Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ӗмӗр сакки сарлака.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара

Шупашкарта пурӑнакан арҫынна урама майор пакунӗпе тухнӑшӑн судпа айӑпланӑ. Хӑй вара прапорщик пакунӗпе ҫеҫ ҫӳреме тивӗҫ пулнӑ.

Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫак арҫын Шупашкарта иртнӗ митинга хутшӑннӑ. Вӑл РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен тумне тӑхӑннӑ, майор пакунӗпе ҫӳренӗ. Ҫапла майпа вӑл йӗркене пӑснӑ.

Митинга ҫапла тумланса тухнӑ арҫынна суда панӑ. Суд вара вӑл айӑплӑ тесе йышӑннӑ, штраф тӳлеттермелле тунӑ. Арҫыннӑн 1000 тенкӗ кӑларса хума тивӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн ҫар тумне, пакунӗсене туртса илнӗ.

«Суя майор» вара суд йышӑнӑвӗпе ҫырлахман. Вӑл суд пынӑ чухне ҫӑхав панӑ. Анчах ӑна пӑрахӑҫланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/47750
 

Хулара

Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫемье амӑшӗн капиталӗпе усӑ курса ипотекӑна парса татасшӑн пулнӑ. Анчах хушаматри Ё саспаллине пула пӑтӑрмах сиксе тухнӑ.

Ҫемье пуҫӗ Артем ятлӑ. Анчах официаллӑ документсенче унӑн ятне Ё саспаллипе те ҫырнӑ. Ҫавна май Раҫҫей пенси фончӗ ҫемье ыйтса ҫырнӑ заявление тивӗҫтермен.

Тӗрӗслӗхе прокуратура шыраса тупма пулӑшнӑ. Калинин районӗн прокуратури суда тавӑҫ тӑратнӑ, Раҫҫей пенси фончӗ йышӑнӑвӗ тӗрӗс мар пулнине ҫирӗплетме ыйтнӑ. Суд тавӑҫа тивӗҫтернӗ. Ҫапла майпа Шупашкарти ҫемье, Ё саспаллине шар курнӑскер, ипотекӑна амӑшӗн капиталӗпе парса татайӗ.

Хальлӗхе суд йышӑнӑвӗ вӑя кӗмен.

 

Хулара

Тӗп хулара какая тата сӗте саккуна пӑсса сутнине тупса палӑртнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ хыпарлать.

Мэрин предпринимательлӗхпе потребитель рынокӗн аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен управленийӗн, патшалӑх ветеринари службин, тӗп хулари ветстанци тата полици ӗҫченӗсем пӗрлехи рейда тухнӑ.

Тӗрӗслеве вӗсем Мускав районӗнче ирттернӗ. Ун вӑхӑтӗнче Элкер урамӗнчи 9-мӗш ҫурт умӗнче ял ҫыннисем аш-какайпа, сӗтпе саккуна пӑхӑнмасӑр сутӑ тунине асӑрханӑ. Тен, какайӗ те, сӗчӗ те лавккаринчен пахарах пулӗ, анчах саккун саккунах: ирӗк паман ҫӗрте суту-илӳпе аппаланма юрамасть.

Ҫапла майпа техника регламенчӗн йӗркине пӑхӑнманшӑн хайхи сутуҫӑсем тӗлӗшпе административлӑ протоколсем ҫырнӑ. Вӗсен халӗ 1 пинрен пуҫласа 2 пин тенкӗ таран штраф тӳлеме тивӗ.

 

Хулара
Антонина Кудрявцева.
Антонина Кудрявцева.

Шупашкарта пурӑнакан Антонина Кудрявцева 100 ҫул тултарнӑ. Ӗҫленӗ ҫулсенче вырӑнти депутата темиҫе хут та суйланнӑскер сумлӑ юбилейне нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче паллӑ тунӑ.

Ҫак ятпа Антонина Ивановнӑна Мускав районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Петров тата унӑн ҫумӗ Елена Романова ӑшшӑн саламланӑ, чечек ҫыххипе парне тыттарнипе пӗрлех Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне вуласа панӑ.

Палӑртса хӑвармалла, Антонина Кудрявцева Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кайри Чиперуй ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ ҫӑмӑл килмен — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче колхозра бригадир пулса ӗҫленӗ. Качча тухсан виҫӗ хӗре кун ҫути парнеленӗ, мӑшӑрӗпе 58 ҫул килӗштерсе пурӑннӑ. Халӗ Антонина Ивановна хӑйӗн хӗрӗн ҫемйинче канлӗ ватлӑхӗпе киленет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/47712
 

Хулара
Шупашкарти Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Максим Андреев
Шупашкарти Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Максим Андреев

Ҫӗркаҫпа паян ҫавӑрттарнӑ ҫил-тӑмана Чӑваш Енри ятарлӑ тытӑмсем ҫеҫ мар, ахаль ҫынсемпе тӳре-шара та хатӗр пулнине ӗҫпе ҫирӗплетрӗҫ. Ҫутӑсӑр юлнисене энергетиксем вӑхӑтра пулӑшма тӑрӑшрӗҫ. Ҫул-йӗре техника хыпӑнса тасатрӗ.

Ҫут ҫанталӑк кӳнӗ мелсӗрлӗхе вӑхӑтра пӗтермеллине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӳре-шарапа паян ирпе ирттернӗ канашлура та хускатнӑ.

Дворниксемпе пӗрлех Шупашкарти организацисенче ӗҫлекенсем те алла кӗреҫе тытнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче кӑнтӑрла хыҫҫӑнах хыпарланӑччӗ. Юр тасатма тухнисен шутӗнче республикӑн тӗп хулин Ленин район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Максим Андреев та пулнӑ. Администраци ҫурчӗ умӗнчи юра вӑл тасатнине сӑнлакан ӳкерчӗке Инстаграмра вырнаҫтарнӑ. Сӑн ӳкерчӗкре пуҫлӑх перчеткесӗр пулнӑран теприсем ӑна шанмасӑртарах пӑхнӑ. «Урамра ҫара алӑпа ӗҫлекенӗн алли шӑнса кӳтӗ. Самантлӑха кӑна кӗреҫе тытнӑ вӑл», — йӗкӗлтешнӗ хӑшӗсем.

 

Хулара

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне Алексей Ладыкова Атӑл ҫыран хӗрринчи ҫӳллӗ хутлӑ ҫуртсемшӗн ятланӑ.

«Юханшыв порчӗ патӗнче нумай хутлӑ ҫурт тума каллех ирӗк панӑ. 25–30 хутлӑ ҫурт хӑпартса лартса Атӑла хупласа хуратӑр. Унти ҫуртсен пилӗк хутран ытла пулмалла мар», — тенӗ иккен Элтепер хула администрацийӗн пуҫлӑхне.

Ҫав тӑрӑхра «Альбатрос» ҫурт-йӗр комплексӗ хӑпартма пуҫланӑ. Ӑна «Старко» предприяти ҫӗклет. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, вӑл комплекс ниепле те хута кайса пӗтеймест. Ҫавӑнтах теприсем «Ривьера» ҫурт-йӗр комплексӗ тума пуҫланӑ.

ЧР Стройминӗн тӗп архитекторне Александр Шевлягина та Михаил Игнатьев ӳпкеленӗ. Ӑна сӑмах строительсене ҫавӑн пек ҫӳллӗ ҫуртсем тума ирӗк панишӗн лекнӗ.

 

Хулара

Шупашкарти тӳре-шара хулари киосксемпе ларёксене тӗрӗслеме тухнӑ. Ҫак кунсенче хула тата районсен администрацийӗсенче ӗҫлекенсенчен йӗркеленӗ ятарлӑ комисси Мускав районӗнчи суту-илӳ объекчӗсене пӑхса ҫаврӑннӑ.

«МК Чебоксары» (чӑв. «МК Шупашкар») хыпарланӑ тӑрӑх, хайхи комисси ҫӗре яхӑн киоскпа ларёка тӗрӗсленӗ, вӗсенчен пӗрне — шаурма сутаканскере — саккуна пӑхӑнмасӑр, кирлӗ документсене пухса ҫитермесӗр лартса хунине ҫирӗплетнӗ. Ку киоска, Граждан урамӗнчи 48-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑскере, ҫав кунах куҫарса кайнӑ.

Хула мэрийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ комисси ӗҫе вӗҫлемен-ха, ҫитес вӑхӑтрах вӗсем Калинин районӗнчи суту-илӳ объекчӗсене тӗрӗслесе ҫаврӑнӗҫ, унтан Ленин районне те ҫитӗҫ.

 

Хулара

Шупашкар хулинче кӑрлачӑн 29-мӗш каҫхине пӗр хӗрарӑм урамра ҫывӑрма выртнӑ. Водопровод урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫурт патӗнче этем выртнине унти хуралҫӑ асӑрханӑ. Ҫывӑракана кансӗрлес мар тесе уйрӑлса утман вӑл. Йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравланӑ. Унтан икӗ лейтенанта янӑ.

Пӗчӗк ача пек канлӗ ҫывӑракана вӑратайман енне пакунлисем хӗрарӑм вилмен-ши тесе те аптӑранӑ. Ҫапах та вӗсем ӑна вӑратнӑ-вӑратнах. Унтан васкавлӑ пулӑшу машини чӗнсе илсе пульницӑна лартса янӑ.

Юр ҫинче хуп турттаракан хӗрарӑм нумаях выртман пулинех, тухтӑрсем вӑл шӑнса хытах пӑсӑлманнине палӑртнӑ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре тӑватӑ ҫын шӑнса вилнӗ. Ҫак цифрӑна РФ Следстви комитечӗн следстви управленийӗнче хыпарлаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/node/27068
 

Хулара
180-мӗш ача пахчи
180-мӗш ача пахчи

Шупашкарти тата тепӗр икӗ пахчине пӗрлештермелле. Йышӑнӑва иртнӗ эрнере, кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче, Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков кӑларнӑ.

Реорганизаци текен сӑмах хальхинче Шупашкарти 180-мӗш «Журавлик» (чӑв. Тӑрна) ача пахчине тата ачасене физкультура енӗпе аталантаракан 123-мӗш ача пахчине пырса тивӗ. Вӗсенчен малтанхи Мир проспектӗнчи 94-мӗш «А» ҫуртра вырнаҫнӑ, тепри – Совхоз урамӗнчи 10-мӗш «А» ҫуртра.

Пӗлтӗрхи кӗркунне Шупашкарти 6-мӗш «Малахит» ача пахчине 137-мӗш ача пахчипе пӗрлештерме йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. 279-мӗш номерлӗ йышӑнӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтӗрхи уйӑхӗн 23-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ.

 

Хулара

Иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкарта троллейбуспа ҫӳренӗшӗн ытларах тӳлеме пуҫларӑмӑр. Халӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта та хаксене хӑпартма йышӑннӑ.

Хула депутачӗсем ыйтӑва тишкерсе пӑнчӑ лартнӑ: халӑх транспорчӗпе ҫӳреме хаксене хӑпартмаллах. Ҫапла майпа троллейбуспа пӗрре ларса кайма 18 тенкӗ кӑларса тыттарма тивӗ, ятарлӑ карттӑпа терминал урлӑ тӳлесен 15 тенкӗ илӗҫ (Шупашкартинчен 1 тенкӗ хаклӑрах). Химиксен хулинчи маршруткӑпа пӗрре ларса кайма 22 тенкӗ кирлӗ пулӗ (терминал урлӑ — 18 тенкӗ), автобуспа ҫӳреме — 18 тенкӗ (терминал урлӑ — 15 тенкӗ).

Улшӑнусем кӗртиччен Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбуспа ҫӳреме 15 тенкӗ тӳлеме тивнӗ, автобуспа кайнӑшӑн 16 тенкӗ илнӗ, маршруткӑна ларма 20 тенкӗ кирлӗ пулнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 208, 209, 210, 211, 212, 213, 214, 215, 216, 217, [218], 219, 220, 221, 222, 223, 224, 225, 226, 227, 228, ...325
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере тӑшмансем ура хурасран асӑрханмалла, сирӗн тавра элек сарма пултараҫҫӗ. Сӑмах пама асӑрханӑр. Вӑхӑта ӗҫре ытлашши нумай ирттермелле мар. Чылай ӗҫ пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ эрне. Ӗҫ хыҫҫӑн киле ҫемье патне васкамалла,пӗччен пулмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй