Унтанпа 55 ҫул иртнӗ. Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗнче 106 ача тата 4 вӗрентекен ҫунса кайнӑ. Вӗсене асӑнса шкул пулнӑ вырӑнта митинг иртнӗ.
1961 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗнче Хуракасси шкулӗнче Октябрь революцине халалласа концерт иртнӗ. Физика вӗрентекенӗ икӗ ачапа пӗрле кинопроектора хатӗрленӗ чухне бензинпа усӑ курнӑ. Кӗтмен ҫӗртен ҫулӑм тухнӑ, вӑл концерт пынӑ спортзала палкаса кӗнӗ.
Йывӑҫ ҫурт питӗ хӑвӑрт хыпса ҫуннӑ. Аслӑраххисем, ытларахӑшӗ, чӳречерен тухнӑ, пӗччӗккисем ҫавӑнтах юлнӑ… Вӗсене тепӗр кунхине тӑванла вилтӑпри ҫине пытарнӑ.
Ҫунса кӗлленнӗ шкул умӗнче иртнӗ митинга МЧС ӗҫченӗсем, пушар хуралӗн ветеранӗсем, районти тӳре-шара, Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн студенчӗсем, ял ҫыннисем хутшӑннӑ. Вӗсем палӑк умне чечексем хунӑ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Улхашри шкул ачисем нумаях пулмасть Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пулнӑ. Унта вӗсем районта пурнӑҫа кӗртекен «Удивительное рядом» (чӑв. Тӗлӗнмелли юнашарах) вӗренӳ туризмӗн программипе килӗшӳллӗн ҫула тухнӑ.
1868 ҫулта Иван Яковлев пуҫарнипе йӗркеленӗ учительсен шкулӗ культурӑпа ҫутӗҫ центрӗ пулса тӑнӑ. Унта каччӑсем те те, хӗрсем те вӗреннӗ. Чӑвашсемпе пӗрлех ытти наци ҫыннисем пӗлӳ илнӗ. Педагогӗсем те тӗрлӗ наци ҫыннисем пулнӑ.
Чӗмпӗрте пулнӑ май вырӑс улхашсем ҫӗннине нумай пӗлнӗ. Вӗсем «калаҫакан алфавитла» вылянӑ май кӑткӑс мар чӑваш сӑмахӗсене пуплевре усӑ курнӑ. Иван Яковлевич пирки каласа кӑтартнине те ачасем кӑсӑклансах итленӗ, ҫӗннине ӑша хывма ӑнтӑлса кашни ҫӗнӗ хыпара асра хӑварма тӑрӑшнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй должноҫне пӗтермен. Официаллӑ ҫырнине чӑвашла куҫарсан ҫапларах ӑнланма пулать: «Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй тивӗҫне этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекенни ҫине хурасси ҫинчен калакан республика саккунӗ йышӑннӑ чух парламент депутачӗсем ачасен омбудсменӗн должноҫне пӗтӗрес ҫулпа кайман». Малалла вара ҫапларах ӑнлантарнӑ: федераци саккунӗсем апла тума ирӗк параҫҫӗ пулин те Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗ ачасен правине хӳтӗлекен кирлӗлӗхне тата пӗлтерӗшне тӗпе хурса ҫак должноҫне сыхласа хӑварас тенӗ.
Саккун Уполномоченнӑя мар, аппарата (вӑл виҫӗ ҫынтан тӑнӑ) пӗтернӗ пулать. Йӗркелӳ ӗҫӗ вӑхӑтӗнче тивӗҫе Этем правине хӳтӗлекен ҫине тиенӗ.
Ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулмасси, кун пирки ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтӗнче пӗлтерни, юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи черетлӗ ларура депутатсем ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй тивӗҫне пӑрахӑҫлама ыйтнине, куншӑн 37 депутат сасӑланине, виҫҫӗшӗ хирӗҫ пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарти полицейскисем ҫул ҫитмен арҫын ачасене тытса чарнӑ. Хайхискерсем пуйӑс ҫӳрекен рельс ҫине тимӗр укҫасем хунӑ.
Ку ачасемшӗн интереслӗ пулнӑ. Вӗсем ун урлӑ пуйӑс каҫса кайсан мӗн пулассине пӗлесшӗн ҫуннӑ.
Арҫын ачасем 12-ре тата 13 ҫулта. Вӗсем Шупашкарти станцире рельс ҫине тимӗр укҫа хунӑ вӑхӑтра полицейскисем ҫитсе тӑнӑ, шӑпӑрлансене тытса чарнӑ. Ҫул ҫитменскерсем ку «вӑйӑ» мӗн патне илсе ҫитерессине ӑнланман та-мӗн. Вӗсем «сӑнав» ирттерме шухӑшланӑ.
Ачасен ӗҫӗшӗн ашшӗ-амӑшӗн явап тытма тивӗ. Аслисем куншӑн 500 тенкӗ штраф тӳлӗҫ.
Валентина Матвиенко ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева ача-пӑча омбудсменӗн должноҫне сыхласа хӑварма ыйтнӑ. Кун пирки спикера РФ Президенчӗ ҫумӗнчи ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Анна Кузнецова каланӑ-мӗн.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Чӑваш Енре ачасен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй должноҫне пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Унччен ку яваплӑх Вячеслав Рафинов ҫинче пулнӑ. Ку тивӗҫе ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑя панӑ.
Анчах ҫакна Анна Кузнецова хирӗҫлет. Унӑн шухӑшӗпе, регионсенче хыснари укҫа-тенке перекетлес тӗллевпе ку дожноҫе пӗтерни ачасен лару-тӑрӑвне япӑхлатать.
Хырхӗрри тӗп шкулӗнче ҫак кунсенче пиллӗкӗмӗш-улттӑмӗш класс вӗренекенӗсем валли кӗрхи уяв пулса иртнӗ. Кӑҫалхи уява пиллӗкӗмӗшсем хатӗрленӗ. Сӑмах май, вӗсем ҫак вӗренӱ ҫулӗнче ҫеҫ пӗрле вӗренме тытӑннӑ: маларах класри вунвиҫӗ ачаран ҫиччӗшӗ шкулӑн Вӑрманхӗрри Чурачӑк уйрӑменче ӑс пухнӑ.
Уява Женя Хлебникова тата Наташа Лепешкина ертсе пынӑ. Маттур хӗрачасем тӗрлӗрен тупӑшусем ирттернӗ, тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене шыраттарнӑ. «Пӗчӗк пике» ячӗшӗн ятарласа хӗрачасем валли хатӗрленӗ тупӑшу ирттернӗ. Пике ята харӑсах икӗ хӗрача — Вика Коновалова (6-мӗш класс) тата Катя Михеева (5-мӗш класс) — тивӗҫнӗ. Куракансем те ахаль ларман: тӗрлӗрен ыйтусен тупсӑмӗсене шыранӑ, ҫӗнтерӱҫӗсене алӑ ҫупса хавхалантарнӑ.
Уяв хавас кӑмӑл-туйӑмпа иртнӗ, вӑхӑт иртни те сисӗнмен. Ҫапла ҫав вӑл: пӗр-пӗрне итлеме пӗлсен, ӑнланса пырсан, юлташсен ҫитӗнӗвӗшӗн савӑнма пӗлсен, туслӑх туйӑмӗсене мала хурсан – пурнӑҫ урапи те малалла ҫӑмӑлрах ӑнтӑлать (чупать).
Чылай ача телевизор умӗнче нумай вӑхӑт ирттерет. Тепӗр тесен, ку ашшӗ-амӑшӗшӗн меллӗ: ача ан чӑрмантартӑр тесе телевизор ярса параҫҫӗ те хӑйсен ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ. Анчах ку пӗчӗкскерӗн психикине витӗм кӳни пирки шухӑшламаҫҫӗ.
Аслисем мультфильмсем ачашӑн сиенлӗ пулни пирки пачах пӗлмеҫҫӗ теме ҫук. Анчах ку мӗн тери хӑрушӑ пулнине специалистсем ҫеҫ лайӑх чухлаҫҫӗ. Ачасем картинка юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа кирек мӗнле мультика та вӗсем хаваспах пӑхаҫҫӗ. Чӑннипе, шӑпӑрлан ун чухне канмасть, унӑн пуҫ мими вӑйлӑ ӗҫлет. Психологсем каланӑ тӑрӑх, тӗслӗ картинкӑсем хӑвӑрт ылмашӑнни шӑпӑрлана сиен кӳрет. Вӗсем 3 ҫул тултарман ачасене хура-шурӑллӑ мультфильмсем кӑтартма сӗнеҫҫӗ.
Эпир пӗчӗк чухне Совет Союзӗнче кӑларнӑ мультфильмсене пӑхма кӑмӑллаттӑмӑр. Ун чухне вӗсене кунне пӗр-икӗ хутчен кӑтартатчӗҫ. Халӗ вара мӗн чухлӗ пӑхас килет – тархасшӑн. АПШра кӑларнӑ мультфильмсем анлӑ сарӑлнӑ. Раҫҫейри психологсем сӑнав тунӑ: ют ҫӗршывра кӑларнӑ мультиксем чӑнах та сиен кӳреҫҫӗ-и? Вӗсем «Шрек», «Алладин», «Красавица и Чудовище», «Гуффи и друзья», «Дональд Дак», «Дятел Вуди», «Золушка» тата ыттине пӑхнӑ.
Автомобильпе ҫӳрекенсем хӑйсен уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Шупашкарти 39-мӗш шкулта ӑс пухакан ачасем водительсене саламлама шухӑшланӑ.
Шӑпӑрлансем Патшалӑх инспекцийӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле ҫул ҫине тухнӑ, водительсене парнепе савӑнтарнӑ. Парнесене вӗсем хӑйсем ӑсталанӑ. Тӑварлӑ чустаран ӑсталанӑ теттесем руль умӗнчисене питӗ килӗшнӗ.
Виҫҫӗмӗш класс ачисем чустаран ҫул-йӗр паллисене ӑсталанӑ. Вӗсем водительсемшӗн хӑйне евӗр сувенир пулӗҫ. Руль умӗнчисем ачасене чунран тав тунӑ. Кунашкал акци ҫуран ҫӳрекенсене те, водительсене те йӗркене пӑхӑнма хистенине палӑртнӑ.
Чӑваш Енри шкулсенче ачасене шахмат выляма вӗрентме тытӑнӗҫ. Ҫывӑх вӑхӑтра ку урока кашни ача ҫӳреме тытӑнӗ.
Пӗтӗм тӗнчери шахмат федерацийӗн президенчӗ Кирсан Илюмжинов ТАССра иртнӗ пресс-конференцире ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шахматы в школе» (чӑв. Шкулти шахмат) ҫӗнӗ проекта иртнӗ ҫул Мускавра пуҫарнӑ. Малашне вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинчен регионсене куҫӗ. Проект ҫывӑх вӑхӑтра пирӗн республикӑна ҫитӗ. Кунсӑр пуҫне Саха Республикинче, Белгород тата Липецк облаҫӗсенче уроксенче шахмат вӑрттӑнлӑхӗпе паллаштарӗҫ.
Шахмата физкультурӑн хушма урокӗнче ӑша хывтарӗҫ. Вӑл ачасен ӑс-тӑнне, шухӑшлавне аталанма пулӑшать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Шахмата программӑна кӗртнӗ шкулсенче ачасем унчченхинчен 40 процент лайӑхрах вӗренме тытӑннӑ тесе ӗнентереҫҫӗ.
Шупашкарти 43-мӗш шкулти наркӑмӑшланнӑ ачасене тухтӑрсем пулӑшаҫҫӗ. Хӑсӑк килнипе, температура хӑпарса кайнипе, хырӑм ыратнипе ӗнер шкулти медицина пӳлӗмне сакӑр ача пынӑ. Тухтӑр тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӗсене сипленме киле янӑ.
Юпа уйӑхӗн 25-мӗш—26-мӗш каҫхине Хулари ача-пӑчан иккӗмӗш пульницине маларах асӑннӑ шкулта вӗренекен икӗ ачана вырттарнӑ. Ӗнер кӑнтӑрла тата тепӗр ачана унти тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тарӑх, тухтӑрсем тата Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗ ачасем чирленӗ тӗслӗхсене тӗрӗслеҫҫӗ.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ ку фактпа тӗрӗслев пуҫарнине эпир ӗнер ҫырнӑччӗ. Маларах Ҫӗнӗ Шупашкарти ача пахчинче те шӑпӑрлансем наркӑмӑшланнӑччӗ. Ку факта унта пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |