Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Пенза тӑрӑхӗнче чӑваш таврапӗлӳҫисен слечӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 22.06.2025 21:01 | 53 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Пенза облаҫӗнчи Неверкино районӗнчи Бикмурзино ялӗнче «Шурӑ ту» патӗнче чӑваш таврпӗлӳҫисен слечӗ иртнӗ. Ӑна Зинаида Чайко, Олег Жемчугов тата ял ҫыннисем тӑрӑшнипе йӗркеленӗ. Ялти чӑвашсем хӑйсен культурипе йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшаҫҫӗ.

Слета Тольяттири, Чӗмпӗрти тата Шупашкарти таврапӗлӳҫӗсем килнӗ. Вырӑнти таврапӗлӳҫӗ Михаил Щербаков «Илемь» туризм сукмакӗпе ертсе кайса ҫак вырӑн пирки каласа кӑтартнӑ. Слета пухӑннисем вырӑнти ватӑ ҫынсемпе калаҫнӑ, ӗлӗкхи йӑла-йӗрке пирки материал пухнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ӗлӗкхи юрӑсене юрланӑ.

Слет апатланупа вӗҫленнӗ. Сӗтел ҫинче чӑваш наци ҫимӗҫӗсем кӑна пулнӑ: салма яшки, 7 кӗрперен пӗҫернӗ пӑтӑ, хуплу, чӑкӑт, килте вӗретнӗ сӑра.

#чӑвашлӑх, #таврапӗлӳҫӗсем, #слетсем, #Шупашкар, #Чӗмпӗр

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-20003431_14411
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3974.65.1028
2025.06.23 07:13
Agabazar
Пенз облаçĕнчи чăваш ялĕсен чăвашла ячĕсене, сăмахран, Википедие пăхса пĕлме пулать.

Тепĕр меслет — Юхма Мишши очеркĕсене вуласа (ну кăна шыраса çÿреме йывăртарах ĕнтĕ. анчах та чăвашла Википеди — алă айĕнчех).

Неверкино — Çăрттанлă, Бикмурзино — Пикмăрсаль.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем