Пирӗн ҫӗршыври вӗренӳ учрежденийӗсенче Пӗрлехи урок ирттерме палӑртнӑ. Ку вӑхӑт ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа 31-мӗшеччен пырӗ. Унӑн темине тӑрӑх хакласан, урок кӑсӑклӑ тата патриотизм тата ҫемье пӗлтерӗшне ӳстерес шутлӑ тесе пӗтӗмлетме пулать. Ҫӗршывӗпех иртекен Пӗрлехи урок теми — «Манӑн пурнӑҫра — ҫемье тата Тӑван ҫӗршыв».
РФ Вӗренӳ министерствин пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн патшалӑх политикин департаменчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, Пӗрлехи урока ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен тытӑнса ҫу уйӑхӗн 31-мӗшеччен ирттермелле. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунне (ӑна паян, ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ) халалланине пӗлтереҫҫӗ.
Усӑ курма кирлӗ методкӑларӑмсене яваплисем хатӗрлесе хунӑ. Урока чи лайӑх йӗркелесе ирттернӗ вӗрентекенсене хавхалантарма шантараҫҫӗ.
ЧР ШӖМӗ ачасен «Аслӑ Ҫӗнтерӳ» конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Унта пӗтӗмпе 60 ытла ӗҫ килнӗ. Вӗсене пурне те Шупашкарти 40-мӗш шкулта ӑс пухакан ачасем хӑйсем ӳкернӗ.
Ачасен ӳкерчӗкӗсенчен Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнче курав йӗркеленӗ. Ӳкерчӗксене патриотлӑх темипе хатӗрленӗ.
Жюри пайташӗсем виҫӗ ӗҫе суйланӑ. Анчах конкурса килнӗ пур ӗҫ те куравра вырӑн тупнӑ. Вӗсене пассажирсем курса киленеҫҫӗ.
Кӑҫал Шупашкарти шкул ачисемпе ҫамрӑкӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри «Астӑвӑм вахти» акцие хутшӑнса Севастопольте тата Тверь облаҫӗнче пулнӑ.
Ҫамрӑксем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ҫапӑҫусем пынӑ вырӑнсене тӗрӗсленӗ. Вӗсем салтак ӳчӗсене юлашкине тупнӑ. Кунта стрелоксен 35-мӗш дивизийӗнче пирӗн ентешсем пуҫ хунӑ. Ҫамрӑксем хӑйсем тупнӑ япаласем пирки Шупашкар хула пуҫлӑхне Леонид Черкесова каласа кӑтартнӑ.
Вӗсем, тӗслӗхрен, «Сталинец-2» тягачӑн урапине тупнӑ. Вӑл халӑх хуҫалӑхӗ валли пулнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан ӑна Хӗрлӗ ҫара илсе кайнӑ. Ачасем ытларах флягӑсем, гильзӑсем, патронсем тупнӑ. Вӗсене кӗҫех шкул музейне парӗҫ.
Севастопольте ҫамрӑксем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи патронсӑр пуҫне Крым вӑрҫинчи пульӑсене те тупнӑ. Шупашкарта шырав юхӑмӗ аталансах пырать. Шкулсене ашшӗ-амӑшӗ укҫан пулӑшать. Темиҫе ҫул каялла шырав ӗҫне пӗр шкул кӑна хутшӑннӑ тӑк халӗ ҫапӑҫусем пынӑ вырӑнсене хулари тӑватӑ шкул ачисем каяҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 9–12-мӗшӗсенче Шупашкар районӗнче 4 ача сӑвӑс ларнинчен шар курнӑ. Ҫак тапхӑрта ачасене сӑвӑс тапӑннӑ тӗслӗх тӑрук ӳснӗ.
Шар курнӑ шӑпӑрлансенчен чи кӗҫӗнни 2 ҫултан та кӗҫӗнрех. Палӑртмалла: тӗслӗхсем пӗр ялта пулман. Кӳкеҫре, Хачӑкра, Мӑн Пӳкассинче, Ярӑскассинче пурӑнакан ачасем ҫине сӑвӑс ларнӑ.
Шӑпӑрлансем 4, 6 тата 10 ҫултисем пулнӑ. Чи кӗҫӗнни — 1 ҫул та 9 уйӑхра. Вӗсен ӳтӗнчен кӑларнӑ сӑвӑссене кӑларса анализ тумашкӑн янӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти гигиена тата эпидемиологи центрӗн эпидемиологӗ Елена Петрова каланӑ тӑрӑх, ку тӗслӗхсем тӗрлӗ ҫӗрте пулнӑ, вӑрман ҫывӑхӗнче мар. Сӑвӑссем тумпа хупламан ӳте тӑрӑннӑ.
Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти Литература музейӗ Константин Кольцов поэт ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине асӑнса литературӑпа музыка каҫӗ ирттерет. Унта поэтӑн тӑванӗсене, шкул ачисене, ҫыравҫӑсене, Константин Михайловичӑн пултарулӑхне хаклакансене йыхравланӑ.
Константин Кольцов 1916 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Канаш районӗнчи Анат Сурӑм ялӗнче ҫуралнӑ. Колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн каччӑ тӑван районӗнчи хаҫатра ӗҫлеме пуҫланӑ. Унтах унӑн пӗрремӗш сӑввисемпе очерксем кун ҫути курнӑ. 1940-1941-мӗш ҫулсенче «Ҫамрӑк коммунист» хаҫатра тӑрӑшнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан ҫар училищине лекнӗ, батальон штабӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 1943 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫамрӑк лейтенант йывӑр суранланнӑ та вилнӗ. Ӑна Карелинче пытарнӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхи 8 сехетре, Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗнчи Каша ялӗнче Владимир Сатай (Цирюльников) поэта асӑнса бюст уҫнӑ. Хӑнасем хушшинче Николай Кондрашкин (палӑк проекчӗн авторӗ) ӗҫтешӗсем, ҫыравҫӑсем, художниксем, влаҫ ҫыннисем, Сатай поэт тӑванӗсем, педагогсем тата шкул ачисем пулнӑ...
Савӑнӑҫлӑ мероприятие пуҫтарӑннисене автор саламласа Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче вилнисене асӑнса Аслӑ Улхашра 30 ҫул каялла хӑйӗн пӗрремӗш палӑкне вырнаҫтарнине каласа кӑтартнӑ. Палӑртса хӑвармалла, чӑваш халӑхӗн паллӑ ывӑлӗсенчен палӑка куҫнисенчен Сатай сӑнарӗ — шучӗпе 30-мӗш.
Тухса калаҫакансен хушшинче Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн пулӑшуҫи Н.А. Лазарев, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи О.Н. Мустаев, И.Я. Яковлев ячӗллӗ ҫутӗҫ обществин ертӳҫи А.А. Мордовкин пулнӑ. Кӳршӗллӗ регионтан культурӑри паллӑ ӗҫченсем: Малышевсем, ашшӗпе ывӑлӗ, килнӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӗсем Тутарстан Республикинче Г.Т. Тимофеев палӑкне уҫассине пуҫарнӑ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан ҫамрӑк арҫын ҫине-ҫинех ашшӗ пулса тӑнӑ. Унӑн пӗр ачи 2013 ҫулта ҫут тӗнчене килнӗ, тепри — 2014-мӗшӗнче. Ҫав пепкесен амӑшне ача ҫине ача ҫуратма тархасласах ыйтнине пӗлместпӗр-ха. Тен, ашшӗ пулас шухӑшӗ ҫирӗпленсех те ҫитеймен-ши унӑн?..
28 ҫулти арҫыннӑн тупӑшӑн пӗрре-виҫҫӗмӗш пайне алимента ямалла пулнӑ. Кун пирки шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла суд йышӑну тунӑ. Анчах ҫамрӑк ашшӗ хӑнк та туман темелле. Ик ачашӑн парӑм унӑн 120 пин тенкӗ пуҫтарӑнса та кайнӑ. Суд приставӗсем ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласси пирки асӑрхаттарсан та икӗ ача ашшӗ ӗҫе вырнаҫма шутламан. Шупашкар район прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть суд арҫынна айӑплама йышӑннӑ. Унӑн юсанмалла 5 уйӑх ӗҫлеме тивӗ, тупӑшӑн 5 процентне патшалӑх тытса юлӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш ача пахчине Пӗрремӗш каналпа кӑтартӗҫ. Ачасене экологи тӗлӗшӗнчен воспитани пани федераци каналӗн журналисчӗсене кӑсӑклантарнӑ.
«Чебурашка» ача пахчинче ҫитӗнекен ӑрӑва экологи воспитанийӗ парас тӗлӗшпе нумай ӗҫлеҫҫӗ. Ҫуркунне пахчара шӑнкӑрч вӗллисем ҫакнӑ. Пӗчӗк экологсем минипитомникре лартнӑ чӑрӑшсене те тӑрӑшсах пӑхса тӑраҫҫӗ.
Ачасем ҫуркунне тухнӑ пирвайхи ӳсентӑранпа, хурт-кӑпшанкӑпа кӑсӑкланаҫҫӗ. Тӗкӗрҫ рашчинче те час-часах пулаҫҫӗ вӗсем.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Чебурашка» ача пахчинче шӑпӑрлансене экологи тӗлӗшӗнчен воспитани пани пирки «Ырӑ ир» кӑларӑмра кӑтартӗҫ.
Пуҫа вырнаҫман япала ку. Юрать, ӑнӑҫлах вӗҫленнӗ. Унсӑрӑн… Шупашкарта урапа пынӑ ҫӗртех ача тухса ӳкнӗ.
Ку ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 13 сехет те 55 минутра Калинин тата С.Радонежский урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта пулнӑ.
«Калина» маркӑллӑ урапан хыҫалти алӑкӗнчен 2 ҫулти арҫын ача тухса ӳкнӗ. Вӑл транспорт ҫӳрекен ҫул ҫинех ӳкнӗ. Шӑп ҫав вӑхӑтра водитель сулахай еннелле пӑрӑннӑ чухне пулна ку.
Ача вӑйлӑ суранланман. Пуҫӗ аманнӑ паллах. Ӑна халӗ амбулатори сиплевӗ ирттермелле тенӗ. Ачана ятарлӑ ларкӑчра илсе ҫӳремен-мӗн. «Калина» рулӗ умӗнче 33 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл эрех ӗҫменни паллӑ.
Красноармейски район хӗрӗ сӑвӑ хитре вулакансен СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ячӗллӗ республикӑри конкурсӗнче 1 степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.
Кун пек ӑмӑртӑва кӑҫалхипе иккӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Ӑна Республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ йӗркелет. Конкурсӑн пӗтӗмлетӳллӗ тапхӑрне республикӑн Наци вулавӑшӗнче пухнӑ.
Пилӗк сехете пынӑ пултарулӑх марафонӗнче конкурсҫӑсем чӑвашла та, вырӑсла та вуланӑ. Вӗсене Вера Кузьмина хай, Чӑваш Республикин халӑх ҫыравҫи Юрий Сементер, Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗсем Анна Кутузова, Иван Иванов, Светлана Михайлова, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Татьяна Ильина-Зайцева, Геннадий Кириллов, Елена Хорькова, Владимир Григорьев, Светлана Асамат, Марина Карягина, Любовь Шашкина поэтсем хакланӑ. Красноармейскинчи Культура ҫуртӗнчи «Хунав» пултарулӑх ушкӑнне ҫӳрекен Анастасия Козлова, акӑ, Петӗр Хусанкайӑн «Алран кайми аки-сухи» сӑввине вуласа 1 степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Вера Кузьмина хӑй чысланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |