Хулара
![]() Ватӑ хӗрарӑм ача пахчине мӑнукӗн ачине илме пынӑ. Воспитательница вара ӑна урӑх шӑпӑрлана парса янӑ. Ячӗ вӗсен пӗрешкел пулнӑ. Ватӑскер куҫлӑхсӑрах пынӑ, ҫавӑнпа ачана уйӑрса илеймен. Ют ача ватӑ ҫынпа мӗншӗн лӑпкӑнах кайнӑ? Ӑнланмалла мар. Ют шӑпӑрлана ҫавӑтса килни киле ҫитсен ҫеҫ ҫиеле тухнӑ. Хӗрача йытӑ мӗн ятлине пӗлмен. Унтан пӗчӗкскер кил хуҫи хӗрарӑмӗн косметичкине кӗрсе кайнӑ. Вара тин ватӑ хӗрарӑм сисчӗвленнӗ. Вӑл ачана каялла ача пахчине таксипе илсе кайнӑ. Унта вара ҫав ачана илме килнӗ амӑшӗ тата сехӗрленсе ӳкнӗ воспитательница ларнӑ. Икӗ ен лару-тӑрӑва ҫивӗчлетмесӗр ирттерме калаҫса татӑлнӑ, полицейскисене тӗрӗслев ирттерме ыйтман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пуш уйӑхӗн 1-3-мӗшӗсенче Шупашкарта «Ҫӗрулми – 2018» курав ӗҫлессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Софья Савнеш автор Раҫҫейри 25 регионти 90-а яхӑн компани хутшӑнассине систернӗччӗ. Ӗнер Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ тунтикунхи планеркӑра ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, курава Раҫҫейри 23 регионтан килнӗ. Мероприятире ҫӗрулмин 100 ытла сорчӗпе паллаштарнӑ. Кунсӑр пуҫне ҫӗрулми туса илмелли техникӑн куравӗ иртнӗ. Ҫав мероприятире предприятисемпе организацисем халӑха 60 тонна ҫӗрулми сутнӑ. Сергей Артамонов пулӑшнӑшӑн Шупашкар хула администрацине тав тунӑ. Унтисем ватӑсене ҫӗрулмине киле тӳлевсӗр ҫитерсе парассине йӗркеленӗ-мӗн. Ҫак ӗҫе 12 автомашинӑна явӑҫтарнӑ, тиеме тата пушатма 24 ҫынна чӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкар хулинче ҫул-йӗр хӗресленнӗ вырӑнта машинӑсем вӑрах тӑрасран светофорсен ӗҫне лайӑхлатсах пыраҫҫӗ. Хальхинче Ленин проспекчӗпе Гагарин урамӗ хӗресленнӗ тӗлтин ӗҫне ылмаштарнӑ. Гагарин урамӗнчен Ленин проспекчӗн сулахай енне пӑрӑнакансем валли светофорӑн хушма секцийӗсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсем 7-10 ҫеккунт ӗҫлеҫҫӗ. Мӗн чухлӗ пуласси талӑкӑн вӑхӑтӗнчен килет. Светофор ӗҫне улшӑну кӗртни ҫул хӗресленнӗ вырӑнта инкек пуласран асӑрханма меллине ӗнентереҫҫӗ. Гагарин урамне Петров урамӗнчен пуҫласа Ленин проспекчӗ таран сарлакалатни машинӑсем иртсе ҫӳрессине 20 процент хӑвӑртлатнӑ иккен. Маларах Шупашкарти ытти хӑш-пӗр ҫул хӗресленнӗ ҫӗрти светофорсен ӗҫне те улӑштарнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти ҫӗнӗ микрорайонсенче 10 ача пахчи хӑпартасшӑн. Вӗсене туса лартма хула тӳри-шари «Пурӑнмалли кӗтес» тата 2 уйӑхрисенчен пуҫласа 3 ҫула ҫитичченхи пепкесем ача пахчисенче хушма вырӑнсем тӑвассипе ҫыхӑннӑ программӑсене хутшӑнса Мускавран укҫа илесшӗн. Кун пирки паян, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ патӗнче иртнӗ канашлура каланӑ. «Пурӑнмалли кӗтес» программӑпа килӗшӳллӗн «Ҫӗнӗ хула» тата «Соляной» микрорайонсенче икӗ ача пахчи хӑпартӗҫ, вӗсене 380 ача ҫӳреме пултарӗ. Иккӗмӗш программӑпа килӗшӳллӗн 8 ача пахчи туса лартасшӑн. «Университет» микрорайонти 250 вырӑнлӑх ача сачӗ валли проектпа смета документацине экспертизӑна панӑ. «Савӑклӑ» микрорайонти тата Сосновка поселокӗнчи ача сачӗсен проекчӗсем тӗрӗслевсем витӗр тухнӑ ӗнтӗ. Вӗсене 390 ача ҫӳрӗ. «Ҫӗнӗ хула», «Сад», «Кӑкшӑм» тата «Хӗвеллӗ» микрорайонсенчи ача сачӗсен проекчӗсене экспертиза валли хатӗрлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑҫалхи ҫулла Шупашкар хулинче футбол мечӗкӗ тата футболҫӑ евӗр чечек кӳлеписем нумай пулӗҫ. Ҫулла республикӑн тӗп хулине епле капӑрлатма шухӑшланипе «Зеленстрой» предприяти пуҫлӑхӗ Олег Скворцов хула администрацийӗнче паян иртнӗ планеркӑра паллаштарнӑ. Олег Скворцов каланӑ тӑрӑх, Шупашкара чечекпе илемлетнӗ чух пирӗн ҫӗршывра кӑҫал Футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне тӗпе хурӗҫ. Аса илтерер, ӑмӑртусем ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен пымалла. Футболҫӑ, ӑмӑртӑвӑн талисманӗ Забивака кашкӑр евӗр топиар-кӳлепесем вырнаҫтарӗҫ. Хӗрлӗ лапама, Юханшыв портне, ҫул ҫаврӑмӗсене, спорт учрежленийӗсен умӗсене те чемпионат сӗмне кӗртӗҫ. «Хула пурӑнакансен ӑмӑрту пынине туймалла», – тенӗ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти 18 ҫуртра ҫитес вӑхӑтрах лифтсене улӑштарӗҫ. Ҫак ӗҫе Чӑваш Енӗн капиталлӑ юсав фончӗ перекетлесе пухнӑ укҫа-тенкӗпе пурнӑҫлӗҫ. Асӑннӑ фонд хӑйӗн сайтӗнче телейлисен списокне пичетленӗ. Ҫапла майпа 81 лифт вырнаҫтарӗҫ, вӗсемпе ҫав ҫуртсенче пурӑнакан 8549 ҫын усӑ курӗ. Хайхи списока Пролетари урамӗнчи 14-мӗш ҫурт (4 лифт), Красин урамӗнчи 4-мӗш ҫурт (1 лифт), З. Яковлева урамӗнчи 44-мӗш ҫурт (2 лифт), 139-мӗш Стрелок Дивизийӗн урамӗнчи 10-мӗш ҫурт (2 лифт), Чапаев урамӗнчи 4-мӗш ҫурт (6 лифт), 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 19/37-мӗш ҫурт (8 лифт), Социализм урамӗнчи 10-мӗш ҫурт (2 лифт), Ленинла Комсомол урамӗнчи 38-мӗш ҫурт (5 лифт), ҫак урамри 40/1-мӗш ҫурт (2 лифт), Трактор Тӑвакансен проспектӗнчи 33-мӗш ҫурт (3 лифт), Пролетари урамӗнчи 16-мӗш ҫурт (2 лифт), Элмен урамӗнчи 18-мӗш ҫурт (4 лифт), Шумилов урамӗнчи 35-мӗш (3 лифт), Павлов мичман урамӗнчи 34-мӗш ҫурт (8 лифт), Ленинла Комсомол урамӗнчи 48-мӗш ҫурт (7 лифт), 139-мӗш Стрелок Дивизийӗн урамӗнчи 8-мӗш ҫурт (11 лифт), Шумилов урамӗнчи 31-мӗш ҫурт (4 лифт), М. Горький урамӗнчи 39-мӗш ҫурт (7 лифт) кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Питтукассинчи ҫӳп-ҫап купине 2014 ҫултах тӗп тума тытӑннӑ. Палӑртмалла: полигона йӗркене кӗртмешкӗн 319 миллион тенкӗ кирлӗ. Анчах паянхи куна пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ку – саккунри улшӑнӑва пула. Полигонри вун-вун ҫул пухӑннӑ ҫӳп-ҫапа тӗп туса тӑпрана йӗркене кӗртме палӑртнӑ. Тӑпрана тата тӑма Шупашкар районӗнчен илсе килесшӗн пулнӑ. Ҫав вырӑн полигонран 4 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ. Анчах ку ҫӗрсем – ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ, саккунра улшӑнусем пулнӑ май вӗсемпе усӑ курма юрамасть. Халӗ Шупашкар хула администрацийӗ тата ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви урӑх мел шырать: тӑпрана ӑҫтан илсе килме пулать? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти 29-мӗш шкул директорӗ ачасене хӗненӗшӗн судра явап тытнӑ. Нумаях пулмасть ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, экс-директора тӗрмене лартмасӑр 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Шупашкарти Мускав районӗн прокуратури тата следстви ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 29-мӗш шкулта директорта ӗҫленӗ арҫын 2014, 2015 тата 2017 ҫулсенче виҫӗ ачана кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен ҫапнӑ. Судпа айӑпланнӑ арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑнман. Анчах следовательсем пачах урӑхла ҫирӗплетнӗ. Хальлӗхе суд приговорӗ вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Евгений Кузнецов (халӑх ӑна концерт, ташӑ йӗркелекен пек пӗлет) ӑнланмалла мар лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ. Кун пирки Контактра халӑх тетелӗсенчен Киремет ТВ ушкӑнра пӗлтернӗ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Евгений Чӑваш эстрада артисчӗсен союзӗ ирттерекен "Пасаркасси мыскари" шоу-концерта кӗрес шухӑшпа пынӑ. Комментарире хӑй палӑртнӑ тӑрӑх, урамра кинемейрен 100 тенкӗпе билет туяннӑ. Культура керменӗн хуралҫисем ӑна: «Сана кӗртме хушман», — тесе малалла иртме чарнӑ. Кун пек хушӑва ҫӳлерех асӑннӑ союз Президенчӗ Алина Федорова панӑ имӗш. Президента епле итлес мар? Пӑтӑрмаха сӳтсе явакансем Евгений Кузнецова тепрехинче ӑслӑрах пулма, видео ӳкерме сӗннӗ. Культура ҫурчӗ - халӑх ҫӳрекен вырӑн. Ҫын хӑйне йӗркеллӗ тытсан, билет туяннӑ пулсан унта кӗме чарма никамӑн та ирӗк ҫук. Мӗнле хура кушак чупса каҫнӑ Кузнецовпа Федорова хушшинчен? Йӑлтах ҫав Киремет ТВ ушкӑн айӑплӑ иккен. Ҫавӑнта Чӑваш эстрада артисчӗсен союзӗ, унӑн Президенчӗ пирки калакан постсем кӑларнӑ. Алина Федорова ку Женя Кузнецовӑн ӗҫӗ тесе шухӑшланӑ пулас. |
Хулара
![]() Шупашкарта «Тӑван патруль» акци пуҫланнӑ. Унпа килӗшӳллӗн патшалӑх автоинспекторӗсем водительсене тӗттӗмре ҫутатакан жилет параҫҫӗ. Ку акци икӗ эрнене тӑсӑлӗ. ЧР ШӖМӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, акцин пӗрремӗш кунхине инспекторсем Шупашкарти Энгельс урамӗнче пулнӑ. Вӗсем вырӑна пӗрремӗш ҫитнӗ водительсене тӗттӗмре ҫутатакан жилет парнеленӗ. Палӑртмалла: пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа ҫул-йӗр правилисенче улшӑнусем пулӗҫ. Унпа килӗшӳллӗн, ҫул ҫинче инкек пулсан, тавралӑх тӗттӗмленсен ял ҫывӑхӗнче мар чарӑнсан водительсен ятарлӑ жилет тӑхӑнмалла. Унашкал тума Шупашкарти водительсем пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗччен илме пултарӗҫ. Вӗсене акци вӑхӑтӗнче салатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.09.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Илле Тӑхти, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Пётр Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Яклашкин Морис Николаевич, хор дирижёрӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |