Етӗрне районӗнчи 13-ри Ксюша Максимова, комӑна кӗрсе ӳкнӗскер, мӗнле пурӑнать-ха? Амӑшӗ Ирина каланӑ тӑрӑх, лару-тӑру унчченхи пекех мар — хӗрачан хырӑмлӑхӗ япӑх ӗҫлеме пуҫланӑ.
Организм мӗн пулса иртнине ӑнланмасть, ҫавна май хӑш-пӗр ӗҫ-хӗл йӗркерен тухма пуҫланӑ. Хырӑмлӑх апата ирӗлтермен, диарея пуҫланнӑ. Халӗ Ксюшӑна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Ҫемьене йывӑр.
Нумаях пулмасть ҫемье пульницӑран киле кайма палӑртнӑ. Анчах кунашкалли хыҫҫӑн тухтӑрсем вӗсене яман. Ксюша куҫне уҫмасӑр та вӗсем киле таврӑнаймӗҫ. Унӑн сывлӑхӗ хавшанӑ.
Халӗ Ксюшӑна ятарлӑ ванна-простынь кирлӗ. Ку амӑшне хӗрне лайӑх ҫума пулӑшӗ. Пулӑшас текенсен 8-987-661-50-65 номерпе шӑнкӑравламалла.
Аса илтерер: кӑрлач уйӑхӗнче Етӗрне районӗнчи Урпаш шкулӗнче вӗреннӗ Ксюша Максимова йӗлтӗрпе чупса тухнӑ хыҫҫӑн хӑйне япӑх туйнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ, унта вӑл комӑна кӗрсе ӳкнӗ.
Шупашкарти 1-мӗш гимназире Чӑваш Республикинче пурӑнакан халӑхсен туслӑхне халалланӑ «Туслӑхпа тӑванлӑх — пирӗн пуянлӑх» фестиваль иртрӗ. Ҫак уявра вӗренекенсемпе чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем тӗрлӗ халӑх чӗлхипе, йӑли-йӗркипе, культурипе паллаштарчӗҫ. 8-мӗш класра вӗренекен Полинӑпа Аня сӗрме купӑспа илемлӗ чӑваш кӗвви каларӗҫ, 6-мӗш класра вӗренекен Вика мари чӗлхипе сӑвӑ вуласа пачӗ. Чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Федорова Любовь Михайловна тутарла юрӑ юрларӗ. 10-мӗш класра вӗренекен Настя вырӑс халӑх юрри-ташшипе савӑнтарчӗ. Фестивале хутшӑнакансем куракансене ҫак халӑхсен тумтирӗсемпе тӗлӗнтерчӗҫ, наци апачӗпе хӑналарӗҫ, ӑна мӗнле пӗҫермеллине ӑнлантарчӗҫ. Уявра ачасем халӑхсен уйрӑмлӑхне пӑхмасӑр пӗр-пӗрне хисеплесе, ӑнланса, килӗштерсе, туслӑ пурӑнмаллине туйса илчӗҫ. Уяв пурне те килӗшрӗ.
Чӑваш Енӗн ҫыннисем -
Чӑвашсем те вырӑссем,
Марисемпе тутарсем,
Мордвасемпе пушкӑртсем.
Калаҫатпӑр чӑвашла,
Вырӑсла та мордвалла,
Тутарла та марилле
Туссемпе эпир пӗрле!
(Федорова Любовь Михайловна)
Улатӑр районӗнчи вулавӑшсем ӗнер урӑлӑх кунне уявланӑ. Ку куна пуҫласа 1913 ҫулта палӑртма тытӑннӑ. Ӑна чиркӳре ӗҫлекенсем Питӗрте пуҫарнӑ. Тепӗр ҫулхи пуш уйӑхӗнче Вырӑс православи чиркӗвӗн аслӑ пухӑвӗ (Синод) Урӑлах кунне ҫулсерен ирттерес тесе йышӑннӑ.
Улатӑр районӗнчи культура ӗҫченӗсем калаҫусем, шухӑшлав саманчӗсем, информаци сехечӗсем йӗркеленӗ.
Ҫӗнӗ Энтриелти вулавӑшра вырӑнти шкулта 11-мӗш класра вӗренекенсемпе «Легко начать, трудно остановиться» (чӑв. Пуҫлама ҫӑмӑл, чарӑнма йывӑр) темӑпа Г.И. Трошкина библиотекарь калаҫу ирттернӗ.
Кувакинӑри вулавӑшра аслӑ класри ачасене пухса Г.Г. Никитина библиотекарь эрех-сӑра ӳсекен организма епле витӗм кӳни пирки ӑнлантарнӑ.
Иваньково-Ленино вулавӑшӗнче С.Б. Шугурова библиотекарь «Бережем свое здоровье» (чӑв. Хамӑр сывлӑха сыхлар) темӑпа профилактика сехечӗ йӗркеленӗ.
Междуречье вулавӑшӗ «Трезвость – норма жизни» (чӑв. Урӑ пурнӑҫ — пурнӑҫ йӑли) мероприяти йӗркеленӗ.
Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗнче ӗнер ял уявӗ иртрӗ. Ӑна спортпа ҫыхӑнтарчӗҫ. Сӑлтавӗ те ҫук мар — ку ялта спортпа туслӑ ҫынсем сахал мар. Спорт мастерӗсене ял сахал мар ӳстернӗ.
Чи малтанах спорт уявне ачасем уҫрӗҫ — вӗсем ӑмӑртмалла велосипедпа ярӑнчӗҫ. Шкула каяканнисем те, ача пахчине ҫӳрекенсем те педаль ҫавӑрчӗҫ.
Ял уявӗ вырӑнти тӳре-шарасӑр иртмерӗ. Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Иванов пухӑннӑ халӑха уяв ячӗпе саламларӗ, ялти хастар ҫынсене хисеп хучӗсемпе чысларӗ. Уйрӑм парне ялти чи ватӑ кинемее лекрӗ. Ӑна вӑрӑм кун-ҫул тата ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ.
Ял уявне вӗтӗ ҫумӑр пӗрре те кансӗрлемерӗ, ял халӑхӗ пӗчӗк концертра савӑнчӗ.
«Хавал» чӑваш халӑх пӗрлешӗвӗ вырӑс шкулӗнче чӑваш чӗлхи вӗренекен пӗрремӗш класс ачисем валли диск кӑларнӑ.
«Кала-ха» вӗренӳ пособине 15 юрӑ ҫырнӑ. Вӗсенчен пӗрине мӗнпур курс валли визит карточки тесе хаклаҫҫӗ.
Маларах асӑннӑ пӗрлешӗвӗн хастарӗ Александр Блинов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес уйӑхра Чӑваш кӗнеке издательствинче пособи те кун ҫути курӗ.
Диска Ют чӗлхесен «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи) шкулӗнче туянма пулать. Унӑн сайчӗ — http://language-school.ru/kontaktyi. Диск 100 тенкӗ тӑрать.
А. Блинов офиссен адресӗсене те пӗлтерет: Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 12Б ҫуртри 212-мӗш офис (23-02-03), Ленин проспектӗнчи 7-мӗш ҫуртри 302-мӗш офис (тел. 68-50-07), Мускав проспектӗнчи 17/1-мӗш ҫуртри 2-мӗш хутра (тел. 43-96-77), Университет урамӗнчи 34-мӗш ҫурт (тел. 68-50-90), Максим Горький урамӗнчи 12-мӗш ҫурт (тел. 68-00-56), 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 19/37-мӗш ҫурт (тел. 68-50-03), Смирнов урамӗнчи 7-мӗш ҫурт (тел. 68-03-45). Кунсӑр пуҫне Ҫӗнӗ Шупашкарта та сутаҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫухалнӑ Ҫӗнӗ Шупашкарти 13 ҫулти арҫын ача тупӑннӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ертӳҫин аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗкӗт чиперех, таса сывах, ҫухалнӑ хыҫҫӑн ӑна никам та кӳрентермен.
Аса илтеретпӗр, ача шкула амӑшӗпе кайнӑ, анчах ҫул ҫинче аслипе иккӗшӗ хирӗҫсе илнӗ хыҫҫӑн вӑл шкултан пӑрахса кайнӑ.
«Прогород» хаҫат ача шкула каяс килменнишӗн амӑшӗн аллинчен вӗҫерӗнсе тарнине, килте унӑн йӑлтах йӗркеллине пӗлтернӗччӗ те, анчах ырӑран ырӑ шырамаҫҫӗ тесе ахальтен каламан-тӑр. 13-ри каччӑна амӑшӗ ҫавӑтса утни те тепӗр ҫыншӑн тӗлӗнтермӗш пек туйӑнать-тӗр. «Мана никам та ӑнланмасть», — тесе каланӑ-мӗн те ача, ахальтен тухман пулӗ ӗнтӗ ку сӑмах...
Шупашкарта кӑҫал пӗрремӗш виҫӗреш ҫуралнӑ. Паян виҫӗ хӗрачапа амӑшне Пепкелӗх центрӗнчен киле янӑ.
Амӑшӗ Софийӑна, Миланӑна тата Валерийӑна биркӑсӑрах уйӑраять. Хӗр пӗрчисем ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Кашни 2 килограмран кӑшт ытларах тайнӑ. Хӗрарӑм вӗсене хӑйех ҫуратнӑ.
Хулари 1-мӗш клиника пульницин тӗп тухтӑрӗ Геннадий Драндов каланӑ тӑрӑх, вӗсен виҫӗреш ҫурални 3-4 ҫулта пӗрре ҫуралать. Ҫулталӑкне 8 пин хӗрарӑм ҫуратнине шута илсен ку — сайра тӗслӗх.
Тухтӑрсем виҫӗреше тӗрӗсленӗ. Вӗсем сывах. Амӑшӗ Анастасия Леонтьева унӑн пулӑшуҫӑсем пуррине каланӑ. Ачасен асламӑшӗпе кукамӑшӗ хаваспах мӑнукӗсене пӑхӗҫ. Ҫемьере аслӑ ывӑл та пур. Дима 4 ҫулта. Вӑл та йӑмӑкӗсене пӑхма пулӑшӗ.
Ҫӗршыври ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫленӗ Павел Астахова паян ӗҫрен хӑтарнине маларах эпир пӗлтернӗччӗ.
РБК-бизнес-канал Астахов вырӑнне Ҫемьесене хӳтӗлекен организацисен ассоциацийӗн ертӳҫине, «Волонтеры в помощь детям-сиротам» (чӑв. Тӑлӑх ачасене пулӑшакан волонтерсем) ыр кӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫине Елена Ольшанскаяна е «Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн» Пензӑри ӗҫтӑвкомӗ ертӳҫине Анна Кузнецована лартма пултараҫҫӗ тесе шухӑшланине те эпир асӑнса хӑварнӑччӗ. РБК Анна Кузнецована суйлас шанӑҫ пысӑкрах тесе палӑртнӑччӗ.
Ҫӗршыври ачасен правине хӳтӗлеме, чӑн та, Анна Кузнецована шаннӑ. Указа РФ Президенчӗ паян алӑ пуснӑ.
Паян ҫӗршыври ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫленӗ Павел Астахова ӗҫрен хӑтарнӑ.
Раҫҫейри паллӑ юриста уполномоченнӑй должноҫӗсӗр хӑварасси ҫинчен малтанах калаҫма тытӑнчӗҫ. Тем тӗрлӗ сӑлтавран пӗри унӑн асӑрханусӑр перкелесе янипе ҫыхӑнтаракансем те, ачасен правине хӳтӗлессипе нимех те туман, ачасен правине хӳтӗлессипе ӗҫлекен уполномоченнӑйсем регионсенче те вайлах мар текенсем те тупӑнчӗҫ.
Хайне ӗҫрен хӑтарма ыйтса Павел Астахов ҫу пуҫламӑшӗнчех ҫырнӑ-мӗн, анчах ӑна вӑл 50 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвиччен должноҫрех хӑварас тенӗ имӗш. Ӑна пӗр вӑхӑтлӑха отпуска янӑ.
Астахов вырӑнне Ҫемьесене хӳтӗлекен организацисен ассоциацийӗн ертӳҫине, «Волонтеры в помощь детям-сиротам» (чӑв. Тӑлӑх ачасене пулӑшакан волонтерсем) ыр кӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫине Елена Ольшанскаяна е «Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн» Пензӑри ӗҫтӑвкомӗ ертӳҫине Анна Кузнецована лартма пултараҫҫӗ теҫҫӗ. РБК бизнес-канал шухӑшланӑ тӑрӑх, юлашкинчен асӑннин шанӑҫӗ ытларах.
Патӑрьел районӗнче «На выборы — с родителями» (чӑв. Суйлава атте-аннепе) конкурс ирттерме йышӑннӑ. Ӑна йӗркеленин тӗллевӗсенчен пӗри авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртекен суйлава хастаррӑн хутшӑнтарасси тенӗ.
Конкурса 1—11-мӗш классенче вӗренекенсем кӑна мар, 18—35 ҫулсенчи ҫамрӑксем те хутшӑнайӗҫ.
Ҫула кура конкурсҫӑсене тӑватӑ ушкӑна пайлӗҫ: 1—4-мӗш классенче вӗренекенсем, 5—8-мӗшне ҫӳрекенсем, 9—11-мӗш класра ӑс пухакансем тата 18—35 ҫулсенчи яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ.
1—4-мӗш класра вӗренекенсем валли «На выборы – с родителями!» (чӑв. Суйлава — атте-аннепе!) номинаци хатӗрленӗ. 5—8-мӗш классенче вӗренекенсем «Как я ходил на выборы с родителями» (чӑв. Эпӗ атте-аннепе суйлава кайни ҫинчен) ятпа сочинени ҫырӗҫ. 9—11-мӗш классене ҫӳрекенсен ӗҫне «На выборы – с родителями!» (чӑв. Суйлава — атте-аннепе) фото ӳкерӗнни тӑрӑх (ют чӗлхери сӑмахпа кӑна селфи теҫҫӗ) хаклӗҫ. 18-тан пуҫласа 35 ҫул таранхисен ӗҫсене «Выборы – это модно!» (чӑв. Суйлав — ку вӑл модӑлла) темӑпа информаци буклечӗ хатӗрлемелле.
Конкурс ӗҫӗсене авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗ таран районти Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче йышӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаева Людмила Васильевна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |