«Шкула хатӗрленме пулӑш» ятпа иртекен акци республикӑри хӑш-пӗр районта ҫак кунсенче малалла пырать. Ӑна, сӑмахран, Ҫӗмӗрле, Шупашкар районӗсенче йӗркеленӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнче йывӑр лару-тӑрура шутланакан 572 ҫемьене шута илнӗ. Вӗсенче 1043 ача ӳснине пӗлтереҫҫӗ. Нумай ачаллисем те пур.
Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр та ашшӗ-амӑшӗ шкула валли кирлӗ япала туянса парайманнисене пулӑшма чӗнсе каланӑ май уҫӑ кӑмӑллисенчен тетрадь-ручка, ҫипуҫ, ура тӑхӑнмалли, спорт тумтирӗ тата ытти пухнине пӗлтерет. Шупашкар районӗнче акци авӑн уйӑхӗн вӗҫӗчченех тӑсӑлӗ.
Ачасене пулӑшас текен ырӑ та уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсене халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрсенче хаваспах кӗтеҫҫӗ.
Роспахалӑх специалисчӗсем нумаях пулмасть шкул ачисен ҫипуҫне пахаланӑ. Вӗсем ҫӗршывӑн 57 регионӗнче сутӑнакан шкул ачисен шӑлаварне туянса хакланӑ.
Тӗрӗслевҫӗсен аллине тӗрлӗ компанин 98 тӗслӗхне пахаланӑ. Чылайӑшне хамӑр ҫӗршыврах ҫӗленӗ, анчах ют ҫӗршывран кӳрсе килнисем те пур. Вӑл шутра Китай, Беларуҫ, Узбекистан, Кӑркӑстан, Турци, Болгари, Итали пур.
Ачасен шкул тумтирне пахаланӑ май ӑна 60 енпе тӗрӗсленӗ. Ҫипуҫ 800 тенкӗрен пуҫласа 4 пин тенкӗрен таран тӑнӑ.
84 производителӗн продукцине тӗрӗслевҫӗсем тиркесе пӑрахнӑ. Чи малтанах вӗсем шӑлавара епле пусмаран ҫӗленине кура тиркенӗ. Туяннинчен ҫурринче этикетка ҫинче пӗр тӗрлӗ кӑтартнӑ, пусми вара пачах урӑхла пулнӑ. Икӗ фирма вара епле материалтан ҫӗленине кӑтартса та аппаланман.
Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Элӗк районӗнче 8 ҫулти ача сарӑмсӑр вилнӗ. Ӗнер унта «Газель» урапапа мотоблок пырса ҫапӑннӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари «Элӗк – Ишек» ҫул ҫинче 20 сехет 17 минутра пулнӑ. Шупашкартан Элӗке ҫула тухнӑ «Газель» мотоблок хыҫӗнче пынӑ. Руль умӗнче 48 ҫулти арҫын ларнӑ.
Водитель дистанцие пӑхӑнман — мотоблок ҫине кӗрсе кайнӑ. Аварире мотоблок ҫинче ларса пынӑ 8 ҫулти арҫын ача вӑйлах суранланнӑ. Вӑл васкавлӑ медпулӑшу киличченех сывлама чарӑннӑ. Аварире тепӗр икӗ ҫын аманнӑ. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
"За рулем" порталта ӗнентернӗ тӑрӑх, Канаш хулинчи Ильич урамӗнчи шӑтӑк-путӑка ачасем сапланӑ. Ку хыпара унтисем "Контактра" халӑх тетелӗнчи "Настоящий лентач" пабликран илнӗ.
Унта ҫырнине ӗненес пулсан, ачасем кунӗпех хӑйӑр йӑтнӑ. Ӑна вӗсем пластик кӗленчепе йӑтса пырса шӑтӑксене тултарса ҫӳренӗ.
Ванса пӗтнӗ урампа урапасем те ҫӳремеҫҫӗ-мӗн, люк уҫӑ тӑнине кура ӑна йывӑҫран ҫапса ӑсталанипе хупланӑ, анчах вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл те ҫӗрӗшнӗ.
Начар ҫула пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнчех юсамалла пулнӑ-мӗн, ҫапах та ку ӗҫе вӗҫне ҫитермен. Ҫула юсаттарма яваплисем "Чӑвашавтодор" предприятипе 59 миллион тенкӗлӗх контракт алӑ пуснӑ. Анчах ҫул-йӗр организацийӗ панкрута тухнӑ та ҫул йӗркене кӗрсе пӗтеймен. Халӗ Канаш хулинчи тӳре-шара ҫула юсама килӗшекен подряд организацине шырать-мӗн.
Канашри ҫул-йӗре Халӑх фрончӗ маларах тӗрӗсленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енре вӑй-хал культурин кунне халалланӑ мероприятисем иртнӗ. ЧР ШӖМӗн ӗҫченӗсем «Йӗрке хуралӗпе хускану тӑвасси» Пӗтӗм Раҫҫейри акцие хаваспах хутшӑннӑ.
Ҫапла майпа пакунлисем ҫамрӑксене сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнни сывлӑхшӑн усӑллӑ пулнине ӗнентересшӗн пулнӑ.
Полицейскисем республикӑри ача-пӑча уйлӑхӗсене ҫитнӗ, унта шӑпӑрлансемпе пӗрле хускану тунӑ. Ачасем ку ӗҫе хаваспах пурнӑҫланӑ. Чылайӑшӗ полицейскисем тӗркелӗ пулас тесе мӗнле хусканусем тунипе кӑсӑкланнӑ.
Нумайӑшӗ хӑйне хӳтӗлемелли мелсене вӗреннӗ. Ачасемпе ҫамрӑксен хушшинче малашлӑхне йӗрке хуралӗпе ҫыхӑнтарма ӗмӗтленекенсем пурри пакунлисене савӑнтарнӑ.
Руль умӗнче ларнӑ чухне пӗр ҫеккунтлӑха та тимлӗхе ҫухатмалли пирки яланах асӑрхаттараҫҫӗ. Кӗтмен ҫӗртен ҫул ҫине ача чупса тухма пултарать е выльӑх-чӗрлӗх ҫул хӗррипе утать…
Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Вӑрмар поселокӗнче урапа пынӑ чухне ҫул ҫине ача сиксе тухнӑ. Ку 17 сехет те 45 минутра пулнӑ. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, 3 ҫулти арҫын ача «Лада Калина» урапа умнех чупса тухнӑ.
«Тимӗр урхамах» ачана ҫапса хӑварнӑ. Телее, пӗчӗкскер чӗрех юлнӑ. Арҫын ача суранланнӑ тата унӑн пуҫ мими чӗтреннӗ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Урапа рулӗ умӗнче 22 ҫулти хӗр пулнӑ. Вӑл 3 ҫул каялла права илнӗ.
Кӑҫал шывра нумай ҫын путса вилнӗ. Шел те, вӗсен йышӗнче ачасем те пур.
Ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарти тӗп пляжра каллех инкек сиксе тухнӑ. Атӑлта шыва кӗнӗ чухне хӗрача путса вилнӗ. Вӑл 14-15 ҫулсенчи пулнӑ. Шкул ачи хӑйӗн тантӑшӗсемпе шыва кӗме килнӗ.
Арҫын ачасем шывра вылянӑ. Путнӑ хӗр ишме пӗлмен ахӑртнех. 12 сехет ҫурӑра вӑл шыв айӗнче ҫухалнӑ. Ҫӑлавҫӑсем ӑна тӳрех шырама тытӑннӑ.
Хӗрачан вилли ҫиеле тухсан ҫеҫ тупнӑ ӑна. Вырӑна полицейскисем те ҫитнӗ. Васкавлӑ медпулӑша килсен хӗрачана ҫӑлма тӑрӑшнӑ. Анчах, шел те, вӑл сывласа яман.
Иртнӗ эрнекун Шупашкарта ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем валли экскурси автобусӗ ӗҫлеме тытӑннӑ. Икӗ автобус ҫула тухнӑ. Аса илтерер: унччен тӗп хулара туристсем валли те ятарлӑ автобус ҫӳреме пуҫланӑ.
Шӑпӑрлансем хула курса ҫӳренӗ. Маршрут Шупашкарти кӳлмекрен пуҫланнӑ. Иккӗмӗш Кӗтерне палӑкӗ умӗнче ачасене патша майрин фрейлинӗсем кӗтсе илнӗ. 1767 ҫулта Шупашкара Иккӗмӗш Кӗтерне килсе кайнӑ. Шӑпӑрлансене кун пирки тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Унтан автобус «Ҫӗнтерӳ» асӑну комплексӗнче чарӑннӑ. Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм мӗн вӑл? Шӑпӑрлансем ҫакна та пӗлнӗ, ҫар техникипе паллашнӑ.
Юлашкинчен ачасене Николаев паркне илсе кайнӑ. Унта вӗсем «Ковчег» зоокӗтесе кӗрсе чӗрчунсене сӑнанӑ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасене экскурси валли ача пахчинче суйлаҫҫӗ.
Чӑваш Енри ача-пӑча уйлӑхӗсенче йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Шӑпарлансем канакан вырӑнсенче Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн специалисчӗсем тӗрӗсленӗ.
Специалистсем уйлӑхри пӳлӗмсенче тивӗҫлипе тасатманнине, вӗсене вӑхӑтра уҫӑлтарманнине тупса палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ҫӑванмалли пӳлӗмсенче крансем йӗркеллӗ ӗҫлемен. Аслисем ачасен кун йӗркине те тивӗҫлипе йӗркелемен.
Ведомствӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗркене пӑснӑшӗн (ку ачасене апатланӑвне, пурӑнмалли условисене те пырса тивет) 214 административлӑ протокол ҫырнӑ. Пӗтӗмпе штрафсем 614,8 пин тенкӗлӗх пухӑннӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Ҫӗрпӳри район пульници умӗнче тин ҫуралнӑ ачана тупнӑ. Амӑшӗ ӑна хӗл сиввине пӑхмасӑр алӑк умӗнче пӑрахса хӑварнӑ.
Хӗрачана каҫхине хӑварнӑ. Вӑл выртакан курупкара виҫӗ градус сивӗ пулнӑ. Телее, пӗчӗкскере часах асӑрханӑ.
Следовательсем тӑрӑшнипе ачана пӑрахса хӑварнӑ хӗрарӑма тупнӑ. Генетика экспертизи те вӑл амӑшӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. 39 ҫулти хӗрарӑм Куславккара пурӑнать. Ача кӗтнӗ чухне вӑл пульницӑна шута тӑман.
Нумаях пулмасть «куккук» амӑшӗ тӗлӗшпе суд приговор вуланӑ. Ӑна РФ УКн 125-мӗш статйипе килӗшӳллӗн (хӑрушлӑхра хӑварнӑшӑн) айӑпланӑ. Ачана сивӗре хӑварнӑ амӑшӗн 7 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Айӑпланнӑ хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ.
Хӗрача, телее, халӗ ҫӗнӗ ҫемьере пурӑнать. Ӑна усрава илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |