Паян ир-ирех Калининградри аэропортра Шупашкартан вӗҫсе килнӗ пӗрремӗш самолет пассажирӗсене ҫӑкӑр-тӑварпа, чӑваш юррипе кӗтсе илнӗ.
Самолет Шупашкартан ҫӗрле 23:50 сехетре рейса тухнӑ. Тепӗр 2 сехет те 5 минутран Храброво аэропортӗне анса ларнӑ.
Вӑхӑт ир еннелле кӑна сулӑннине пӑхмасӑр Чӑваш Енри пассажирсене «Балтийские чуваши» пултарулӑх ушкӑнӗ кӗтсе илнӗ.
Палӑртса хӑварар: рейса «Аэрофлот» компани пурнӑҫлать.