Хулара
![]() Ӗнер Шупашкарта акватлон енӗпе пуҫласа Раҫҫейри ӑмӑрту иртнӗ. Унта хутшӑнакансене тата курма пынисене Чӑваг Енӗн физкультура тата спорт министрӗ Шелтуков, Сергей Шупашкар хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ Виктор Горбунов, Европӑри триатлон пӗрлешӗвӗн техника комитечӗн пайташӗ Андрей Гудалов тата Чӑваш Енри триатлон федерацийӗн президенчӗ Юрий Шлепнев саламланӑ. Андрей Гудалов Шупашкарта триатлонӑн енӗсенчен пӗрне, акватлона, аталанма питӗ меллине палӑртнӑ. Акватлон енӗпе иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑва 160 спортсмен хутшӑннӑ. Арҫынсем хушшинче Чӑваш Енри спортсменсенчен 1 километра ишсе тата 5 километра чупса тупӑшнӑ 1994 ҫулхи Олег Отурин (вӑл спорт маҫтӑрӗн кандидачӗ), хӗрарӑмсенчен 1999 ҫулхи Марина Уткина виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Александр Васильев тата Елизавета Зайцева юниорсем иикӗмӗш вырӑна тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хула кунӗнче хула ҫыннисене авиашоусӑр хӑварӗҫ. «Первый полет» (чӑв. Пӗрремӗш вӗҫев) пилотаж ушкӑнӗ вӗҫессине вӗсенчен килмен сӑлтавпа чарнӑ тесе маларах Чӑваш халӑх сайчӗ те, республикӑри ытти массӑллӑ информаци хатӗрӗ те пӗлтернӗччӗ. Ҫапах та хула ертӳҫисем Шупашкар ҫыннисене савӑнтарма май тупрӗҫех. Хула мэрӗ Алексей Ладыков инстагмра шоуччен маларах пилотсем хулана килессине пӗлтернӗ. Ырӑ хыпара вӑл хула ҫыннисене уявпа саламланинчен пуҫланӑ. Унтан вӑл авиашоу ЯК-52 самолетсемпе вӗҫев ирттерессине пӗлтернӗ. Алексей Ладыков тӑватӑ самолет тенӗ те, тӳпере пилӗк самолет пулчӗ. Вӑйпитти арҫынсемпе пӗрлех хулари кӳлмек ҫийӗн соло номерсемпе маттур хӗр, Ирина Миронова, тӗлӗнтерчӗ-савӑнтарчӗ. |
Хулара
![]() Шупашкар районӗнчи Питтукасси ялӗ патне йӑлари хытӑ каяша вуншар ҫул турттарса вӑл тулса кайни темиҫе ҫул каяллах ҫынсене те, тӳре-шӑрана та пӑшӑрхантарма пуҫларӗ. Тинех вӑл ыйту татӑлма пуҫларӗ: йӑлари каяша ятарлӑ вырӑна, полигона, турттараҫҫӗ, Питтукасси свалкине рекультивацилеме йышӑнчӗҫ. Укҫине, Турра шӗкӗр, Мускавран уйӑраҫҫӗ. Малтанласа - 113,9 миллион тенкӗ. Ӑна авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен усӑ курмалла. Анчах кунта ӑнланманлӑх сиксе тухрӗ. Малтан рекультивацилекене палӑртаймарӗҫ, кайран палӑртнине ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хурларӗ, унтан Шупашкар хула администрацийӗ конкурсра суйланнӑ «Автодор» предприятипех килӗшӳ тума йышӑннине пӗлтерчӗ. Ҫак лару-тӑрура Элтеперпе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухасси пирки калаҫаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкара «мӑйракасӑр» троллейбус илсе килсе тӗрӗслессине унччен пӗлтернӗччӗ. Паян ӑна ҫула кӑларнӑ. Унпа хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков та ярӑннӑ. Троллейбуса Сарӑтуран Шупашкара темиҫе кунлӑха ҫеҫ илсе килнӗ. Унашкал транспорт 16 миллион тенкӗ тӑрать, электричествӑсӑр 30 ҫухрӑма яхӑн каяйма пултарать. Анчах темиҫе ҫултан унӑн аккумуляторне улӑштармалла. Ку вара 6 миллион тенке кайса ларать. Ҫӗнӗ транспортпа Владимир Иванов министр та ярӑнса курнӑ. Троллейбус «Ҫӗнӗ хула» микрорайона кайнӑ. Анчах Хӗвеланӑҫ поселокне ҫитсен Алексей Ладыков Ҫӗнӗ Шупашкара ҫитме тӗллевленнӗ. Ку кӑна мар – вӗсем «мӑйракасӑр» транспортпа Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн алӑкӗ умнех ҫитсе чарӑннӑ. Унашкал транспорта пирӗн те туянӗҫ-и? Федераци хысни 16 миллион тенкинчен 6-шне саплаштарма шантарсан та – ҫук. Ыран троллейбус Сарӑту хулине кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗнче, общество транспорчӗ ҫур ҫӗрччен ӗҫлӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, увра 90 троллейбуспа 33 автобусран сахал мар ӗҫлӗҫ. 1-мӗш, 3-мӗш, 4-мӗш, 11-мӗш, 15-мӗш, 18-мӗш, 19-мӗш троллейбуссем ҫур ҫӗрчченех ҫӳрӗҫ. Кунсӑр пуҫне Хӗрлӗ тӳремрен пассажирсене ҫӗнӗ кӑнтӑр, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ, кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗсене, Ҫырла пралукне, Кӑнтӑр, Алькеш, Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗсене илсе ҫӳрӗҫ. Унта 3-мӗш, 7-мӗш, 10-мӗш, 15-мӗш, 16-мӗш тата 22-мӗш автобуссем ҫӳрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Гузовский паркӗнче вӗрентен парк тӑвӗҫ. Унта аттракцион вырнаҫтаракан организацие йывӑҫсем касма ордер-ирӗк панӑ. Вӗрен паркӗ тӑвакан подрядчик-предприятие ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче палӑртнӑ. Аукцион условийӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, 9987 тӑваткал метр ҫинче кӑткӑслӑх енчен расна пилӗк трассӑран кая мар вырнаҫтарӗҫ. Вӗрен тӑршшӗ пурӗ 2400 метр пулӗ. Аттракцион 2022 ҫулхи ака уйӑхӗн 22-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Парк тума хӑрӑк, чалӑш тата илемсӗр йывӑҫсене касӗҫ. Шупашкарти Лакрей вӑрманӗнче вара ҫывӑх вӑхӑтра Алтай пакшисем пурӑнма пуҫлӗҫ. Вӗсене ҫӗнӗ вырӑна хула кунӗ тата парк 60 ҫул тултарнӑ вӑхӑтра ярӗҫ. Шупашкарта Трактор тӑвакансен культура керменӗ хыҫӗнче кадет корпусӗ хута кайӗ, ун хыҫӗнче ҫынсем валли канмалли вырӑн та пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Юлашки вӑхӑтра Шупашкарта ӑнланмалла мар шӑршӑ тӑнӑран Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ те тӗрӗслев ирттернӗччӗ. Чӑн та, тислӗк тес, тислӗк шӑрши мар. Пӗр-пӗр савутран тухакан тӗтӗм-сӗрӗм теме те йывӑр. Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗ «Юрма» агрохолдинг ҫывӑхӗнчи (хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ун пек шӑршӑ сапалать тесе пӗтӗмлетнӗччӗ) сывлӑша тӗрӗсленӗччӗ. Анчах сиенлӗ япаласем нормативран иртменнине палӑртнӑччӗ ун чух. Ун хыҫҫӑн «Юрма» тӗлӗшпе тепӗр хутчен тӗрӗслев ирттернӗ те сиенлӗ япаласем виҫерен пысӑккине асӑрханӑ. Ҫавна май предприятире планпа пӑхман тӗрӗслев йӗркелӗҫ. Вӑл мӗнпе вӗҫленнине Роспотребнадзор управленийӗ каярах пӗлтерме шантарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти канашлу Шупашкар районӗнчи Питтукасси ялӗ патӗнчи йӑлари хытӑ каяшсен свалкине хупнӑ хыҫҫӑн ӑна рекультивацилесе ҫӗре йӗркене кӗртмеллине унччентерехех калаҫма пуҫларӗҫ. Республикӑн тӗп хулин шутланнӑ май ҫав ӗҫшӗн явапли — Шупашкар. Ӗҫе пурнӑҫлакан подряд организацине палӑртма икӗ хутчен конкурс ирттерни те ӑнӑҫсӑр вӗҫленнӗччӗ. Нумаях пулмасть уҫӑ аукционта «Автодор» предприятие суйланӑ. Ҫак эрнери тунти кун Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттерекен канашлура Питтукассинчи йӑлари хытӑ каяшсен свалкине рекультивацилессине те хускатнӑччӗ. Унта Михаил Игнатьев ку подряд организацине шанмасӑр калаҫнӑ. Паян Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков кануран тухсах свалка ыйтӑвӗпе хулари тӳре-шарапа канашлу ирттернӗ. Унта «Автодорах» ӗҫе кӳлӗнтермелли пирки калаҫса кайнӑ. Ҫакна та пӗлтерер: рекультиваци валли федераци хыснинчен 113 миллион тенкӗ ытла уйӑрнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Унпа авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен усӑ курмасан тупрана туртса илӗҫ, республикӑна 11 миллион тенкӗ ытла штраф тӳлеттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти аэропорт кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче амбулифт туянӗ. Ӑна кӑларакан предприятипе килӗшӳ туса хатӗрленӗ, укҫан пӗр пайне тӳленӗ. Самолетпа ҫӳрекен сусӑрсене анса хӑпарма меллӗ ятарлӑ транспорта илессине Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтерет. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ сусӑрсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвне килекен спортсмен аэропорта кӳреннине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Замир Шкахов спортсмен самолетран коляскӑпа анма тӑнӑ та ятарлӑ хатӗр пулманни чӑрмав кӳнӗ. Аэропорт ӗҫченӗсем ӑна багаж уйрӑмӗнчен тухма сӗннӗ. Куншӑн спортсмен хӑйне япала вырӑнне хураҫҫӗ тесе кӳреннӗ. Самолет трапӗнчен вӑл алӑ ҫине таянса аннӑ. Шӑв-шав ҫуратнӑ истори хыҫҫӑн аэропорта амбулифт туянма хистесе суд та йышӑну кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян ирхине Шупашкарта каллех ырӑ мар шӑршӑ кӗнӗ. Уйрӑмах тӗп урамсенче, ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче сӑмсана лайӑх мар шӑршӑ ҫурнӑ. Вӑл чӳречене уҫсан пӳлӗмсене те кӗнӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ирхине кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче нимӗнле шӑршӑ та пулман. Николаев урамне ҫитсен ҫеҫ туйма пуҫланӑ. Шӑршӑ ӑҫтан тухать? Хальлӗхе ҫакна палӑртайман. Аса илтерер: унашкалли темиҫе кун каялла пулнӑччӗ. Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Лапсар поселокӗнче сывлӑша тӗрӗсленӗ. Роспотребнадзор унта сиенлӗ япаласем виҫерен ытларах пулнине палӑртман. Ҫынсем ку шӑршӑ «Юрмаран» тухать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Анчах ҫакна Роспотребнадзор ҫирӗплетмен. Халӗ сывлӑша каллех тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.