Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май ачасем Хӗл Мучи патне ҫыру ҫырма тытӑннӑ ӗнтӗ. Ҫак кунсенче Роскомнадзор Хӗл Мучи патне ҫыру ямалли 70 ытла сайта хупнӑ.
Вӗсене пурне те ҫырура ачасен ят-шывне, ӑҫта пурӑннине кӑтартнӑшӑн хупнӑ. Паянхи кун тӗлне унашкал 76 ресурса тупса палӑртнӑ. Халӗ вӗсен тӗлӗшпе йышӑну тӑвӗҫ.
Ведомство ачасене асӑрхануллӑрах пулма ыйтать. Хӗл Мучи патне ҫыру янӑ чухне хушамата, ята, ашшӗн ятне туллин палӑртмалла мар, ӑҫта пурӑннине тата хӑш шкулта вӗреннине те асӑнма юрамасть. «Хӗл Мучи пӗрре ҫеҫ. Вӑл сирӗн ят-шыва туллин ыйтмасть», — тенӗ Роскомнадзор ӗҫченӗсем.
Нумаях пулмасть Мускавра «Семья года – 2016» (чӑв. Ҫемье ҫулталӑкӗ — 2016) Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса пӗтӗмлетнӗ. РФ Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствипе Йывӑр лару-тӑрури ачасене пулӑшакан фонд йӗркеленӗ ӑмӑртӑва ҫӗршывӑн 79 регионӗнчи 294 ҫемье хутшӑннӑ. Асӑннӑ йышран 79-шне ҫулталӑк ҫемйи ят панӑ.
Чӑваш Ене ҫӗршыври конкурсра Шупашкарти Надеждинсем хӳтӗленӗ. Тӑватӑ ачаллӑ ҫемье пиллӗкмӗшне усрама илнӗ. Вӑл «Созвездие» ача пахчине инклюзивлӑ ушкӑна ҫӳрет. Надежлинсене конкурс йӗркелӳҫисе «Семья – хранитель традиций» (чӑв. Ҫемье — йӑла-йӗркене упраканӗ) номинацире чысланӑ.
Маларах «Ҫулталӑкри ҫемье» республика конкурсне пӗтӗмлетнӗччӗ. Унта Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗнче пурӑнакан Уткинсене ҫитекен пулман.
Шупашкар хула администрацийӗпе И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ «Университет для детей» (чӑв. Ачасем валли университет) вӗренӳпӳ ҫутӗҫ проекчӗ ӗҫлеттерсе янӑ. Икӗ енлӗ килӗшӗве 2015 ҫулта Алексей Ладыков мэрпа Андрей Андреев ректор алӑ пуснӑ.
Проекта малалла тӑсса виҫӗмкун Шупашкарти 38-мӗш вӑтам шкула Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗсемпе студенчӗсем пынӑ. Ют чӗлхесене вӗрентекен кафедра преподавателӗсем О.Л. Таранова тата А.Г. Фарафонова «Funny English» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш акӑлчан чӗлхи) викторина ирттернӗ. Ушкӑнсене пайланнӑ ачасем акӑлчан сӑмахӗсем валли рифмӑсем шыранӑ, ҫӗршыва, грамматикӑна тата акӑлчан чӗлхин лексикине пӗлнине кӑтартнӑ. Аслӑ шкултисем кӗҫӗн тусӗсем патне парнесемпе пынӑ.
Шупашкарта «Европа театрӗ» конкурспа килӗшӳллӗн спектакльсене тӗрлӗ чӗлхепе лартнӑ: акӑлчанла, нимӗҫле, французла.
Пилӗк ҫул каялла постановкӑсене нимӗҫле ҫеҫ лартнӑ. Халӗ конкурса анлӑлатма шухӑшланӑ. Халӗ спектакльсене Европӑри виҫӗ чӗлхепе лартаҫҫӗ. Хулари 37-мӗш шкулти ачасем тавракурӑмӗпе палӑрнӑ. Вӗсем иккӗмӗш класранпах темиҫе чӗлхе вӗренеҫҫӗ.
Конкурсра ытларах юмахсем лартнӑ. Ара, вӗсене вӗренме ҫӑмӑлрах вӗт. Елчӗк районӗн ачисем ав конкурса пиллӗкмӗш хут хутшӑннӑ. Вӗренӳрен пушӑ вӑхӑтра вӗсем акӑлчан чӗлхине тӗшмӗртеҫҫӗ. Конкурсра вара нимӗҫле юмах лартнӑ.
Конкурса ачасем чӗлхесене ытларах вӗренччӗр тесе ирттереҫҫӗ. Ачасем вара хӑйсене артист пек туяҫҫӗ. Хальхинче акӑлчанла тата фрнацузла постановка лартса Шупашкарти 46-мӗш шкул ҫӗнтернӗ. Нимӗҫле юмахшӑн вара Елчӗк районӗн ачисене палӑртнӑ.
Нумаях пулмасть Шупашкарта шкула ҫӳрекен арҫын ача хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Вӑл ашшӗпе хирӗҫсе кайнӑ хыҫҫӑн ҫак утӑма тунӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ача пӗр класра вӗренкен хӗрачан телефонне ҫӗмӗрнӗ. Кун хыҫҫӑн ӑна ашшӗ пиҫҫиххипе хӑмсарнӑ. Ачан виллине подъездра тупнӑ.
Арҫын ача ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи пӗр шкулта ӑс пухнӑ. Шкул ертӳлӗхӗ тата тантӑшӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫынпа хутшӑнма юратнӑ. Анчах ҫак утӑма тума мӗн хистенӗ ӑна? Следстви малалла пырать.
Ыран, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкулта армрестлинг енӗпе ӑмӑрту иртӗ. Вырӑнти пӗлӳ учрежденийӗнче ӑс пухакансем хӑйсем хушшинче ӑмӑртма пӗрле вӗренекен тус-тантӑшӗсем республикӑри турнирта мала тухнӑ хыҫҫӑн шут тытнӑ.
Эрне каяллахи ҫав тупӑшу маларах асӑннӑ районти Вӑрман Ҫӗктер шкулӗнче иртнӗ. Чӑрӑшкассинчи Л.В. Пучков ячӗллӗ шкулта пӗлӳ илекенсен ушкӑнӗ Евгения Николаеваран (хӑйӗн ушкӑнӗнче вӗл 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ), Никита Карповран ( 1-мӗш), Эльвира Григорьеваран (1-мӗш), Виктор Ильинран (1-мӗш), Мария Егороваран (1-мӗш), Елена Беловаран (2-мӗш), Артем Афанасьевран (2-мӗш), Дмитрий Сандомировран (3-мӗш) тӑнӑ. Республика турнирӗнче ҫӗнтерсе шкул команди куҫса ҫӳрекен кубока тата вымпела тивӗҫнӗ.
Сергей Гаврилов физкультура учителӗ ертсе пынипе ыран вӗренӳ учрежденийӗ шайӗнчи турнир ирттерӗ.
«Хулари чӑвашлӑх. Ку ыйту нумай йӑхташа канӑҫ памасть. Мӗнле аталантармалла? Тутарстанри Анат Камӑри 34-мӗш гимнази-интернат пур. Вӗсен те йӑлтах ҫупа сӗрсе хуман, ҫапах та паянхи кунччен те чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентееҫҫӗ. Ҫитменнине ачасене чӑваш юрри-ташшине хӑнӑхтараҫҫӗ пӗчӗкрен», — ҫапла ҫырнӑ Фейсбукра кӳршӗллӗ ҫав республикӑри «Сувар» чӑваш хаҫачӗн редакторӗ Константин Малышев.
Чӑн та, аслисен тӑрӑшӑвӗ харама каймасть темелле. Нумаях пулмасть иртнӗ «Мы разные, но мы вместе» (чӑв. Эпир тӗрлӗрен, анчах эпир пӗрле) фестивале те хутшӑннӑ ачасем. «Укӑлчара» фольклор композицийӗпе вӗсем иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ачасене ҫак фестивале хутшӑнма, ҫӗнтерӳҫӗсен ятне илме пулӑшакансем тесе хаҫат Галина Удирякова класс ертӳҫине, гимназири фолькор ушкӑнне ертсе пыракан Татьяна Носевича тата ачасен ашшӗ-амӑшне асӑнса хӑварнӑ.
Шупашкарти ача ҫуратмалли ҫуртра виҫӗреш ҫут тӗнчене килнӗ. Амӑшӗпе виҫе ачине пульницӑран кӑларнӑ чухне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура кӗтсе илнӗ.
Полина, Данила тата Илюша юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӗсене пульницӑран киле ӗнер кӑна янӑ. Ҫак тапхӑрта вӗсене тухтӑрсем сӑнаса тӑнӑ.
Вӗсене кӗтсе илмешкӗн Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗн ыркӑмӑллӑх фончӗн попечительлӗх канашӗн председателӗ Лариса Игнатьева, Шупашкар хула пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ирина Клементьева, депутатсем, чиновниксем килнӗ.
Ашшӗпе амӑшӗ ҫамрӑк. Ҫапах тӳрех виҫӗ ача ҫурални хӑратман. Аслашшӗпе асламӑшӗ, кукашшӗпе кукамӑшӗ вӗсене пулӑшма хатӗр.
Красноармейски районӗнчи Культура ҫуртӗнче шкул ачисем хушшинче Трак ен сӑвӑҫин Николай Ершов-Янгерӑн пултарулӑхне халалласа «Кашни сӑмахӗ — чун хӗлхемӗ» илемлӗ вулакансен конкурсӗ иртнӗ. Н. Ершов — Раҫҫей журналисчӗсен, Чӑваш писателӗсен союзӗсен тата Композиторсен ассоциацийӗн пайташӗ. 15 кӗнеке авторӗн сӑввисемпе вырӑнти композиторсем 150 ытла юрӑ кӗвӗленӗ.
Конкурса 3–11-мӗш классенче вӗренекен 68 ача хутшӑннӑ. Вӗсен пултарулӑхне тӳресен председателӗ пулса Николай Ершов хӑй хакланӑ. Илемлӗ вулакансене ӳсӗме кура виҫӗ ушкӑна пайласа хакланӑ: 3–5, 6–8, 9–11-мӗш классенче вӗренекенсем.
Николай Ершов ҫӗнтерӳҫӗсене преми тата кашни хутшӑнакана хӑйӗн кӗнекисене парса хавхалантарнӑ.
Конкурса Чӑваш наци конгресӗн Красноармейски районӗнчи уйрӑмӗ йӗркеленӗ.
Нумаях пулмасть ЧР Сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченӗсем специалисчӗсем «Пӗрремӗш фармацевтика фирми» тулли мар яваплӑ общество ертӳҫипе тӗл пулнӑ. Вӗсем «фанфурик» ыйтӑвне сутса явнӑ.
Ҫак аптека сетӗнче «фанфурик» сутас енӗпе йӗрке йышӑннӑ. Фармацевтсене ачасемпе ҫул ҫитмен ҫамрӑксене спирт шӗвекне сутма чарнӑ. Кунсӑр пуҫне малашне вӗсем пӗр ҫынна 1-2 спирт настойкинчен ытларах сутмӗҫ.
Палӑртмалла: республика ҫыннисем «фанфурик» сутнипе кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ, кун пирки кирлӗ ҫӗре ҫӑхавлаҫҫӗ. Йӗрке тӑвас тесе общество организацийӗсем, тухтӑр-нимеҫӗсем профилактика рейчӗсем ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |