Иртнӗ ҫул пирӗн республикӑра вилекенсен шучӗ 2021 ҫултинчен 4799 ҫын чухлӗ (е 23,5%) сахалланнӑ. Ҫав шутра ҫуралакансен йышӗ пӗлтӗр виҫӗмҫулхинчен 1124 ҫын (е 10,1%) чакнӑ.
2022 ҫулта ҫуралнисенчен 3399-шӗ (е 34,1 проценчӗ) ҫемьере пӗрремӗш ача пулнӑ, 3376 ача (33,9%) – иккӗмӗш, 2306 ача (23,2%) — виҫҫӗмӗш, 870 ача (8,7%) — тӑваттӑмӗш тата ун хыҫҫӑнхи.
Республикӑн клиника онкологи диспансерӗнче хырӑм ай пырӗнче усал шыҫӑ пуррипе ҫуккине палӑртма ҫӗнӗ йышши меслетпе усӑ кураҫҫӗ.
Асӑннӑ меслет ультрасасӑпа эндоскоппа ҫыхӑннӑ. Ҫав мел эндосонографи (эндоУЗИ) ятлӑ. Кӑҫалхи икӗ уйӑхра ҫав меслетпе 13 ҫынна тӗрӗсленӗ.
Тӗрӗслеве организма пӗтӗмӗшле наркоз тунӑ хыҫҫӑн ирттереҫҫӗ иккен. Пӗр ҫынна тӗрӗслеме 1,5-2 сехет иртет.
Пуш уйӑхӗ пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 9 ҫын пӳрт тӑрринчен ӳкнӗ. Кун пирки катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ пӗлтерет.
Шар курнӑ ҫынсем 40-80 ҫулсенче. Вӗсене пурне те, тӑххӑрӑшне те, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Пӗрисем шӑммине хуҫнӑ, теприсен пуҫ мими чӗтреннӗ.
Ӗнер тухтӑрсем икӗ ҫын патне ҫитнӗ. 40 ҫулти арҫын тата 66-ри хӗрарӑм пӳрт тӑрринчен юр антарнӑ чухне ӳкнӗ. Хӗрарӑмӑн аяк пӗрчисем, пӗҫҫи хуҫӑлнӑ. Арҫын вара ӳксен тӑнне ҫухатнӑ.
Шупашкарти ӳнер училищинче хальхи вӑхӑтра куҫӑн мар мелпе 260 ҫын вӗренет. Ҫав шутран 112-шӗ (43%) пӗлӗве хысна шучӗпе туптать, 148-шӗ (57%) укҫа тӳлесе вӗренет.
Училище студентсене 6 специальноҫпа вӗрентет: театрпа декораци дизайнӗ, дизайн, декораципе прикладной ӳнер тата халӑх промыслисем, живопись, анимаципе анимаци киновӗ, скульптура.
2022 ҫулта студентсене анимаци тата анимаци киновӗ енӗпе вӗренме тытӑннӑ. Ку ӑсталӑха 17 ҫын илет. Кӑҫалтан ҫав енӗпе тата пулас скульпторсене (пурӗ 8-шар вырӑн) бюджет шучӗпе вӗрентме тытӑнӗҫ.
Кун пирки республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский коллективпа тӗл пулсан каланӑ.
Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче республикӑра вӑтам ӗҫ укҫи 56 пин тенкӗпе танлашнӑ. Кун пирки Чӑвашстат пӗлтерет.
Ку, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнчи шалупа танлаштарсан, 32,1 процент пысӑкрах. 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗпе танлаштарсан вара, 15,5 процент ытларах ку. Ун чухне республикӑри вӑтам шалу 35798,6 тенкӗпе танлашнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер ирттернӗ пресс-конференцире «Про Город» кӑларӑм журналисчӗ тухтӑрсен шалӑвӗпе кӑсӑкланчӗ. Вӑл Ҫӗнӗ ҫул умӗн больницӑра пулнӑ чухне икӗ тухтӑр шалу пӗчӗк тесе пӑшӑрханнине пӗлтерчӗ.
Олег Николаев ӑна республикӑри тухтӑрсем уйӑхсерен вӑтамран 40 пин тенкӗ илнине Росстат кӑтартӑвне тӗпе хурса хуравларӗ.
Фельдшерсемпе медсестрасен шалӑвӗ 39 пин те 865 тенкӗрен, врачсен 79 пин те 730 тенкӗрен кая пулмалла мар иккен.
Пӗтӗрхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче врачсене вӑтамран 68 146 тенкӗ тӳленӗ. Канаш районӗнче — 51 458 тенкӗ, Шупашкарти федераци организацийӗсенче — 118 892 тенкӗ.
Японири официаллӑ майпа палӑртнӑ утравӗсен шучӗ, ҫӗнӗ алгоритмпа шутланӑ хыҫҫӑн, тӗпчевҫӗсен шухӑшӗпе хальхи 6852 вырӑнне 14 125 пулӗ.
2023 ҫулхи Японин статистикин ҫулталӑк кӗнекипе килӗшӳллӗн, унта илсе панӑ 2022 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ тӗлне пухнӑ даннӑйсене илес пулсан, Японире пӗтӗмӗшле 377973,74 тв. ҫх лаптӑклӑ 6852 утрав шутланать. Чӑннине калас пулсан, Хонсю утравӗ хӑйӗн пысӑкӑшӗпе тӗнче шайӗнче ҫиччӗмӗш, халӑх йышӗпе иккӗмӗш шутланать.
Анчах та утравсен йышне шутлас меслет халӗ те 1987 ҫулта ҫыран хуралӗ тунӑ тӗпчев ҫинче никӗсленет. Унта вара ҫыран хӗррин тӑршшӗ 100 метр е ытларах пулнӑ утравсене кӑна асӑннӑ. Анчах та урӑххисем те пур, вӗсен виҫи пӗчӗкрех пулин те вӗсем ушкӑн-ушкӑн вырнаҫнӑ.
Шута илессине ҫӗнӗлле йӗркеленӗ чухне тип ҫӗрӗн электронлӑ карттипе, ҫавӑн пекех аэрофотоӳкерчӗкӗсемпе усӑ курнӑ, шӑп та лӑп вӗсенче 100 пин ытла утрав тупнӑ та.
Японишӗн ҫӗнӗ утравсем тупни ҫӗнӗлӗх мар — вӑл вӗсемшӗн хӑнӑхнӑ япала: вулкансем ӗҫлеме пуҫланӑ хыҫҫӑн хӑш-пӗрисем океан лаптӑкӗнчен тухаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, 2021 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗнче Фукутоку-Оканоба шыв айӗнчи вулкан вут-хӗп сапма пуҫласан 1 ҫухрӑма яхӑн диаметрлӑ ҫӗнӗ ҫӗр лаптӑкӗ йӗркеленнӗ.
Чӑваш Енри ҫарӗҫ комиссариачӗсен умне видеокамерӑсем вырнаҫтарса тухнӑ. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерствинче хыпарланӑ тӑрӑх, камерӑсем асӑннӑ комиссариатсем умне пымалли ҫула тата ун ҫывӑхӗнчи территорие ӳкерсе илеҫҫӗ.
Иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче муниципалитетсенче 15 видеокамера вырнаҫтарса тухнӑ. Вӗсем мӗн ӳкерсе илни тӳрех полицин уйрӑмӗсене кайса тӑрать.
Пӗтӗмпе пирӗн республикӑра 4 пин ытла видеокамера вырнаҫтарнӑ. Пуринчен ытла, пурӗ 2944 камера, — Шупашкарта. Ҫул ҫинче стационарлӑ 248 комплекс ӗҫлет.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов салтаксен шӑлне юсанӑ тухтӑрсене чысланӑ. Ҫав енӗпе Шупашкар хулинчи стоматологи поликлиникинче ӗҫлекен стоматологсем тӑрӑшнӑ. Вӗсем мобилизациленӗ 1000 ытла салтак шӑлне юсанӑ.
Шӑл тухтӑрӗсем Чӗмпӗре кайнӑ. Мобилизациленисен унти вӗренӳ центрне ҫитсе пулӑшу кӳнӗ. Ҫав енӗпе 2022 ҫул вӗҫӗнче Хулари стоматологи поликлиникин 13 тухтӑрӗ тимленӗ.
Чӑваш Енри стоматологсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи салтаксене 938 пломба лартнӑ, кариеслӑ пине яхӑн шӑла юсанӑ, шӑл та кӑларма тивнӗ.
Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх «Атӑл.Тӑлмачпа» куллен вӑтамран 90 ҫын усӑ курать. Кашни кун 200 ытла пуплевӗш куҫараҫҫӗ. Иртнӗ уйӑхра 8 пин ытла пуплевӗш куҫарнӑ, 200 ытла пуплевӗше хакланӑ, 37 куҫарӑва тӳрлетнӗ.
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хатӗрленӗ нейронлӑ алгоритмпа ӗҫлекен куҫаруҫӑпа уйрӑмах ҫӗнӗ ҫултанпа анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Кунне 200 пуплевӗшрен кая мар куҫараҫҫӗ, хӑш кун ку виҫе 800-тен те иртет. Тӗслӗхрен, ӗнер 300 яхӑн пуплевӗш куҫарнӑ, виҫӗмкунпа тӑватӑмкун вара — 400 ытла. Нарӑсӑн 6-мӗшӗнче 700 ытла пуплевӗш куҫарнӑ. Куҫарусене тишкерсен — кӗскисене куҫаракансем те пур, статьясене куҫаракансем те. Сӑмахран, ку хыпара ҫырас умӗн куҫарнисене сӑнанӑ чухне пӗри (статистикӑра кам, вӑл ӑҫтан пулни тата ытти ҫавнашкал япала — ҫук) «Хыпар» хаҫатри чӑвашла статьяна куҫарни паллӑ. Словарь пек усӑ курни чылай тӗл пулать. Паян, сӑмахран, «сӗлӗх», «пӳре» вырӑсла мӗнле пулнине ыйтнӑ, «искатель» сӑмаха вырӑсларан чӑвашла мӗнле куҫармаллине те шыранӑ.
Аса илтеретпӗр, «Атӑл.Талмач» хальлӗхе бета-режимра ӗҫлет пулин те вӑл аванах куҫарать. Вырӑсларан чӑвашла та, чӑвашларан вырӑсла та.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Константин Константинович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Смолин Анатолий Семёнович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ухли Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |