Хулара
![]() Паян иртнӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Шупашкарти троллейбус управленийӗнчи лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ. Аса илтерер, предприятире парӑм нумай пухӑннӑ, ҫав шутра электричествӑшӑн пӗтӗмпе 188,9 миллион тенкӗ тӳлемелле. Парӑма кӗрсе кайнине кура энергетиксем троллейбус управленине панкрута кӑларма суда тавӑҫпа ҫитнӗ. Йывӑрлӑхри предприятие бюджет кредичӗ пама йышӑннӑ. Кун пирки маларах асӑннӑ паянхи ларура республикӑн вице-премьерӗ — финанс министрӗ Светлана Енилинан пӗлтернӗ. Министр билет хакӗ пӗчӗк шухӑша та палӑртни сисӗннӗ. Йывӑрлӑх Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн шучӗпе транспорт реформи такӑр ҫул ҫине тухайманнинчен те килет. Хуларисем пӗчӗк автобуссен шутне чакараса вӗсен вырӑнне троллейбуссем ҫӳреттересшӗн пулнӑ. Анчах автобуссен хуҫисем администраципе судлашма тытӑннӑ. Халӗ предприятири тӑкаксене оптимизацилеме троллейбуссене ҫӗрле ҫӳремелли вӑхӑта чакарнӑ. Малашне ирхи вӑхӑта та кӗскетсе рейса каярах кӑларасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Хваттере саккуна пӑхӑнсах тара панӑ-и? Шупашкарта кунашкал йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртас тӗллевпе рейд ирттереҫҫӗ. Кун пирки Шупашкарти Калинин район администрацийӗ пӗлтерет. Юлашки вӑхӑтра тӳре-шара кунашкал 23 рейд ирттернӗ, 388 хваттере тӗрӗсленӗ. Вӗсенчен 140-шне ҫынсем тара тытса пурӑнни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ку рейда мӗншӗн ирттереҫҫӗ-ха? Ҫапла майпа тӳре-шара хыснана налук ытларах кӗтӗр тесе тӑрӑшать, ҫавна май «сӑрӑ шалу» тӳлекенсене тата хваттер тара паракансене тӗрӗслеҫҫӗ. Рейд хыҫҫӑн налук служби хваттер хуҫисене тӗпчеве килмелли пирки пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта Китайри Аньцин хулинчи делегаци пулнӑ. Икӗ ен экономика ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ. Тӗлпулура Шупашкарта Китайри автобуссене ҫӳреттересси пирки калаҫнӑ. Хулара хальлӗхе троллейбуссемпе автобуссем ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ. Троллейбусӑн линине тӑсмашкӑн йывӑр, автобус бензинӗ вара тавралӑха варалать. Мӗн тумалла? Электробуссем ямалла. Ҫапла калаҫса татӑлнӑ тӗлпулура. Вӗсем экологи тӗлӗшӗнчен те таса-мӗн. Аньцинра унашкал транспорта кӑлараҫҫӗ. Шупашкар чиновникӗсем ӑна хула валли туянасшӑн. Ку кӑна мар, Шупашкарта Аньцинпа пӗрле ҫак производствӑна хута ярасси пирки те шухӑшлаҫҫӗ. Аса илтерер: 2018 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Шупашкарта транспорт реформи пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта коммуналлӑ тӑкаксемшӗн сахал тӳлетпӗр. Ҫапла шухӑшлать ЖКХ управленийӗн пуҫлӑхӗ Павел Порфирьев. Унӑн шухӑшӗпе, ку тӑкак тарифне 20 тенкӗ таран ӳстермелле. Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 38-мӗш шкулта Павел Порфирьев халӑхпа тӗл пулнӑ. Ҫынсем ӑна тӗрлӗ ыйту панӑ. ЖКХ тарифӗ ҫинче вара тӗплӗнрех чарӑнса тӑнӑ. Павел Порфирьев палӑртнӑ тӑрӑх, ку тариф Шупашкарта Атӑлҫи тӑрӑхӗнче чи пӗчӗккисенчен пӗри. Пӗр тӑваткалшӑн 8-10 тенкӗ тӳлени ҫурта кирлӗ пек тытса тӑма май памасть иккен, ҫавӑнпа хака ӳстермелле. «Эксперт комиссийӗ ҫапла пӗтӗмлетнӗ: нумай хваттерлӗ ҫуртсене йӗркеллӗ тытса тӑрас тесен пӗр тӑваткал метршӑн 18-20 тенкӗ тӳлемелле», — тенӗ Павел Порфирьев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Тин кӑна Шупашкарта «Афанасьев урамӗ» чарӑнӑва куҫарчӗҫ. Халӗ тепӗр чарӑнӑва кунашкал шӑпа кӗтет. Эгер бульварӗпе Ленин Комсомолӗн урамӗ хӗресленнӗ вырӑнта пӑкӑ яланах пухӑнать. Ҫавна май «Мадагаскар» суту-илӳ центрӗ енчи чарӑнӑва 50 метр куҫарма йышӑннӑ. Малашне вӑл «Хевешски урамӗ» чарӑну ҫывӑхнерех пулӗ. Унччен чарӑну ҫул хӗресленекен вырӑна ҫитиччен пулнӑ. Ку пассажирсемшӗн те, водительсемшӗн те меллӗ марччӗ. Ҫавна май унта яланах пӑкӑ пулнӑ. Ҫав вырӑнта ҫуран ҫӳрекенсем ҫула юраман ҫӗрте каҫнине те палӑртмалла. Чылайӑшӗ светофор патнелле утасшӑн мар. Ку та чарӑнӑва кӑштах куҫарма хӗтӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкар хулин ҫӗнӗ масарӗнче те виле пытармашкӑн вырӑн сахаллансах пырать иккен. Ҫакна шута илсе вырӑнти влаҫ унӑн лаптӑкне тата пысӑклатасшӑн. Патшалӑх туянӑвӗсен официаллӑ порталӗнче кун пирки паян, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, хыпар вырнаҫтарнӑ. Унти информаци тӑрӑх контракт мӗн хака кайса ларасси те паллӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн хула хуҫалӑхӗн управленийӗн саккасӗпе килӗшӳллӗн конкурсра ҫӗнтерекен предприятин ҫак ӗҫе 1 879 695 тенкӗпе пурнӑҫламалла пулӗ. Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ, пысӑклатнӑ масар тавра икӗ метр ҫӳллӗш тата 600 ытла метр тӑршшӗ карта тытса ҫавӑрӗҫ, шала юлнӑ лаптӑкри йывӑҫсене йӑлтах касса тирпейлӗҫ, тымарӗсене кӑларса илсе кайӗҫ, ҫӑва территорийӗнче тирпей-илем кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗн администрацийӗнче ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комисси ларӑвӗ иртнӗ. Ларура 3 асӑрхаттару пулнӑ, 13 штраф ҫырса панӑ. Пӗтӗмпе – 6200 тенкӗлӗх. Йӗркене пӑсни ҫук тесе 2 ӗҫе пӑрахӑҫланӑ, тепӗр 2 ӗҫе тӗплӗнрех пӑхса тухма янӑ. 2 ҫамрӑка профилактика шутне тӑратма йышӑннӑ. 4 ҫамрӑкпа тата япӑх лару-тӑрури 5 ҫемьепе (вӗсенче 8 ача ӳсет) профилактика ӗҫӗ ирттерме палӑртнӑ. Лару пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, 6 ҫамрӑка тата 2 ашшӗ-амӑшне тухтӑр нарколог патӗнче сипленме янӑ. Вӗсенчен 1 ҫамрӑкӗ унта пӗрремӗш хут каймасть. Пӗр ачан ҫывӑх ҫыннисене ашшӗ-амӑшӗн правинчен хӑтарасси пирки каланӑ, ку тӗлӗшпе документсем пухма ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта Мускав проспектӗнче общество транспорчӗн чарӑнӑвне куҫарнӑ. Малашне «Афанасьев урамӗ» чарӑну И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн хими факультечӗн корпусӗ патнерех пулӗ. Ҫакна мӗн тӗллевпе тунӑ-ха? Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чарӑнӑва куҫарни «час пик» вӑхӑтра пӑкӑран хӑтӑлма пулӑшӗ. Тата акӑ мӗн интереслӗ: иртне ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче «Афанасьев урамӗ» шӑпах ҫав вырӑнта пулнӑ-мӗн. Каласа хӑвармалла: Шупашкар хула администрацийӗ маршрутчиксене ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнса ҫӳреме ыйтать. Астӑвӑр: ҫынсене чарӑнура ҫеҫ антарса хӑварма юрать. Ку йӗркене пӑснӑшӑн водителӗн 3-5 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш ача пахчинче ҫамрӑк экологсен чӑн-чӑн лабораторийӗ уҫӑлнӑ. Ӑна хӑтлама «Чебурашка» ача пахчине Шупашкар ГЭСӗн ертӳлӗхӗ пулӑшнӑ. ГЭС сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, гидроэнергетиксем ача пахинчи лаборатори валли тӗрлӗ объективлӑ, видеокамерӑллӑ тата проекторлӑ хальхи йышши ултӑ микроскоп, ҫутҫанталӑка тухса ӗҫлемешкӗн портативлӑ микроскоп туянса панӑ. Унсӑр пуҫне ӑслӑлӑх ӗҫне хӑнӑхма май паракан инструментсен пуххине, телескоп, бинокль тата лупӑсем панӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ, пирвайхи кунах лабораторире паллашу-хӑнӑху урокӗ иртнӗ, ун вӑхӑтӗнче пӗчӗк ачасем тӗрлӗ приборпа паллашнӑ, ӳсен-тӑрантан шӗвек хатӗрлеме хӑнӑхнӑ. Шкул ҫулне ҫитмен ачасене пирвайхи занятиех питӗ килӗшнӗ, вӗсем курӑк клеткисене хавхаланса тӗпченӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнчи ҫырма ҫынсене пӑшӑрхантарать. Вӑл 50 метр тӑршшӗ, 15 метр тарӑнӑш. Шупашкарта пурӑнакан Сергей Сергеев ача чухне иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче ку тӑвайккинчен ҫунашкапа ярӑннӑ. Кӑҫал хӗлле унта килнӗ те тӗлӗнсех кайнӑ: ҫырма пулса тӑнӑ. Ку ҫырма «Ярмӑрккӑ» пасар еннелле тӑсӑлать. Унта пӑрӑх пур, унран лайӑх мар шӑршӑллӑ шыв юхса тухать. Ҫав шыв Трусиха юханшыва лекет. Ҫырма йӑтӑннӑран пӑрӑх ҫӗмӗрӗлсе пырать. Ҫырма ҫумӗнчи уҫӑ люк та ҫынсене шиклентерет. Ку лаптӑк «Сад» хуҫалӑхӑн-мӗн. Унта тытнӑ карта Лакрей вӑрманӗн мар. Пӑрӑхӗ камӑн? Паллӑ мар-ха. Прокуратура «Сад» хуҫалӑх тӗлӗшпе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Унта ҫырмана ҫирӗплетме ыйтнӑ. Лакрей вӑрманӗн ӗҫченӗсем ҫырмапа ҫумӑн асӑрхаттару палли лартнӑ, хӑю карса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.