пӗтерсен вӑл Шупашкарти чи пысӑк иккӗмӗш шкул пулӗ. Документсенче палӑртнӑ тӑрӑх, унта пӗр харӑсах 1100 ача пӗлӳ илме пултарӗ. Строительство ӗҫӗсем епле пынине тӗрӗслеме шкул ҫӗкленӗ ҫӗре Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин тата Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ҫитсе курнӑ. Кунта ӗҫе икӗ сменӑпа йӗркелени тӳре-шарана уйрӑмах килӗшнӗ. Палӑртса хӑвармалла, шкул тума 711 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ. Строительство ӗҫӗсене «Старатель» фирма пурнӑҫлать. Строительсен шкула ҫитес ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Ҫав вӑхӑтчен вӗсен вӗренӳ корпусӗ, 2 хутлӑ спортзал хӑпартма, стадион тата темиҫе спорт лапамӗ хӑтлама тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта ӗнертенпе Лакрей микрорайонӗ пур. Йышӑнӑва хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ӗнер алӑ пуснӑ, ӗнерех документа хула администрацийӗ официаллӑ сайтне лартнӑ. Гладков урамӗ тесе пурӑннӑ тӑрӑх юлашки вӑхӑтра самай сарӑлнӑ. Ӑна хӑйне уйрӑм ят кирлине пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ хулари урам, тӳрем, чарӑнусен, ҫуртсен ячӗсене паракан, улӑштаракан комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗнче хускатнине Чӑваш халӑх сайтӗнче Никита Сурский пӗлтернӗччӗ. Суту-илӳ ярмӑркки хыҫӗнчи микрорайонӑн ячӗ ҫуккине кура ӑна малашне «Лакрей микрорайонӗ» теме сӗннӗ. Ҫапла ят суйланин сӑлтавӗ, аса илтерер, юнашарах Лакрей вӑрманӗ кашласа ларнипе сӑлтавланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Шупашкарти троллейбус управленийӗ» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗ Чӑваш Енӗн Финанс министерствинчен укҫа шыраса илесшӗн. Ҫакна тума вӑл пулӑшакана шырать. Ку хыпара Чӑваш халӑх сайчӗ иртнӗ эрнере пӗлтернӗччӗ. Контракт хакӗ 12 миллион тесе ҫырнӑччӗ унта. Халӗ вара ку конкурса ирттермессине пӗлтернӗ. Аса илтерер, Шупашкарти троллейбус управленийӗ Чӑваш Енӗн Финанс министерствине ҫӑмӑллӑхлӑ категорие 2014–2015 ҫулсенче турттарнишӗн саплаштарма ыйтма шухӑш тытнӑччӗ. Укҫана шыраса илессине Шупашкарти троллейбус управленийӗ 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗччен кӗтме хатӗр тенӗччӗ. Малтанхи пӗлтерӗве те, хальхине те троллейбус управленийӗ патшалӑх нуши валли туянассине пӗлтерекен сайтра вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ катинче вырнаҫнӑ «Йӗнӗ» (Берлога) кафене суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн виҫӗ уйӑхлӑха хупса хунӑ. Роспотребнадзор тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫапла тума тивнӗ. Суд приставӗсем кафе алӑкӗсем ҫине ҫӑра ҫактарнӑ та ӗнтӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал паян, кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, пӗлтернӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Роспотребнадзор ӗҫченӗсемшӗн тӗлӗнмелли самай тупӑннӑ. Апатланӑш урайӗ, стенисем, холодильникӗ, савӑт-сапи таса мар пулнӑ, дезинфекцилемелли хутӑшсем вара пачах та курӑнман. Ку кӑна та мар, кафере ӗҫлеме ҫынсене санитари кӗнекисӗрех йышӑннӑ, вӗсене ятарлӑ тум та уйӑрса паман. Ҫак кӑлтӑксене кура кафе хуҫине асӑрхаттарнӑ. Суд приставӗсем кафе ҫуртне тӑтӑшах пырса тӗрӗслӗҫ, виҫӗ уйӑхсӑр ӗҫлеме ирӗк памӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта Кӑшарни праҫникне хатӗрленме пуҫланӑ. Халӑха вакка чӑмма меллӗ те кӑмӑллӑ пултӑр тесе нумай ӗҫ тума палӑртнӑ. Ҫавна май мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ, Атӑлта вакӑ касма вырӑнсем уйӑрнӑ. Вӗсем арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗн ҫывӑхӗнче пулӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн ЖКХ, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вакӑсем патне ҫитме ҫул сарӗҫ, йӗри-тавра турникет тытса ҫавӑрӗҫ. Унсӑр пуҫне вакка чӑмакансемшӗн меллӗ пултӑр тесе саксем вырнаҫтарӗҫ, ҫӳп-ҫап пӑрахма урнӑсем, хальхи йышши контейнерсем, биотуалетсем лартӗҫ, хывӑнса тумланмалли пӳлӗмсем, ӑшӑнмалли пунктсем хӑтлӗҫ. Ҫакна та каласа хӑвармалла, тӑватӑ талӑк, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 21-мӗшӗччен, вакӑсем патӗнче МЧС, ГИМС, шырав-ҫӑлав службин тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн ӗҫченӗсем хурал тӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулин «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртекен управлени» хысна учрежденийӗ тытса тӑракан туалетсен ырлӑхӗпе усӑ курма кӑҫалтан пӗр тенкӗ хакланнӑ. Унта пӗрре кӗрсе тухма 11 тенкӗ те 44 пус тӳлемелле. Паян Шупашкар хули стационарлӑ виҫӗ туалет тытса тӑрать: Президент бульварӗнчи 1/15 адреспа, Карл Маркс урамӗнчи 24-мӗш ҫуртра, Константин Иванов урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра. Вӗсем пурте тӳлевлӗ ӗҫлеҫҫӗ. Ирпе 10 сехетре уҫӑлаҫҫӗ те 20 сехетре хупӑнаҫҫӗ. К. Иванов урамӗнчи ҫулла ҫеҫ ҫу уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗччен — ӗҫлет. Тӳлевлӗ модульлӗ туалетсем Ҫӗнтерӳ паркӗнче, В.И. Чапаев ячӗллӗ скверта, Хӗрлӗ тӳремре, И. Яковлев проспектӗнче (электроаппаратура савучӗ чарӑну тӗлӗнче) пур. Вӗсен ӗҫ графикӗ — ирхи 10 сехетрен каҫхи 8-ччен. Туалета Совет Союзӗн Паттӑрӗсене, Раҫҫей Федерацийӗн Паттӑрӗсене, Социализмла Ӗҫ Геройӗсене, Ӗҫлӗх тата Ҫар мухтавӗн тулли кавалерӗсене, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, вӗсен тӑлӑх арӑмӗсене, сусӑр ачасене, пӗрремӗш ушкӑнри сусӑрсене тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти пӗр автоцентртан чирлӗ ачасем валли пухнӑ укҫа ешчӗкне йӑкӑртнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫамрӑка тӳрех тытса чарнӑ. Ку кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. Автоцентр ӗҫченӗсем ешчӗк ҫухални пирки полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Темӗнле ҫамрӑк чирлӗ ачасем валли пухнӑ укҫа ешчӗкне фойерен йӑтса тарнӑ. Юрать, ӑна видеокамера ӳкерсе илнӗ. Ӑна пӑхсан ҫав каччӑ мӗнлерех пулнине палӑртнӑ. Кӗҫех вӑрра ҫул-йӗр инспекторӗсем асӑрханӑ та тытса чарнӑ. 20 ҫулти каччӑ ҫумӗнче пӗтӗрсе чикнӗ укҫа тупнӑ. Пӗтӗмпе — 1000 тенкӗ ытларах. Вӑл вӑрланӑ ешчӗке ӑҫта пӑрахса хӑварнине полицейскисене кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.