Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара

Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче полицейскисем хӑйсен професси уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Уяв умӗн Ҫӗнӗ Шупашкарта шалти ӗҫсен пайӗн ӗҫченӗсене, служба тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне вилнисене, халалланӑ палӑк уҫнӑ.

Служба вӑхӑтӗнче пуҫ хунӑ полицейскисене асӑнса пурте пӗр минут шӑп тӑнӑ. Унтан пӑшалтан виҫӗ хутчен пенӗ сасӑ шӑплӑха татнӑ. Палӑка уҫнӑ ҫӗре вилнӗ полицейскисен тӑванӗсем те килнӗ. Ҫӗнӗ палӑк умне чечексем хунӑ. Тин уҫӑлнӑ палӑка Владимир кнеҫ Соборӗн настоятелӗ Виктор Карлинов протоиерей сӑвапланӑ.

Палӑртмалла: ку палӑка 2000 ҫултах Шупашкарта тӗп урамра лартнӑ. 2010 ҫулта ӑна темшӗн илнӗ. Халӗ ав вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти ШӖМ умӗнче вырӑн тупнӑ.

 

Хулара

Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Сирире чӑваш каччи вилни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Валерий Емдюков самбопа, дзюдопа кӑсӑкланнӑ, республикӑри ӑмӑртусенче палӑрнӑ. Вӑл снайпер-разведчик пулнӑ.

Валерий питӗ ҫамрӑк пулнӑ. Вӑл 1987 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 30 ҫулхи юбилейне, шел те, паллӑ тӑвайман вӑл. Сирире паттӑрла вилнӗ хыҫҫӑн ӑна Паттӑрлӑх орденӗпе чыслама йышӑннӑ.

Шупашкарта Валерий Емдюкова халалланӑ Асӑну хӑми уҫнӑ. Унта ЧР Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политикӑпа тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Комитетӑн председателӗ Вячеслав Рафинов хутшӑннӑ. Вӑл Валерий паттӑр салтак пулнине, унӑн ятне ӗмӗр манманнине каланӑ.

Асӑну хӑмине Ҫурҫӗр Кавказри хирӗҫтӑрура пулнӑ Игорь Шумиловпа Леонид Осипов уҫнӑ. Валерий Олимп резервӗсен Шупашкарти училищинче вӗреннӗ. Асӑну хӑмине шӑпах ҫавӑнта вырнаҫтарнӑ. Юлашкинчен студентсем сӑвӑ вуланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45743
 

Хулара
Юбилейре.
Юбилейре.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Анастасия Терентьева 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, тыл ветеранӗ, вӑрҫӑ ветеранӗн тӑлӑха юлнӑ арӑмӗ.

Анастасия Михайловна Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Анат Ҫӗрпӳкасси ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Василий Терентьева качча тухнӑ. Анчах тӑватӑ ачине унӑн пӗчченех ӳстерме тивнӗ, мӗншӗн тесен мӑшӑрӗ часах ҫӗре кӗнӗ.

Халӗ кинемей хӗрӗн ҫемйипе пурӑнать, кӗнеке вулама кӑмӑллать, хӑй тӗллӗнех Тӗлӗнтермӗш ӗҫсем тӑвакан Николай ячӗллӗ чиркӳре иртекен кӗлӗсене ҫӳрет, хӗрне кил-тӗрӗшре пулӑшать.

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Анастасия Михайловнӑна юбилей ячӗпе вырӑнти тӳре-шара, депутатсем килне пырса саламланӑ, Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн ятран панӑ саламне вуласа кӑтартнӑ.

 

Хулара

Шупашкарта общество транспорчӗн тепӗр икӗ чарӑнӑвӗ пулӗ. Павильонсене вырнаҫтарнӑ ӗнтӗ, вӗсем кӗҫех ӗҫлесе каймалла.

Пӗрремӗшӗ «Мадагаскар» суту-илӳ центрӗ умӗнче пулӗ. Унта унчченхи «Ленин Комсомолӗн урамӗ» чарӑнӑва куҫарнӑ. «Раҫҫей» хӑна ҫурчӗ» чарӑну вара «Раҫҫей» хӑна ҫуртне хирӗҫ пулӗ. Унччен вӑл кӑштах аяккарах ларнӑ.

Тӗрӗссипе, павильонсен чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлесе каймалла пулнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чарӑнусене пӑхса ҫаврӑннӑ, ун чухне вӑл ҫӗнӗ павильонсем чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлесе каяссине пӗлтернӗ. Хальхинче ҫӗнӗ чарӑнусем ҫак эрне вӗҫӗччен ӗҫлеме пуҫлассине каланӑ.

 

Хулара

50 ҫул каялла ҫырӑва капсула ӑшне чикнӗ. Ӑна 1967 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче КПСС райокомӗн пленумӗнче тата Шупашкарти хапрӑкра ӗҫлекен депутатсен канашӗн сессийӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ҫырнӑ. Ун чухне унта 20 пин ҫын вӑй хунӑ, вӗсенчен ҫурри ҫамрӑксем пулнӑ.

Комсомолецсем ҫак ҫырӑва Октябрь революцийӗ 100 ҫул тултарнӑ чухне уҫма хушнӑ. Паян ҫав ҫырӑва вулама КПРФӑн Шупашкар хула комитечӗн пӗрремӗш секретарӗ Андрей Игнатьев, Совет Союзӗнче хапрӑкра ӗҫленӗ ҫынсем пухӑннӑ.

Ҫырура текстильщиксен ҫитӗнӗвӗ пирки ҫырса кӑтартнӑ: Ҫӗнтерӳ паркне хута яни пирки пӗлтернӗ. Тата комсомолецсем ӗҫлекен ҫын телейӗшӗн хӑрамасӑр кӗрешме суннӑ.

Ҫак куна пухӑннисем чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ. Иртнине аса илсен вӗсен куҫӗсем шывланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45686
 

Хулара

Паян Шупашкарта Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне паллӑ тунӑ. Хӗрлӗ тӳремре иртнӗ уява 11 пине яхӑн ҫын пухӑннӑ.

Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнче «Эпир пӗрле» митинг иртнӗ, концерт пулнӑ. Уява ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ. Михаил Васильевич хамӑрӑн ҫӗршыв историне хисеплемеллине палӑртнӑ. Вӑл хӑйӗн сӑмахӗнче ветерансене тав тунӑ.

Уявра ЧР Патшалӑх Канашӗн председателӗ Валерий Филимонов та пулнӑ. Вӑл Чӑваш Енре пурӑнакан халӑх ҫыннисем экономикӑна аталантарас ӗҫе тӳпе хывнине кӑна мар, республикӑри туслӑха та витӗм кӳнине палӑртнӑ.

Митинг хыҫҫӑн иртнӗ концертра пултарулӑх ушкӑнӗсем юрланӑ. Унтан тӳпене кӑвак, шурӑ, хӗрлӗ тӗслӗ хӑмпӑсем вӗҫтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45679
 

Хулара

Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 19 сехетсенче Шупашкарти 21-мӗш номерлӗ троллейбус Президент бульварӗпе пынӑ чух «Ярмарка» чарӑну тӗлӗнче инкеке лекнӗ: унӑн хыҫалти сулахай урапин корчӗ (тепӗр майлӑ каласан, каркасӗ) юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫавна пула транспортри чӳрече ваннӑ, троллейбус та сиенленнӗ. Транспортри пассажирсенчен пӗри урине ыраттарнӑ, ӑна тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

Инкек пулнине пӗлсен РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тӗрӗслев пуҫарнӑ.

Аса илтерер, Шупашкарти троллейбус управленийӗ укҫа-тенкӗ енчен йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Чӑваш Енӗн Финанс министерстви предприятие республика хыснинчен 30 миллион тенкӗ укҫана 0,1% ставкӑпа 3 ҫуллӑха пама палӑртнӑ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 1–2-мӗшӗсенче уйӑрасшӑн.

 

Хулара

Ҫак арҫын 1 399 тенкӗ тӑракан парфюм шывне вӑрланӑ. Шупашкарти Калинин районӗн сучӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, куншӑн ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 7 ҫуллӑха ӑсатнӑ.

Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӑнтӑрла Скворцов хушаматлӑ арҫын Трактор тӑвакансен проспектӗнче вырнаҫнӑ «Магнит Косметик» лавккана кӗнӗ. Хайхискер «Lacost Natural» парфюм шывне кӗсьене чикнӗ те алӑк патне утнӑ. Сутуҫӑ ӑна таваршӑн тӳлеме ыйтнӑ, ку вара хӑлхине те чикмен.

Ҫакна пула унӑн суд сакки ҫине ларма тивнӗ. Арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Мӗншӗн приговор ҫав тери ҫирӗп-ха? Нивушлӗ парфюм шывӗ вӑрланӑшӑн 7 ҫул кирпӗч шутламалла? Арҫынна ҫирӗп айӑплама сӑлтав пулнӑ-мӗн. Вӑл унччен судпа икӗ хутчен айӑпланнӑ.

 

Хулара

Шупашкартан Питӗре вӗҫес килет-и? Шел те, май килмӗ. Хальлӗхе. Мӗншӗн тесен Шупашкартан Питӗре самолетсем вӑхӑтлӑха вӗҫме пӑрахнӑ. Шупашкарти аэропорт пӗлтернӗ тӑрах, рейссене пачах хупман, вӗсем каярахпа пулӗҫ.

Юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкартан Питӗре самолетсем вӗҫме чарӑннӑ. «Псковавиа» авиакомпани рейссене вӑхӑтлӑх чарса лартнӑ. Хӑҫанччен? Авиакомпани пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 12-мӗшӗнче самолетсем вӗсме пуҫлӗҫ. Сӑмах май, Шупашкартан Питӗре вӗҫмешкӗн 4 пин тенкӗ кӑларса хумалла.

Тин кӑна Чӑваш халӑх сайтӗнче Шупашкарти аэропорта Андриян Николаев космонавт ятне парасшӑн пулни пирки пӗлтернӗччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45482
 

Хулара

Кунашкал акцие тӑтӑшах йӗркелеме пуҫларӗҫ. Ав юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче те экологи мероприятийӗ иртӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн экологи управленийӗ пӗлтерет.

Ҫав кун ҫынсем батарейкӑсене, ртутьлӗ лапмӑсене килсе пама пултарӗҫ. Паллах, усӑ курнисене. Кун валли ятарласа савӑт лартӗҫ. Усӑ курнӑ лампӑсемпе батарейкӑсене ҫак адреспа пырса памалла: Шупашкарти Ленин палӑкӗ умне. Акци 17 сехетрен пуҫласа 20 сехетчен ӗҫлӗ.

Палӑртмалла: батарейкӑсемпе ртутьлӗ лампӑсем хӑрушсӑрлӑх енӗпе пӗрремӗш класс шутланаҫҫӗ. Вӑл тӑпрана лексен экологие япӑх витӗм кӳрет. Ҫакна шута илӗр, вӗсене кирлӗ пек утилизацилӗр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45455
 

Страницӑсем: 1 ... 214, 215, 216, 217, 218, 219, 220, 221, 222, 223, [224], 225, 226, 227, 228, 229, 230, 231, 232, 233, 234, ...325
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере тӑшмансем ура хурасран асӑрханмалла, сирӗн тавра элек сарма пултараҫҫӗ. Сӑмах пама асӑрханӑр. Вӑхӑта ӗҫре ытлашши нумай ирттермелле мар. Чылай ӗҫ пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ эрне. Ӗҫ хыҫҫӑн киле ҫемье патне васкамалла,пӗччен пулмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть