Хулара
![]() Нумаях пулмасть, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче, Шупашкарти Граждан урамӗнчи пӗр ҫурт ишӗлсе анни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Куншӑн кам айӑплӑ? Айӑплине тупнӑ. Ҫурт хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнманран тата никӗсе ҫирӗплетнӗ чухне йӗркене пӑснӑран ишӗлсе аннӑ. Подрядчикӑн проект документацийӗ пулман. Кунсӑр пуҫне никӗсе юсиччен ӑна тӗрӗслемелле пулна. Подрядчик вара ҫакна туман. Подряд организацийӗн директорӗ ҫурт йӑтӑнса аннӑшӑн 20 пин тенкӗ тӳлӗ. Аса илтерер: ҫурт Хӑлха илтменнисен Пӗтӗм Раҫҫейри обществин пулнӑ. Ҫурт ишӗлни харпӑрҫа 2,8 миллион ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Стала Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫӗнӗ стела вырнаҫтарасшӑн. Вӑл «Ҫамрӑк мӑшӑрсене» ятлӑ пулӗ. Ӑна хула историйӗн музейӗ умне лартасшӑн. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, стелӑна ҫулталӑк вӗҫлениччен вырнаҫтарасшӑн. Стела 10 метр ҫӳллӗш пулӗ. Вӑл ҫӳлелле хӑпаракан темиҫе ҫӳхе пӑрӑхран тӑрать. Варринче икӗ ҫӗрӗллӗ чӗре. Тӑрринче вара – аистсемпе салтак тӳмисем. Стела ҫакӑн пекех пулать-и е ҫук-и – хальлӗхе ҫирӗплетсе калама ҫук, мӗншӗн тесен проекта йӑлтах туса пӗтермен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ ҫинчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑна тахҫанах тума пуҫланине, маларах уншӑн «Чӑвашавтодор» яваплӑ пулнине эпир пӗлтернӗччӗ. Шоссене юсаса ҫӗнетнӗ чух пассажирсене каҫса ҫӳремеллине те хута ямалла пулнӑ. Анчах ӗҫе вӗҫне ҫитерме май килмен. Каярах Храмов хушаматлӑ уйрӑм усламҫӑна шаннӑ. Хайхи этем пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче юсаса пӗтерме шантарнӑ. Подрядчик проекта хурланӑ, ӗҫ тӑсӑлнине ҫавӑнпа сӑлтавланӑ. Паян ӗҫпе Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков паллашнӑ. Храмов подрядчикӑн пайташӗсем ӗҫе авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен вӗҫлеме шантарса калаҫнӑ. Ҫул ҫийӗн каҫмалли — 48 метр тӑршшӗ. Унта ҫул сарлакӑшӗ — 3 метр. Сусӑрсене меллӗ пултӑр тесе лифт тума палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Про Город» тунӑ сӑн Кӗҫех Ҫӗнӗ Шупашкар ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвӗ. Хула ҫыннисемпе хӑнисене парне кӗтет: ҫав кун пӗр троллейбус тӳлевсӗрех илсе ҫӳрӗ. Вӑл 54-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус пулӗ. Ӑна ятарласа хӑмпӑсемпе илемлетӗҫ, ҫавна май вӑл инҫетренех курӑнӗ, ӑна палласа илме ҫӑмӑл пулӗ. Троллейбус тӳлевсӗр кӑна илсе ҫӳремӗ, унта конкурссем те ирттерӗҫ, юрлӗҫ, парнесемпе хавхалантарӗҫ. Вӑл ирхи 10 сехетрен пуҫласа каҫхи 10 сехетчен ҫӳрӗ. Сӑмах май, Ҫӗнӗ Шупашкар уявне анлӑн паллӑ тӑвӗ. Ҫав кун «Челси» ушкӑн концерчӗ пулӗ, фейерверк тӳпене ялкӑштарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти «Космос» каҫхи клуб хӑйсен патӗнче эрне каялла арҫын вилнишӗн куляннине пӗлтернӗ. Кун пирки вӗсем халӑх тетелӗсенчи хӑйсен страницинче ҫырнӑ. Клуб администрацийӗ тата уйрӑм ҫыннӑн хурал предприятийӗ следствипе тачӑ ҫыхӑну тытнине пӗлтернӗ. Ҫав ҫырурах тӗпчевҫӗсем пӗтӗмлетӳ тумасӑр пӑтӑрмаха хак пама сӗнменнине те палӑртнӑ. Ӗнертенпе «Космос» вӑхӑтлӑха хупӑннӑ иккен. Ҫакна администраци клуб ӗҫченӗсене тата вӗсен тӑванӗсене вӗҫӗм кӳрентернипе тата хӑратнипе сӑлтавланӑ. Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетсенче 35 ҫулхи арҫынпа хуралҫӑ хушшинче тавлашу сиксе тухнине, хуралҫӑсем канма килнӗ ҫынна урайне ҫавӑрса хурса пӗр вӑхӑт ӑна ҫапла тытса тӑнипе арҫын сывлаймасӑр вилсе кайнӑ тесе шухӑшланине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Канма пынӑ ҫынна вӗлерсе пӑрахнӑ хуралҫӑ тӗлӗшпе астумасӑр вӗлернӗ текен статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫамрӑк арҫын леш тӗнчене ӑсаннипе вӗҫленнӗ инкеке тӗпчевҫӗсем малалла тӗпченӗ май судпа медицина экспертизисем ирттерӗҫ, хирӗҫтӑрӑва курса тӑнисенчен ыйтса пӗлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ӗнер Шупашкарти Ботаника пахчин пӗвинче пӑтӑрмах пулса иртнӗ — арҫын путнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Ӗҫнӗ пуҫпа шыва кӗрекене тусӗсем темиҫе хутчен ҫӑлнӑ, кайран тек пулӑшайман. Шывпа чыхӑнса кайнипе вӑл путнӑ. Вилӗм пирки кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре пӗлтернӗ. 39 ҫулти арҫын виллине тепӗр сехетрен шывран туртса кӑларнӑ. Ӑна кӑларма водолазсене чӗннӗ. Тӗпчевҫӗсем арҫын юлташӗсемпе эрех ӗҫнине пӗлтереҫҫӗ. Ӗҫнӗ пуҫпах вӑл шыва кӗме хӑтланнӑ. Путма пуҫласан юлташӗсем шывран турта-турта кӑларнӑ. Черетлӗ хутчен шыва кӗрсе кайсан ҫырантан пӗр 30 метра ишсе кӗнӗ, унтан куҫран ҫухалнӑ. Юлташне тупайман енне туссем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Ӗҫе тӗпчекенсем арҫынна ирӗксӗрлесе вӗлернин палли ҫуккине калаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Хулари пепкелӗх центрӗнче хӑйне евӗр йӗкӗреш ҫуралнӑ. Мӗншӗн хӑйне евӗр-ха? Ара, вӗсем ҫемьери иккӗмӗш йӗкӗреш! Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, унашкалли сайра тӗл пулать. Миловидовсен 2016 ҫулта Володьӑпа Настя ҫуралнӑ. Чи асли Виктор 11 ҫулта. Кӑҫал ҫемьене каллех йӗкӗреш килнӗ. Хальхинче – Викторийӑпа Елизавета. Тухтӑрсем хӗрарӑм ачасене варта йӗркеллех йӑтса ҫӳренине палӑртаҫҫӗ. Хӗр пӗрчисем палӑртнӑ срокран маларах 2,1 тата 2,5 килограмм ҫуралнӑ. Тухтӑрсем вӗсене пӗр уйӑх сӑнаса тӑнӑ. Пепкесем халӗ хӑйсене лайӑх туяҫҫӗ. Сӑмах май, республикӑра ҫулталӑкне 100 йӗкӗреш ҫуралать Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта маршруткӑсен йышне чакарасси пирки юлашки вӑхӑтра хӗрӳ калаҫаҫҫӗ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене чакарас ӗҫе каярахри вӑхӑт ҫине куҫарнӑ. Аса илтерер: Шупашкарта маршруткӑсен йышне 20 процент таран пӗчӗклетесшӗн. Вӗсен вырӑнне пысӑк автобуссем ҫӳретесшӗн. Ҫапла майпа пассажирсен йышӗ 10 процент нумайланасса шанаҫҫӗ. Маршруткӑсене ҫак кӗркунне чакарма палӑртнӑччӗ. Анчах тӳре-шара ку ӗҫе каярахри вӑхӑт ҫине куҫарнӑ. Мӗншӗн? ЧР транспорт министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, халь ӗҫлекен предприятисемпе килӗшӗве 180 кунран ҫеҫ пӑрахӑҫлама юрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти 72-мӗш ача пахчинчен 3 ҫулти икӗ шӑпӑрлан тухса тарнӑ. Ку ачасем урама уҫӑлма тухсан 17 сехет те 10 минутра пулнӑ. Шӑпӑрлансем хӑйсем тӗллӗн тухса кайнӑ. Вӗсене Ҫӗнтерӳ паркӗнче 18 сехетре ҫеҫ тупнӑ. Прокуратура ку ӗҫе халӗ тӗрӗслет. Тӗрӗслев хыҫҫӑн Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, йӗркене пӑснӑшӗн ача пахчин заведующине явап тыттарма хушнӑ. Хушнине епле пурнӑҫланине прокуратура сӑнасах тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта ҫамрӑксем селфи тӑвас тесе ҫӳллӗ ҫурт тӑррине хӑпараҫҫӗ. Ҫакна пӗр ҫын асӑрханӑ та «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Икӗ ҫамрӑк ҫурт тӑрри хӗрринче сӑн ӳкерӗннӗ. Ку ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 56\1 ҫурт тӑрринче пулнӑ. Вӗсем хӗррине пырса «Титаник» фильмри евӗр тӑнӑ. Ҫакна сӑн ӳкернӗ. Прокурутура ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫурт тӑрринче пулма юрамасть. Управляющи компанийӗн унта тухмалли алӑка питӗрмелле. Ӑна ҫӗмӗрсе тухнӑшӑн административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ. Сӑмах май, унччен Ҫӗмӗрлере инкек пулнӑ. Ҫамрӑксем хитре сӑнӳкерчӗк тӑвас тесе хими савучӗн тӑррине хӑпарнӑ. Вӗсенчен пӗри аяалалла ӳксе вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.