Телекурав конкурсӗ «Мехел» 10 ҫул тултарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Концерта «Раҫҫей 1» каналпа ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 9 сехет ҫурӑра кӑтартрӗҫ. Хальхинче ачасем мала тухассишӗн тупӑшман — уяв концертӗнче сцена ҫине унччен ҫӗнтернӗ маттурсем тухнӑ.
Шупашкарти «Ровесник» культура ҫуртӗнчи «Пилеш» ансамбле концерта уҫма шаннӑ. Унта ачасем «Ӑҫта-ши шур акӑшсем?» юрӑпа тухнӑ.
Ку ансамбле Наталья Васильева ертсе пырать. Наталья Витальевна ачасене халӑх пултарулӑхӗпе паллаштарать, юрри-ташши, йӑли-йӗрки ҫинчен каласа кӑтартать. Ун патне ҫӳрекен хӗрачасемпе арҫын ачасем чӑваш культурипе чӑннипех кӑсӑкланаҫҫӗ теме юрать.
Наталья Васильева — «Уяв» фольклор ансамблӗн солистчӗ, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче «Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ансамблӗнче юрлать.
Шупашкарта пурӑнакан Лиза Петровӑна пӗр тӑхтаса тӑмасӑр операци тумалла. Вӑл 7-ре кӑна-ха, нушине вара пайтах курать.
Лиза усал шыҫӑпа чирлет. Амӑшӗ пилӗк ачана ура ҫине тӑратать, ҫавӑнпа унӑн операци валли укҫа ҫук. Кун валли 3,5 миллион тенкӗ кирлӗ.
Ҫемьене инкек пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче килнӗ. Амӑшӗ Любовь Степанова каланӑ тӑрӑх, ҫав ҫул хӗрачан сулахай ури хытӑ ыратма тытӑннӑ, кайран шыҫӑннӑ. Амӑшӗ ӑна тухтӑра кӑтартнӑ.
Тухтӑр пӑхнӑ хыҫҫӑн ку онкологи пулма пултарнине каланӑ. Вӗсене Хусана тӗрӗсленме янӑ. Биопси илнӗ хыҫҫӑн диагноз ҫирӗпленнӗ. Ҫитменнине, ӳпкинче метастаза пулни палӑрнӑ. Ун чухне Лиза химиотерапие ҫӳреме пуҫланӑ.
Мускав тухтӑрӗсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн Лизӑн урине сыхласа хӑварма йышӑннӑ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче вӗсем каллех Хусана таврӑннӑ. Халӗ амӑшӗпе хӗрӗ кашни виҫӗ эрнере Мускав сипленме ҫӳреҫҫӗ. Сиплев хаклӑ.
Мускаври Блохин ячӗллӗ онкологи центрӗ Лизӑна йышӑнма хатӗр. Анчах 3,5 миллион тенкӗ кирлӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви 1 миллион тенкӗлӗх квота уйӑрнӑ. Ку ҫитмест. Лизӑна кашни ҫыннах пулӑшма пултарать.
Республикӑра пӗчӗк ача ҫывӑрнӑ чухнех вилнӗ. Кун пирки «Про Город» редакцине Марина Кравцева пӗлтернӗ.
Ку пӑтӑрмах Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пулнӑ. Район пульници ача вилнине ҫирӗплетнӗ. Тӗп тухтӑрӑн ҫумӗ Людмила Албутова ача асфиксие пула сывлама чарӑннӑ. Халӗ оперативлӑ следстви мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, кӑкӑр ачи ҫывӑрнӑ чухне вилнӗ. Темиҫе сехет маларах ӑна прививка тунӑ. Халӗ ку ӗҫе следовательсем тишкереҫҫӗ. Экспертиза ирттереҫҫӗ. Кӑтартӑвӗсем тепӗр уйӑхран ҫеҫ паллӑ пулӗҫ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 10-мӗшӗччен Муркаш районӗнчи ачасем этноуйлӑхсенче (этнолагерьсенче) каннӑ. Вунӑ кун хушшинче вӗсен тӗрлӗ ӗҫсем туса ирттермелле пулнӑ.
Пурӗ 9 этноуйлӑх ӗҫленӗ. Калайкасси ялӗнче, сӑмахран, «Туслӑх» ятлинче ачасем каннӑ, Ҫатракасси ялӗнче — «Мехел» ушкӑнра. Муркашӗнче хӑйӗнче те уйрӑм ушкӑн пулнӑ — «Чӑнкӑ чӑвашсем» ятли.
Этноуйлӑхсенче ачасем мӗн-мӗн туни ҫинчен ҫак каҫӑсемпе кӗрсе паллашма пулать: «Туслӑх» ушкӑн, «Мехел» ушкӑн, «Чӑнкӑ чӑвашсем» ушкӑн.
Шупашкарта ачасем валли вылямалли лапамсем вырнаҫтараҫҫӗ. Анчах пур ҫӗрте те мар. Камсем лапама пӑхса тӑнӑшӑн, тирпейленӗшӗн укҫа тӳлеме хатӗр — вӗсем патӗнче ҫеҫ. Шкул урамӗнчи пӗр картишре ача-пӑча лапамне ку эрнере туса пӗтермелле.
Кӑҫал пӗтӗмпе 10,5 миллион тенкӗлӗх 70 лапам хӑтлӑлатма палӑртнӑ. Ленин районӗнче — 30, Мускав районӗнче — 21, Калинин районӗнче — 17, Атӑл леш енче 2 лапам пулӗ.
Юлашки 5 ҫулта Шупашкарта 421 картишре вӑйӑ тата спорт хатӗр-хӗтӗрӗсене вырнаҫтарнӑ. Пӗтӗмпе 75,6 миллион тенкӗ тӑкакланӑ.
Вӑйӑ лапамне управляющи компанийӗ пӑхса тӑрӗ. Анчах куншӑн хваттерте пурӑнакансен тӳлемелле.
Иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуратакансене пирӗн ҫӗршывра амӑш укҫи панине пӗлетпӗр-ха. Вӑл тупрана ӑҫта-ӑҫта ярассине пӗчӗкшерӗн анлӑлатсах пыраҫҫӗ. Маларах ҫурт-йӗр туянма е тума, шкул пӗтерсен ачасене вӗрентме е пулас пенси валли хурса хӑварма кӑна юратчӗ пулсан халӗ ҫурт-йӗре юсама та тытма юрать.
Ҫывӑх вӑхӑтра амӑш укҫине газ плити, газ колонки, газ счетчикӗ илме те тӑкаклама ирӗк парас шанчӑк пур.
Амӑш укҫине пӳрте газ кӗртнӗ чух тытма юракан сӗнӳпе Иваново облаҫӗнчи депутатсем мускавсем патне тухнӑ.
Иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачана ҫуратсан паракан "кӗмӗле" ҫурт-йӗре юсанӑ чухне тӑкаклама юранине маларах каларӑмӑр-ха. Анчах уйрӑм ҫурта газификацилени ҫав шута кӗменнине кура амӑш укҫине вӑл тӗллевпе хальлӗхе усӑ курма май ҫук.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарти икӗ шкулти апатланӑшсем кафе пек ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Ку проекта хула администрацийӗ ҫирӗплетнӗ, ун валли 2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
59-мӗш шкулти тата 4-мӗш лицейри апатланӑшсене ҫӗнетӗҫ. Сӗтелпе пукансене улӑштарӗҫ. Ашшӗ-амӑшӗ тата ачасем сӗннӗ проектра куҫса ҫӳрекен вулавӑш тума та палӑртнӑ. Унта пралуксӑр тӗнче тетелӗ те пулӗ.
Ку проекта мӗншӗн пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ? Ачасем пысӑк тӑхтавра кӑритур тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳресрен те. Кафере ачасем апатланма ҫеҫ мар, вӑхӑта усӑллӑ ирттерме те пултараҫҫӗ. Унта тӗрӗс апатлану пирки калаҫӗҫ. Тӗлпулӑва тӗрлӗ професси ҫыннисене чӗнӗҫ.
Юлашки ҫулсенче хӗрарӑмсенчен хӑшӗсем тӗрлӗ сӑлтава пула килте ача ҫуратма тытӑнса кайрӗҫ. Ҫакна вӗсем тем тӗрлӗ те ӑнлантараҫҫӗ. Килте ҫуратас йӑла, тӗпрен илсен, анӑҫран килет тесе палӑртаҫҫӗ. Тепӗр тесен, пирӗн чӑваш хӗрарӑмӗсем те, Анӑҫа-мӗне кайса курмасӑрах килтех ҫуратнӑ. Анчах... ку вӑл, чӑн та, ӗлӗк пулнӑ. Хирте тырӑ вырнӑ вӑхӑтрах амӑшӗ пулса тӑнисем сахал-им?
Тухтӑр патне каймасӑр ача ҫуратнине теприсем пульницӑсенчи тӳрккеслӗхпе сӑлтавлаҫҫӗ. Чӑн та, шурӑ халатлисем кӑнттаммине, шел пулин те, час-часах асӑрхама тивет. Халӗ ку енӗпе тӗп врачӗсем ҫирӗп ыйтма тӑрӑшнӑҫи пулаҫҫӗ-ха. Пульницӑсен ӗҫӗшӗн яваплисем те кӑлтӑк пирки хӑйсене систерме ыйтаҫҫӗ, этикӑпа деонтологи виҫисене пӑхӑнманшӑн явап тыттарма шантараҫҫӗ.
Хӗрарӑмсем килте ҫуратма пуҫлас йӑла иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче пуҫланса кайнине пӗлтереҫҫӗ. Ун чухне тӗнчери аталаннӑ ҫӗршывсенчи пульницӑсенче те ҫӗрекен чирсем сарӑлма тытӑнса кайнӑ. Ку вӑл тин ҫеҫ ача ҫуратнӑ хӗрарӑмсемпе ачисен хушшинче тӗл пулнӑ. Унтан чир тата шаларах кайнӑ: пневмони, менингит, йывӑр гастроэнтерит, омфалит, остемиолит, мастит, эндометрит тата йышшисем аталанма пуҫланӑ.
Патӑрьел районӗнче нумаях пулмасть юмах лартассипе ӑмӑрту иртнӗ. 7–10 ҫулхисем хушшинче пӗрремӗш вырӑна Кивӗ Ахпӳртри тӗп шкулта вӗренекенсем, иккӗмӗшне Ҫӗньялти тӗп шкулти ачасем тата Шӑнкӑртамри пӗрремӗш вӑтам шкула ҫỹрекенсем йышӑннӑ. Кивӗ Ахпӳртри тӗп шкулта вӗренекенсен тепӗр ушкӑнӗ виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ. Ҫавӑн пекех жюри Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкулти иккӗмӗш классен ӗҫне те виҫҫӗмӗш вырӑна хурса хакланӑ.
Аслӑрах ҫулхисенчен Патӑрьелӗнчи иккӗмӗш вӑтам шкулти пиллӗкмӗшсене тата Ҫӗнӗ Ахпӳртри тӗп шкулти улттӑмӗшсене палӑртмалла. Икӗ ушкӑнӗ те хрантсус поэчӗн Ш. Перро юмахӗсене калӑпланӑ.
Мероприятие пуянлатма Патӑрьелӗнчи иккӗмӗш вӑтам шкулти Р. Илюткина, М. Сугутская, О. Спинова ертсе пыракан иккӗмӗш классен ташӑ ушкӑнӗсем тата централизациленӗ клуб системинчи В. Арланова юрӑҫ та пулӑшнине А. Астраханцева асӑннӑ районти «Авангард» хаҫатра пӗлтерет.
Ҫапла, Шупашкар хӗрачин ӗҫне мультфильмра усӑ курӗҫ.
Амурпа Тимур юлташсем ҫинчен калакан пластелин мультфильмӗ валли ӳкерчӗксем хатӗрлессипе Пӗтӗм тӗнчери конкурс ирттернӗ.
Унта Шупашкарта пурӑнакан Анна Орлова шкул ачи ҫӗнтернӗ. Тинӗсҫумри сафари-парк Аня ӗҫне Раҫҫейрисенчен чи лайӑххи тесе хакланӑ.
Конкурса пӗтӗмпе 9 ҫӗршывран, ҫав шутра Донецкпа Луганск хулисенчен те, арҫын ачасемпе хӗрачасем хаваспах тата хастаррӑн хутшӑннӑ. Конкурса ҫитнӗ 636 ӗҫ авторӗсем пурте ачасем. Вӗсем - 5 ҫултан пуҫласа 15 ҫулчченхи авторсем. Шупашкарти шкулсенчен пӗринче ӑс пухакан хӗрача та хӑйӗн ӳкерес ӑсталӑхне пултарулӑх конкурсӗнче, пӗтӗм тӗнче шайӗнче, тӗрӗслесе пӑхас тенӗ. Тӑрӑшни, чӑн та, сая кайман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |