Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Иосиф Дмитриев-Трер режиссера асӑнма палӑртнӑ. Вӑл, аса илтерер, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче йывӑр чире пула вилчӗ. Асӑну каҫӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Кун пирки Николай Семенов режиссер «Контактра» пӗлтернӗ.
Иосиф Дмитриевӑн пултарулӑхӗ пирки Борис Чиндыков драматург тата ҫыравҫӑ «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн вулаканӗсене ҫак уйӑхри номерте пӗлтернӗ тӑрӑх, «ГИТИС пӗтернӗ пултаруллӑ ҫамрӑк режиссер валли академи драма театрӗнче вырӑн тупӑнмасть — вара вӑл самай вӑхӑт хушши Ача-пӑчапа ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлет, кунта Ф. Павловӑн «Ялта», Н. Терентьевӑн «Хӗрӗме калам — кинӗм илт», А. Чеховӑн «Чарлан» пьесисене хӑйӗнле, чӑваш сцени ҫинчен халиччен курма хӑнӑхманла лартать. 1980-мӗш ҫулсен варринелле вӑл театрта ӗҫленипе пӗрлех Шупашкарти музыка училищинче вӗрентме пуҫлать, сцена ҫинчи калаҫу, хускану вӑрттӑнлӑхӗсемпе пӗрлех чӑвашла пӗлмен ҫамрӑксене чӑваш чӗлхине вӗрентет. Ҫав вӑхӑталлах Чӑвашрадиопа ирсерен чӑвашла пӗлменнисем валли чӑваш чӗлхи урокӗсем йӗркелесе ертсе пырать, «Молодой коммунист» хаҫатра та унӑн чӑваш чӗлхи урокӗсем пичетленсе пыраҫҫӗ~~». Ҫакӑн пек ҫын пулнӑ Иосиф Дмитриев. Мӗн куҫне хупичченех чӑваш сывлӑшӗпе сывланӑ.
