Тухтӑрсем Чӑваш Енри ачасен куҫӗ ҫулсерен япӑхса пынине асӑрханӑ. Капла пӗтӗмлетӳ патне вӗсем ачасене иртнӗ ҫул профилактика тӗллевӗпе медосмотр кӑларнине тишкернӗ май ҫитсе тухнӑ.
Иртнӗ ҫул 231 пин ачана тӗрӗсленӗ. Вӗсен сывлӑхне куҫ курасси япӑхса пыни тата ҫурӑм шӑмми авӑнни самай сиен кӳрет. Шӑпах ҫак икӗ амакӗ тӗпрен илсен сиен кӳрет те.
Куҫ кураслӑх япӑхнин шайӗ Раҫҫейринчен пирӗн патра 1,5 хут пысӑкрах-мӗн. Шкула кайма тытӑннӑ хыҫҫӑн куҫ кураслӑх ҫулсерен чакса пырать. Ку пӑтӑрмах ача 15 ҫула ҫитичченех тӑсӑлса пырать.
Территорисене илсе чи ӑнӑҫсӑррисен йышне Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Канаш хулисем, Ҫӗрпӳ, Куславкка, Муркаш, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар, Красноармейски, Ҫӗмӗрле районӗсем лекнӗ.
Утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ялӗнчи ҫынсем концерта пухӑннӑ. Уй урамӗнче пурӑнакан 5–15 ҫулсенчи ачасем ял ҫыннисене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Культура ҫурчӗн заведующийӗ концерта ертсе пынӑ. Уй урамӗ учительсемпе, спортсменсемпе, культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсемпе пуян. Кунта алӗҫне юратакан ҫынсем те пурӑнаҫҫӗ.
Ачасем сцена ҫинче хаваслӑ, ташлама хӗтӗртекен юрӑсем шӑрантарнӑ. Куракансем вара вӗсемпе пӗрле юрланӑ.
Уй урамӗнче пурӑнакансем ачасем валли уяв сӗтелӗ хатӗрленӗ. Унта кукӑль таврашӗ, пулӑ, пылак ҫимӗҫ лартнӑ. Кӳршӗ-аршӑ тӗл пулса калаҫмалли сӑлтав та ку. Кунашкал мероприятисем ҫынсене пӗр тӗвве пухаҫҫӗ, туслӑха ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫынсем кун пек концерта кашни ҫулах йӗркелеме калаҫса татӑлнӑ.
Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче кадет класне уҫма хатӗрленеҫҫӗ.
Кадет класне уҫма, шкул директорӗ Зоя Васильева пӗлтернӗ тӑрӑх, хай Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче ӗҫленӗ чухнех шухӑшланӑ. «Кӳршӗ районсенче ун пек классем пур-ҫке. Эпир вара мӗнрен кая?», — пуҫ ватнӑ вӑл.
2006 ҫулта районта Чӑваш Сурӑм шкулӗн бази ҫинче «Ҫамрӑк космонавтсем» юхӑм уҫнӑ. Вӗсен ятарлӑ кӑвак тӗслӗ тум пулнӑ. Арҫын ачасемпе хӗрачасем унта хаваспах ҫӳренӗ. Анчах ҫак юхӑм нумаях пыман. Ырӑ пуҫарӑва шута шкулта кадет класӗ уҫма палӑртнӑ.
Районта, сӑмах май каласан, ун пек класс ҫук. Ашшӗ-амӑшӗ кадет класне уҫассине ырласа йышӑннӑ. Кадет класне ҫӳрекенсем ҫар енӗпе университет-института е училищене вӗренме кайма пултараҫҫӗ-ҫке тата ҫар службине хатӗрленсе ҫитеҫҫӗ.
Шупашкарти 131-мӗш ача пахчинче завхозра тӑрӑшакан Лидия Васильева хулари 132-мӗш пахчара бассейн ҫуккишӗн питӗ пӑшӑрханса ҫӳренӗ. Шухӑшпа шур пӳрт лартаймӑн та, чунне ыраттарса ывӑннӑ хӗрарӑм Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне вӗҫтернӗ.
Пысӑк пуҫлӑх патӗнче завхоз Элтепер ҫынсене ятарласа йышӑннӑ кун, утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, пулнӑ. Лидия Васильева 132-мӗш ача пахчинче бассейн ҫуккине хӑйӗн мӑнукӗ Мария унта ҫӳренӗрен пӗлет-мӗн. «Ӗҫлемен ҫав бассейна юсама эсир пулӑшасса питӗ шанас килет. Халӗ ача пахчинче юсав пырать. Унти коллектив питӗ лайӑх, эпир пуринпе те кӑмӑллӑ», — йӑлт ӑнлантарнӑ йышӑнӑва пынӑ хӗрарӑм.
Элтепер хула администрацине бассейна юсассипе ҫыхӑннӑ хутсене хатӗрлеме хушнӑ.
Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамри тӗп стадионта ӗнер Республикӑри ача-пӑча сабантуйӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Енри мӑсӑльмансен тӗн управленийӗ йӗркеленӗ.
Уяв ячӗпе саламлакансен хушшинче Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Альбир хазрат Крганов муфти тата ыттисем пулнӑ. Уява республикӑри культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов та ҫитнӗ.
Республика кунне тата Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа Шупашкарта «Ача-пӑча Акатуйӗ» фестиваль-конкурс иртессине эпир пӗлтернӗччӗ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ паркра йӗркеленӗччӗ. Уяв программине чӑваш юррин тата ташшин конкурсне, «Ӗҫ ҫыннине мухтатпӑр» ӳкерчӗксен конкурссене, «Шупашкар хула паттӑрӗ» ятпа 9–10 ҫулти арҫын ачасем хушшинче вӑй виҫмелли ӑмӑртӑва тата ыттине кӗртнӗччӗ.
Кӑҫал шывра путакан ҫын нумай. МЧС асӑрхануллӑрах пулма ыйтсан та республикӑра инкек ҫине ҫинех пулать. Шел те, ачасен пурнӑҫӗ те татӑлать шывра.
Шупашкарти кӳлмекре паян инкек пулнӑ. 16 сехетре унта хӗрача путса вилнӗ.
Куракансем каланӑ тӑрӑх, виҫӗ хӗрача, 11–13 ҫулсенче курӑнаканскерсем, шыва кӗнӗ. Вӗсенчен пӗри ҫыран хӗррине тухнӑ. Иккӗшӗ шывра путма тытӑннӑ. Пӗрне водолазсем тӳрех ҫӑлнӑ. Ӑна тухтӑрсем тӗрӗсленӗ, анчах вӑл пульница кайма килӗшмен.
Виҫҫӗмӗш хӗрачана вара ҫӑлавҫӑсем пӗр сехет шыранӑ. Шел, унӑн пурнӑҫне ҫӑлма май килмен. Халӗ инкек мӗнле пулнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Муркаш районӗнчи Москакасси ял тӑрӑхӗнче ҫамрӑксен уявне ирттернӗ. Ӑна йӗркелеме унти яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ хастар хутшӑннӑ.
Вӗсемех уяв вырӑнне ҫулса тирпейленӗ, сценӑна сӑрланӑ, музыка аппаратурине, кирлӗ ытти хатӗр-хӗтӗре вырнаҫтарнӑ.
Мероприятире пӗчӗк ачасенчен пуҫласа ваттисем таранах савӑнма пултарнӑ. Вырӑнти тӳре-шара та унта пырса ҫитнӗ. Маларах вара лотерея та выляттарнӑ, тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗ йӗркеленӗ, Шупашкартан клоунсене чӗнсе илнӗ. Темиҫе теҫетке ҫул каяллахи юрӑсене янӑратнӑ май ташлаканӗ ташланӑ, пӑхса тӑраканӗ пӑхса тӑнӑ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Г.Г.Голубева пӗлтернӗ тӑрӑх, спонсорсемсӗр иртмен ку уяв. Ҫавӑнпа та вӑл вӗсене уйрӑмах тав тунине пӗлтерет.
Миҫе хутчен асӑрхаттараҫҫӗ ӗнтӗ: чӳрече уҫӑ чухне е москитлӑ сетка карсан пӗчӗк ачана пӗччен ан хӑварӑр! Шупашкарта шӑпӑрлан ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ.
Юрать, суранланнӑ ҫеҫ вӑл. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем пульница илсе кайнӑ.
Ку пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 23 сехетре пулнӑ. Республикӑри ҫӑлавпа шырав службине хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ. Хайхискер хваттерне кӗреймест-мӗн. Алӑка шалтан питӗрнӗ, унта вара ача пӗчченех.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитнӗ, алӑка ҫӗмӗрсе шала кӗнӗ. Анчах хваттерте никам та пулман. 5 ҫулти арҫын ачан 3-мӗш хутран чӳречерен ӳкнӗ.
Выртан каска мӑкланнӑ, ҫӳрен каска якалнӑ тенӗ ваттисем. Шупашкарти 2-мӗш пуҫламӑш шкул: «Укҫа хӗсӗк, ҫитсе пымасть», — тесе ларас вырӑнне шкулсенчи инноваци проекчӗсене аталантарма федераци хыснинчен паракан «кӗмӗле» ҫӗнсе илессишӗн конкурса хутшӑннӑ.
Хутсем хатӗрлесе чӑрманни сая кайман: «Вӗренӳри стартап» лотпа ҫӗнтернӗ. Заявкӑсем нумай пулнӑ — пурӗ 117. Анчах конкурса 84-шне кӑна йышӑннӑ.
Шупашкарти 2-мӗш шкул та, каларӑмӑр ӗнтӗ, телейлисен шутне лекнӗ. Вӗренӳ учрежденийӗн директорӗ Алевтина Димитриева федераци хыснинчен тивӗҫекен 1,8 миллион тенке педагогсен квалификацине ӳстерме, ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшӗ валли навигатор хатӗрлеме, вӗренӳре кирлӗ тата ытти хӑш-пӗр тӗллевпе усӑ курассине пӗлтернӗ.
Ҫуллахи шӑрӑх кунсенче ҫынсем шыва путни, шел те, час-часах тӗл пулать. Ҫак кунсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи темиҫе ҫемье шар курнӑ — вӗсем хӑйсен ҫывӑх ҫыннисене ҫухатнӑ.
Тихӑнушкӑнь ялӗнчи пӗр ҫемье ӗнер пӗве хӗрринче каннӑ. Арҫын катамаранпа ярӑнса ҫӳренӗ, унӑн 12 ҫулхи хӗрӗ пӗве хӗрӗнче ларнӑ. Тем вӑхӑтра ача тимлӗхе ҫухатнӑ — ура шуҫса кайнӑ та шыва путма тытӑннӑ.
Инкеке асӑрханӑ ашшӗ хӗрӗ патне ҫийӗнчех ишсе пынӑ та ачине ҫыран хӗрне васкаса тӗксе кӑларнӑ. Анчах хӗрне ҫӑлма ӑнтӑлнӑ арҫын пурнӑҫӗ шывра сарӑмсӑр татӑлнӑ: вӑл шыва хӑй путнӑ. Инкек сӑлтавне катамаранпа ярӑнма тухнӑ ҫав арҫыннӑн хӑрах алли ӗҫлеменнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Ҫапла вара 12-ри ача ашшӗ хӗрӗн куҫӗ умӗнчех шыва путса вилнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |